Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Бывают люди-растения, люди-звери, люди-боги.
(Ж.П. Рихтер)
 

Виталий Станьял: Ҫеҫпӗл манӑн пурнӑҫра

Виталий Станьял23.10.2024 18:193248 просмотров

Сӑвӑҫ юбилейӗ умӗнхи калаҫуран

«Тӑван Атӑл» журналта «Ҫав-ҫав ҫыравҫӑ ман пурнӑҫра» ятлӑ ярӑм уҫас шутпа Арсений Тарасов тӗремен манпа темиҫе хут та калаҫрӗ «Виталий Петрович, эсӗ паллӑ тӗпчевҫӗ, ҫеҫпӗлҫӗ. Ҫавӑнпа санран «Ҫеҫпӗл манӑн пурнӑҫра» ятлӑ эссе журналӑн чӳк кӑларӑмӗ валли ҫырса пама ыйтатӑп», — терӗ. Эпӗ чӗркелесе пӑрахрӑм та, журнала юрӑхлӑ пулаймарӗ. Тен, Чӑваш халӑх сайтне каймӗ-ши тесе ярса паратӑп.

 

Вталий Станьял. Ку ярӑм, паллах, вырӑнлӑ. Пирӗн ӑстрӑмри нумай ача пурнӑҫӗнче куккӑш-пиччӗш мар, кӗнеке ҫул уҫакан пулчӗ. Мана йывӑр вӑхӑтра тӗрек, чӑтӑмлӑх параканӗсем кӗнеке геройӗсем Виталий Бонивур, Павел Корчагин, Зоя Космодемьянская, Олег Кошевой, Александр Матросов пулчӗҫ. Леонид Агаковӑн вӑрҫӑ ачисене хытӑ мухтаттӑмӑр.

Ҫеҫпӗле ялти шкулта чухне ӑша илеймен. Вӗрентмен те ӑна йӗркеллӗ. Ячӗшӗн ҫеҫ сӑввине вӗренӳ кӗнеки тӑрӑх янраттаркаланӑ.

Арсений Тарасов. Эппин, чӑваш поэтне эсир хӑҫан ҫывӑх туйма пуҫланӑ?

— Аслӑ шкулта Ҫеҫпӗл ман пурнӑҫа тӳррӗн пырса кӗчӗ. 1959 ҫулта сӑвӑҫӑн чӑвашла-вырӑсла тулли кӑларӑмӗ тухрӗ. Ун тӑрӑх тава тивӗҫнӗ Петр Иванович Иванов (ЧПАТ артисчӗ) питӗ тӑрӑшнипе пединститутри «Шанчӑк» кружокра «Чӑваш поэчӗ» спектакль лартрӑмӑр. Якрав сӑвӑҫ сӑнарне пысӑк юблией каҫӗнче ӑста кӑтартнӑшӑн поэт шӑллӗ Гурий Кузьмич пирӗн пата пырса тав турӗ. Ҫавӑнтан пуҫланчӗ манӑн Ҫеҫпӗл амӑшӗпе, йӑмӑкӗпе, тӑванӗсемпе ҫывӑхланасси, Касакассипе Шӑхасана хутласси.

Хаҫатра ӗҫленӗ чухне Ҫеҫпӗлӗн Шупашкарти вырӑнӗсене йӑлт ҫаврӑнтӑмӑр, ик хутлӑ тайлӑк ҫуртри кивӗ пӳлӗмне кӗрсех пӑхрӑмӑр. Иксӗмӗр, студентсемпе тата Георгий Зиньков фотографпа пӗрле, Шупашкарти Ҫеҫпӗл вырӑнӗсене ҫитсе ӳкерсе илтӗмӗр (вӗсем ун чухне чиперех упранатчӗҫ-ха), Гурий Кузьмич хваттерӗнче темиҫе хут пулса вӑрах калаҫрӑмӑр. Поэт ҫинчен ҫӗннине тӗлӗнсе итлеттӗм. Эпӗ ҫине тӑрсах, хистесех пиччӗш ҫинчен ҫырса пама ыйтрӑм. Хамӑн типтер ҫинех ҫыртарма пуҫларӑм. (Вӑл тетрадьре эпӗ ҫырнисем те упранса юлнӑ-мӗн). Питӗ шикленетчӗ йӗркеллӗ ҫыраймасран. Пуҫларӗ те, темиҫе кун чарӑнми татти-сыпписӗр ҫырса кайрӗ. Алҫырӑвне пайӑн-пайӑн уйӑрса, ятсем парса йӗркелеме пуҫларӑмӑр. пӗр-ик сыпӑкне «Пионер сасси» хаҫатра пичетлерӗмӗр. Вара Чӑваш кӗнеке кӑларӑшӗ тетраде ыйтса илчӗ. Миша Сениэль редактор ӑна ним тӳрлетмесӗрех кӑларар-ха терӗ. Ҫырнӑ халлӗнех пичетленсе тухрӗ «Пиччем ҫинчен» кӗнеке.

Вӑхӑтра ҫитсе сӑмсана чикнӗ самантсем татах пур манӑн. Мӗтри Юман ывӑлне Мускавра шыраса тупман пулсан, ун урлӑ писатель йӑмӑкӗнчен тӗппине пӗлмен пулсан, Юман элек айӗнчех пӗтетчӗ. Бичурин тата.. Кам чӑваш тӗпчевҫисенчен Иркутск, Тобольск архивӗсене ҫитсе чакаланнӑ.

Чӑваш ялӗсенче ӳснӗ, арабла ҫырма тивнӗ чӑваш ҫыравҫисен ячӗсене, Мускаври Алексей Дмитриевич Симуков драматург-кинорежиссера, Ленинградри Владимир Николаевич Кривцов тӗпчевҫӗ-писателе («Отец Иакинф» роман), Етӗрне патӗнче ӳснӗ, Хабаровскра пурӑннӑ Михаил Прокопьевич Белов фантаста («Экспедиция инженера Ларина», «Ночной выстрел», «Полюс холода» халайсем, «Улыбка Мицара» сӑскан) чӑваш литпурнӑҫӗн ҫаврине кӗртнӗ тата ытти те. Юрӗ. Мухтаннӑ пек пулать. Ват ҫыннӑн каламалли нумай. Кирлӗ-и чаплӑ ҫын ячӗсем ҫумне ҫулӑхни. Ун пек каппайчӑксене хытах тиркетӗп эпӗ.

Арсений Тарасов: Эсир Ҫеҫпӗл пурӑннӑ вырӑнсене йӑлтах ҫитсе курнӑ. Тата ӑҫта-ӑҫта пулнӑ?

— Кӗскен аса илем, эппин. Павел Иосифович Бекшанские Кемӗртен, унтан Выксӑран (ватӑлсан унта хӗрӗ патӗнче пурӑнатчӗ), ятарласа чӗнсе илсе, студентсемпе пӗрле Теччӗре экспедицире икӗ эрне пултӑмӑр. Ҫеҫпӗл хваттерте тӑнӑ пӳртре вӑрах калаҫрӑмӑр, следовательте ӗҫленӗ ҫурта, педагогика училищине, хула вулавӑшне, музее ҫитрӗмӗр. Людмила Смолина, Марионелла Каҫал, Шанӑҫпи Иванова, Эльвира Пахомова тата ыттисем поэта ҫывӑх пӗлнӗ Павел Бекшанский, Анна Важалина каланисене, Анатри Элькуш сӑвӑҫ, Каша ялӗн ҫыннисем аса илнисене тетрачӗ-тетрачӗпе ҫырса илчӗҫ. Вӗсемпе, тӗрӗссипе, йӑлтах усӑ кураймарӑмӑр.

Киевра темиҫе те пулса Ҫеҫпӗл вырӑнӗсене ҫилҫунатҫӑсене кӑтартрӑм. Ун чухне Петр Чичканов ҫыравҫӑ-художник тӑрӑшнипе хулара темиҫе асӑну хӑми уҫнӑччӗ. Тепре Киевра тӗл пулсан художник хытӑ хурланчӗ, мӗншӗн тесен Ҫеҫпӗл ятне хурата пуҫланӑччӗ ӗнтӗ.

Крымӑн Форосран анӑҫ енчи ҫыранӗнчи Евпатори курорчӗ Ҫеҫпӗле вӑй панӑ, Хветӗр Пакрышеньпе туслаштарнӑ, «Тинӗсе», «Хурӑҫ шанчӑк», «Ҫӗн Кун аки», «Чӑваш, чӑваш», «Инҫе ҫинҫе уйра уяр» тата ытти ҫӗкленӳллӗ сӑввисене ҫырма хавхалантарнӑ. Евпаторире Шупашкартан пынӑ пуян канакансем те пурччӗ, анчах вӗсем Ҫеҫпӗл «Талласа» санаторире пулнине пӗлейместчӗҫ те.

Украинӑри Харьков, Ченигов, Остер хулисем чӑваш студенчӗсен асӗнче юлнӑ-ши, пӗлместӗп. Ҫеҫпӗл палӑкӗсем умӗнче ирттернӗ «поэзи сехечӗсене», Наталия Рубиспа пӗрле вӑрах ҫӳренӗ кунсене кам та пулин вӗсенчен манма кирлӗ марах.

Ман асра Ҫеҫпӗл вырӑнӗсем яланах упранаҫҫӗ. Кашкӑр Сӑртӗнче пулнисене, Пакрышеньпе Ҫеҫпӗл хваттерӗсене, Анисия Петькун, Анастасия Петькун, Альтук Пенская сӑнӗсене, пысӑк ҫуртпа тӑпра урайлӑ лутра хатӑна, ҫынсем каласа панисене вулакансен умне кӑларса хурайманшӑн пӑшӑрханаттӑм. Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырма пуҫларӑм. Анчах вӗсене урӑх ҫынсене хатӗрлеме ҫирӗплетсе пачӗҫ. Мӗн тӑвӑн-ха! «Кӑвапаран ҫӳлерех сикеймӗн, тенӗ чӑваш. Тӗрӗсех. Эпӗ те, «Ҫилҫунат» литпӗрлешӳ те патшалӑх укҫи-тенкипе ҫул ҫӳремен ҫав. Ҫавна кура пирӗн хӑвачӗ те кӗтӗк пулнӑ, пулӑшу пирки ӗмӗтленме ҫеҫ пултарнӑ ӗнтӗ.

Чӑваш вырӑнӗсене ҫитсе ҫӳрени мана аслӑ шкулта вӗрентнӗ тата поэт 100 ҫулне ирттернӗ вӑхӑтра, «Наш Сеспель» (1999) кӗнекене, конференци материалӗсене икӗ томпа кӑларма тата ҫырнисен пуххине ҫӗнӗрен хатӗрленӗ чухне хытӑ пулӑшрӗ. Шкул ачисемпе Касаккассинче, Канашри педучилищӗре, Слакпуҫӗнче темиҫе хут ялкӑштарнӑ «Ҫеҫпӗл кӑвайчӗсем», Пушкӑртстан, Тутарстан университечӗсен студенчӗсемпе пӗрле кӗрлеттернӗ фестивальсем тата! Йӗрсӗр ҫухалчӗҫ пулинех, амутке!

Ҫеҫпӗлӗн ҫивӗч шухӑшлавӗ, пӗлӗвӗ, сӑмах вӑйӗ ҫеҫ хӑпартлантарман мана. Паллах, пуян, какӑрса пурӑнакан ҫынсене Ҫеҫпӗл вӗри ҫулӑмӗ килӗшмен, килӗшмест те. Ҫеҫпӗлсем халӑхсен пурнӑҫӗнче йывӑр чухне ӗмӗрте пӗрре ҫеҫ ҫуралса ӳсеҫҫӗ. Петефисем, Чюрлениссем, Лермонтовсем тӗнчере нумай мар ҫав!

Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫ тӗслӗхӗ, тасалӑхӗ, кӗрешӗвӗ яланах ман умра тӑчӗ.

Чӑваш чечекне куркульсем каҫхине тискеррӗн вӗлернӗ. Вӑрттӑн. Халӑх сисиччен. Пакрышене те, Рубиса та пӗлтермесӗр, тӗрӗслемесӗр, ҫав кунах «мусульманла» тупӑксӑр лартса — вырттарса мар — йывӑҫ айне ал-хапӑл чиксе хунӑ та элек сарма пуҫланӑ.

Поэта лайӑх пӗлнӗ нумай ҫынпа Ҫеҫпӗлӗн юлашки каҫӗ пирки хытӑ тӗшмӗртрӗм. Кунта иккӗленӳ юлмарӗ. Ал тупанӗ ҫинчи пекех уҫӑ курӑнать.

Ҫеҫпӗл халӑхра юлнӑ, халӗ те пурӑнать. Малашне те пултӑрччӗ. Чӑваш халӑхӗ пур чухне пурӑнӗ.ха.

 

* * *

Ыйтсан та итлемест теесрен ҫапла аса илкелерӗм, урӑх тӑсаймарӑм. Ҫеҫпӗл ялӗн хисепне парас умӗн те манран кун пеккине ыйтнӑччӗ. Эп ҫырма килӗшменччӗ. Вара арӑмпа хӗрӗм манӑн Ҫеҫпӗл йӗрне йӑлт лӑсканӑ та справка ҫырнӑ. Мана тӗрӗслеттерсе алӑ пустарчӗҫ. Тен, ҫав хут халӗ те пур пулӗ Ҫеҫпӗлӗн хӑй ялӗнчи музейӗнче...

... Иртсе кайнӑ пуйӑс хыҫҫӑн халӗ тин тӗнкӗлтетес мар пуль, Арҫук тӑванӑм

 

2024. юпа, 16

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Ялтан // 1715.7.5998
2024.10.24 13:39
Ҫеҫпӗл патне Украинӑна такам та ҫӳренӗ,юрланӑ та пуль,анчах поэт кӑмӑлне тивӗҫтерсе йӑмра лартас темен.Халӗ тин унта йӑмра ешереть иккен.Ҫеҫпӗлӗн юратнӑ йывӑҫӗ ҫавӑ пулнӑ.Палӑкне пӑснӑ теҫҫӗ,йӑмрине кӑларса переймӗҫ.
Agabazar // 2713.9.1991
2024.10.24 19:12
Agabazar
Ку интервьюра Евпатори хули Форосран инçе мар пек каласа çавăрттарса хуни пур. Чăннипе апла мар.

Вĕсем пачах тĕрлĕ çĕрте.
Евпатори — Крымри чи пысăк хуласенчен пĕри (100 пин çын). Форос — вĕтĕр-шакăр поççолăк пекки (2 пин çын). Эппин, хăшĕ кунта тĕп ориентир? Евпаторие Форос патнелле туртмалла е Фороса Евпатори еннелле?

Пире Евпаторие Форос урлă паллаштарма пăхни вăл Шупашкара Чантăр урлă паллаштарнипе пĕрех.
— Ăçта-ши вăл Шупашкар?
— Чантăр патĕнче.
— А-а-а! Апла-тăк пĕлетĕп!
Хуларан // 1314.98.8935
2024.10.29 09:32
Нусяна Ҫеҫпӗл юратни ҫинчен ма каламан вара. Станьял ку ыйтӑва лайӑх тӗпчнӗ-иҫ!
Agabazar // 3553.54.5085
2024.10.29 13:14
Agabazar
Лешкукша // 2620.54.9646 2024.10.24 07:45 Аха, Пасар ачи! Форос Хура тинӗс хӗрринче, Евпатори таҫта Шурӑ е Хӗрлӗ тинӗсенче пулас!
Енчен те Шупашкар пирки «Чăваш республикинче» терĕн пулсан, кун çумне тата «Виçпÿрт-Шăмăршă çывăхĕнче» тесе хушса хуни ним тума та кирлĕ мар.

Евпатори Крымра тенĕ. Вара кунта «Форос патĕнче» е «Керчь патĕнче» тени ма кирлĕ?
Agabazar // 3553.54.5085
2024.10.29 16:27
Agabazar
Хуларан // 1314.98.8935 2024.10.29 09:32 Нусяна Ҫеҫпӗл юратни ҫинчен ма каламан вара. Станьял ку ыйтӑва лайӑх тӗпчнӗ-иҫ!
Кам-ха вăл «Нуся», каласа пар-ха пире.
Ильин // 1382.79.2577
2024.11.01 18:23
Акапасар , сынран ан кул ! Каштах сапайларах эс пул . Сынна " ухмах эс ! " тейиччен---эс шухашла-ха теменччен Енчен эс асла тетен-хавна---пуреперех , ан хурла пустуях сынна !
Сухапасар // 1867.0.4533
2024.11.02 02:21
Форос - Крым ҫурутравӗн кӑнтӑрти сӑмсахӗ. Ытти кану вырӑнӗсене унтан палӑртса калани Ҫеҫпӗл ПАтӑрьел пасарӗнче пӑтраса ҫӳременни пулать.
Agabazar // 2825.71.2836
2024.11.03 15:27
Agabazar
Акапасар кунта никама та «ухмах эс» темен-ха.

Ильин, элек ан сар!
Хамарьял // 6483.5.4829
2024.11.16 20:21
Просмотреть данный комментарий можно будет лишь после проверки модератором. На заметку: записи зарегистрированных пользователей под премодерацию не попадают.
Леонид КЕВЕР // 2578.67.1194
2024.11.17 01:02
Просмотреть данный комментарий можно будет лишь после проверки модератором. На заметку: записи зарегистрированных пользователей под премодерацию не попадают.

Страницăсем: [1], 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики