Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Будем трудиться, потому что труд - это отец удовольствия.
(Стендаль)
 

: Чӑваш чӗлхи вилнӗ тесе палӑк лартар! Эп чӑваш чӗлхишӗн тесе кӑкӑра ҫапса кӑшкӑракан карма ҫӑварсемшӗн пухӑнма тепӗр вырӑн пултӑр.

28.01.2010 10:218128 просмотровИзменить Удалить
Чӑваш чӗлхи вилнӗ тесе палӑк лартар! Эп чӑваш чӗлхишӗн тесе кӑкӑра ҫапса кӑшкӑракан карма ҫӑварсемшӗн пухӑнма тепӗр вырӑн пултӑр.

ЮНЕСКО пӗрлешӳ чӑваш чӗлхи вилекен чӗлхесен шутне кӗртни ҫулталӑк ҫитрӗ пулин те тӑван чӗлхемӗре упрас тесе нимӗн йышӑннине те туймарӑмӑр. Хӑть ялта, хӑть хулара. Ӑҫтан туяс-ха? Трибуна ҫинчен сурчӑк сирпӗтсе чӑвашлӑхшӑн «тӑрӑшакан» ҫынсем халӑх умӗнчсен пӑрӑнсанах вырӑс чӗлхипе кӑна усӑ кураҫҫӗ. Пирӗн, чӑвашсен тӗлӗнмелле енӗ - виҫӗ чӑваш пухӑнсан вырӑсла пуплешни. Те пӗр-пӗрне ӑнланмасран хӑраҫҫӗ. Чӑвашлӑхшӑн «тӑрӑшакан» журналистсем те вырӑсла ҫырма меллӗрех, шухӑша тарӑнрах уҫса пама, паянхи куна тивӗҫлӗрех ҫырма май пур тесе хӑйсен тавракурӑмӗ вӑйсӑррине, пӗчӗккине пытарма тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗн кӑна пур пуху та, пур конференци те вырӑсла иртет!
Халӗ мана хӑшӗ-пӗри эпӗ чӑваш чӗлхишӗн мӗн кӑна тумарӑм тесе пӳлме пултарӗ. Чӑнласах та мӗн те пулин тӑвакансене пӳрне ҫинче шутласа кӑларма пулать. Пӗри – ниме пӑхмасӑр Чӑваш халӑх сайтне тытса тӑракан Н.Палотников, тепри вара чӑваш халӑхне хӑйне хӑй кӑшт та пулин хисеплеме вӗрентес тесе тӑрӑшакан Елена Енькка. Тен, татах та пур, анчах вӗсен ӗҫне курма питӗ йывӑр. Ҫакӑн пек ҫынсем питӗ сахал-ҫке. Калӑр-ха, ЮНЕСКО пӗтӗмлетӗсем хыҫҫӑн миҫе лару, миҫе статья пичетлерӗҫ, мӗн чухлӗ шавларӗҫ, мӗн чухлӗ вӑрҫӑнчӗҫ, мӗн чухлӗ йышӑну турӗҫ?.. Ӗҫӗ вара КУРӐНМАСТЬ!!! Чӑнласах чӗлхене упраса хӑварас тесе мӗн турӑр?!..
Уйӑх каялла йӑмӑк шкултан ҫиллес кӑмӑлпа таврӑнчӗ. Паян 10-мӗш класра вӗренекен ачасем чӑваш литература урокӗнче учителе чӑваш литератури кирлӗ мар, ку вӑл ытлашши предмет тесе макӑртма пултарнӑ иккен. Ҫак ачасемех, 9-мӗш класран вӗренсе тухнӑ чух экзамен тытма хатӗрленнӗ чух, пӗри те кун пек каламан иккен, пурте ҫӑвар карса вӗрентекене тимлӗн итленӗ. Халӗ вара… Йӑмӑк та пӗлтӗр чӑваш чӗлхи уйрӑмне вӗренме каясшӑн тӑрӑшаканскер кӑҫал урӑхларах шухӑшлама пуҫларӗ: чӑваш чӗлхипе те, литературипе те пӗтӗмӗшле патшалӑх экзаменӗ тытма май ҫук-ҫке. Вӑл килӗштернӗ, юратнӑ предметсемпе экзамен тытма пултараймасть. Ирӗксӗрех урӑх предмет суйласа илме тивет, урӑх предмета мала хурса пӗтӗм вӑя ҫакӑнта яма тивет. Пирӗн мӗн чухлӗ ВУЗ, мӗн чухлӗ профессорсемпе наука кандидачӗсем – мӗнӗ шанатӑр? МӖНШӖН ЕГЭ материалӗсене хатӗрлеместӗр, мӗншӗн тӑван чӗлхерен ҫамрӑксене пистеретӗр? Вырӑссемпе тан утма пултараймастӑр-и? Е сирӗн, пуҫлӑхсемпе ӑслӑхлӑх ҫыннисен, тӑван чӗлхене упрама вӑй-хӑват, ӑс-тӑн ҫитеймест? Мӗнле сӑлтава пула пирӗн ачисем тӑван чӗлхене мансах вырӑс чӗлхипе экзамен тытма хатӗрленеҫҫӗ? Ку пӗтӗмӗшле чӑваш интелигенцийӗн айӑпӗ. (Хӑть хулари, хӑть ялти интелигенцин ачи-пӑчи варӑс чӗлхине мала хурать.)
Чӑваш чӗлхи учебникӗсем пирки каламастӑп та. Ку учебниксене (уйрӑмах 6-9-мӗш классенче вӗренмеллисене) тӑван чӗлхене юратман ҫын ҫырнӑ пулӗ. МӖН ЧУХЛӖ ТЕОРИ!!! Хӑнӑхтарусен калӑпӑшӗ тата… пӗлӗр йӑмӑка ӑнланманнине катартас тесе учебника уҫрӑм та… нимӗн те ӑнланмарӑм! Юлашкинчен мачча ҫинчен хамӑр вӗреннӗ кӗнекесене антарма тиврӗ. Кӗскен те ӑнланмалла та ҫырма пулать иккен. Чӗлхен хӑш-пӗр уйрамлӑхесене аслӑ шкулсенче парӑр. Ачан, ман шутпа, тӗрӗс те илемлӗ калаҫма, ҫырма вӗренмелле. Эсир вара, пур «ӑслӑскерсем», ку теори материалӗсемпе тӑван чӗлхене урӑх ан вӗренччӗр, пирӗн урӑх кӗнекесем кӑларса асапланмалла ан пултӑр тесе тӑрашатӑр пулмалла.
Чӑваш телевиденипе радионе те пӗр-ик сӑмах калас килет. Сире куракансем тата итлекенсен шучӗ ҫултан ҫул нумайлансах пырать пулас? Ҫамрӑк ӑру сире ытларах пӑхчӑр, итлеччӗр тесе нимӗн те тумастӑр! Пирӗн вӗрентекен уросенче хӑй видиокассета ҫине ҫырнӑ передачӑсене кӑтартатчӗ. Халӗ уроксенче кун пек кӑтарту материалӗсемпе ҫамрӑк вӗрентекенсем усӑ кураймаҫҫӗ иккен. Вӗсен тӗрлӗ передачӑсен, спектакльсемпе фильмсен дискӗсем ҫук! Вӗрентекен те хӑй укҫипе 100 тенкӗ парса шкул ачисем валли радиоспектакль илетӗп тет. Учитель кашни ниме тӑман дискшӑн (60-70 мб) 100 тенкӗ тӳллесен ӑҫтан укҫа ҫитӗ??? Сирӗн мӗн пек пуян фоно-видиотека! Ҫак пуян материалпа шкул ачисене паллаштарма май пулсан сире тепӗр ҫӗр ҫултан та итлекен, пӑхакан пулӗччӗ.
Пӗтетех иккен тӑван чӗлхе… Пирӗн укҫасӑр пӗр утӑм та тӑвасшӑн мар, чапа тухмасӑр ҫӳпӗ те вырӑнтан куҫарасшӑн мар вӗненнӗ халӑх пуҫлӑхра. Манӑн ачасем чӑвашсемех пулӗҫ, манӑн мӑнуксем чӑвашсемех юлччӑр тесе турра тархаслатӑп. Аслӑ пӗлӳ илмен ялти халӑх тӑван чӗлхене тепӗр 50 ҫул хушши упрама пултарӗ-ха, кайран вара... Кайранхине Аслӑ турӑ пӗлет.
Шанчӑка ҫухатнӑ Елена Белова
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2010.01.28 16:35
Аçтахар Плотников
Тĕрĕс вăрçатăр! Ĕçе кăшт та пулин вырăнтан хускатас тесен тем те тума пулĕччĕ — тĕслĕхрен, чĕлхе саккунне пăснине çирĕпрех тĕрĕслеме тытăнасси. Ав, хулаçум вокзалĕнчех, пĕр 10 çул каялла автобус маршручĕсене чăвашла та вырăсла та пĕлтеретчĕç (пурте тенĕ пекех района каяççĕ-çке...). Халĕ вара — сайра хутра çеç илтетĕн. Тустармалла уншăн, кăштах айăпласа илмелле!
vik // 2171.2.7167
2010.01.28 21:51
Çирĕп те çепĕç чĕлхеллĕ Чăваш ИК (инçекуравĕ - телевидени) кирлĕ. Тепĕртакран вара чĕлхе ăстаçисем журналист ĕçĕнче те, социаллă тата политика хутшăнусенче кирлĕ пулĕç. Литература ĕçне халĕ çамрăксем сайра хутшăнаççĕ — укçа çапма май çук ку ĕç-пуçра. Хальхи пурнăçа чылай çĕнĕ сăмах кĕрсе кайрĕ, вĕсене чăвашла йăваламалла — унсăрăн кăткăс пĕлтерĕшсене калаçура усă курма питĕ хĕн. Чăваш чĕлхин аталанăвĕ чăрмавланнă пирки питĕ тарăн тĕпчев ĕçĕ кирлĕ, çак йывăрлăха туякан çынна статья çырма ыйтмалла, кăштах чăваш грантне уйăрса памалла. Е çак канашлурах тĕплĕ статьясене сӳтсе явмалла, тетел-конференци ирттермелле.
Александр // 7104.4.9007
2010.01.28 22:45
Александр
Çавăнпа пер организаци йĕркемелле... çав организаци ятупа ĕçлемелле
vodolaz // 3016.81.4705
2010.01.29 19:45
Ку мана пите кÿрентереть,эпĕ Мурмăнскра пурнатăп,пĕлтĕр республика кунĕнче,Вăрмар районĕнче,республика президенче Федоров,трибунăран сăмах каланăчух "икĕ-виçĕ" сăмах çеç каларĕ,ыттыне вырăсла каларĕ.Ваттисень сăмахĕ "Пулă пуçран çĕреть теть"
Victor // 1936.87.4419
2010.01.30 13:22
Victor
организаци? хаха. эпир чăвашсем вĕсене питĕ юрататпăр! чăваш республики УАО, ЧНК ООО!, :D тата мĕн кирлĕ сире?
2010.01.30 16:45
мĕн усси официаллĕ пĕрлешÿре? ялани пекех сăмахпа çунтрани кăна пулать. калăпăр эпĕ хатĕр мар унта ĕçлеме
2010.01.30 21:06
Спектакльсен дискĕсем пур иккен, çулла Мускава кайрăмăр. Çул тăршшипех чăваш спектаклĕсем пăхрăмăр.Артистсем пĕр-пĕрне куç хĕсеççĕ те йăшт çеç çемçе вырăн ăшне чăмаççĕ.Пирĕнпе пĕрле ачасем те пурччĕ...Чăвашсем те цивилизаципе тан пыраççĕ иккен,ку таранччен пĕлменччĕ те, курманччĕ те.Çав артистсен ашшĕ-амăшĕ ачисен дискĕсене еплерех хаклать-ши?
Александр // 7104.4.9007
2010.01.31 18:22
Александр
Šyravşă -
Чăвашсен халĕ ĕçлекен организаци çук. ЧНК вăл тулаш чăвашсем культурă енепе ĕçлет кăна.... Пĕчен ĕçлесен нимехте тăваймăпăр.
EthnicR
Тĕрлĕ çынсем пур, килешетĕп. Анчах кашнинче "нумайтарах сăмахпа çунтрани" çына курмалла мар ĕнте. Кĕтесре ларса пурнете критикласа - чăвашлăхшен усси пур-и?
2010.02.01 08:52
alboru, эпĕ кĕтесре лармастăп, вăй çитнпе тăрăшатăп

Страницăсем: 1, 2, [3]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики