Agabazar // 2602.24.6662
2022.02.09 19:40 | |
Agabazar // 2602.24.6662
2022.02.09 19:47 | |
Мухтавлă Николай Адёр, унчченхи Тувалкин!
Хальхи орфографи сăмахсене пĕрле е дефиспа çырма чармасть. Енчен те сире кам та пулин урăхла ăнлантарать пулсан, çавă СУЯТЬ. https://chuvash.org/blogs/comments/2810.html https://chuvash.org/blogs/comments/2757.html https://chuvash.org/blogs/comments/2709.html https://chuvash.org/blogs/comments/2707.html https://chuvash.org/blogs/comments/2490.html https://chuvash.org/blogs/comments/2482.html https://chuvash.org/blogs/comments/2478.html https://chuvash.org/blogs/comments/2469.html https://chuvash.org/blogs/comments/2463.html | |
Agabazar // 2602.24.6662
2022.02.09 19:52 | |
Адёр çапла каларĕ: <<Сире, вулакансене, илтекенсене хӑвӑр сӗнӳсене, шухӑшсене ман электронлӑ адрес урлӑ kumashka21@yandex.ru яма ыйтатӑп.>>
Манăн статьясене ку порталтан илĕр те, йĕркипе кун çути кăтартăр хăвăр патăрта. Яра парăр! https://chuvash.org/blogs/comments/2455.html | |
Agabazar // 2602.24.6662
2022.02.10 05:00 | |
Тата çакна каламалла.
Николай Адёр кунта хăйĕн шухăш пеккисене «вырăссем пек тумалла» текен «чее» витĕнчĕкпе витме тăрăшать. Анчах та ун пек «чеелĕхпе» витĕнейместĕн. Мĕншĕн тесен ытти сынсем те ухмах мар. Енчен те вырăс чĕлхи чăвашсемшĕн иккĕмĕш тăван чĕлхе теме хăтланатăр пулсан, çавна астăвăр: ку мухтанмалли япала мар. Чăваш çырулăхне пурпĕрех чат вырăссенни пек тăваймастăн. Пулмасть вăл ун пек. Хуть те тем чухлĕ мекĕçленсен те. Чăваш чĕлхине «манса» пĕтĕмпе вырăсла калаçмалла текен йĕрке туса хума пулать. Анчах чăваш чĕлхине хайне «вырăссенни пек» майлаштараймастăн. «Канаша кайрăм» вырăнне, «Канажа кайрăм» çырма пулать.Анчах «Канаш» вырăнне «Канаж» çыраймастăнМĕншĕн тесен ку — «вырăслăхран» пăрăнниех | |
Agabazar // 2602.24.6662
2022.02.10 05:16 | |
Николай Адёр пире Пуцек-Григорович йышши «хаххулсен» вăхăтне каялла илсе каясшăн.
Çук, кирлĕ мар пире «хаххулсен йĕрки»! Хамăр йĕркепех пит аван пурнатпăр! Википедирен: "Вениамин (Пуцек-Григорович). Родился в 1706 году в семье значкового товарища (чин унтер-офицера в казачьих войсках) малорусского казачьего Лубенского полка в селе Лохвица Полтавской губернии. Окончил Киевскую духовную академию." Адёр, пирĕн пата, тархасшăн, «хаххулсене» сĕтĕрсе ан кил!!! Татах Википедирен: "Деятельность преосвященного Вениамина на архиерейской кафедре началась в тот период, когда малороссийское духовенство имело в России монополию иерархической власти. Но с самого начала царствования императрицы Екатерины II на высшие иерархические посты стали назначать воспитанников Московской духовной академии, а малороссы теряли своё прежнее значение." Пире Пуцек-Григорович пек «малороссем» мар, Н. И. Ильминский пек «великороссем» кирлĕ. | |
Agabazar // 2602.24.6662
2022.02.10 07:58 | |
Çынсемпе калаçса тавлашмалли ăсталăха РИТОРИКА теççĕ.
