Иван Саландаев: Отличник пулмасан та пултарӑн, патриот вара — пулмаллах!
Иван Саландаев24.01.2023 20:555155 просмотров
Журналист шухӑшӗ
Пушӑ вӑхӑт нумай та пенсире, тепӗр чух Интернета кӗрсе тӗрлӗ хыпарпа паллашатӑп. Ӗлӗкрех алран кӗнеке каймастчӗ, халӗ эрнере пӗрре тытатӑп-и ӑна, ҫук та-и...Хам юратакан кӗнекесене темиҫе хут та вуласа тухнӑ, хальхи нумай ҫыравҫӑн хайлавӗ вара чуна пырсах пӗтмест. Тӑван ҫӗршыва, атте-аннене, хамӑр ҫуралса ӳснӗ тавралӑха юратма хистекен —хавхалантаракан произведенисем питӗ сахал. Патриотизм теми халӗ «модӑра» мар: чӑн малти вырӑнта—укҫа, укҫа, укҫа... Ас тӑватӑп-ха, журналистсемпе ирттерекен тӗл пулусенче те пире: «Ҫамрӑксене укҫа тума вӗрентекен статьясем ытларах ҫырмалла, паян тӗп вырӑнта предприниматель пулмалла», — тетчӗҫ. Пӗр пысӑк пуҫлӑх вара шавах хӑй ача чух пасарта ҫырла сутса укҫа тунипе мухтанатчӗ. Пуҫларӑмӑр вара ҫырма: районти пӗр предприниматель те хаҫатра вырӑн йышӑнмасӑр юлмарӗ пулмалла. Пӗрремӗш страницӑра— суту-илӳҫӗсен пысӑк портречӗ, иккӗмӗшӗнче — ун ҫинчен мухтаса ҫырнӑ очерк е тӗрленчӗк, виҫҫӗмӗшӗнче — интервью...
Капла хирӗҫлесе ним те калас теместӗп-ха эпӗ: хальхи саманара укҫа патша вырӑнӗнче пулни вӑрттӑнлӑх мар. Анчах чуна ыраттараканни те пур: яланах укҫа ҫинчен шухӑшласа эпир уй-хирте, фермӑра, предприятире чунтан тӑрӑшса вӑй хуракан ҫынсем ҫинчен мансах кайрӑмӑр. Ӗнтӗ миҫе ҫул ӗнтӗ районти механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен ӑмӑртӑвне (паян «ӑмӑрту» сӑмах та манӑҫса пырать— авт.) кирлӗ пек йӗркелейместпӗр, уяв умӗн фермерсем пӗрер-икшер ҫын кандидатурине сӗннӗ хыҫҫӑн вӗсене «ҫӗнтерӳҫӗ» тесе чыслатпӑр та, «ӗҫ турӑмӑр» — тетпӗр. Пӗччен чупса «ӑмӑртура мала тухрӑм», — тенӗ пекех...
Чӑн-чӑн ӑмӑрту урӑхларах пулмалла вӗт-ха: кайри мала тухассишӗн тӑрӑшатӑр, Хисеп грамоти те ахаль хут ҫеҫ мар, хавхалантаракан вӑй пултӑр.
СӐМАХА Интернет пирки пуҫларӑм пулсан, ҫак кунсенче вуласа чуна ыраттарнӑ хыпара сире те пӗлтерем. «Иртнӗ эрнекун Амур облаҫӗнчи шкул ачисем Ҫӗнтерӳ лапамӗнче вырнаҫтарнӑ пилӗк фронтовик сӑн ӳкерчӗкне ҫапса ҫӗмӗрнӗ,— тенӗ унта. Видеосӑнав пулӑшнипе шкул ачисене тупса палӑртма май килнӗ. Прокуратура тӗрӗслев ирттерет.
Ҫак лайӑх мар хыпара сӳтсе явакансем пурте тенӗ пекех хытӑ тарӑхнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем ачасен ашшӗ-амӑшне, шкул коллективне патриотизм ӗҫне юхӑнтарса янишӗн айӑплаҫҫӗ. «Ҫак ачасене Ҫӗнтерӳ лапамӗнче пӗтӗм халӑх умӗнче пиҫиххипе ҫаптармалла»,— текенсем те пур. Ашшӗ-амӑшне ачисен тискерлӗхӗшӗн пысӑк штраф тӳлеттерме сӗнеҫҫӗ.
Чӑнах та, мӗн патне ҫитсе пыратпӑр капла? Тӗрлӗ хулара Ӗмӗрхи ҫулӑма юрпа пере-пере сӳнтереҫҫӗ, ҫак вут ҫинче шашлӑк ӑшалаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗ-салтака асӑнса лартнӑ палӑка ҫунтарса яраҫҫӗ. Хӑрушӑ!
Таҫти ют патшалӑхра мар, хамӑр ҫӗршыврах пулса иртет ҫак тискерлӗх. Шкул сакки ҫинченех укҫашӑн ҫунма хӑнӑхса ӳсекен ачасемшӗн паян ҫвяттуй япала нимӗн те юлмарӗ-ши ӗнтӗ?
Шкул пӗтернӗренпе нумай ҫул иртрӗ пулин те эпӗ Игорь Шаферан поэтӑн «Комсомольская традиция» сӑввине паян та асра тытатӑп:
«Время подвигов пламенных
Не уйдет в забытье!
Жизнью честной и праведной славим
Время свое!
Есть традиция доброе в комсомольской семье:
Раньше думай о Родине,
А потом о себе!»
Шел, паянхи ачасем пӗлмеҫҫӗ ҫак сӑвва, мӗншӗн тесен ӑна шкул программине те кӗртмен. Ҫаплах Александр Фадеевӑн «Молодая гвардия» романне те кӑларса пӑрахнӑ. Нацистсем тискеррӗн асаплантарса вӗлернӗ Олег Кошевой, Ульяна Громова, Любовь Шевцова тата ытти ҫамрӑк гвардеецсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен ачасем нимӗнех те калаймаҫҫӗ. Ҫапла вара, Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӗн тери пысӑк хӗн-асаппа туптаннине те ӑнланса илеймеҫҫӗ.
Программӑра Борис Полевой писателӗн «Повесть о настоящем человеке» произведенийӗ те вырӑн тупайман. Пирӗн ӑрушӑн ҫак кӗнеке паттӑрлӑх урокӗ пулнӑ, эпир чӑн-чӑн ҫын мӗнле пулмаллине чунтан хумханса чӗрене илнӗ.
Программӑран Аркадий Гайдарӑн «Тимур и его команда» повеҫне те кӑларса ывӑтнӑ. Паян эпир ачасем мӗншӗн ваттисене пулӑшасшӑн пулманнинчен тӗлӗнетпӗр. Мӗн тӗлӗнмелли: ырӑ чунлӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма вӗрентместпӗр вӗт-ха вӗсене, кӗнекере вуламасан, илемлӗ фильмра курмасан ачасем «тимуровец» сӑмах мӗне пӗлтернине те пӗлмесӗр ӳсеҫҫӗ.
Константин Симонован «Живые и мертвые» романне, фронтра ҫырнӑ ҫулӑмлӑ сӑввисене ачасем ан вулаччӑр тесе мӗнле «ӑслӑ пуҫ» ҫав таранччен тӑрӑшнӑ-ши?
Париотизм произведенийӗсене Варлам Шаламовпа Александр Солженицинӑн лагерьти-тӗрмери хайлавӗсемпе улӑштарни ачасене Тӑван ҫӗршыва юратма ним чухлӗ те вӗрентеймӗ. Пачах урӑхла, пирӗн ҫӗршыв утса тухнӑ мухтавлӑ ҫулсене хисепсӗре кӑларма ҫеҫ пулӑшӗҫ. Ку— ман шухӑш ҫеҫ мар, районти нумай ҫынран илтнӗ эпӗ Солженицинпа Шаламова чапа кӑларма тӑрӑшнине хытӑ сивленине.
«ПАТРИОТИЗМ, патриотизм»,—тетпӗр, тем пек чуна ыраттарса калаҫсан та пурнӑҫра ырӑ улшӑнусем пулнине сахал куратпӑр-ха. Патриотизм туйӑмне шкулта ҫулталӑкра пӗрре «Зарница» вӑйӑ ирттернипе ҫеҫ туптама йывӑр, Калашников автоматне питӗ хӑвӑрт сӳтсе пуҫтарни те ачасен ӑс-тӑнне Тӑван ҫӗршыв енне ҫавӑрма нумаях пулӑшаймӗ. Пирӗн пурсӑмӑрӑн та: «Раньше думай о Родине, а потом о себе!» — сӑмахсене чӗре патне йышӑнса ӗмӗр тӑршшӗпех асра тытмалла.
Ив. Саландаев
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.