Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +23.4 °C
Для хороших актеров нет плохих ролей.
(Ф. Шиллер)
 

: Пурин перле пулашмалла.

03.04.2010 15:527088 просмотров
Канашлури "Укҫа пуҫтаратпӑр"статья кашни чӑваш чунлӑ этеме пырса тивме кирлӗ. Николай Плотников бизнесменсем патне кайса калаҫасшӑн. Эпӗ те темиҫе бизнесменпа калаҫса пӑхрӑм . Шкул ачисен хайлавӗсен пуххине шкулӑн 165 ҫулхи юбилейне парнелес тесе.Пӗри те пулӑшма кӑмӑл тумарӗ. Хам вӑйпах "Тӗлӗнтермӗш юмахсем" кӗнеке кӑлартӑм. Район пуҫлӑхӗ тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн 5 пин преми панӑччӗ,вырӑнти икӗ ҫын кӑштах пулӑшрӗҫ, тепӗр 5 пин пенси укҫинчен хушрӑм. Сывлӑх чипер пулсассӑн тепӗр кӗнеке те пичетлесшӗн-ха.
Культура министерствин те пулӑшмалла, хӑйшӗн тӑрӑшмасть вӗт вӑл.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Александр // 3395.51.7070
2010.04.03 20:17
Александр
Туссем, пирĕн фонд тумалла, çав фонда пĕр комитет йĕртсе пымалла. Çав фонд проекчесене пăхса илмелле вара чи кирлисе суйламалла! Çав фонд çинчен тата ун проектсем çинчен нумай çын пĕлмелле. Эпĕ çапла шутлатăп
2010.04.04 07:58
Çĕр çинче ырă кăмăллă çынсем пур.Пурте укçашăн кăна талпăнмаççĕ.Мана Наумов Леонид Александрович пулăшрĕ,вăл калăплама пĕлет.Ун патĕнче виçĕ кĕнеке кăлартăм.Иккĕ чăвашлине, тепре акăлчанла методика сборникĕ.Вырăс, анчах та Чăваш халăх сайтне хутшăнакансенчен хăшĕ те пулин чăваш грамматикине лайăх пĕлекен тупăнать пулĕ-ха.Халĕ вăл ĕçлет е çук, калама пултараймастăп.
2010.05.04 20:32
Шутласа тĕлĕнсе ларатăп-ха.Ача-пăча фондне валли укçа пухмалла, ветерансем валли укçа пухмалла,шкула пулăшмалла, пирĕнтен никам та ыйтмасть, список тăваççĕ те укçана зарплатăран тытса кăна юлаççĕ.
Тен, сирĕн те çав мелпех усă курмалла? Произведени авторĕсем те кăштах пулăшччĕр. Раççей конкурсĕсене хутшăнма кашни участникран 200 е унран та ытларах укçа тÿлетпĕр-çке.
Чăваш яланах хытă пулнă.Пуян çын кашни пусне шутлать.
Чăваш наци конгресĕ те пур, мĕншĕн вăл пулăшмасть?
2010.05.04 21:02
Аçтахар Плотников
Кам пулăшас тет — пулăшĕ. Тархасласа ыйтас теместĕп.

Конкурссемшĕн укçа пухни те ман шутпа вырăнсăр. Укçасăррисен мĕн тумалла вара?
2010.05.05 19:59
Укçасăррисем хутшăнмаççĕ.
"Британский бульдог"та, "Чĕвĕлти чĕкеç" те - пур конкурс та укçалла. Конкурса ачасене хутшăнтармалла - учителĕн укçа пуçтармалла. Пуçтармалла кăна мар,ĕçне Шупашкара хăвăн кайса илмелле.Унталла -кунталла 500 тенкĕ юхса тухать.Ĕçне пурнăçланă хыççăн каллех Шупашкара каймалла.Кашни учитель хăй чупать.Каяймарăн - сăмах тĕкĕнет.
2010.05.05 20:20
Аçтахар Плотников
Çавăнпа та эпĕ ăмăртусене тӳлевсĕр ирттеретĕп — сирĕн, вĕрентекенсен, унсăр та укçа тăкаклама тивет. Эп луччă парнесем лайăхрах хатĕрлетĕп. :)
2010.11.26 21:41
Паян ачасемпе кĕнеке презентацине хутшăнтăмăр.Уявран савăк кăмăлпа таврăнтăмăр.Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ библиотека хуçисене тав сăмахĕ калас килет.Уяв унта иртрĕ.
Халăх нумай пуçтарăннă.Уява та лайăх йĕркеленĕ.
Николай Алексеевич Плотниковпа унăн юлташĕсем пирĕн хайлавсене пичетлсе кĕнеке кăларма вăй-хăват тупма пултарнăшăн чунтан тав тăватпăр.
2011.04.12 22:10
Николай ачасен хайлавĕсене пухса тепĕр кĕнеке кăларма шантарать. Тен, авторсен хăйсен те ăна укçан пулăшма майсем тупмалла?
2011.04.13 06:24
Питĕ инçе пурăнатăп, çавăнпа эпĕ укçапа кăна пулăшма пултаратăп.
2011.04.28 07:30
Пулăшакансем тупăнкалаççĕ-? Пулас кĕнеке авторĕсем! сире валли кĕнеке кăларать Николай Плотников, хăйне валли мар.Кашни кăштах пулăшсан та ăна çăмăлрах пулать. Вăл та миллионер мар.

Страницăсем: [1], 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики