Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Ложь должна быть чудовищной, чтобы в нее поверили.
(Геббельс)
 

Аçтахар Плотников: Киличчен килменни

Аçтахар Плотников22.12.2008 16:1112396 просмотров
Эх... Шупашкара киличчен килменни лайӑхрах пулӗ. Ытла та чуна ыраттарать-ҫке. Эрнекун Республика лапамне лакрӗм те... Мӗн курӗ унта чӑваш? Пысӑк саспаллисемпе "С НОВЫМ ГОДОМ!" тесе ҫырса хунӑ. Чӑваш тӗсӗсем те ҫук! Шурӑ, кӑвак, хӗрлӗ. Раҫҫей ҫӗрӗ ӗнтӗ! Чӑваш чӗлхи пирки мӑнаҫлӑн калаҫма пуҫласан тӳрех "националист" тесе калаҫҫӗ, судпа айӑплама та пултараҫҫӗ. Кунта вара тепӗр халӑх чунне ыраттараҫҫӗ — хӑнк та тумаҫҫӗ. Вӗрентӳ министерствине кӗме лекрӗ — алӑк ҫине ниӑҫта та чӑвашла ҫырса ҫапнине курмарӑм — йӑлт вырӑсла. Калаҫма таҫта та вырӑсла ҫеҫ калаҫаҫҫӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыславнӑ чухне вара йӑлт чӑвашла пулчӗ. Килӗшрӗ. Кирлӗ чухне пултаратпӑр вӗт! Мӗн-ма ҫапла чӑваш чӗлхинчен хӑраҫҫӗ? Ак, «Грани» хаҫата панӑ интервьюрах ман ӗмӗт епле пулни пирки ыйтрӗҫ. Чӑваш чӗлхи шайӗ вырӑс чӗлхин шайне хӑпарнӑ кун пирки ӗмӗтленетӗп тесе каларӑм та — йышӑнмарӗҫ. Тата Байкал пирки каласаччӗ те — ӑна ҫеҫ вырнаҫтарчӗҫ. Чӑваш чӗлхине вара тем тесен те кӗртмерӗҫ. Лозунгсем пичетлеместпӗр, апла ҫырсан чӑваш чӗлхине пӗрремӗш вырӑна лартакан ҫынсем кӳренӗҫ терӗҫ. Вӗсем (чӑваш чӗлхине мала лартакансем) ан кӳренчӗр тесе кӑшт тӳрлеткелесе те пулин каларӑм — ҫук, ҫапах та йышӑнмарӗҫ.
"С НОВЫМ ГОДОМ" кӑна ҫырни ма чуна ыраттарать-ха? Кунта, Чулхулара та, апла ҫыраҫҫӗ. Вырӑсла анчах. Анчах — кунта вӑл норма, чӑвашла ҫырма ыйтма ҫук. Шупашкарта вара вырӑсла кӑна ҫырни ниепле те норма пулаймасть, чун чӑвашла ҫырнине кӗтет. Куҫ курмасть чуна ыраттарать. :(
Шел, шел, питӗ шел. Кайран ҫак ҫынсем хуйхӑрса "эпир вырӑссем, анчах тахҫан чӑвашсем пулнӑ" тесе калӗҫ. Хальхи Улатӑр тӑрӑхӗнчи вырӑссем (хайсем тахҫан мӑкшӑ пулнине аса илсе...) пек... Влаҫри ҫынсене темле кун пирки ҫитермелле... //ак, тин кӑна www.edu.cap.ru сайта уҫрӗҫ. Йӑлт вырӑсла! Чӑвашсем вилсе выртнӑ, е пушшех те ҫухалнӑ тейӗн. Вӗрентӳ сайтчӗ. Хухры-мухры мар!
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Victor // 3390.12.3019
2008.12.22 17:52
Victor
эпир чăвашсем çапла çав. пире вырăсли ытларах килӗшет.
кала-ха эс ăна таçти варта ачисене вырăсла вĕрентекен хĕрарăма. ахаль мар - вырăсланасси, вырăспа танлашасси пирĕн ĕмĕт - тахçантанпах. атăл тăрăхĕнче вырăсланăвăн чи çирĕп шкулĕ - чăваш ен, чи аслă вĕрентÿçине те пур те пĕлетпĕр. ни хамăн анне, ни атте, ни тăвансен итеалĕсене кайма хăюлăх çитмест.
akram // 3569.34.0357
2008.12.22 22:23
ЯЛТА ЧĂваш АЧИ çуралмасть. Ăнлансан нимĕн те чĕнмĕн
2008.12.22 22:53
Аçтахар Плотников
>ВАТĂ ПУÇПА ТА ÇАКНА ĂНЛАНМАРĂН ПУЛМАЛЛА
Ма вара ватă пуçпа? Чăваш пĕтнине тахçанах куратăп. Куçа курăнни килĕшмест те çавăнпа та чăвашлăха чĕртме тăрăшатăп та! Мĕнле писсимистсем эсир? Анчах та эпĕ ĕненетĕп — чăваша чĕртме пулать! Ĕçлесен.
//тепĕр енчен шухăшлатăп та... Чăваш халăхне тухатламан-ши тетĕп. Фёдор Мадуров пĕррехинче тутарсен халăхне мĕнле прокляти яни пирки каласа пачĕ. Тен, çавнашкал прокляти пирĕн халăха та янă? Чăваш Турри пурах тесе шутлатăп. Хăйне çапла хисеплеменшĕн пире асаплантармасть-ши?
Микулай // 2116.67.6260
2008.12.25 22:08
Migulaj çырать.
Эпĕ кунта темиçе хут та чăваш чĕлхине Чăваш республикинче тислĕк вырăнне хураççĕ тесе каланăччĕ. Эпĕ Чăваш республикинче чăваш чĕлхи вырăнĕ пирки питĕ йăнăшнă. Эпĕ çав сăмахсене çырнăшăн сирĕнтен каçару ыйтатăп. Чăваш чĕлхине Чăваш республикинче тислĕк вырăнне кăна мар, ăна (чăваш чĕлхине) Чăваш республикинче нимĕн вырăнне те хумаççĕ. Ăна Чăваш республикин Аслă Канашĕ питĕ лайăх кăтартса парать. Çук япала пирки мана кунта нумайăшĕ темĕн те каласа, хăратса пĕтерчĕç. Çакă вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçни 140 çул иртсен чăваш чĕлхи чăвашсен çĕршывĕнче çук япала çеç пулса юлнине палăртрĕ. Мана кунта пуртăпа хăратакансем çакна халĕ ăнланса илни килĕшрĕ. Анчах та эпĕ вĕсене вĕçне çитичченех ĕненсе çитеймерĕм-ха.
2008.12.25 23:42
Аçтахар Плотников
Эх суять, эх суять! Пуртăпа хăратаканни — эпĕ пултăм пулас... Анчах хăçан хăратнă — астумастăп. :) Ма ун пек суяс?
Тем тесен те сана кунта чăваш чĕлхишĕн куляннишĕн никам та вăрçмасть. Пуш сăмах çапни кăна йăлăхтарса çитерет. Пуш сăмах çапнипе чĕлхене çăлса хăвараймăн. Ĕçлеспĕт.
Энтри // 1321.95.8132
2008.12.26 03:00
Вăт, вăт!!! Ĕçлемелле! Анчах ĕçлекеннисем курăнсах каймаççĕ. Пуш параппан çапакансем нумай. Кашни чăваш чĕрне хури чухлĕ ĕç тусан та чăваш чĕлхине çăлма тахçанах тем пысăкăш ту пулса лармалла. Халлĕхе ытларахăшĕ пыршă-пакрти тухса кайиччен ĕçлекенсем çине йĕрĕнсе пăхса кăна тăраççĕ. "Чăваш пурпĕрех пĕтет - ма нушаланмалла?", тесе шутлаççĕ-ши?
Микулай // 2116.67.6260
2008.12.26 07:08
Сана ăнланма йывăр. Эсĕ мана чăваш чĕлхине эпĕ пушăпа хăваласа вĕрентесшĕн тесе каламан-и? Эпĕ çырнисене эсĕ хуратни вара пуртăпа касни пулмасть ĕнтĕ. Тĕнчери Чĕлхе саккунĕсене Чăваш республикинче усă курасси вăл пушăпа хăратни пулмасть-и? Эсĕ тепĕр чух малтан ху мĕн çырнисене пăхса ил. Икĕпитлĕх вăл питĕ япăх япала.
2008.12.26 11:19
Аçтахар Плотников
Migulaj, канашлура йĕрки çапла — темăна куçарса яма юрамасть. Çавăнпа санăннине, тата УРĂХИСЕННЕ хуратса та. Санне кăна мар. Вăл темăра кăна мар, ыттисенче те çаплах тунă. Яланах. Апла тумасан — канашлура нимĕнле йĕрке те пулмĕ. Ак, сăмахран, «Эпир хун / Мы - гунны» темăнах илес. Пĕр вăхăтра пăхса тăраймарăм та мĕн кăна çук унта. Çын вăл темăпа паллашас тесе уçать те — унта вара, пачах ат урăххи çинчен калаçаççĕ. Тепĕр енчен эс пĕчĕк ача мар вĕт. Пĕчĕк ачан теттине туртса илсенех макăрса ярать. Урăх нимĕн те тăваймасть те... Тепĕр енчен «пуртăпа хăратни» — «вĕлеретĕп» тенипе çывăх. Эп сана вĕлерессипе хăратса-и, анкă-минкĕ? Чăнах та урăх сăмах çук... Мĕн çырасси пирки шутлаççĕ ăна малтан... //мана кӳрентерсе çырнисене малашне хурататăп.
Микулай // 2116.67.6260
2008.12.26 12:05
Тавтапуç.
Эсĕ мана халь "Тепĕр енчен эс пĕчĕк ача мар вĕт." тетĕн. Ĕлĕк эсĕ мана "Ачамккă" теттĕн. Куратăн, эпĕ сан умрах ӳссе пыратăп.
Апла халĕ эсĕ тĕнчери Чĕлхе саккунĕсене Чăваш республикинче усă курма тытăнма кирлишĕн хирĕç мар-им?
Чи малтан пирĕн, чăвашсен, кĕççе çĕлесе хунă пите çурса пăрахмалла. Эпĕ кунта нихăçăн та, никама та кӳрентермелли япаласем çырман. Çырмастăп та. Е кам та пулин эпĕ çырни ăна айăплани пулать тесе шутлани, вăл икĕпитлине çеç кăтартать тата ют чĕлхепе чăвашсене ĂСА кăларни пулать.
Эпĕ кунта чăваш чĕлхине Чăваш республикинче тислĕк вырăнне хураççĕ тесе çырнăшăн питĕ ӳкĕнетĕп. Çавăнпа сирĕнтен тепĕр хут каçару ыйтатăп. Чăваш республикинче чăваш чĕлхине тислĕк вырăнне хумаççĕ. Ăна (чăваш чĕлхине) Чăваш республикинче нимĕн вырăнне те хумаççĕ. Ăна эсĕ Чăваш республикин ĕлĕкхи культурă министĕрĕпе калаçни лайăх кăтартса парать та чăвашсен Аслă Канашĕ мĕнле чĕлхепе иртни.

Страницăсем: 1, [2]
Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики