Эпир маларах сирӗнпе Шупашкарти ача пахчисен ячӗсене пӑхса тухнӑччӗ. Вӗсен хушшинче 2 чӑвашла ятлине тупнӑччӗ. Малалла Чӑвашри ытти хуласенчи ача пахчи ячӗсене шӗкӗлчес шухӑшлӑ. Паллашма сӗнетпӗр.
Ку хулара чӑвашсен йышӗ ытла та пӗчӗк пулнипе ятӗнче чӑваш чӗлхипе усӑ курассине шанма йывӑр ӗнтӗ. Ҫавах та пӗр-пӗр ача пахчине чӑвашла ят панӑ пулсан вырӑссем те чӑвашсене хисепленине кӑтартма май пулӗччӗ. Ара пирӗн чӑвашсем вырӑсла ят пама вӑтанмаҫҫӗ-ҫке, вырӑссен мӗн-ма вӑтанас?