Пӑлхарта (Тутарстанри хулара) чӑн-чӑн чӑваш хӗрарӑмӗ Валентина Яклычева пурӑнать — пирӗн халӑхӑн авалхи хултине килекен кашни чӑваша ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илет. Питӗ тараватлӑ хӗрарӑм! Кашни хӑнана чаплӑ йышӑнать: мунчине те хутса парать, мӗнле пулӑшу кирлӗ — яланах пулӑшма хатӗр.
Уйӑх каялла Валентина ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ иккен — мана халь тин пӗлтерчӗҫ. Вӑйлах суранланнӑ терӗҫ, Хусанти пульницара выртса тухнӑ.
Валентинӑна эп хамӑн тӑван шкула та илсе кайсаччӗ — ун чухне вӑл ачасене Пӑлхар хули пирки каласа пачӗ, шкулӑн музейӗпе паллашрӗ.