Ытларах чухне ачасем 3 килограмлӑ ҫуралаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑшт ытларах е сахалрах таять. Ку йӗркеллӗ шутланать. Анчах тӗнчере чи пысӑк тата чи пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ ачасем пур.
2009 ҫулта Индонезире 9 килограмм таякан арҫын ача ҫуралнӑ. Ҫӳллӗшӗ вара 60 сантиметр ҫеҫ пулнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, амӑшӗ ӑна аран ҫуратнӑ. Ачан ҫуралсанах аппетичӗ лайӑх пулнӑ. Амӑшӗн ӑнӑ пӗрмай ҫитерме тивнӗ. Ача ыттисенчен хытӑрах макӑрнӑ. Тухтӑрсем ҫакна ҫапла ӑнлантарнӑ: амӑшӗ сахӑр диабечӗпе чирлӗ.
Самарта, тӗслӗхрен, 6,7 килограмм таякан ача ҫут тӗнчене килнӗ.