Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Определяет судьбу человека то, как он понимает себя.
(Торо)
 

Виталий Станьял: Халӑхӑн уҫӑ саслӑ хӗрӗсем

Виталий Станьял03.09.2021 19:458327 просмотров

...Ялти пахчана кӳршӗсем ырӑ хыпарпа ҫитрӗҫ те каларӗҫ: Раиса Сарпипе Светлана Асамата Чӑваш халӑх поэчӗсен хисеплӗ ятне панӑ. Санӑн вӗсене пӑрӑнми саламламаллах!

Саламламасӑр! Эпӗ вӗсене университет абитуриенчӗсем — Яковлевӑпа Смирнова пулнӑ чухнеренпех — лайӑх пӗлетӗп. Раиса Яковлева студентка «Ҫилҫунат» литпӗрлешӗве темиҫе ҫул хастар ертсе пычӗ, ҫырчӗ, кӗнекеленчӗ, унтах килӗшӳллӗ Сарпи ят тупрӗ.

Светлана Смирновӑн журналти сӑввисене ентешӗ Георгий Ефимов сӑвӑҫ университетра сӳтсе явма панӑччӗ те, унӑн пултарулӑхӗпе паллашасси ҫавӑнтан пуҫланчӗ. Асамат артиста эсир те тахҫантанпах пӗлетӗр, мӗншӗн тесен пӗринче унӑн концерчӗ умӗн ҫула юр хӳсе кайнӑччӗ те, хӑвӑр юратнӑ юрӑҫа тракторпа хирӗҫ тухса илтӗр. Тепринче, астӑватӑр-и, Амаксар утравӗнчи паллӑ вырӑнсене вӑл Чӑваш инҫекурӑмӗ валли ӳкерсе кайнӑччӗ...

Халиччен чӑваш хӗрӗсем — тивӗҫлисем пур пулсан та — халӑх ҫыравҫи ятне илеймесӗр пурӑнчӗҫ, тӑрӑшма пӑрахмарӗҫ.

Малашра чӑваш поэзийӗ хуҫалӑхри вак-тӗвекрен ирӗкленнӗ хӗрсен аллинче пулмалла тесе шухӑшлатӑп. Эппин, ҫамрӑксене ӑсталӑха тимлӗ туптама сунатӑп. Сарпипе Асамата, халиччен ҫырнисене сӑвӑрса пухса, халӑха шедеврсемпе савӑнтарма пиллетӗп.

 

Сӑн ҫинче: сулахайран пӗрремӗшӗ — Раиса Сарби, сулахайран иккӗмӗшӗ – Светлана Азамат. Сӑнӳкерчӗк Интернетран.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 6381.9.0180
2021.09.09 09:22
Agabazar
Микула ачам, Путина е Мишустина «вăрçнипе» никама та тĕлĕнтрейместĕн.

Паллах, мĕн пирки вăрçан вĕт, çавăнтан килет.

Чăннипе каласан, хăшпĕр темăсемпе «вăрçни» лешсен сумне, авторитетне çеç ÿстерет.

Авă, пĕр шăпăрлан, Путина «тÿрлетрĕ» те (Çичçуллăх вăрçă, Çÿрçĕр вăрçи тĕлĕшпе), Владимир Владимирович çакна йĕркеллĕ тата нимле хăрушлăхсăр япала тесе хак пачĕ.

Такштă, вăрçнипе вăрçнин тĕлĕ пур. Хăшпĕр вăрçни леш вăрçу объекчĕсене усă çеç кÿрет.
Agabazar // 6381.9.0180
2021.09.09 09:22
Agabazar
Микула ачам, шыв сыпнă пек ларнă пулсан, Сарпи тата Асамат халичченех хирте тусан çăтса севок-сухан суйланă тата сăвăрнă пулĕччĕç.

Шыв сыпнă пек ларман та, авă, халăх поэчĕ ята тивĕçрĕç.

Раиса Сарпин поэзири «карьери» мĕнрен пуçланнă-ха?

Вьетнама бомбăлакан Америк самолёчĕсене çырса кăтартнинчен. Паллах, вăл çав яраплансене мухтаман. Пачах тепĕр майлă: питленĕ!

Пурнăç тăршшĕпе вара тем çинчен те çырнă.
Микула // 1077.37.9691
2021.09.09 18:20
Путинпа Мишустина Микула "вӑрҫман", ан суй Акапасар. Пӑравусран мала чупакансене те "ятламан". Пур япалан та хӑйӗн вӑхӑчӗ ,истори енчен вӗсен ӗҫне хаклама иртерех. Шкул ачи тӳрлетни телевизорта анчах "авторитета" хушма пултарать, интернетра иккеленӳллӗ. Асаматпа Сарпи те ятсене тивӗҫлӗ,тахҫанах . Шарламаҫҫӗ тени вара пурин валли те,Акапасара та тивет. Вӑхӑт мӗнле пуласси вӑл пуринчен те килет. Пуҫпа шутламалла,телевизор ҫинче каланине ҫӑвар карса итлесе лармалла мар. Населени мар халӑх пулмалла. Сталин вӑхӑтӗнче Берийпе Ежов тӑватӑ миллион донос ҫырман. Ҫыннисем хӑйсемех ҫырнӑ. Паян та сире "одна страна одна нация " тенӗ те ,шкул программине улштарнӑ та пуҫсем минресех кайнӑ ? Пӑрахас пулать юрас йӑлана. Ӑҫта эсир хӑвӑр ?
Agabazar // 6381.9.0180
2021.09.09 23:15
Agabazar
Паллах, эс мар. Анчах та темĕнле «Мария Шукшина» пирки сĕлекÿне юхтарсах каласа паратăн...
Agabazar // 6381.9.0180
2021.09.09 23:15
Agabazar
Ку — ăнсăрт дубль..
Микула // 1077.37.9691
2021.09.10 20:28
Александр Сергеевич Пушкин не стеснялся полемизировать со всесильным императором Николаем Первым и писать антимонархические и антиправительственные стихи; открыто выступали против произвола властей такие всемирно признанные представители российской творческой интеллигенции, как Лев Толстой, Николай Некрасов, Михаил Салтыков-Щедрин, Александр Грибоедов, Александр Куприн, Иван Бунин, Александр Солженицын, Михаил Лермонтов, Юрий Бондарев, Валентин Распутин, Владимир Маяковский, Александр Островский, Александр Герцен, Николай Чернышевский и многие-многие другие. По-настоящему талантливые писатели и поэты не могли закрывать глаза на творимые властью и её приспешниками безобразия и считали своим долгом критиковать власть имущих, выступать в защиту униженного и ограбленного простого народа.
<br><br><br>Увы, сейчас лишь единицы творческих людей способны сказать власти в лицо то, что они думают на самом деле, а не изображать показное согласие и одобрение всего, что власть делает. https://stihi.ru/diary/mik-kryukov Поэт и власть
Михаил Крюков: литературный дневни
Agabazar // 1550.38.9738
2021.09.12 21:43
Agabazar
тата тепĕр хут

Микула ачам, Путина е Мишустина «вăрçнипе» никама та тĕлĕнтрейместĕн.

Паллах, мĕн пирки вăрçан вĕт, çавăнтан килет.

Чăннипе каласан, хăшпĕр темăсемпе «вăрçни» лешсен сумне, авторитетне çеç ÿстерет.
Микула // 1077.37.9691
2021.09.13 16:31
Акапасар аташать пулмалла ?
Agabazar // 1550.38.9738
2021.09.13 18:54
Agabazar
Виççĕмĕш хут: Микула ачам, Путина е Мишустина «вăрçнипе» никама та тĕлĕнтрейместĕн ....

Тата ытти те, тата ытти те.

https://ru.wikipedia.org/wiki/Имитационная_демократия
https://ru.wikipedia.org/wiki/Суверенная_демократия
http://www.ru-90.ru/node/1351 (Что такое «управляемая» демократия?)

Микула // 1077.37.9691
2021.09.13 21:21
Акапасар ан аташ. Микула тахҫанах ӑнланнӑ, сӑлтавӗ пӗр ҫынра мар.Ҫавӑнпах пуяннисен укҫисем чикӗ леш енче,ӑслӑраххисем те унтах? Печенексемпе кӗрешетӗр пулсан, кӗрешӗр,чару мантан ҫук. Историшӗн ку вӑхӑт самант кӑна ."Каждый народ имеет то правительство, которое он заслуживает"



Из письма (от 27 августа 1811 г.) посланника Сардинского королевства при русском дворе графа Жозефа де Местра (1753—-1821).

Страницăсем: [1], 2, 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики