Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Коснувшись цветка - потревожишь звезду.
(Френсис Томпсон)
 

Николай Сидоров: Чӑваш театрӗнче куракан ҫуккишӗн кам айӑплӑ?

Николай Сидоров16.03.2021 12:4911489 просмотров

Чӑваш академи драма театрӗ. Сӑна тунӑ: Н. Плотников. 07.11.2019

Театр пирки хускатнӑ сӑмах-юмаха «мӗнрен пуҫласан аван-ши» тесе вӑрахчен пуҫа ватрӑм. Ырри пуҫа кӗмест, усалӗ чӗлхе вӗҫӗнчен каймасть. Ирӗксӗрех А. П. Чехов сӑмахӗсем аса килчӗҫ. Эпӗ унӑн сӑмахӗсене кӑшт тӑснӑ пулӑттӑм: «Театр — вешалкӑран, спектакль — чаршав хыҫӗнчен пуҫланать» — тесшӗн. Ҫапла-ҫапла!.. Мӗн кӑна пулса иртмест унта: драма та, камит те, трагеди те. Вӑл хӑй – спектакль. Уйрӑмах ӑна ӑста режиссер лартсан. Шел те, ӑна куракан курмасть. Анчах та вулакана чаршав хыҫӗнче пулса иртекен хӑшпӗр самантсене уҫса кӑтартасах терӗм, унсӑрӑн пурне-пӗрне ӑнланма йывӑр. Унччен вара ҫакна каласшӑн: чаршав хыҫӗнчи спектакль мӗн чухлӗ вӑйлӑрах, ҫивӗчрех – сцена ҫинчи спектакль ҫавӑн чухлӗ вӑйсӑртарах, йӑвашрах.

Сӑмах-юмах халӑх юратакан К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пирки пырӗ. «Юратакан» сӑмах кунта вырӑнлах та мар пулӗ. Ӗлӗк, чӑн та, халӑх ӑна юратнӑ, халӗ темшӗн юратсах каймасть. Кӑҫал ҫанталӑк юр-тӑманлӑ пулчӗ, нумай ҫӗре юр хӳсе лартрӗ. Вӑтӑр пилӗк ҫул каялла эпӗ театрта дворник пулса ӗҫлеттӗм (пьеса ҫырма пушӑ вӑхӑт ҫитместчӗ). Хуларан анакан ҫула, театр ҫумӗпе иртекенскере, хӗлле — юртан, кӗркунне — ҫӳп-ҫапран тасатса тӑраттӑм. Ара, куракан театра васкать-ҫке!.. Унӑн кӑмӑлӗ ан хуҫӑлтӑр тесе эпӗ те сахал мар вӑй хунӑ: малтан – картиш шӑлса, кайран – пьеса ҫырса. Иртнинче вара шалт! тӗлӗнсе кайрӑм. Арбатран театр патне ҫитме пӗр сукмак та ҫук. Пӗҫ тӗп таран юр. Аран-аран ашса тухрӑм. Тӳрех пуҫа ак ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: «Халӑх театра ҫӳремест иккен...» Сӑмахӑм суя ан пултӑр тесе улт-ҫичӗ каҫ театра ҫул тытрӑм, ҫакӑн пек ӳкерчӗк куртӑм:

февралӗн 17-мӗш кунӗнче «Шуйттан чури» спектакле 74 ҫын курма пынине палӑртрӑм (ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе пӗлтӗр кӑна лартнӑ, кураканӗ пӗрех ҫук).

Февралӗн 18-мӗш кунӗнче «Юратӑва ҫул парӑр» спектакль пӑхнӑ кун курав залӗнче 45 кураканччӗ.

Февралӗн 19-мӗш кунӗнче «Мунча кунӗ» спектакль пынӑ кун курав залӗнче 26 ҫын ларатчӗ.

Февралӗн 20-мӗш кунӗнче «Анисса» спектакль пуҫланас умӗн 36 куракана асӑрхарӑм.

Мартӑн 2-мӗш кунӗнче «Мӗн-ши вӑл телей» спектакле 24 ҫын пӑхма килнӗччӗ.

Мартӑн 5-мӗш кунӗнче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» спектакле 27 куракан пӑхса ларчӗ.

Мартӑн 6-мӗш кунӗнче «Константин Иванов» спектакльте 45 ҫын ларнине шутларӑм.

Сире, театр ертӳҫисем, намӑс мар-и? Театрти 500 вырӑнлӑ залра ҫил кӑна шӑхӑрать. Ялти Культура ҫуртӗнчи халӑх театрӗ те сирӗнтен нумайрах куракан пухать. Кунта сирӗн пурте пур: ҫурчӗ хула варринче, керменӗ хитре, пуканӗ ҫемҫе, ӑшӑ, ҫутӑ. Кураканӗ кӑна ҫук. Кунта ҫуттипе ӑшши кӑна талӑкне пилӗк пинлӗх тухса каять пулӗ, е ытларах та. Тата театрта 130 ҫын ӗҫлет. Вӗсене сахал мар ӗҫ укҫи тӳлес пулать. Шутласан, патшалӑх мӗн чухлӗ тӑкак тӳсет. Тархасшӑн, «ковид» тесе ан калӑр. Ҫамрӑксен театрӗнче виҫӗ кун пултӑм: лӑк тулли халӑх.

Кут айӗнчи сарлака та ҫемҫе пукана хыпашланӑ май ҫакӑ аса килчӗ. Нумаях пулмасть кӑна Чӑваш театрӗн курав залӗнче 700 ытла вырӑнччӗ. Театрӑн чее пуҫлӑхӗсем – куракан нумайтарах курӑнтӑр тесе — юсав ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра курав залне юри сарлака креслосем вырнаҫтарттарчӗҫ, ҫич ҫӗр ытла вырӑнлӑ залран пилӗк ҫӗр вырӑн кӑна хӑварчӗҫ. Вулаканӑм, шутла-ха, хӑйсен ӗҫлейменлӗхне пытарас шутпа пуҫлӑхсем 200 вырӑн тӗп турӗҫ. Ҫӗр ҫӑтрӗ тейӗн. Ик ҫӗр вырӑн вӑл — Чӑваш Республикинчи Пукане театрӗ! Е тем пысӑкӑш Культура керменӗ! Кам та пулин явап тытрӗ-и? Ҫук. Шарламарӗҫ те. Икӗ ҫул каялла Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗн директорӗпе — Елена Васильевна Николаевапа — калаҫни аса килчӗ. Вӑл ҫапла каларӗ: «Ҫеҫпӗл» кинотеатрӑн пысӑк залӗнче 400 вырӑн кӑна. Эпир ӑна темле пулсан та 500 вырӑнлӑ тӑвасшӑн». Турӗҫ те. Халӗ танлаштарӑр: кам мӗнле ӗҫлет?

Мана Чӑваш театрӗнче куракан сахал пулни тӗлӗнтермерӗ. Театра куракан пыманран темиҫе спектакле сцена ҫинчен пачах та кӑтартман тени шалт! тӗлӗнтерсе ячӗ. Ун пекки хӑҫан пулнӑ? Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те театрта спектакльсем кӑтартнӑ! Ман шутпа, куракан ҫук чухне театр пуҫлӑхӗсене курав залне вӑйпа килсе лартмалла, ан тив, хӑйсен спектаклӗсене укҫалла пӑхса ларччӑр. Вӗсем сахал мар ӗҫ укҫи илеҫҫӗ. Икӗ сехет ҫывӑрса лараймаҫҫӗ-им?

Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Республикин Культура министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ пулнӑ. Унта К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ республикӑри чи япӑх ӗҫлекен театр пулнине палӑртнӑ, терӗҫ. Хам пулман та, ҫирӗплетсе калаймастӑп, анчах та ку хыпар тӗрӗсех пуль тетӗп. Пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ ҫапла. Халӑх тахҫанах Чӑваш театрӗнчен писнӗ.

Театр ертӳҫисем нихӑҫан та куракан патне васкаман. Куракан хӑй театра васканӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн ҫитмӗлмӗш-сакӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенче театр умне ялсенчен вуншар автобус килсе ларатчӗ. Вӑл вӑхӑтра театр ял ҫыннишӗн пӗртен-пӗр савӑнӑҫ пулнӑ. Эпӗ ун чухне К. Иванов урамӗ ҫумӗнче пурӑнаттӑм. Балконран пӑхаттӑм та — вун ҫичӗ автобус ларать. «Паян залра халӑх лӑк! тулли пулать», — теттӗм. Вӑл вӑхӑтра театр ертӳҫисем, паллах, аван пурӑннӑ. Хисеплӗ ятсем те сахал мар илнӗ. Шӑп ҫак вӑхӑтра «ҫуралнӑ» та ӗнтӗ чӑвашсен «ӑста» режиссерӗ. Вӑл У. Шекспир «пӗтӗм тӗнче – театр, ҫыннисем – актерсем» тенине лайӑх астуса юлнӑ, спектакльсене сцена ҫинче кӑна мар, чаршав хыҫӗнче те лартма пуҫланӑ. Мӗн тума кирлӗ-ха чаршав хыҫӗнчи спектакль? Паллах, пурнӑҫри тӗллевсене пурнӑҫлама: хисеплӗ ят, чап, хваттер, укҫа-тенкӗ тума, хирӗҫ калакансене ура хума, тӗп тума. Вӑл спектакль, вулаканӑм, куҫа курӑнмасть. Вӑл «ӑста» режиссер пуҫӗнче кӑна. Вӑл ҫынсене (лешсем ӑна туймаҫҫӗ те) шахмат хӑми ҫинчи пек вырнаҫтарса (куҫарса) пырать те пурнӑҫра мӗн кирлине выляса илет. «Ӑста» режиссер нихӑҫан та хӑйӗн хыҫӗнчен йӗр хӑвармасть, вӑл ниҫта та алӑ пусмасть, вӑл нихӑҫан та айӑплӑ мар, вӑл яланах шывран типӗ тухать, вӑл яланах ҫын аллипе кӑвар туртать.

Сӑмахӑма малалла тӑсам-ха. Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче лару-тӑру улшӑнчӗ. Республикӑри нумай колхоз панкрута тухрӗ. Ялсенчен Шупашкара спектакль курма сайра-хутра кӑна килме пуҫларӗҫ. Вӑл вӑхӑтра театр ытларах уйрӑм авторсен пьесисем тӑрӑх ӑнӑҫлӑ лартнӑ спектакльсемпе тытӑнса тӑчӗ. Шел пулин те, театр ертӳҫисем вӗсене те пулин упрама пӗлмерӗҫ, тивӗҫлипе хакламарӗҫ. Ара, пӗр «ҫӑлтӑр» ҫумӗнче темиҫе ҫӑлтӑр ҫунма пултарать-и? Ӗ-ӗ, ҫук! Театр тӳпинче пӗр Хӗвел кӑна. Вӑл кӑна авторсене ирӗк парать, ҫутӑ парать, ӑшӑ парать. Лешсем вара — ним тума пӗлменскерсем — тав тума та пӗлмеҫҫӗ. Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, драматургӗ Б. Чиндыков ҫакна чӑтаймасӑр «Урасмет» пьесине театртан йӑтса тухса кайрӗ, ҫак йӗркесен авторӗ Н. Сидоров автор прависене хӳтӗлеме суд ҫуртне тӑнкӑлтатрӗ.

Пӗр-икӗ сӑмах автор ирӗкӗ (прави) пирки каласа хӑварасшӑн. Кашни ҫынах — кӑмӑл пулсан — сӑвӑ-юрӑ, калав, роман, пьеса ҫырма пултарать. Вӑл Раҫҫҫей саккунӗ тӑрӑх автор пурлӑхӗ шутланать. Автортан ирӗк ыйтмасӑр никам та унӑн пурлӑхӗпе усӑ курма пултараймасть. Анчах чӑваш театрӗсемпе Чӑваш радио-телекомпани пуҫлӑхӗсем урӑхла шутланӑ. Вӗсем — Шупашкарти Ленин район сучӗн шучӗпе — Николай Сидоров ҫырнӑ пьесӑсенчен автортан ыйтмасӑр чӑвашла 5 телефильм, 17 телеспектакль, 16 радиоспектакль хатӗрлесе кунӗн-ҫӗрӗн эфирта ҫавӑрттарма пуҫланӑ. Эпӗ, ухмах, ҫакӑншӑн кӑштах та пулин укҫа тӳлӗр-ха тесе пуҫлӑхсенчен ыйтрӑм та, мана алӑк кутне кӑтартрӗҫ.

Вӑл кӑна мар, суда тӗрӗслӗх шырама кайнӑ автортан туххӑмрах «театрӑн хӑрушӑ» тӑшманӗ туса хучӗҫ. Ман пьесӑсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсене хӑвӑрт кӑна театр репертуарӗнчен кӑларса ҫапрӗҫ, мӑшӑрӑма — театрта литература пайне ертсе пыраканскере — ӗҫрен кӑларса ячӗҫ (кунта «ӑста» режиссерӑн пултарулӑхӗ уйрӑмах яр! уҫҫӑн палӑрчӗ, спектакльти кашни сӑнарӑн хӑтланӑвне, калаҫӑвне малтанах хатӗрлесе хуни куҫ умне тухрӗ. Вӑл пӗтӗмпех хут ҫине ҫырӑнса юлнӑ. Эпӗ ӑна хӑҫан та пулин вулакан патне ҫитерӗп-ха). Юрать-ха Шупашкарти Ленин район сучӗ ӗҫ-пуҫа тӗплӗн пӑхса тухрӗ, театр пуҫлӑхӗсене мӑшӑрӑма каялла ӗҫе илме хушрӗ, кун пирки ӗҫ кӗнеки ҫинех ҫырса хума сӗнчӗ.

Маншӑн, паллах, йывӑр кунсем пуҫланчӗҫ. Чӑваш театрӗсем валли ҫырнӑ аллӑ ытла пьеса авторӗ туххӑмрах никама кирлӗ мар ҫын пулса тӑчӗ. Вун пилӗк ҫул (!) Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсем эпӗ ҫырнӑ пьесӑсене художество канашлӑвӗн членӗсене вулаттармасӑр пурӑнчӗҫ. Театра пьеса кайса паратӑп – е пӗр-икӗ ҫул пӗр сассӑр вырттараҫҫӗ, е ҫав куннех никама вулаттармасӑр каялла тавӑрса параҫҫӗ. Театр 100 ҫул тултарас умӗн «ӑста» режиссер патне ҫитрӗм, хамӑн кӑмӑлсӑрлӑха палӑртрӑм. «Шел пулин те, уяв ҫулталӑкӗнче мӗн лартмаллине палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Унта сирӗн хушаматӑр ҫук», — терӗ. Аптранӑ енне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ патне ҫыру ҫыртӑм. Культура министрӗ С. А. Каликова хушӑвӗпе килӗшӳллӗн кӑна манӑн пьесӑна пӑхса тухма ирӗк пачӗҫ, анчах ҫавӑнтах «ӑста» режиссер ертсе пынипе театрӑн художество канашӗ вӑл пьесӑна туххӑмрах «тӗп турӗ», ҫийӗнчех театр директорӗ ман пата киле «эсӗ ниме тӑман драматург» жанрлӑ ҫыру ҫырса ячӗ. Ҫырӑвӗнче — вуласа тухнӑ хыҫҫӑн — «ӑста» режиссер алли курӑнчӗ.

Театрти художество канашӗ — театрти чи пысӑк вӑй. Ӑна театрӑн илемлӗх ертӳҫи ертсе пырать. Вӑл театрпа ҫыхӑннӑ ҫынна пӗлӗте ҫити ҫӗклеме, ҫавӑнтах мӑй таран ҫӗр ӑшне чавса чикме пултарать. Калӑпӑр, эсӗ — вӑтӑр ҫул театрта ырми-канми ӗҫленӗ артист — «Чӑваш халӑх артисчӗ» хисеплӗ ята тивӗҫесшӗн, анчах театрти художество канашӗ ирӗк памасан — эсӗ ҫав хисеплӗ ята хӑвӑн хӑлхусене курайман пекех нихӑҫан та кураймӑн. Е, калӑпӑр, драматург театра пьеса йӑтса пырать. Илемлӗх ертӳҫи систерсе каласан – художество канашӗн членӗсем автора пиҫсе ҫитмен хайлавне ҫич-сакӑр хут тӳрлетме ирӗк параҫҫӗ, юлашкинчен пӗрех сцена ҫине кӑларма сӗнеҫҫӗ. Кун пирки юлашки вӑхӑтра палӑрнӑ чӑваш драматургӗсем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ (эпӗ вӗсен ячӗсене каламӑп, атту чӑвашӑн кӳренӳ туйӑмӗ ытла хытӑ аталаннӑ, ӗмӗр тӑршшӗпе мана ҫилӗ тытса пурӑнӗҫ), вӗсем халӗ те хӑйсен хайлавӗсене кунӗн-ҫӗрӗн юсаҫҫӗ. Чеереххи пӗр саспалли ылмаштарать те «юсарӑм» тесе каялла килсе парать. Ӑна каллех ҫӗнетме тавӑрса параҫҫӗ. Лешӗ каллех пӗр саспалли ылмаштарать те театра килсе парать. Ҫапла «пиҫсе» ҫитмен спектакль ҫуралать. Нумай чухне (пур чухне те тесе каламастӑп, мӗншӗн тесен тӳрӗ кӑмӑллӑ, таса чунлӑ ҫынсем те сахал мар) художество канашӗн членӗсем – илемлӗх ертӳҫин ҫӑварӗнчен пӑхса ларакан ҫынсем. Вӗсен нихӑҫан та хӑйсен чӗлхи ҫук, кӑмӑлӗ ҫук, сасси ҫук. Вӗсем яланах «единогласно» (пӗр саслӑ). «Ӑста» режиссер вӗсемпе чаршав хыҫӗнче лартнӑ спектакльсенче пӗлсе, аван усӑ курать. Кирлӗ чухне «ҫиппине» туртать те — лешсем кирлӗ «сасӑ» кӑлараҫҫӗ. Ара, хирӗҫ чӗнсе пӑх-ха, ҫавӑнтах рольсӑр, хисеплӗ ятсӑр, премисӗр, ӗҫсӗр тӑрса юлатӑн. Ҫакӑнпа усӑ курса театр пуҫлӑхӗсем еплерех ҫыраҫҫӗ ман пата: «Члены художественного совета театра считают, что вы не отошли от своих художественных приемов 90-х годов прошлого века. Такие пьесы не могут украшать репертуар профессионального театра». Чимӗр-ха. Эпӗ пуҫлӑхсенчен ҫакна ыйтасшӑн. Эсир профессионаллӑ театр пулсассӑн, сирӗн куракан ӑҫта? Халӑха килӗшекен спектакльсем ӑҫта? Эпӗ сирӗн профессионаллӑ театрти профессионаллӑ спектаклӗрсене пӑхса лартӑм та, вунӑ хутчен тӑрса тухса тарма хӑтлантӑм. Эсир халӗ те театрта колхоз тӑватӑр! Эсир халӗ те кулаксемпе ҫапӑҫатӑр! Эсир халӗ те иртнӗ ӗмӗрӗн 50-60-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ пьесӑсене лартатӑр!

Ҫавна пулах, ман шутпа, хальхи вӑхӑтра Чӑваш театрӗнче икӗ питлӗх, йӑпӑлтату, пуҫа тайма пӗлни, суя, ултав, кӗвӗҫӳ, курайманлӑх, «хамӑр ҫынсемпе», «кирлӗ ҫынсем» ӑнлав хытӑ аталаннӑ. Хӑшӗ йӑпӑлтатма, пуҫ тайма пӗлет — ҫавӑ чысра. Ҫакӑ тӳрӗ чунлӑ ҫынсене самаях пӑшӑрхантарать. Ҫавӑн чухне театрта ӑнсӑртран чӑваш халӑхӑн юратнӑ артистне тӗл пултӑм, вӑл ҫапла каларӗ: «Театрта ӗҫлес килми пулчӗ. Пуҫлӑхсен ҫӑварӗнчен пӗр тӗрӗс сӑмах тухмасть. Пӗтӗм ҫӗрте – суя, ултав. Спектаклӗсем – йӑваш, кураканӗ — ҫук».

Кӑшт айккине пӑрӑннӑшӑн, вулаканӑм, каҫартӑр. Ӑна-кӑна аса илни – тепӗр чухне усӑллӑ та.

Ҫапла вара ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Чӑваш театрӗ куракансӑр тӑрса юлчӗ. Сӑлтавӗ, ман шутпа, театрта халӑха килӗшекен спектакльсем ҫукки. Эппин, театр пуҫлӑхӗсен ҫанӑсене тавӑрса, ҫине тӑрса ӗҫлемелле пек, мӗншӗн тесен куракан ниҫта та тарман, вӑл — кунтах, Шупашкартах, Чӑваш ҫӗршывӗнчех. Пӗлтӗр Трактор тӑвакансен керменӗнче эстрада ҫӑлтӑрӗсен каҫӗнче пулма тӳр килчӗ. Кермен умӗнче пӗр 20 «Газель» ларать. Шалт! тӗлӗнсе кайрӑм. Кусем ӑҫта кайма тухнӑ-ши тетӗп? Кайран кӑна ӑнланса илтӗм — вӗсем ялти халӑха концерт курма лартса килнӗ иккен. Астӑватӑр-и, эпӗ статья пуҫламӑшӗнче автобуссем пирки аса илнӗччӗ. Вӗсем пачах та ҫухалман иккен, адресне кӑна ылмаштарнӑ.

Театр пуҫлӑхӗсем ҫын куҫӗнчи шӑрпӑка питӗ лайӑх кураҫҫӗ, хӑйсен куҫӗнчи пӗренене ним тусан та асӑрхамаҫҫӗ, шутламаҫҫӗ те. Куракансем ытларах пулччӑр тесе тӑрӑшас вырӑнне вун ултӑ ҫул Николай Сидоров драматургпа ҫапӑҫса пурӑнаҫҫӗ. Театр ертӳҫисен кӳренӗвӗ тинӗс пек кӑна мар, уҫлӑх пек вӗҫсӗр-хӗрсӗр пуласса кам шутланӑ? Тархасшӑн, кӳренӗр, эсир тивӗҫлӗ канура е ирӗклӗ ҫын пулсассӑн, анчах эсир патшалӑх ӗҫӗнче тӑрӑшатӑр, эсир патшалӑх (халӑх) ҫуртне ертсе пыратӑр. Е эсир ӑна тахҫанах «хӑвӑрӑн» туса хунӑ?

Ӑҫта ӳкессе пӗлнӗ пулсан, улӑм сарса хурӑттӑм, тенӗ. Шел, пӗлеймерӗм. Хытӑ ӳкрӗм. Хӑшпӗр авторсем пек пуҫа кӑвапа таран тайнӑ пулсан, ҫак таранччен, тен, кашни ҫулах театрта пьеса лартса пынӑ пулӗччӗҫ. Шел, таймарӑм. Лартмарӗҫ. Хӑшпӗрисем пек «ӑста» режиссера кунӗн-ҫӗрӗн мухтанӑ пулсан, тен, театрти пӗчӗкрех пуҫлӑх та пулаттӑм. Мухтамарӑм. Пулаймарӑм. Атте-анне юнне, тавах Турра, вараламарӑм.

Ҫынна (куракана) улталама питӗ йывӑр. Вӑл сивӗ чуна, ултавпа суяна, «ҫук» япалана «пур» тесе кӑтартнине, япӑххине лайӑх тесе палӑртнине таҫтан-муртан сисет. Ӑна пӗрре улталама пулӗ, иккӗ, виҫҫӗмӗшӗнче вӑл ӗнсине нӑтӑр-нӑтӑрт! хыҫса илет те касса шӑтӑкне ытахальтен ик ҫӗр тенкӗ кӑларса хумасть. Чуна илем кӳрекен ҫуртсем, хатӗрсем халӗ театрсӑр та питӗ нумай.

Театр ӗҫӗ — коллективла (ушкӑнпа тумалли) ӗҫ. Унта тем тӗрлӗ цех та пур. Вуншар тӗрлӗ професси ӗҫченӗсем вӑй хураҫҫӗ театрта. Анчах та, ман шутпа, пьеса пулмасан – театр та пулмасть. Драматургӑн ӗҫӗ-хӗлне вара тивӗҫлипе хаклакан сахал, айӑплама – тархасшӑн. Акӑ, театрӑн «ӑста» режиссерӗ театра куракан ҫӳреме пӑрахнишӗн вун пилӗк ҫул ӗнтӗ Николай Сидоров драматурга айӑплать. Вӑл иккен 90-мӗш ҫулсенче «ҫӑмӑл комедисем» ҫырса куракана иртӗнтерсе ячӗ, халӗ ҫавӑнпах чӑваш халӑхӗ «ӑста» режиссер лартнӑ ӑслӑ-тӑнлӑ спектакльсене пачах курасшӑн мар, вӗсене ӑнланми пулчӗ. Ҫакна вӑл кашни артиста, кашни цех ӗҫченне, кашни художество канашӗн членне ӑнлантарса парать, ӑса хывма хистет. Театр пуҫлӑхӗсем хастартарах ӗҫлес вырӑнне ҫаплах «кам айӑплине» шыраҫҫӗ, куракана ухмах теме ӳркенмеҫҫӗ, вӑтанмаҫҫӗ те. Эпӗ ун чухнех ҫак пуҫлӑхсенчен кулса «Ҫитӑр качаки» (Сидорова коза) комеди ҫырнӑччӗ. Ӑна хӑйсемех Чӑваш театрӗнче лартрӗҫ. Камитри сӑнарсем пӗтӗммишӗн Ҫитӑр качакине айӑплаҫҫӗ, кашни кунах ӑна хӗнеҫҫӗ, юлашкинчен тарӑхнипе пусса ҫиеҫҫӗ. Халӗ хамран тӗлӗнетӗп. Пӗлнӗ пекех ҫырнӑ: халӗ хама автора – Сидорова — кашни кун хӗнеҫҫӗ, чӗрӗлле ҫиеҫҫӗ.

Мана хамӑн пьесӑшӑн пӗрре те намӑс мар. Эпӗ драматургире нумай ҫул ӗҫленӗрен пьеса хакне те, сумне те, чӗлхине те аван чухлатӑп. Ӗлӗк эпӗ хамӑн нумай пьесӑна театрти пӗтӗм коллектив умӗнче вуласа параттӑм (А. П. Чехов вӑхӑтӗнченех пьесӑсене театрта пӗтӗм труппа умӗнче вуланӑ, халӗ те нумай театрта ҫапла). Йышпа сӳтсе явма кӑмӑллӑ. Пьесӑна вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн артистсем тӑвӑллӑн алӑ ҫупатчӗҫ. Вӗсем вилсе пӗтмен, нумайӑшӗ сывӑ. Вӗсем халӗ те — ҫирӗм ҫул иртсен те — манӑн спектакльти сӑнарсен сӑмахӗсене аса илеҫҫӗ. Шанатӑп, малашне те ҫапла пулӗ. Халӗ мана хамӑн пьесӑна пӗтӗм коллектив умӗнче вулаттармарӗҫ (ыйтса ҫыртӑм пулин те). Вӗсене 8 ҫынлӑ художество канашӗнче пӑхса тухнӑ терӗҫ. Пӗчӗк ушкӑнра вӑрттӑн ӗҫ тума ансат, меллӗ.

Театр пуҫлӑхӗсем ӳркенмен: ман пата ҫырнӑ ҫырура театрта миҫе пьеса пынине те шутласа панӑ: «Чӑваш халӑх писателӗн Н. Терентьевӑн — 14 пьеса, Н. Сидоровӑн — 20 пьеса пынӑ». Вӑл иккен драматург тивӗҫӗ мар, театр тивӗҫӗ, унӑн «ҫӑмӑл жанрлӑ пьесисене» театрта лартнӑшӑн театр пуҫлӑхӗсене тав тумалла имӗш авторӑн. Эпӗ те ӳркенмесӗр шутласа пӑхам-ха терӗм. Манӑн театрта (1987-2007 ҫ.ҫ.) сакӑр комеди, икӗ историллӗ трагеди, вунӑ драма пынӑ. Драмӑсемпе трагедисем пирки театр пуҫлӑхӗсем пӗрре те асӑнмаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем драматурга айӑплама чӑрмантараҫҫӗ.

Эпӗ калаҫӑва вӗҫлесе пынӑ май «ӑста» режиссера ҫапла каласшӑн: сцена ҫинче халӑха килӗшекен спектакль лартасси – чаршав хыҫӗнче спектакль лартасси мар. Унта ӑсталӑхсӑр пуҫне ӑшӑ кӑмӑл, таса чун, ҫутӑ чӗре кирлӗ. Вӗсене, каҫарӑр та, Турӑ памасан кивҫен илме ҫук.

Театр паянхи кунпа пурӑнать. Театрта ӗнер мӗн пулни кураканшӑн кӑсӑклӑ мар. Йывӑр вӑхӑтра хисеплӗ ятсемпе витӗнсе пурӑнни вара — ҫылӑх. «Ишме — ҫур талӑк, хӑпартма — ҫулталӑк» тенӗ чӑваш. Ман шутпа, чӗркуҫҫи ҫине лартнӑ театра ура ҫине тӑратма ҫулталӑк та, виҫӗ ҫул та, пилӗк ҫул та ҫитмӗ.

Ҫапла вара, хисеплӗ вулаканӑм, Чӑваш театрне мӗншӗн халӑх ҫӳремен сӑлтавне палӑртрӑмӑр — уншӑн Николай Сидоров драматург айӑплӑ. Эпӗ уншӑн мар, урӑххишӗн кулянатӑп: театрта дворникре ӗҫленӗ чух картишӗнчи ҫӳп-ҫапа кӑна мар, театрти «ҫӳп-ҫапа» та шӑлмалла пулнӑ. Культура министерствинче ӗҫлекенсем нумайранпа ҫӗнӗ шӑпӑр тытманни инҫетренех курӑнать. Шӑлма вӑхӑт мар-и, юлташсем? Мӑнкун умӗн чӑваш яланах кил-ҫуртне тасатаканччӗ.

Паянлӑха ҫитӗ. Ӳлӗм татах театр пирки калаҫӑпӑр.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Пер шеверкке // 2431.73.5185
2021.03.22 22:52
Халӑха килӗшекен спектакльсем суккипе, юлашки вӑхатра спектакльсен шайе пасар шайне анса ларнипе драмтеатара халӑх ҫӳремест тесен ҫылӑх пулмасть. "Шанел пике", "Пиллӗк патлӑ юрату" спектакльсенчен халӑх чӑтаймасӑр туха-туха кайрӗҫ вӗт.
Шанчӑк // 1343.01.5395
2021.03.23 15:14
Маттур, Николай Сидоров! Тата ҫыр "ӑста" режиссер ҫинчен. Вӑл ӑна тахҫанах тивӗҫнӗ.
Agabazar // 9020.6.8146
2021.03.24 00:58
Agabazar
Халăх, халăх тенĕрен
Хал çĕкленчĕ çĕнĕрен. (с)

Пĕр шĕвĕркке текенни çпектккĕлсем курса çÿркен çын пек туйăнмасть.

Мĕнле çпектаккĕл кирлĕ сана, Пĕр-Шĕвĕркке? «Гамлет» пулсан курма пыратна? Е, калăпăр, «Тутимĕр» пулсан?

Кала, мĕн кирлĕ сана?
Пер шеверкке // 2431.73.5185
2021.04.14 12:27
Agbazar, репертуарти спектальсене пурне те курнӑ. Хаклама, танлаштарма пултарап. Театӑрӑн халӑхӑн культурине, тӑн шайне устерекен, аталантаракан спектакльсем пулмалла. Кут выранӗ катартнипе, унтан-кунтан хыпашланине, ватӑ ҫынсене кутран тапнине кӑтартнипе, классиксене кутӑн-пуҫӑн ҫавӑртарнипе мӗн шайне устерме пулать? Э? Мусульмансем ҫпла тусан туррех мӑй касаҫ.
Agabazar // 2395.43.7864
2021.04.14 21:39
Agabazar
Кут, кут, кут тенисĕр пуçне чĕлхунте урăх сăмах та çук вĕт!

Мĕн каласшăн кунашкал сÿпĕлтетсе?

Валерий Николаевич Яковлев ертÿçĕн, актёрăн тата режиссёрăн пуçĕнче кутсăр пуçне урăх нимле шухăш та çук теесшĕн-и?

Аха, çапла пуль! Кĕтсех тăр!

Тупăннă кунта «шухăшлавçă» пекки!
Микула // 1077.37.9691
2021.04.15 19:23
Таҫта сиксе ан кайӑр,касӑпа пымалла. Куракансем мӗншӗн сахалли пирки кунта калаҫма хушнӑ авторӗ. Пирӗн паян мӗн малта ? Мускав хыҫҫӑн тӑвасси ? Апла пулсан чи малтан театра пы-ы-ы-сӑк чиновниксен ҫӳреме тытӑнмалла? Кӗҫиннисем те аслисене кура тапранӗҫ. Культура ӗҫченӗсен уйӑхне пӗрре те пулин ? Йӑла пуҫласа ярас пулать, студентсем те ректорсемпех пӗрлех ? Виҫ ҫын куракан пулсан мӗнле "пахалӑх" пулӗ ? Тулли зал пулсан артистсенчен ыйтасси те пысӑкрах пулӗ. Шупашкар хулан администрацийӗн "в полном составе" пыма хӑнӑхсан та ҫылӑх пулмӗ ? Чӑвашсем пурри ҫинчен ан манчӑр ?
Пер шеверкке // 2431.73.5185
2021.04.16 11:31
Микула, лайах выран пуша пулмасть. Автор калашле, "куракана улталама питӗ йывӑр. Вӑл сивӗ чуна, ултавпа суяна, «ҫук» япалана «пур» тесе кӑтартнине, япӑххине лайӑх тесе палӑртнине таҫтан-муртан сисет. Ӑна пӗрре улталама пулӗ, иккӗ, виҫҫӗмӗшӗнче вӑл ӗнсине нӑтӑр-нӑтӑрт! хыҫса илет те касса шӑтӑкне ытахальтен ик ҫӗр тенкӗ кӑларса хумасть. Чуна илем кӳрекен ҫуртсем, хатӗрсем халӗ театрсӑр та питӗ нумай".
Agabazar // 5152.4.3096
2021.04.16 17:24
Agabazar
Шĕвĕрккесем çинче нимле шанчăк та çук. Пуклаккисем çинче мĕнпур шанчăк,
Евразиец // 1977.69.9930
2021.04.16 20:44
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни
Евразиец // 1977.69.9930
2021.04.17 10:47
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни

Страницăсем: [1], 2, 3, 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики