Володя // 1777.86.6881
2009.04.02 19:18 | |
Согласен с Эльби на все 100%.Первое. Нужны совершенно иные программы изучения родного языка. Такие программы и формы их усвоения, чтобы ребенок до 5 класса "прикипел" к родному языку и литературе.Потом это сделать невозможно. Нужно проводить больше конкурсов, викторин и олимпиад на родном языке на государственном уровне с тем, чтобы победители имели преимущества при поступлении в республиканские ВУЗы. Второе.Знание языка и культуры родного народа должно давать претенденту на государственные должности преимущество перед остальными соперниками. Третье. Нужно законодательно обязать всех чиновников Чувашии общаться с посетителями чувашами на чувашском языке. (Без переводчиков) | |
Анонимла // 3004.53.9023
2009.04.08 10:15 | |
Манăн чăваш чĕлхипе тата сăмахлăхĕпе интереслĕ тестсем тăвас килет. Анчах та лицензиллĕ программăсене илме хулăм енчĕк кирлĕ-çке. Тата - вăхăт. Пирĕн ЧНК Интернета чăвашлатас тесе тата чăваш шкулĕсене паянхи куна тивĕçтерекен чăвашла электронла учебниксем кăларас тесен мĕн тăвать-ши? Ун валли укçа уйăраççĕ-ши? Интернета чăвашлатсан тата кашни чăваша чăвашла пичетлеме майсем туса парсан пире ЧНК кирлех те марччĕ. Эпир хамăрах кирлĕ ыйтусене татса пама пултарăпăр! | |
Элпи // 3004.53.9023
2009.04.08 10:56 | |
Эсир çакăнта кĕрсе пăхăр-ха http://www.finno-ugry.ru/educres/programme/. Удмуртсем мĕнлерех ĕçлеççĕ. Пирĕн те пултаруллă чăвашсем нумай, анчах мĕнле тумаллине пурте пĕлеймеççĕ. Манăн тĕрлĕ шухăшсем пур, анчах компьютера алла илейменни, чăвашлатайманни пĕтерет. Манăн та ачасене çĕнĕлле вĕрентес килет. Çук тесе макăрса лармалла мар. Тытмалла та тумалла. Анчах кам патне пуç çапма каймалла-ши? Кам мана вĕрентĕ-ши? | |
Анонимла // 5908.4.0888
2009.04.09 07:20 | |
чăвашсем, elbi пек пултаруллă вĕрентекенсене пулăшмалла... | |
Анонимла // 3109.89.1949
2009.04.09 17:39 | |
ПИрєн Тутарстанри чґваш шкулєсенче тахѕанах компьютерсене чґвашлатнґ, районсенче тухакан 4 хаѕат тата респулика шайенче тухакан "Сувар" хаѕатра та ѕавґн пекех шрифтсен раскладки. Ку пире питє пулґшать єѕлеме | |
Аçтахар Плотников // 2131.06.7895
2009.04.09 19:01 | |
«ПИрєн Тутарстанри чґваш шкулєсенче тахѕанах компьютерсене чґвашлатнґ»
Курăнать... Ун пек шайра чăвашри шкулсене те «чăвашлатнă» (пĕр-пĕрин хушшинче çеç çыру тавраш çуретейреççĕ). | |
Анонимла // 3004.53.9023
2009.04.10 10:17 | |
Шкулсенче ăваш шрифчĕ пур пуль-ха, анчах унтан усси сахал. Чăвашла видиоролик тăватăн-и, е тест, е тата урăх ĕç - сана компьютер пачах та итлесшĕн мар. Маншăн уроксем валли хатĕрленĕ презентацисем интереслех мар! Вĕсем пурри аван, паллах. Анчах çителĕксĕр. | |
Анонимла // 3499.83.6102
2009.04.10 18:22 | |
edusuite.ru çинче темиçе шкул сайчĕсене пăхрăм. Чăвашла е тутарла çырнине курмарăм. Тĕп страницисенче веçех вырăсла.
«ПИрєн Тутарстанри чґваш шкулєсенче тахѕанах компьютерсене чґвашлатнґ» - кăна "РАСКЛАДКА КЛАВИАТУРЫ ДЛЯ WINDOWS NT/2000/XP http://www.peoples.org.ru/key32U.html" çакăнпа усă курса çырнă пулĕ. Ана вулама ятарлă Eurasian шрифтсем кирлĕ. | |
Аçтахар Плотников // 2134.37.6306
2009.04.11 01:59 | |
Çук, унпа мар. Тутарстанра Jahat текенсем пур — вĕсем туса панă. Унпа усă курмашкăн компьютерта ятарлă шрифтсем кирлĕ. Интернетра, сăмахран, усă курсан — çавнашкал курăнать. | |
Анонимла // 2267.01.1962
2009.04.11 21:06 | |
КАМ АНИМАЦИЕ (МУЛЬТИКСЕНЕ) ЧАВАШЛА КУСАРСА ПАРАЯТЬ ДВД-ДИСК СИНЕ? АЧАСЕНЕ ЧАВАШЛА МУЛЬТИК КАТАРТАС КИЛЕТ. ТАТА МЕН ХАК ПУЛАТЬ КУ ЕС? |