Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Чтобы написать красавицу, мне надо видеть много красавиц.
(Рафаэль)
 

Статьи

Шӑмалаксем ял уявне ирттерчӗҫ

  01.08.2018 09:29 | Изменить | Удалить | 7388 просмотров

Пуҫласа ирттерекен ял уявне тивӗҫлипех хатӗрленсе шӑмалаксем чылай курӑмлӑ ӗҫ туса ирттернӗ. Шӑматкун вара, уяв умӗн, вӗсене «уҫса тухрӗҫ». Халӗ яла кӗнӗ ҫӗрте питӗ хитре Укӑлча юпи кӗтсе илет Шӑмалак ывӑлӗ-хӗрӗпе хӑнисене. Салтака каякан ҫамрӑксене ӑсатнӑ чухне пурте унта тӑрса сӑн ӳкерӗнмелле пултӑр, теҫҫӗ ҫак илеме ӑсталанӑ Александр Усановпа Владислав Николаев.

Шкул патӗнче «Ман юратнӑ Шӑмалак» — «Шемалаково — любовь моя» паллӑна вырнаҫтарнӑ. Яла килекен кашни ҫын, ватти-вӗтти — хуласенче пурӑнакансем уйрӑмах — пӑхса савӑнса, мӑнаҫланса ирттӗр ҫак илеме курса.

Далее...

 
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)