Agabazar // 2212.3.9395
2022.02.21 00:09 | |
Agabazar // 2212.3.9395
2022.02.21 00:15 | |
Николай Адёр, малтан документсене чăвашла çырма вĕренĕнĕр, унтан вара тин сирĕнпе, тен, калаçма пулать.
Мĕн тума кирлĕ сире чăваш чĕлхипе чăваш çырулăхĕ, енчен те хăвăрăрăн йышăнăвăр пеккисене те чăвашла çырма пултараймастăр пулсан? Килте, кухньăра калаçма е çырма нимле йĕркевсем те кирлĕ мар. Унта сире никам та тĕрĕслесе тамасть. Интернетра та хуть те мĕнле те çырма пулать. | |
Agabazar // 2212.3.9395
2022.02.21 00:40 | |
Малалла çырса кайиччен тÿрех çакна палăртам:
Юлиус Фучик вилес умĕн çапла каласа хăварнă теççĕ: Çынсем, сисĕмлĕ-тимлĕ пулăр! (с)Ку çырашкасене вуласа тухсан тÿрех çакă курăнать — кунта çырулăх ыйтăвĕ çеç мар, кунта — политикăлла ыйтусем.Тăнлă çынсем тахçан малтанах асăрхаттарнисем тÿрре килеççĕ. Ермей Рожанский ячĕпе витĕнсе кĕртнĕ 8-мĕш (саккăрмĕш) статья хăйех мĕне тăрать!!! (сăмах май каласан, унашкал япаласемшĕн хăшпĕр çĕршывсенче, эп пĕлнĕ тăрăх, çынсене тĕрмере çĕртеççĕ...). Çав япала хамăрăн чăваш халăхĕн кĕлеткине темиçе пая пайласа ярасси патне илсе пыма пултарать. Çавăн пекех 1-мĕш (пĕрремĕш) статья та çав тери политикăлла. Унти контент чăннипе Чăваш республикине тĕп тумалла тенипе тан. | |
Agabazar // 2212.3.9395
2022.02.21 00:54 | |
.2. Отменить Постановление Президиума Верховного Совета Чувашской Республики от 11 марта 1992 г. и Постановление Госсовета Чувашской Республики № 88 от 13 ноября 1994 г. об изменении правописания, внедрением правил раздельного написания сложных слов, принятых без обсуждения и обоснования, с нарушением регламента.. Хутлă сăмахсене пĕрле çырма чаракан йĕркевсем чăваш çырулăхĕнче çук!Хутлă сăмахсене пĕрле çырма чаракан йĕркевсем чăваш çырулăхĕнче çук!Хутлă сăмахсене пĕрле çырма чаракан йĕркевсем чăваш çырулăхĕнче çук!Хутлă сăмахсене пĕрле çырма чаракан йĕркевсем чăваш çырулăхĕнче çук!Хутлă сăмахсене пĕрле çырма чаракан йĕркевсем чăваш çырулăхĕнче çук!Асăннă статьяра асăннисем те хутлă сăмахсене пĕрле çырма чармаççĕ. .5. Сложносокращенные русские слова (ГИБДД, МВД и т.д.) применять без перевода на чувашскую форму аббревиатур..НАТО текен аббревиатурăне епле çырма шутлатăр? Ун никĕсĕнче акăлчанла сăмахсем вĕт! Вăт мĕн кăтартаççĕ сувартан сасартăк чăваш пулса тăнă Адёрсем! Малашне вĕсем кам пулса тăма шутлаççĕ-ши тата? | |
Agabazar // 7462.4.3767
2022.02.21 01:13 | |
Пирĕн шутпа, Николай Михайлович Адёр тата унăн ушкăнĕ чăваш чĕлхине çеç мар, вырăс чĕлхине те йĕркеллĕн пĕлмеççĕ темелле.
Сăмахран, ак çак йĕкресенех илер: 4. Названия месяцев писать по-прежнему «по-русски», без изменений: январь, февраль, март и т.д..Январь, февраль, март, апрель,... тата ыттисем... Хăш чĕлхери сăмахсем вĕсем? Текстра «по-русски» тенĕ. Шăпах çавăн пек, хăлăпкасемпе хупса каланă. Хăлăпкасем кирлĕ-и кунта е кирлĕ мар? Вырăс сăмахĕсемех-и вĕсем е вырăс сăмахĕсем мар? Николай Адёр тата унăн ушкăнĕ çак ыйтусен хуравĕсене пĕлмеççĕ те тейĕн..... Вырăс чĕлхин сăмахсарĕсенче çав сăмахсем пулма кирлĕ. Ожегов словарĕнче, Ефремова словарĕнче.... Эппин вĕсем вырăс чĕлхинче пур. Çавăн пекех вăл сăмахсем чăваш чĕлхин словарĕсенче те çук мар-тăр. Кам чарать январь е февраль теме? Никам та чармасть! .6. Вернуть чувашское название Чувашской Республики на «Чӑваш Республики», отменив нынешнее «Чӑваш ен», означающее в переводе на русский язык «сторона».. Кам чарать Чăваш Республики теме? Никам та чармасть! Халь вара Адёр пире Чăваш Ен теме чарасшăн-ши? | |
Agabazar // 2197.67.6433
2022.02.21 05:59 | |
Николай Михайлович Адёр хăйне «Вирьял» идейăна мала кăларакан çын пек кăтартасшăн.
