Тимер // 1486.73.7875
2023.05.22 07:07 | |
Тĕрĕс калан, Микулай.Пĕтĕмпех тĕрĕс. | |
Agabazar // 2644.60.5723
2023.05.22 07:12 | |
Пуплевĕш тени предложени пулма пултарайманни аналогирен те курăнмалла. Акă, вулавăш тетпĕр. Вулав+Ăш. Вуламалли пÿлĕме (читальный зал) пĕлтерет. Вуламалли вырăн.
Çавна кура пуплевĕш тени пуплемелли вырăн пулма кирлĕ. Беседка. Предложение пуплерĕш темелле. Аналог: каларăш (поговорка). Анчах та вăл кăна та мар: тыткаларăш, хăтланкаларăш. Чăн та, кунашкал моделĕн продуктивлăхĕ 100% патнех çиеймест. Анчах та чĕлхе пĕлĕвĕ продуктивлах мар аффикссене те йышăнать. Калас пулать, предложени тенине ниепле те, ĕлĕкхи пек, çав халлĕн хăварма юрамасть. Район, округ тенисем — варваризмсем мар. Преждложени тени вара, хыçĕнчи -е элемента кăларса пăрахнă пулин те, варваризмах шутланать. | |
Agabazar // 2644.60.5723
2023.05.22 07:42 | |
Цитата. Тӗслӗх пек «сивӗтмӗше» илме пулать. Лайӑх пулса тухнӑ пек те, анчах та «-мӑш/-мӗш» аффикс хушса тунӑ сӑмахсем негативлӑ пулнине шута илмен. Цитата вĕçĕ.
Кунта эпĕ тепĕр тунтер ене кăтартасшăн. Сăмах варринчи -м-, негативлăхсăр пуçне, хăйĕн асĕнче пачах хирĕçле пĕлтерĕше те усрать (вулать — вуламасть, сивĕтет — сивĕтмест). Анчах та ку тĕслĕхре проблема пит аван татăлать — сивĕтĕш темелле те ĕçĕ те пĕтнĕ. «Мĕшлетсе» тăма нимле нуша та çук. Аçтахар Хоспочын терминсем ăсталанă чухне пысăк пĕлÿ тата хăнăху кирлине тĕрĕсех асăрхаттарать. Çав чи кирлĕ пĕлÿсенчен пĕри — этимологи текенни. | |
Agabazar // 2644.60.5723
2023.05.22 08:18 | |
Холодильнике епле каланă-ши тесе чăвашла Википедие пăхса илтĕм: халлĕхе тивĕçлĕ статья çук-ха. Анчах ытти тĕрĕк чĕлхисенче пур. Тутарла тата пушкăртала — суыткыч, чăвашла сивĕткĕч тенипе тÿр килет. Казахсен те çав манерлерех. Турккăсем «пăр» тенипе çыхăнтарнă. Сивĕтĕш тенипе чи çывăхра тăраканни вара — азербайджансен. Soyuducu теççĕ. чи кирлĕ пĕлÿсенчен пĕри — этимологи текенни.Еткер тенине темшĕн пурте эткер теме ăнтăлаççĕ. Мĕншĕн? Юхма Мишши «Еткер» роман кăларчĕ, Геннадий Юмарт чаплă сăвă çырчĕ, Ашмарин сăмахсарĕнче те малта йот тăрать. Сăмахăн этимологине пăхса илĕр-ха эппин, иçмасса! Фарсизм вăл. Унта вăл Яткар тенĕ пекрех илтĕнет. Эппин умĕнче каллех йот. | |
Аçтахар Плотников // 1554.82.5383
2023.05.22 12:28 | |
Пуплевĕш тени предложени пулма пултарайманни аналогирен те курăнмалла. Пуплевӗше «пуплев» япала ятӗнчен тунӑ-ха. Тата, унсӑр пуҫне, никамах та беседкӑна «пуплевӗш» тесе калас ҫук пуль. Ытла кӑткӑс, ытла йывӑр унашкал калама. Эп хам та терминсене аван ӑсталакан ӑстаҫӑ мар. Ку тӗлӗшпе пӗлӳ илмен. Диссертаци таврашӗ хайламан. Ҫавӑнпа та «пуплевӗш»-ре те йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ. Апла-и, капла-и — хальлӗхе усӑ курса пӑхасшӑн-ха, тен, халӑх кӑмӑлне кайӗ. Каймасан, мӗн тӑвӑн, «предложени» патне таврӑнма тивӗ. | |
Чукал ачи // 2489.35.2614
2023.05.22 12:56 | |
