Ытла та тем те пĕлетĕн-çке эс? Соросран пуçласа Атнер Хусанкай таран.
Ăçтан вăхăту тупăнать сан пурне та пĕлсе пĕтермешкĕн? Админ ку тĕлĕшпе Акапасартан тĕлĕнет. Чăннипе вара Хампурсенчен тĕлĕнмелле.
Хальхи орфографи сăмахсене пĕрле е дефиспа çырма чармасть.
Хампур // 4102.29.2665
2022.01.05 13:59
Акапасар, мӗн тӗлӗнмелли пур вара Хампуртан? Тӗлӗнмелли кунта эс сӑмахсене пӗрле те ҫырма юрать, дефиспа та ҫырма юрать тени. Пӗри пӗр тӗрлӗ, тепри тепӗр ҫырмалла-им? Правилӑсене ҫавӑнпа ҫирӗплетеҫҫӗ пуль - пӗр вариант кӑна пулмалла. Чӗлхеҫ тетӗр хӑвӑра, ҫавна
та чухламасӑр пулсан та. А. П. Хусанкай пирки каласан, ӑҫтан тӗплӗн пӗлтӗр вӑл чӑваш грамматикине шкулта чӑвашла вӗренмен, чӑваш чӗлхипе калаҫса ӳсмен пулсан?
"В чьей больной голове зародилась сумасшедшая идея рубить навеки спаянные слова на части?" — пӑлханса ыйтать Николай Адер. Адерӑн ырӑ пуçарӑвне сӱтсе явакансем темшӗн пит сахал. Пӗри теприне "Сан пĕртен-пĕр тĕллевÿ — ура айĕнче чăлханса çÿресси" тесе çыртать, тепри - "...и с чувашским языком на рок-музыку.." тесе йӗкӗлтешет.
Сӗнӱсем: 1. Çӗнӗ Çулта (Пурне те 2022 çулпа!) Çӗнӗ вӑйпа чӗлхемӗре упрама тытӑнар; 2. Аçтахар ертӱçӗн Хирӗнче тӗллевсӗр вӑрçӑ-харçӑна тӑсар мар. 3. Дж. Сороса халех манса каяр мар-ха. Унӑн Чӑваш Енри "пархатарлӑ" ӗçӗсене тӗпчеме те пуçламан. 4. Н. Казаковӑн "Нарспийӗ" мӗнрен рок-опера мар? Хамӑра хисеплес пулать, Еврзиец.
Agabazar, "чиксе пӑрахасшӑн" сӑмах çаврӑнӑшне усӑ курнӑран: эс ман пост пирки калатӑн пулмалла. Эппин:
1. Чӑваш халӑх сайчӗ - электронлӑ массӑлла информаци хатӗрӗ. Çавӑнпа та пост авторӗсен те чӑваш литература чӗлхине хисеплемеллех. "Шута кай" тенисем - е авторӑн неологизмӗ(çӗнӗ сӑмахӗ), е диалектри сӑмах çаврӑнӑшӗ(республикӑри кашни районтах пулнӑ - кун пек каланине илтмен).
2. Пуçарусем пирки. Пӗр пуçару та туман - ырӑ сӗнӱсем çеç. Çӗнӗ Çулпа саламланине пуçару теесшӗн пулсан - калах. Эсӗ çынна ырӑ сунасшӑнах мар пулмалла.

3. "Элек ан сар"... Ку мӗне пӗлтерет тата?! Сӑмаха перкелешме туман (вӑл юр чӑмакки мар!), авалхисем ӑна типтерлӗ те хитрен усӑ курма хӑтланӑ. Тепӗр хут К.Иванова, Çеçпӗле, Кипеке, Ал. Артемьева вулӑр-ха.
4. Эсӗ, Agabazar, мӗнле званине ӱссе çитрӗн-ха? Мана хушусем пама санӑн сахалтан та майор званине илмелле. Эпӗ - капитан. Ытлашши ан шӑрпӑклан.
Тата... Сан пек хӑватпа халӑх валли чылай ырӑ ӗç тума пулать пек.
Ăçтан вăхăту тупăнать сан пурне та пĕлсе пĕтермешкĕн? Админ ку тĕлĕшпе Акапасартан тĕлĕнет. Чăннипе вара Хампурсенчен тĕлĕнмелле.
Хальхи орфографи сăмахсене пĕрле е дефиспа çырма чармасть.