Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Печально не то, что надвигается старость, а что уходит молодость.
(А. Дюма-сын)
 

Николай Малышкин: Район хаҫачӗсене пӗтерме парас марччӗ!

Николай Малышкин19.11.2021 12:2710214 просмотровИзменить Удалить

Хаҫат — «коллективлӑ пропагандист тата агитатор кӑна мар, коллективлӑ организатор та» тесе ҫырнӑ В.И.Ленин. Асӑннӑ пӗлтерӗш паян та ҫухалман. Хаҫатсем, уйрӑмах районсенче тухса тӑраканнисем, ял халӑхне питӗ ҫывӑх. Вӗсенче ял пурнӑҫӗн шӑпи, кун-ҫулӗ, савӑнӑҫӗ-хуйхи...

Ҫӑмӑл мар тапхӑрта, колхозсем йӗркеленӗ ҫулсенче тухма пуҫланӑ хаҫатсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче те пӗр номер те тухманни пулман. Паян вара район хаҫачӗсем кирлӗ те пулмӗҫ-ши? Вӗсене «Хыпар» хаҫатӑн филиалӗсем тума палӑртнипе ҫапла шутлатӑп. Ҫак утӑм — йӑнӑш, вӑл пысӑк ҫухатупа — райхаҫатсем вуҫех хупӑнассипе вӗҫленме пултарӗ. Нумай редакци ура ҫинче ҫирӗп тӑрать паян, вӗсенче хӑйсен профессине чунтан парӑннисем вуншарӑн тимлеҫҫӗ. «Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗнче те ҫаплах. Хальхи вӑхӑтра район хаҫатне кашни 4-мӗш ҫын вулать.

Районсенчи редакцисен статусне пӗтерсе филиал тусан хаҫатсен ҫухату пуххинче мӗн курӑпӑр-ха?

  1. Кӗскетнӗ штат, пӗчӗклетнӗ ӗҫ укҫи. Пӗтӗмпе те 4 ҫынран тӑракан коллектив кашни эрнере тухакан 12 страницӑллӑ издание епле кун ҫути парӗ? Унӑн пахалӑхӗ мӗнле пулӗ?
  2. Хаҫатсем хӑйсен 90 ҫуллӑхӗнче ҫирӗпленнӗ сӑн-сӑпатне, традицилӗхне ҫухатӗҫ - «хыпарланса» кайӗҫ.
  3. Ялкорсен (вӗсем ахаль те сахаллӑн) йышӗ чакӗ.
  4. Хаҫат тиражӗ самаях иксӗлӗ...

Ҫак таранччен Чӑваш Енӗн ӑс-хакӑл культури сахал мар ҫухату тӳсрӗ. Унӑн хроникине район хаҫачӗсене пӗтерсе пуянлатас марччӗ...

 

Николай Малышкин,

«Елчӗк ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ,

ЧНКан Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн председателӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Кестентин Пети // 3852.77.8195
2021.11.20 14:52
Ан та калар енте Трак ен хасаче лайахрах тухма пусларе тесе : хасатан " шале " сук , пуслахсене критиклеме харать . шавах мухтав юрри шарантарать . "Хыпар" хушмасть-и ана е чан-чан журналистсем юлмарес Красноармейски районен хасачен тираже те---республикара чан печекки . Ыттисене те унан шапи кетесрен пашарханса сырать те енте Елчек район хасачен теп редакторе .
Agabazar // 1254.34.7700
2021.11.20 20:08
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: темӑпа ҫыхӑнман
Евразиец // 3753.90.6577
2021.11.20 20:19
Газеты районные содержать не могут, а треп разводят о проблемах детских садов с чувашским языком... Районные газеты уже читать некому... Трепачи с разводом на красивых и пустых фраз в языке и в речах...
2021.11.20 22:09
Аçтахар Плотников
Район хаҫачӗсем пирки Красноярскран пит аван курӑнать пулас, аха-и? Лишь бы чӑваш культури пирки япӑххине ҫырас.
Эп вара район хаҫатӗнче нумай пулмасть пултӑм. Вӑрнарсем патӗнче. Тунтикун ирхине вӗсем патне пӗлтерӳ пама халӑх пӗрин хыҫҫӑн тепри кӗрсе тухрӗ. Район хаҫачӗсем пасар саманинче те ӗҫлеме хӑнӑхса ҫитнӗ. Вулаканӗ те пур.
Пӗрлештернӗ май пирӗннисем, эп ӑнланнӑ тӑрӑх, тутарсен опычӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ пулас. Анчах темшӗн чӑвашлисене ҫеҫ пӗрлештереҫҫӗ. Тутарта Татмедине тутарлисем те, вырӑслисем те, чӑвашлисем те кӗреҫҫӗ. Пирӗннисем вара нихҫан та Гранине, Советская Чувашине, Республикӑна пӗрлештересси пирки сӑмах хускатман, чӑвашлисене ҫеҫ.
Agabazar // 1254.34.7700
2021.11.21 00:00
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: темӑпа ҫыхӑнман
Agabazar // 1254.34.7700
2021.11.21 00:07
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: темӑпа ҫыхӑнман
Евразиец // 3753.90.6577
2021.11.21 11:33
Аçтахар, критически пишу, чтобы исправились, встали на путь исправления, а не просто сами себя впустую восхваляли .
ялтан // 1751.39.8118
2021.11.21 16:22
Тӗп сӑлтав - министерствоку хӑмӑта хывсапӑрахса Вашуркинӑна тӑхӑнтса ярасшӑн, вӑл чи пысӑк специалист-ҫке чӑваш чӗлхипе, хӑйсен вара чӑвашла пӗлекен пӗр специалист та ҫук мӗнпур Министерствипе.
Agabazar // 4246.60.1146
2021.11.21 19:47
Agabazar
Ытарайми Кестентин Пети,

эп санпа çак çтатьяна питĕ-питĕ сÿтсе явасшан, анчах никнеймне тĕрĕс вулама пĕлместĕп.

Пулăш, тархасшăн! Турă пул! Ĕмĕр манмăп!
Agabazar // 4246.60.1146
2021.11.21 19:55
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: Дубль: хам хуратнă

Страницăсем: 1, 2, [3], 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики