Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -7.7 °C
Кто малым не доволен, тот большего не достоен.
(В.И.Даль)
 

Виталий Станьял: Тӑвансене аса илсе...

Виталий Станьял01.12.2023 13:585186 просмотров

(хӳхлев)

Ҫаврӑнса пӑхсан кашни ҫыннӑн савӑнмалли те, хурланмалли те курӑнать. Сӑнӳкерчӗксене сӑнаса шутлатӑп.

 

... Студент ҫулӗсенчи йывӑр вӑхӑтра, иртнӗ ӗмӗрӗн аллӑмӗш ҫулӗсенче, пиччесемпе аппана чӑрмантарма тивнӗччӗ манӑн. Аппапа йысна Шупашкарта хӑйсен йӑвине ҫавӑрчӗҫ те, вӗсем патне кайса нушана ирттереттӗм вара.

Аппан хӗрачи пӗчӗккӗччӗ. Ӑна чӑвашла «хӗрчче» теттӗм те, йышӑнмастчӗ: «Мӗнле хӗрчче? Эпӗ Лена ятлӑ» тетчӗ. Ялтан килнӗ чӑвашсен Шупашкарта вырӑсланма тивнӗ вӑхӑтчӗ. Ӗҫре вырӑсла, ача пахчинче, шкулта, урамра - вырӑсла. Хӗрпултӑр, улпултӑр, ывӑлсем (шӑллӑм ывӑлӗ), хӗрсем (арӑмӑн йӑмӑкӗ), ӗмпиччепе ӗмпике, мучейпе мӑнаки йышши тӑвансен чӗнӗмӗсене хулара маннӑччӗ ӗнтӗ. Лена, чӑваш хӗрачи, чӑвашла чӗвӗлтетекенскер, хутла вырӑсла вӗренсе пычӗ.

Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗнче, Пулӑҫсен Виҫҫӗмӗш (Третья Рыбацкая) урамӗнче, ашшӗпе юташӗсем хӑма татӑкӗсенчен ҫапса тунӑ хуралтӑра (засыпушкӑра) пурӑнатчӗҫ. Пир-авӑр комбиначӗ ӗҫлекен ыйтать. ялтан тапса килнисен хваттер ҫук. Аптраман чӑваш вӗршӗн чӗкеҫ пекех пулнӑ: чӗкле ҫыранрах йӑва ҫавӑрма вырӑн тупнӑ вӑл. Тӑм тӑвайккире, нуша ҫамкинче, каскӑн тӑман айӗнче ачалӑхӗ иртрӗ Ленӑн. Эпӗ те, общежитире вырӑн паман студент, сивӗ чухне вӗсем патне ҫитетттӗм ҫав. Ҫав йывӑр вӑхӑтри нушана чӑтса ирттерме аппа ӑшши пайтах пулӑшрӗ. Ҫакна нихҫан та манмарӑм. Пин-пин ҫын манман пулӗ Атӑл ҫыранӗнчи шӑкӑрттин «шӑнкӑрч вӗллисене»!

Лена лайӑх вӗренсе пычӗ. Тӑрӑшуллӑ ӳсрӗ. Вӑтам шкулта чухнех ӑна вулавӑшра ӗҫ хушма пуҫларӗҫ. Техникум пӗтерчӗ, унтан Хусанти культура институтӗнчен вӗренсе тухрӗ. Вара ӗмӗрӗпех Кӳкеҫри тӗп вулавӑшра, Шупашкар районӗнчи вулавӑшсен тытӑмне ертсе пычӗ.

Район вулавӑшне таврапӗлӳҫӗсемпе е вулакансемпе тӗл пулма темиҫе те ҫитме тӳр килнӗччӗ. Хутлӑх энциклопедине библиотекӑра калӑпларӗҫ. Ун чухне калаҫмалли нумай тупӑнатчӗ вара.

Килйышлӑ пулчӗ Елена Сергеевна, хӗрӗсемпе, кӗрӳшӗсемпе, мӑнукӗсемпе савӑнса курчӗ. Тавах мӑшӑрне, Юрий Александрович Васильев адвоката. Шанчӑклӑ ҫын пулчӗ вӑл. Килйыш хӑчӗ кил пуҫӗнчен нумай килет ҫав!

Кӑҫал Елена Сергеевна пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ. Ӑна Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кӑнар енче, Чӑрӑш Туса (Вторые Тойси) масарӗнче хуньама-пӑянам (свекровь) тата хуньаҫа-пӑятампа (свекорпа) юнашар пытарчӗҫ. Туҫа ҫыннисем Елена Сергеевнӑшӑн ют марччӗ ҫав. Кунтах вӑл лайӑх пӗлнӗ учительница, фольклорҫӑ, юрӑҫ Ираида Вдовина выртать. Патшалӑх ӗҫтешӗсен Ефимпа Прокопий Семенов фронтовиксен, Григорий Савгай писатель кенотафийӗ пур. Яштак хырсемпе ешӗл чӑрӑшсем масар канӑҫне хурал тӑраҫҫӗ.

Этем пурнӑҫӗ кӗске, хакӗ виҫеллӗ. Чуна хурса, пурнӑҫа йӗркелес, ҫынсене ырӑ тӑвас тесе ирттерчӗ Елена Сергеевна хӑй ӗмӗрне. Пурӑннӑ чухне ҫавна курма пӗлместпӗр пулинех эпир. Халӗ вара нумай пулӑм аса килсе тӑрать.

... Аппапа хӗрчче сӑнӳкерчӗксене пӑхса ларатӑп. Пӗччен калаҫатӑп иртнӗ вӑхӑтпа. Пӗрле пекех туйӑнать. Ман тӑвансен кӑна-и ҫакнашкал пурнӑҫ? Пирӗн ӑру шӑпи ҫӑмӑл пулмарӗ. Чӑтма пултарнӑ, кӗрешсе ҫӗнтерме вӑй ҫитернӗ ҫынсене мухтатӑп.

«Вӗҫсе кил вӗршӗн кайӑк пулса, Аслӑ Атӑл ҫыранӗ ҫине. Кунта ирӗк, тӗнчемӗр таса, Итлесемӗр кунҫул сассине...».

Антив, ҫӗнӗ ӑру тулӑх телейпе сапӑрлантӑр. Манминччӗ ҫеҫ кайнӑ тӑвансен паттӑрлӑхне, вӗсен чӑтӑмлӑхне, пархатарлӑ ӗҫне, ҫутӑ ӗмӗтне. Ахаллӗн мӗн усси эпир ҫӗр ҫинче пурӑнни?

 

Ӳкерчӗксенче: Елена хӗрччепе иксӗмӗр вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине паллӑ тунӑ самант (1972). Тепринче - аппа, Лена амӑшӗ Фаина Петровна Мясникова пенсионерка, пир-авӑр комбиначӗн ҫип арлакан ударници, чечексен ытамӗнче (2006).

 

Виталий Станьял, таврапӗлӳҫӗ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2351.32.7651
2023.12.01 14:54
Agabazar
«Хĕрчче» текен сăмаха ăçтан тупнă вара? Пуçран шутласа кăларнă пулсан, çаплах каламалла та.
Станьял // 1764.34.1092
2023.12.01 17:51
"Чиперчче" чĕнĕме "Чăваш сăмахлёхĕ - 10" кĕненкерен ( учебникран, 1-мёш том) илтĕм ...Вăл тахçанах тухнăччĕ.... Эсё курман-тăр çав
Agabazar // 2351.32.7651
2023.12.01 20:22
Agabazar
Аха, ăнланмалла.

Геннадий Фёдорович Юмарт Атилла патшан арăмĕн ятне Хĕркке тесе çыратчĕ (авалхи çăлкуçра — Керка).

Чăвашла Википеди племянник е племянница ăнлава йăхсем теме сĕнет.
Евразиец // 3447.04.5759
2023.12.02 06:30
Просто выпендриваться не надо, но нехорошо это. Не нужно себя выпячивать при помощи слов "хĕрчче", "хĕркке"... и т.д.

Страницăсем: 1, [2]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики