Юркка Иванӗ (Иван Николаевич Юркин) тӑван халӑха юратма вырӑссенчен вӗреннӗ. Эпӗ те «консерватилӑ революционерсене» курса хавхаланатӑп...
«Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тесе мӗн те пулин тума тата пулать-и?» –терӗ Калайкасси шкулӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ А.М. Степанов хӑй йӗркеленӗ ҫавра сӗтел/конференцире. Уҫман ҫерем, тӗкӗнмен ҫӗр пур-и чӑваш ӗҫӗнче? – Пур. Вӑл – шалти чӑваш, тарӑнран тарӑн чӑвашлӑх… Г.А. Ермакова шухӑш-кӑмӑлӗ шӑпах ҫавӑнтан килет те ӗнтӗ. Вӗрентекенсем ун тарӑнӑшне туйнине (туйнине: ӑнланасси патне пирӗн, чӑвашсен, тата миҫе ӗмӗр утмалла-ши?) эп асӑрхамарӑм…
«Чӑваш чӗлхи тепӗр 50 ҫултан пӗтет» теекенсем валли. «Пӗтет», «вилет»…. Ку вӑл чӑваш шухӑшлавӗ мар. Чун тухсан чӑваш нихҫан та «пӗтрӗ», «вилчӗ» темест. «Кайрӗ» тет. Кайрӗ. – Эппин, таврӑнать, таврӑнма пултарать…
1881 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Фридрих Ницше Силье-Марие ялтан Сильваплана ҫуран утать… Пирамида майлӑ ту хысакӗ ҫумне канма ларать. Ҫавӑн чухне ӑна Вӗҫӗмсӗр таврӑну теорийӗ уҫӑлать. «Вышкайсӑр хӑватлӑ, унчченхи пурнӑҫ концепцийӗсене чӑл-пар аркатать», – шӑппӑн пӑшӑлтатса пӗлтернӗ вӑл хӑйне уҫӑлнӑ чӑнлӑха (Лу Саломе аса илӗвӗ).
«Шӑппӑн-шӑппӑн лармашкӑн шӑпчӑк чӗппи мар эпир»…
Ҫеҫпӗлӗн «Чӑн чӗрӗлнӗ!» сӑввинчи шалти чӑрсӑрлӑх халӑх чунӗнчи ҫак таланран/талантран килет. Ӑна Вӗҫӗмсӗр таврӑнун парафразӗ теме пулать. Эпир телейлӗ. Пирӗн чуна иудео-христианство, европа культури (культ турри) пусса выртмасть. Эпир «Чӑн чӗрӗлнӗ!» тесе вӑрттӑн-карттӑн мар — пӗтӗм чӗререн кӑшкӑрса калама пултаратпӑр:
Эй, ваттисем! Иртнӗ ӗмӗрӗре
Асап чӑтса ирт[т]ернисем!
Мӗн авалтан Чӑваш Чӗлхи
Асап чӑтни аса килет-и сире?
Сире аса килет-и авалхи?
Шухӑшлӑр-ха! Астӑвӑр, ваттисем!
Чӑваш ҫынни авал чухне
Пуҫне чиксе шӑппӑн ҫӳренӗ.
Тункатаран та шикленнӗ...
Чӑваш Чӗлхи асап айне
Путарӑннӑччӗ ун чухне...
Эй, ваттисем!
Эй, ват ҫынсем!
Авал Чӑваш асаплӑ пулнине
Ҫамрӑксене каласа парӑр:
Тӑван ҫӗршывӑн капӑр чӗлхине
Ялан савма хушса хӑварӑр.
Эй, ваттисем! Пӗтӗм чӗререн
Сире пиллетпӗр ыр пилпе.
Эсир асапсене парӑнманнипе
Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен.
Кӑвак хуппи пӗлӗт тӑрӗнчен
Чӑваш ҫӗрне ҫутатса ячӗ.
Тӑван ҫӗршыв чӗлхи хӑвачӗ
Чӗрӗлсе тӑчӗ вилӗмрен.
Чӑваш Чӗлхи текех чухӑн мар!
Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен.
Эй, чӑвашсем! Пӗтӗм чӗререн:
— Чӑн чӗрӗлчӗ! — тесе кӑшкӑрар.
Эсир тата, вӗри чунсем!
Кӑвар чунсем, яшсем, хӗрсем!
Каҫ-каҫ урамсене тухса,
Кӗвӗллӗ юрӑсем хурса,
Тӑван ҫӗршывӑн чӗлхине
Мухтав тума манса кайман-и?
Чӑваш Чӗлхин хӗвеллӗ илемне
Чунтан савса тӑма манман-и?
Пур ҫамрӑксем! Ҫунат хушар:
Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен!
Эй, ҫамрӑксем! Пӗтӗм чӗререн:
— Чӑн чӗрӗлнӗ! — тесе кӑшкӑрар.
Тӑван ҫӗршыв вӑрманӗсем!
Чечек ҫеҫки тӑхӑннӑ улӑхсем!
Чӑваш Чӗлхи хӑвачӗ кӑмӑлне
Мухтав юрри шавласа янрӑр:
— Авал асап чӑтнӑ вырӑнне
Чӑваш Чӗлхи хӑватлӑлантӑр!
Сӗм вӑрмансем, шавласа ларӑр:
— Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен!
Уйсем, варсем! Вӗҫе-вӗҫӗмрен:
— Чӑн чӗрӗлнӗ! — тесе ян ярӑр!
Чӑваш Чӗлхи текех чухӑн мар!
Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен.
Эй, чӑвашсем! Пӗтӗм чӗререн:
— Чӑн чӗрӗлчӗ! — тесе кӑшкӑрар.
Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.