Халь çакăн пек сÿпĕлтететĕр-ха та, кайран тислĕк тути калама пуçламĕ-ши çак япала.... Пĕрле е уйрăм тенисем, хутлă самах е уçă сасăсем хушшинчи хупă сăмах — çаксем пĕри те хускатам пекки тунă ыйтусемпе нихăш енчен те çыхăнман. Хальхи орфографин мотторĕ кам пулнă? Иван Андреевич Андреев, Элĕк районĕче çуралса ÿснĕ «чăн-чăн вирьял» Унăн çумçаккийĕ Юрий (ашшĕ ятне тÿрех аса илеймĕп) Виноградов. Вăл ăçтан? Пушкăртстанри Ишимбай районĕнчен тухнă чăн чăваш (те вирьял вăл, те анатри — кам пĕлет ăна?) Иван Андреев тунă йĕркев пеккисене пропогандăлакансем — пурие тенĕ пекех вирьялтан тухнă çынсем. Вĕсем хушшинче «анатри» текеннисене эп пĕртте курман. Эппин Николай Адёр «вирьял, вирьял, вирьял» тесе ахалех çатăлтатать. Унăн оппонечĕ пеккисем — хăй пек чăвашсемех. Чăваш халăхĕн кĕлеткине таткаласа пĕтерме памалла марЧăвашăн хăйĕн кĕлеткине таткалани унăн сăмахĕсене таткаланинчен лайăхрах марЧăваш халăхĕн, чĕлхин пĕрлĕхне, тархасшăн, ан аркатăр!Вирьялла, анатрилле, хиртилле тата ытти темле «выляма» пăрахăр! Адёр кăларса тăратнă çиччĕмĕш тата саккăрмĕш пунктсем — чи хăрушшисем. | |
Agabazar // 4069.98.7614
2022.02.21 09:23 | |
Анатрисем чăваш чĕлхине пăрахăçа кăларма пуçланă та, халĕ вара турисен чăнлăха, тĕрĕслĕхе çийеле кăларма тытăнмалла — вăт çавнашкал ансат шухăша шутарать пирĕн Николай Михайлович Адёр.
Хăйне уйрăм «Турисем» текен цивилизаци пекки туса хумалла имĕш. Паллă ĕнтĕ нимĕнле тÿрĕ чунлă çын та унашкал инсинуацисемпе килĕшме пултараймасть. Сывă пултăр чăваш чĕлхин тата халăхĕн пĕрлĕхĕ! Сывă пултăр Чăваш Республики! Çине-çине асăнакан ыйтусем турилĕх-анатрилĕхпе нихăш енчен те çыхăнман, çыхăнма та пултараймаççĕ. Аса илтеретпĕр, Каçал енчен тухнă чăваш, Валери Туркай, хăй «Хыпар» редакторĕ пулса тăрсăн, кун ячĕсене, уйăхсен ячĕсене çырассине йĕркене кĕртрĕ. Вăт çавăн пек тăвас пулать ăна. Çари! çари! çухăрнипе кăна ним те пулмасть. Чăваш халăх йышĕнчен тухса ÿкессипе чеен тата шахвăртса хăратса тăмалла мар. Кунта тата Иван Андреевич Андреев «реформисене» хирĕç тăнă Лесник текен çын пирки каланисем пур? Кам-ха вăл çав «Лесник»? Эп ăнланнă тăрăх, Пушкăртстанран тухнă чăваш. Нимĕнле вирьял-тури те мар. Юхма Мишши те тури чăваш мар. | |
Сергей Пятаков // 2454.30.8809
2022.02.21 11:24 | |
Патшалӑхшӑн ку ниме те пӗлтермен вараланӑ хут кӑна. Тархасшӑн лӑпланӑр, Николай! Иксӗлми вӑй-хална урӑх ҫӗре чиксе хурӑр! Сирӗн пеккисене пула темиҫе ҫул Ю. Виноградовӑн "Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ" кун ҫути кураймасть (авторӗ ӑна виҫ-тӑват ҫул каяллах ҫырса-хатӗрлесе ҫитернӗ!) М.Скворцов словарӗн иккӗмӗш томӗ вара кӑҫал тухатех.Эп сӑмах паратӑп Сире! Пӗр йӑнӑш та ҫук унта. Вӑл словаре халӑхӑмӑр тем пек кӗтет. |
Чăваш чĕлхин йĕркисене чăвашла çырмалла. Вырăсла çырса кăтартма хăтланни — мăшкăллани, йĕкĕлтени пулать.
.
Хăйсем мĕн çырнине хăйсем ăнланчĕç-ши?
Чăваш чĕлхинче хупă саспалли сăмах варриче çеç мар, сăмах хĕрриче те янравлă илтĕнме пултарать, енчен те вăл пуплев юхамĕнче тăрать пулсан.
Сăмахран: Çыраççĕ: Эпĕ киле каятăп.
Вуланать: Эбĕ' гиле гаядăп
Мĕншĕн тесен хушăкри сасăсем ятарлă позицисене кĕрсе ÿкеççĕ.