Çав риторикăра пĕр меслет пур. Вăл — шухăша юриех айккинелле пăрса ярас тĕллевпе çук тезиса кăларса тăратни. Çав çук (суя) тезиса ЧУЧЕЛО теççĕ.Чăвашла ăна катемпи теме пулать. Николай Адёр та пирĕн ума ЧУЧЕЛО кăларса тăратать.Çав чучело — «пăсарлăх» текен сăмах. Имĕш, хăшпĕр çынсем «газ» теес вырăнне «пăсарлăх» теме сĕнеççĕ иккен. Анчах та ку тĕппипех суя. Çук çакă çутă тĕнчере унашкал сĕнекенсем. Ку вăл катемпи пек юри кăларса тăратнă сăмах çеç. Çынсене хăратма юри, ятарласа кăларса хунă. | |
Тимер // 4674.0.6303
2022.02.10 11:16 | |
Чĕлхеçĕсем , тен,прахфиссăрсем газ,ракета,телевизор сăмахсене чăвашла куçарма пикенни тĕрĕс те пуль.Халăх çавах йышăнмасть ку пулăма.Мана хама вара аслă та мăнаçлă чăваш вирьял чĕлхи куç умĕнчех çохалса пыни чона ыраттарат.Перĕн аписем "кайсан"эпир ку чĕлхепе попляймăпăр.Адер вара ку ыйтăва питех те вырăнлă хоскатнă. | |
Ҫынӑм // 4160.28.8326
2022.02.10 13:24 | |
Хӑть те мӗнле калама пултаратӑр, анчах сирӗн сӗнӗвӗсем малалла кайни мар, каялла кайни пулать. | |
Agabazar // 1163.06.4951
2022.02.10 14:55 | |
Телевизор — чăн-чăн (100%) чăваш сăмахĕ.
Мĕншĕн-ха? Мĕншĕн тесен вăл мĕнпур сăмахсарсенче пур. Телевизор чăваш сăмахĕ пулман пулсан, ăна чăваш словарĕсене кĕртмен пулĕччĕç. Калăпăр, «сулус» текен сăмах чăваш чĕлхинче çук та, ăна çавăнпа сăмахсарсене кĕртмеççĕ. Анчах та телевизор тени, авă, пур. Чăнах та пур. Халăх йышăнмасть тесе сÿпĕлтетни тĕрĕс мар. Кĕççĕпит çеç çавнашкал çаврттарса калама пултарать. Халăх вăл тĕрлĕрен. Унта темле çын та пур. Тепри, авă, пачах чăваш чĕлхине йышăнасшăн мар: <<Кирлĕ мар пире чăваш чĕлхи!>> — тесе çухăрашать. "Тавай пурте вырăсла кăна калаçма пуçлар!" — тет. Вара пирĕн, халăх тесе, çавнашкаллисем хыççăн каймалла-и? Каймалла мар ун пеккисем хыççăн. «Языковое строительство» текен ăнлава илтнĕ-и? Тоттă! Авă, çÿлерех темиçе хутчен асаннă ГАЗ сăмаха та голландцăсем юри (!) шутласа тупнă. Халăх йышăнмасть тесе чĕкĕрсе яман. Ун пек юри шутласа тупнă сăмахсем пайтах. | |
Микула // 1077.37.9691
2022.02.10 20:36 | |
Паянхипе мӑнаҫланмалла текен "председатель" калама пултарӗ мӗнпе пирӗн мӑнаҫланмалла ? Кама мӗн хуралаҫҫӗ хуралта вӗсем ? Шупашкарта тӑван (чӑваш) чӗлхипе устермелли ача сачӗсем пӗрре те ҫук. Ҫавӑнпа ӗнте "мӑнаҫланмалла" ? Мифсем тесе халӑх историне каласшӑн пулмалла ? Кун пек "канашсем" тата "хуралсем" тен пулнинчен пулманни лайӑхрах ? Бизнесмен тӑк бизнесмен пулӑр,анчах та сирӗн сӗнӳ пире валли мар. Филологсем ҫӗтсе кайни пирки калаҫнин вӗҫӗ хӗри те ҫук. |
Ăстан илтнĕ эсĕр, газ сăмаха чăваш чĕлхинче «пăсарлăк» тесе çырмаллине.
Çук унашкал япала. Апла калама никам та хушман та, сĕнмен те.
Ăçтан тухнă-ха «газ» сăмах???
Чăвашла Википедирен: Газ (гол. gas, тĕслĕх вырăнне ав.гр. χάος (háos) пулнă) — япаларăшăн тăватă агрегатла тăрăмĕсенчен пĕри.
Урăхла каласан, ку вăл — юри, ятарласа шутласа кăларнă сăмах
Ăна юри шутласа кăларнă Голландире, каярахпа вăл тĕнчипех сарăлнă.
Тархасшăн, суя хыпарсем ан сарăр.
Газ —
чăн-чăн чăваш сăмахĕ
. Таçти ют çĕрсенчен кунта çитнĕ пулсан та.Тата тепĕр хут: «газ» — 100% чăваш сăмахĕ.