Акӑ ҫенӗ тапхӑр пуҫланать ралли текен пулӑмра. "Пурҫӑн ҫул" ятлӑскер, унта ҫичӗ "КамАЗ" таранччен хутшӑнать. Тӗрӗспе "КамАЗ"-ши вӗсем? Чылай пайӗсем урӑх фирмӑсен, кабинӑсӑр пуҫне. Тата унсӑр пуҫне тиевлӗ пысӑк машинасем хӑш фирмӑн хутшӑнни пур? "Скания", "Вольво" скандинавинчи фирмӑсем ку раллисене хутшӑнма пӑрахрӗҫ: тухӑҫӗ-мӗнӗ ҫук, апрла-тӑк мӗншӗн пустуя укҫа-тенкӗ тӑкакланмалла? Ҫул ҫинче сӑнаса пӑхсан та тӳрех паллӑ дальнобойщиксем пурте скандинави машини. Ара, хӑтлӑ, шанчӑклӑ машина, анӑҫра хуҫасем укҫа-тенке шутлама пӗлеҫҫӗ, "Сколково" 14 миллиард убыток.
Хулара транспортпа ҫӳреме туса панӑ ПТК (Пӗрлехи транспорт карти; ЕТК) халӗ те йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать. Юлашки вӑхӑтра, сӑмахран, ман хамӑн ун тӗлӗшӗпе темиҫе пӑтӑрмах пулса иртрӗ. Ҫавна май тепӗр хут ҫак системӑн кӑлтӑкӗсем тавра калаҫу пуҫлас терӗм.
Пӗрремӗшӗ К. Маркс урамӗнчи, 52/2 ҫуртӗнче («Первая площадка» офис комплексӗ) вырнаҫнӑ «Перекет банкӗн» уйрӑмӗнче пулса иртрӗ. Ун чухне чирлеттӗмччӗ, ҫавӑнпа та хама кӑшт япӑхрах туяттӑм. ПТК тултарас тесе кӗтӗм. Хайхи экран ҫинчи пускӑчсене пуса-пуса хамӑн укҫа карточкинчен хунӑ май пӑтӑрмах сиксе тухрӗ — укҫине карточкӑран тӑкакларӗ, ПТК ҫине вара хушаймарӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ — ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ уяв. Шел те, ветерансен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ, фашистсемпе куҫа-куҫӑн тӑрса ҫапӑҫнӑ паттӑрсен йышӗ питӗ сахал. Халӗ Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнакан ветерансенчен чылайӑшӗ — вӑрҫӑ «хӳрине» лекнӗ салтаксем.
Пирӗн ялта пӗр ветеран та юлмарӗ. Шел питӗ… Пӗчченех пурӑнатчӗ вӑл. Арӑмӗ вилчӗ. Ачи-пӑчи пур-ха, анчах ватӑскере, ӑспа кӑштах арпашӑнма пуҫланӑскере нихӑшӗ те пӑхмарӗ. Пачах пӑхмарӗҫ теме ҫук-ха. Хамӑр ялтах пурӑнакан ывӑлӗн ҫемйи кашни кун пырса ҫӳретчӗ, апат пӗҫерсе паратчӗ.
Кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ «Видеотавлашу» йӗркелерӗ. Унта та, кайран та, «Капкӑн» тавра сас-хура тухма пуҫларӗ — имӗш вӑл питӗ тӑкаклӑ, ӑна кӑларма укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗр, ҫавна пула журнала кварталта пӗрре кӑларма пуҫлас шухӑшлӑ. Кунашкал сас-хура тавра чӑваш халӑхӗн пӑшӑрханмасӑр иртме май ҫук, ҫавна май ҫӗнӗ редактор ларнине кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн эпир ятарлӑ статья хатӗрлес терӗмӗр.
«Капкӑн» журналӗн кун-ҫулне илес пулсан, вӑл 1925 ҫулта пуҫланнӑ. Пуш уйӑхӗнче пӗрремӗш кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ.
«Паянтан — 17 тенкӗ!» — кондуктор калани шартах сиктерчӗ. Чӑнах та, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа троллейбуспа ҫӳренӗшӗн 15 тенкӗ мар, 17 тенкӗ тӳлемелли пирки унчченех калаҫма тытӑннӑччӗ-ҫке-ха. Нарӑсан 20-мӗшӗ епле ҫитсе тӑнине асӑрхаман та! «ЕТК илӗр, капла 4 тенкӗ йӳнӗрех ларать, 13 тенкӗ ҫеҫ тӳлемелле», — сӗнчӗ кондуктор. Чӑнах та, питӗ лайӑх шухӑш — каяс та туянас!
ЕТК картточкӑпа ҫӳреме йӳнӗ пуль-ха та, анчах ӑна туянас тесен ҫыннӑн мӗн чухлӗ чупма тивет. Шупашкарти «Элара» патӗнче вырнаҫнӑ Перекет банкне кӗтӗм.
Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала паянхи кун та хӑйне лайӑх туять, вӑл ниҫта та ҫухаласшӑн мар-ха пулас. Ҫакна эпир пирӗн пурнӑҫра лайӑх куратпӑр — хаксем хӑпараҫҫӗ, ҫынсен тупӑшӗсем чакаҫҫӗ. Кашнийӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑйне пӗлнӗ пек хӑнӑхма тӑрӑшать. Пӗрисем йӳнӗрех япаласем ҫине куҫаҫҫӗ, теприсем маларах туянма ӗмӗтленнӗ япаласене каярахри вӑхӑта куҫараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем — тепӗр май тупаҫҫӗ. Паллах, патшалӑх та вӗсенчен юлмасть. Май ҫитнӗ таран тӑкаксене пӗчӗклетесшӗн, унтан-кунтан перекетлӗх шырать.
Пилӗк-ултӑ ҫул каялла Шупашкарти пӗрремӗш типографин тимӗр хапхи кашни кунах чӗриклетсе уҫӑлса каятчӗ, унтан йывӑр тиенӗ КАМАЗсем мӗкӗрсе тухатчӗҫ, тин ҫапнӑ паха кӗнекесене Мускава, Чулхулана, Хусана тата ытти хуласене леҫсе паратчӗҫ. Чӑваш кӗнекеҫисене те полиграфистсем лайӑх продукципе савӑнтаратчӗҫ.
Уйрӑм ҫын аллине куҫсан та ҫак типографи пӗр хушӑ чиперех ӗҫлерӗ. Анчах хушӑран-хушӑ начар хыпарсем те илтӗнкелетчӗҫ, ун хуҫисем улшӑнсах тӑраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен пӗри йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен малалла тапӑлтатас темен, предприятине панкрута кӑларса ӑна хупма шутланӑ.
Камсем вӗсем, ӳтне сутса пурӑнакан хӗрарӑмсем патне чупакан арҫынсем? Обществӑра шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем авланман, хӗр-хӗрарӑмсӑр арҫынсем. Анчах та стистика ку вӑл пачах та апла маррине ҫирӗплетсе парать: ӳтне сутса укҫа тӑвакан хӗрарӑмпа киленекенсенчен 43 проценчӗ кӑна — хусах. Ыттисем е ҫемьеллӗ, е вӗсен ялан тӗл пулса пурӑнакан хӗрарӑм пур.
Авланнӑ арҫын мӗншӗн ҫӑмӑлттайсене суйлать-ха? Пӗрремӗш сӑлтавӗ — арӑмӗпе е ялан тӗлпулакан хӗрарӑмпа тӗрлӗ енлӗх ҫитменни. Чылайранпа хутшӑнура пулсан пӗр пеклӗх йӑлӑхтарать, арҫын урӑх хӗрарӑм шырама пуҫлать.
Ку статьяна эпӗ анекдотран пуҫласшӑн.
— Президент ҫӗршыври вӑтам ӗҫ укҫи 27 пине яхӑн терӗ. Пӗлес килет, эпӗ ӗҫлеместӗп-и е эпӗ ҫын мар-и? Тен, эпӗ Раҫҫейрен те мар?— Раҫҫейри вӑтам шалу вӑл — пӗри 2 миллион тенкӗ, тепӗр ҫӗр ҫын 8 пиншер илнинчен пуҫтарӑнать. Тепӗр майлӑ каласан, Петьӑн — 10 панулми, Васьӑн пачах та ҫук. Вӑтамран вӗсен пиллӗкшер панулми. Е тата тӳре-шара какай ҫиет, эпӗ — купӑста, вӑтамран пирӗн меню голубецран тӑрать.
— Апла пулсан пирӗн колхоз председателӗ Глаша пур арҫынпа йӑваланса ҫӳрет, Маша доярка тӑр пӗччен пурӑнать, вӑтамран иккӗшӗ те юхха пулса тухать-им?
Пуҫра капланнӑ шухӑшӑм-кӑмӑлсӑрланӑвӑма, вӗчӗрхенӗвӗм-тарӑхӑвӑма хут ҫине куҫармалла-ши тесе ӗнертенпе пуҫ вататтӑм. Паян ҫак сайта кӗрсен Аҫтахар Плотниковӑн «Мы нищеброды что ли?» статйине вуласа тухсан аллӑм клавиатура патне ирӗксӗрех туртӑнчӗ.
Анчах эпӗ — кӑшт урӑххи пирки. Пуяннисем хӑйсен мулӗпе мухтанни-каппайланни-курнӑҫланни-пуҫ каҫӑртни ҫинчен мар. Э-э, чим-ха, мухтанни-каппайланни-курнӑҫланни-пуҫ каҫӑртни пиркиех. Анчах укҫапа кӑна мар, вырӑссем пиллӗкмӗш точка текен вырӑн ҫемҫе вырӑн (тавталогишӗн каҫару ыйтатӑп) йышӑннипе сӑмса каҫӑртни ҫинчен.