" Округ " самах , тем тесен те , чавашла хитре мар янарать. Ман шутпа , "ЕН " темелле : Патарьел ен администрацийе , Елчек ен администрацийен культура пайе тата ытти те . Библиотекана "вулаваш " тени--хамартан култарни кана . Хумма Семене пер савас калхуса " перхус " тесе сырнине курна та , сапла калана : " Перхус " тесе сыратпар калхуса , чаваш сынни , хасан керен аса ? Тен калан кулака " чышка " тесе ? Челхем йерет , сире халь итлесе " ( Константин Петров сыравса архивенчен ). | |
Agabazar // 2644.60.5723
2023.05.22 13:02 | |
Пуплевӗше «пуплев» япала ятӗнчен тунӑ-ха.Мĕнех, çапла пултăр. Анчах кунта ытти аналогсене кăтартмалла. Вулав => Вулавăш. Ытти аналогсем пур-и? Вĕсенче малтанхи тата кайранхи пĕлтерĕшсем (семантикăсем, семăсем) пĕр-пĕринпе еплерех çыхăннă? беседкӑна «пуплевӗш» тесе калас ҫук пуль.Калас çук тесе ларсан, вапше ним те тумалла мар, ним те калаçмалла мар, сÿтсе те явмалла мар, пурне те хăй еккипе ямалла та ĕçĕ те пĕтнĕ. Анчах та «читальный зал» вырăнне «вулавăш» теесси такамăн пуçне (ахăртнех, Станьялăнне) пырса кĕнĕ те халь çапла йĕрпе пымашкăн тапаçланать ав. Эп хам та терминсене аван ӑсталакан ӑстаҫӑ мар. Ку тӗлӗшпе пӗлӳ илмен. Диссертаци таврашӗ хайламан.Аçтахар, сан филологи пĕлĕвĕ пур. Хаçатра ĕçлесе курнă. Гуманитари институтенче шăпах лексикологи енĕпе тĕрмешнĕ. Чăвашла Википедире статьясем çырнă. Халь вара чăвашла сайта тытса пыран. Çавăнпа та никам та сана пĕлÿ çук е опыт çук тесе кутран тапса сирпĕтме хăяс çук. | |
Станьял // 2625.9.8575
2023.05.22 13:51 | |
Ятармӑксем (терминсем) пирки тӗплӗ ӑнлантарнисем ҫителӗклех. Тавлвшмалли вара чӗлхере ӗмӗрне те пӗтмест.
Чӗлхе "январьсемпе округсем, поселенисемпе селосем" Поплянӑ Пак аталанмасть. Чиререх ШУПАШКАР ТАВРИ, ШӐМӐРШӐ ХУТЛӑХӖ теҫҫӗ, нимле кантон та, район та, округ та мар. Чӑвашсем НОРМАЛЬНӑ ӑнланаҫҫӗ. А лешсене хӑть китайла кала! - вӗсем акӑлчанла вӗренеҫҫӗ, СШАна кайма шутлаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине упрасси тата ун кирлӗлӗхӗ пирки вирлӗрех калаҫасчӗ! | |
Аçтахар Плотников // 1554.82.5383
2023.05.22 14:23 | |
Чиререх ШУПАШКАР ТАВРИ, ШӐМӐРШӐ ХУТЛӑХӖ Станьял мучи, эпир тем те калама пултаратпӑр. Анчах та официаллӑ йышӑнмасӑр мӗнле хутлӑх, тӑрӑх, укрӑк (Телеграмра пӗри ҫапла чӑвашлатма сӗнчӗ) теме пултаратпӑр? Официаллӑ стиль пур. Вырӑссем те вӗт-ха темле те калама пултарнӑ: округ та, район та, даруга та, ытти тӗрлӗ термина та — анчах саккунпа «округ» йышӑннӑ та вӗсем ни унталла ни кунталла кайма пултараймаҫҫӗ. Шел те, пирӗн чӗлхе патшалӑх чӗлхи шутланать пулин те, нимӗнле саккунпа та чӑвашла варианта йышӑнман. Кун пирки влаҫрисен пуҫра та ҫук пулас. Ав, педагогпа наставник ҫулталӑкнех мӗнле кӑна чӑвашла куҫармаҫҫӗ. Официаллӑ ятне ҫирӗплетмен те — кам мӗнле пӗлет, ҫапла хӑтланать. Те «Хыпара» пӑхмалла, те chuv.cap.ru сайтра мӗнле куҫарни ҫине… Те пӗр-пӗр Иван Иванч куҫарнӑ вариант ҫине… | |
Agabazar // 2644.60.5723
2023.05.22 14:56 | |
Термин вăл — термин. Унта мĕн килнĕ çавна персе яраймастăн.
«Официаллă» майпа çирĕплетессе те кĕтсе тăраймастăн. Хальхи чăваш парламенчĕ çапса пăрахсан та унашкал ыйтусемпе ĕçлес çук. Комиссисемпе айкомиссисем çине те шанса тăраймастăн. Ытларах сиплĕ курăм çине таянма тивет. Ульяновск хулине никам та каялла ята тавăрман. Апла пулин те эпир ăна, авă, ним хăрамасăрах Чĕмпĕр тетпĕр. |