Акапасар каллех ,каллех суять ? Истори тени вӑл ядерная физика мар. Мӗншӗн пирӗн вӑрҫӑ архивсене уҫасшӑнах мар ? Молотовпа Риббентроп пакчӗ пирки те перестройкӑна пулла анчах пӗлтӗмӗр. Хӑраҫҫӗ,тӗрӗссине халӑхран ҫавӑнпа пытараҫҫӗ. Чӑвашсене те тӗрӗссине ҫырса пама нихӑҫан та шутламан ,"вырӑсланмаллине" кӑна. Юрать революцичченех темиҫе историк чӑвашсем пӑлхарсенчен тухнӑ тесе ҫырса палӑртма ӗлкӗрне,кайранрах ҫыраканнисене "инерци" панӑ. Служилый историкӗсем,совет тапхӑрӗнчисем, ытларах ҫав "пӑлхар импульсне" пытарма ҫуккипе путарас тесе ӗҫленӗ. Чӑвашсем ислам тӗнӗнчен малтанах тарнисем пулса тӑнӑ. Чӑвашсем пӑлхарсемех мар пулмалла пулнӑ. Ыйтса тух Акапасар ҫынсенчен ,миҫе чӑваш эпир пӑлхарсем, пирӗн истори ҫавӑн пек пулнӑ тесе тӗрӗс калӗҫ ? Пытарса ,суйма кирлӗ мар. Историне ӑнланасси , ҫырасси влаҫрисен монополи пулмалла мар. Пӑлхар-чӑваш истрине чӑннипе паян чарса хунине те ӑнланаймастӑн. Пӗр ҫын,вунӑпинрен, мӗн тӗрӗс,мӗн тӗрӗс мар, уйӑрма кирлӗ мар . Документсем пулсан ӑнланӑпӑр.
Килĕшетĕп - "панацея мар", анчах та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Микула тень ытлашши ятлаçать "служивый историксене", тулĕк сăлтавĕ те пур ятлаçма - питĕ нумай СУЯ, тата пытарни (каламанни), политикăпа идеологипе çыхăннăран... "Популяционный генетика" вара этеме хăй çинчен, нĕсĕлесем çинчен, сывлăх çинчен, тата ытти çывăх ыйтусем çинчен тĕрлĕ "ИЗМсемсĕр" хуравлать. Хам çинчен кунта (хăварăр личкă урлă номерна) нумай калама пуçласан ытти вулакансене килĕшмĕ. Питĕ кĕскен: Аттен Y (арçынран арçына улшăнмасăр пыракан /мутацине шута илмĕпĕр/) гаплогруппи мана (родословныйсăр /1700ç./1500ç. таран/ пуçне) ман Аслă нĕсĕлсем европа автохтон çыннисем, тата "Византирен" пулнине пĕлтерчĕ, халлĕхе, пĕр субкладра - грексем (1500 çул каялла уйрăлнă). Аннен Mt - хĕрарăм йăхĕ, хĕвеланăç-çурçĕр Европа еннеле кăтартать. Эп (аутосомăсем урлă) пĕлтĕм: мĕнле хальхи, тата ĕлĕкхи (палео ДНК урлă) халăхсен (сармат,гун,киммериец,скиф,балт,ытти) юнĕсем хутшăнса манра юхаççĕ, хăш халăхсем мана чи çывăхисем (1.чăваш,2.тутар,3.мари,4.эрзя,5.Вырăс,6."Финн",7.Украинец,ытти.), аутосомсем (FF), çывăх тата катари тăвансене тупма параççĕ. Генетика, уйрăм çыннăн сывлăхĕ пирки нумай пĕлÿ парать.., тата питĕ нумай ытти...
Эх, ачамсем! Чăваш чĕлхине çÿлелле çĕклес вырăнне çукпа улталанса ларатăр! Пăлхара куç умĕнчен вĕçертсе ятăр, тата мĕскер пур сирĕнпе калаçмалли? Хăвăрта ăнланса çитейместĕр мĕн палкаса ларнине. Хальхи историксене вуласан вара, Уртасем тăван пиччесем пулнă, рейхăн фельдмаршалĕ раççей паттăрĕ. Кунта мĕн сÿпĕлтетсе лармалли?
Акапасар ,академисӗр академик, пӗтӗм шӑлӗсене Микулана кӑшласах пӗтернӗ те халӗ чееленсе ыттисене кӑшлаттарасшӑн. Паян кун диплом кӑна мар, ученый степень те укҫалла ильме пулнине Акапасар пуринчен аван пӗлет.
Мухтанмасӑрах каланӑ,мухтанмасӑрах. Ун чухне интернет та пулман, дипломсене те сутман. Зачетсене те экзаменсене те укҫасӑрах. Паян пачах урӑхла. Кӗмешкӗн сочинени ҫырнӑ чухне юнашар ҫыракан ачинне ҫичӗ йӑнӑш тупса панӑччӗ, улшӑнса тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн,вӑл манне пӗрре те тупаймарӗ. Кайран,вӗренме кӗрсен те ,пӗр спаҫип та каламарӗ. Ыр ӗҫ тусан та ырлассине кӗтмелле маррине Микула малтанах пӗлнӗ. Госэкзамен панӑ чухне те билетри ыйтусемпе хатӗрленме вӑхӑт та пулмарӗ ,каллех юнашаррине пулӑшма тиврӗ.( вӑл ытлашипех хумханнипе). Комисси председателӗ те асӑрханӑччӗ ҫавна, хӑвӑнне хатӗрлеме сан вӑхӑт та юлмарӗ, кайранрах та ыйтма пултаратпӑр тенӗччӗ. Ҫапла Акапасар,ҫапла. Сан пек ,ҫынсенчен пытанас йӑла ,Микулан ҫук. Тен хӑвӑн ҫинчен виҫ сӑмах калӑн?