Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Ежели бессчастия бояться, то и счастья не будет.
(Петр I)
 

Виталий Станьял: Симакур темтепӗр курса ҫӳрени ҫинчен

Виталий Станьял09.01.2020 16:329340 просмотров

(«Чӑваш халӑх сайтӗнчи» шӑрпӑклансене каласа пани)

Вӑл тӑван тавралӑха юратни, ӑна тӗпчени, хӑй шыраса тупнине ҫынсене пӗлтерме тӑрӑшни мана унпа паллаштарчӗ. Паллашнӑранпа нумай ҫул иртрӗ ӗнтӗ.

Чим-ха, паллаштарам-ха сире унпа. Ӑна эсир пӗлетӗр те пулӗ-ха, вӑл Тутарстанри Вырӑс Киреметӗнче пурӑнакан чӑваш ӑсчахӗ Виктор Симаков, ЧНК Мӑн канашӗн тата Чӑваш академийӗн пайташӗ, краевед, журналист, педагог, 15 кӗнеке кӑларнӑ ҫыравҫӑ. Эпӗ унӑн пӗр кӗнеки ҫинчен йӗркеллӗ ӗнчӗхетех (рецензи) ҫырасшӑнччӗ. Анчах эрешмен шӑрпӑкланӗсем ман хӑтавсем пирки пӑтратса ҫырнине вуларӑм та, ку хутӗнче вӗсенни пек хӑтланса пӑхас-ха терӗм...

 

Мана сиплевӗшре выртнӑ чухне (эсир, интернетри Акапасар, де Герсо, Микула, Вырык, И вот, Лешкукка, ad modum пӑтранчӑк Ю.Яковлев тата ытти тусӑмсем, сиплевӗш тесен те, сыватӑш тесен те пӗлместӗр пулӗ-ха; эппин калам, сыватӑш вӑл больница, сиплевӗш — лечебница) аякри тусӑм Симакур (эпӗ ӑна «симакур» тетӗп, мӗншӗнне кайран каласа парӑп-ха) хӑйӗн 16-мӗш кӗнекине — «Суйласа илнисем» текеннине ярса пачӗ. Кӗнекине юнашарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» кӑларӑшра («кӑларӑш» тесен каллех пӗлместӗр ӗнтӗ, мӗн тӑвас сирӗнпе, тӑван чӗлхерен сивӗнме пуҫланӑ тӑванӑмсемпе, вырӑслах калас пуль — «издательство» вӑл, «типографи» тепӗр тесен!) эп шутсӑр лайӑх пӗлекен Чакак тусӑм (каллех чухламастӑр ӗнтӗ, ара элӗксем Лекҫей Сорокин-иҫ!) патӗнче кӑларнӑ та, нухратне шеллемесӗр (нухрат — вак укҫа, халӗ ун пек 1, 2 тимӗр тенкӗсене ачасем ура айӗнчен илме те пӑрахрӗҫ вӗт!) мана пуштӑпа Нухрат Атӑл леш енчен (ах, каянни, Нухрат Атӑл-и. — Кама, Кама вӑл) ярса панӑ. Кӗнеки тарам-ха, «Шупашкара пырсан ман ывӑлпа кин ҫӑмарта пӗр кунтӑк (ещӗк эппин — асӑрхаттарни манӑн. В.Ст.) кӗртсе параҫҫӗ» тесе хыпарланӑ.

Пӗрре савӑннипе, тепре пӑшӑрханнипе («хӑйне пушар хыҫҫӑн пулӑшайманнишӗн тӑрӑхласа ярса памасть-ши ку» тенӗрен) кӗнекене вула пуҫларӑм. Вӑл «Хам ҫинчен» текен 7 хутъенлӗ (тьху! страница темеллеччӗ) тӗрленчӗкпе (ӑнланмалла каласан — очеркпа) пуҫланать: «Эпӗ, Симаков Виктор Егорович, 1933 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Меречен ялӗнче ҫуралнӑ». Меречен ялӗнче (вырӑсла ячӗ-и. – Новое Мокшино, ара, вырӑс тиекӗсем чӑвашсене мӑкшӑ тенӗ пулех). эпир Шупашкар студенчӗсемпе ҫӗр каҫсах, мунча кӗрсех хӑналаннӑччӗ. Виктор Егоровичпа унӑн ӗҫчен те тарават мӑшӑрӗ Валентина Егоровна хаклӑ тӑванӗсене пӑхнӑ пекех пӑхрӗҫ пире. Студент пулнисем халь ҫавна астӑваҫҫӗ-ши. Ненай (каҫарӑр-ха, каллех сире юрӑхлӑ калаймарӑм). Ырӑ тунине яш-кӗрӗм халӗ шута хумасть вӗт — аслисен вӗсене кирек хӑҫан та алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳремелле тесе шутлаҫҫӗ (ман ҫилҫунатҫӑсем ун пек марччӗ те-ха, ҫак самана вӗсене те пӑсрӗ-няк!).

Ӳпкевлӗ ан пулӑрсамччӗ. Мӗн ӗнтӗ, ват ҫын вӑл калаҫура сирӗн пекех сулӑнка каять. Ҫыннӑн ватлӑх йӳтти пурах ҫав, леш Тӑри-кайӑк калашле (Туркай темеллеччӗ те, татах тем каласа тӑкасран шикленсе шарламарӑм) эпӗ те ҫавсен картне ларнӑ иккен. Ватти йӳтени вӑрҫмалли япала мар, яшшисем йӳтенкӗ хӑтланни вара чӑваш картне лармастех.

Юрӗ-юрӗ, сире кӗнекепе паллаштарасшӑнчӗ, анчах умсӑмахпах чарӑнса лартӑм. Пӑхӑр-ха, пӑхӑр эсир, ӑҫта кӑна ҫитсе мӗн кӑна курман манӑн Симакур тусӑм Йӗркипе каласа парам эппин. Вӑл Шелепи ентешӗ, ҫырас манирӗнче унӑн шелепилӗх-тӑхтилӗх сисӗнет ҫав. Эпӗ ҫавна чухларӑм пек, эсир, нумай пӗлекен Тӑрисемпе Микулсем, Акапасарсемпе Герсосем, хӑвӑра кӑна вулатӑр та, манӑн Симакура тытса пӑхман пулӗ-ха. Хамӑнах каласа парас пулать ун ҫинчен.

Ак хӑямат! Кӗнекере мӗн пуррине йӑлт каласа пани — кунӗн-ҫӗрӗн ҫыртӑм та — компьютерта ӗнер пач ҫухалнӑ! Сирӗн ун пекки пулмасть ӗнтӗ. Эсир кухаллӗн Тӗнче Эрешменне таканланӑ маҫтӑрсем (эх, ӑстасем темеллечӗ вӗт, шӗвек ҫамка!) пулса тӑнӑ теҫҫӗ. Ҫакна эпӗ чӑваш Вампиловӗнчен (астӑватӑр-и Байкалра путса вилнӗ талантлӑ драматурга.) Арҫук Таврасовран инҫесаспа (ну ара, телефонпа) илтрӗм. Кайран ҫавна хумсаспа та (чӑваш радиовӗпе) каларӗҫ пулмалла. Мар, мар! Наци инҫекуравӗнче (ӑхӑ-ӑхӑ, телевиденире) Сашук Магарин кӑларӑмӗнче (ну-ну, тӗрӗс, передачинче) пулчӗ-тӑр.

Каҫарӑр, эпӗ те сирӗнле пӑтранса ҫыра пуҫларӑм, Тӳрленетӗп, паян Симакур ҫинчен ҫӗнӗрен ҫыратӑп. Кӗскерех. Манӑн халӗ сирӗнпе, интернетри шӑрпӑклансемпе (шӑпӑрлансем мар, комментаторсемпе), сӑмах вылятас килмест. Хӑвӑр евӗрлӗ вылянса ҫырсан эсир вулас та ҫук, вуласан пуҫӑрсем алчӑрасран хӑратӑп. Вара татах тем каласа пӗтерӗр те, ман ӑҫта кайса кӗрес! Лере эпӗ эсир хӑваланипе каймастӑп-ха, ан та кӗтӗр!

Вӑт, «симакур» тени ни Ожегов, ни Бархударов словарӗсенче ҫук (пирӗн вӑхӑтра ҫавсемпе вӗренеттӗмӗр), ни Шӑнкӑрчипе Тикӗтчи (ан ҫиленччӗр тесен Скворцовпа Дегтярев тес пулать) сӑмахсарӗсенче тӗл пулмарӑм («сӑмахсар», «вулавӑш», «мӗнтел», «сапат», «пухмач», «хаймӑк», «тӗрӗскӗ», «ҫилҫунат» сӑмахсене хирӗҫ чӑваш чӗлхеҫисем епле ҫапӑҫнине астӑватӑр-и).

«Симакур» ҫӗнӗ сӑмах мар, вӑл нушана пула тӗнче касса ҫӳренӗ аптраман ҫынна пӗлтерет. Манӑн тусӑм Симаков шӑпах ҫапла ҫын. Хусамӑр шутлӑр-ха: Аксура педучилищӗре вӗреннӗ ҫӗртен ӑна салтака илсе кайнӑ. Азербайджанра ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ чух, тутарла пӗлекенскер, тепӗр тӗрӗк чӗлхине тӗшмӗртме хӑнӑхнӑ, Хӗсметрен (службӑран ара) таврӑннӑ ҫӗре Аксу сӗрепне хупнӑ-лартнӑ (ун чух чӑваш училищисене Кемӗрте, Самар Эверккелӗнче, Патӑрьелӗнче, Ҫӗрпӳпе Нурӑсра — пур ҫӗрте те хупса пӗтернӗччӗ), вара Виктор пуҫламӑш классен вӗрентекенӗн хутне аран-аран илнӗ те Узбекистана кайма ҫул тупнӑ, пӗр вӗренӳ ҫулӗнче мӗн чухлӗ вӗрентнӗ-ши вырӑсла ачасемпе учитлӗсене (вӗсем те вырӑсла пӗлмен-ҫке-ха), хӑй вара хуракалпакла, узбекла, казахла аванах калаҫма та ҫырма вӗренсе килнӗ.

Тӑван ялне таврӑнсан вулавӑшҫӑра, ДОСААФ ертӳҫинче (вӑл ҫар чӗнӗмӗпе аслӑ лейтенантне ан манӑр), Кивӗ Илтрекелӗнче, Тури Паланлӑра, Кив Ӳселӗнче, Ҫӗнӗ Ӳселӗнче, Савкаҫра (итлӗр-ха, шӑрпӑклансем, мӗнле илемлӗ ятсем!) шкулсенче чӑвашла, вырӑсла, нимӗҫле вӗрентнӗ. Ку хушӑра вӑл Хусанта пединститут пӗтернӗ, авланнӑ та ҫурт-йӗр ҫавӑрнӑ.

Хусанти «Хӗрлӗ ялав» хаҫата 1963 ҫулта хупсан (вӑл унта ялан ҫырса тӑнӑ) Симакур пӗртик лӑш та курайман. Кӗркури Тяманов тусӗпе пӗрле вӗсем Аксура чӑвашла хаҫат тӑвас тесе тапаҫланма пуҫланӑ. 1965 ҫулта чӑваш хаҫачӗ чӗрӗлсе тӑнӑ. «1968 ҫулта парти билетне ҫухатсан тата ытти хӑш-пӗр «ҫылӑхсемшӗн» ӗҫрен каймалла пулчӗ. Ун хыҫҫӑн Йӗпреҫри (Чӑваш Республики) «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатра ӗҫлерӗм» (5 хутъен). Чӑваш ҫӗршывне вӑл татах ҫаврӑнса килнӗ. Тӑван енчи шкулсенче тепӗр 6 ҫул ӗҫлесен («ӗҫлеме май пулмарӗ, райком хӗсӗрлерӗ») Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалта ҫемйипех пурӑннӑ та 1982 ҫулта Самар облаҫӗнчи Сызрань хулине куҫса кайнӑ, хула айккинче хуҫалӑх туяннӑ. Эпӗ Чукалсене те (Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнче ӗҫленӗ чухне унта ачасемпе йӗлтӗр е утсӑрапа — эй, велосипед эппин — похочӗсем ирттереттӗм), Сызране те пӗлетӗп. Ҫула май Симакур патне мӑянлӑ-пиҫенлӗ вырӑс ялне кӗрсе тухнӑччӗ. Калам-ха: эпӗ хам та чӑваш тӗнчине урлӑ-пирлӗ тухнӑ ҫын, анчах кун йышшине пӗртен-пӗрре ҫеҫ Тюмень тӑрӑхӗнче Яркка районӗнчи чӑвашсем пурӑннӑ «перспективлӑ мар» Никитино ялӗнче курнӑччӗ (ячӗшӗнех кайрӑм эпӗ вӑл яла, аре, манӑн аттен хушма ячӗ Никитин-ҫке!). Яла вӑйпа пӗтернӗ. Капмар шкулӗ, керменӗ, ҫурчӗсем япӑхса-хупӑнса ларнине курсан Чӑвашри чӑвашсен чӗрисем ҫурӑлса каятчӗҫ пуль! Пирӗн республикӑра та ялсене хытӑ хӳптӗрлерӗҫ ӗнтӗ, нумай нуша туса пачӗҫ. Халӗ тата ял шкулӗсемпе ҫапӑҫаҫҫӗ. Пӗтерме мӗ-ӗ-н! Ӑс кирлӗ мар, пӑспа та тем туса хума пулать! Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Самарти, Кемӗрти (Кемеровӑри), Сарӑтури, Пензӑри — ниҫта та! — ҫав териех япӑхса кайнӑ пӗр чӑваш ялӗ те курмарӑм. Халӗ аякри тӑвансене те ҫине тӑрсах таптаҫҫӗ. Силпипе Слакпуҫа сысна каяшӗпе шӑварасшӑн тапаҫланаҫҫӗ, илтнӗ-и. Кӗҫех сирӗн яла та ҫитеҫҫӗ, Акапасарпа де Герсо. Пӑвапа Шуратӑла шӑршлантарасси Атӑла айтарни мар вӗт!

Сирӗнпе калаҫса пӑтрансах кайрӑм. Аре, кампа туслӑ пулан, ун пек ҫаврӑнса каян тесе тӗрӗсех каланӑ ҫав. Симакур хаҫатсем пирки синкер курни ҫинчен каласшӑнччӗ. Чӑваш тӗременӗсем (редакторӗсем-ҫке, юплешке!) Симакура ҫул паман чухне вӑл тутар тата ирҫе чӗлхиллӗ хаҫатсенче ӗҫлесе тӗлӗнтерчӗ (тутарла та, ирҫелле те шӑрантарать кӑна вӗт!), кӳршӗсем чӑваш ачине хисеп хучӗсемпе мухтарӗҫ! Симакур чӑнах та пиҫӗ хаҫатҫӑ. Куҫлӑ-пуҫлӑ тӗкел ҫын хирӗҫлеме пултарас ҫук.

Эп сире Симакур «Самар Ен» хаҫатшӑн мӗн чухлӗ нуша курнине каласа пӗтерейрес ҫук. Иййа ӗнтӗ! Чӑваша чӑвашах кӑшлани ҫинчен эсир пӗлетӗр. Хӑвӑр та вӑтанмасӑрах пӗр пӗрне кӑшлатӑр вӗт!

Йӑлтах ман куҫ умӗнче иртеҫҫӗ Симакурӑн юлашки ҫулӗсем. Эпӗ ӑна «Энциклопедия чувашских населенных пунктов Самарской области», «Чувашские деревни Аксубаевского района Татарстана» тата ытти питӗ сумлӑ кӗнекисемшӗн савӑнса саламлатӑп. Питӗ ӗҫчен Симакур, йывӑрлӑха парӑнман кӗрешӳҫӗ, суяна чӗррӗн хирӗҫ тӑраканскер. «Йӗтӗн саплӑк пулнӑ та, пӗр вырӑнта тытӑнса тӑрайман» тесе ан шутлӑр. Питӗ йӑнӑш ун пек шутлани. Вулӑр-ха унӑн «Почему коммунисты не смогли удержать власть» кӗнекине. Тӳрех ӑнланатӑр вӑл кӑштӑр-мӑштӑр айван хресчен, пӑхӑнчӑк учитлӗ, мӑка журналист пулманнине.

Симакура ырӑ сунакансем тӑшманӗсенчен тем чуль нумайрах. Ӑна эсир «Саламсемпе ыр сунакансем» (2018) кӗнекине уҫса пӑхсанах курма пултаратӑр.

Ах анчах! «Суйласа илнисем» кӗнеке пирки каласси пулмарӗ. Унта сӑскан (роман тени-ҫке чӑвашла), поэма (селтӗр теҫҫӗ пирӗннисем), статьясем (хӑтавсем) курӑнмаҫҫӗ. Кӗнекере пурри - калавсем, сӑвӑ-юрӑ, шӳт, тата пилӗк халай (повеҫе ҫапла каланине илтмен пулӗ-ха; чӑвашла меслет кӗнекисем ҫине йӗрӗнсе пӑхатӑр ҫав, шкулта хӑвӑр аван вӗренекен ачасем пулнӑ пулсан та). Пӗр халайне, «Ваҫлей» текенне (ячӗ вара, ман шутпа, ӑнӑҫлӑ мар) Чӑвашстанри Хӗрлӗҫарски (хут ҫинчи пек каласан — Красноармейски район) ҫыннисене вулама тархаслатӑп. Вӑл Мӗтри Ваҫлейӗ сӑвӑҫ, Европӑра Василий Дмитриевич Дмитриев врач ячӗпе палӑрнӑ тӗпчевҫӗ, фронтовик ҫинчен. Доктор диссертацине хӳтӗлеме хатӗрленнӗ чухне хунькасси Мулеккелте 1977 ҫулта чӗре чарӑннипе вилсе кайнӑ, унтах пытарнӑ. Ҫилҫунатҫӑсемпе эпир вӑл ялта пурӑнса куртӑмӑр, арӑмӗпе Ольга Афанасьевӑпа калаҫрӑмӑр. Светлана Иванова ҫилҫунатҫӑ ун ҫинчен лайӑх хӑтав ҫырса кӑларнӑччӗ...

...Ҫитӗ, ҫитӗ. Сирӗнпе, шӑрпӑклансемпе, сӳтӗлсе кайса, пулмарӗ ӗнчӗхет ҫырасси. Тепӗр чух ӗнтӗ. Тӗл пуличчен, хау ду ю ду!

 

Виталий Станьял

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Хампур // 3935.85.1766
2020.01.09 19:21
Маттур, Станьял мучук!Савăнтартăр хăвăрăн хулюганлăхăрпа.Эппин Станьялăн кăмăлĕсем лайăх, хăпартлануллă, чунĕ ватăласшăн мар-ха.Ку пит аван, ку чăваш халăхне савăнтарать.Станьял пĕлсе тăтăр, Вăл чăваша питĕ кирлĕ çын.Симаковăр çинчен вуласа пĕлме те кăмăллă пулчĕ.Пур иккен халăх хушшинче интереслĕ çынсем, шел илтсех каймастпăр çавнашкал маттурсем çинчен.А то пĕрехмай А.П.Хусанкай та А.Й.Кибеч, М.Юхма та, ну тата тепĕр 4-5 хушамат.Урăх çук та, текех пулмасть те пек маттур чăвашсем.Ятлисем пулсан та пулма пултарĕç Agabasar "филологпа" темле Герсо "писатель" пеккисем. Шел, çавăн чухлĕ чĕлхе пĕлекен, çырма пултаракан çынпа туллин усă курман.Пĕр Симаков кăна-ши унашкалли?Мар-тăр çав.
Agabazar // 3206.3.6276
2020.01.09 19:22
Agabazar
Виктор Егорович Симакова пĕлетĕп. Вăл тахçан унта вĕрентевçĕре ĕçленĕ Чукал (Кивĕ Чукал) ялĕ мĕн иккенне те чухлатăп. Юнашарах Çĕнĕ Чукал пур, анчах та ăна вырăнти çынсем Пулмантăш теççĕ.

Вырăс Чукалĕ тенине те илтнех ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра вăл ялта та ытларах чăвашсем пурнаççĕ.
Илтнине илтнех пулĕ те, анчах Иван Яккăлльччă Яковлевăн чи малтанхи вĕренкенĕсенчен пĕри Иван Исаев çав Вырăс Чукалĕнчен иккенне сахалăшĕ пĕлет.

Самар чăваш ялĕсем пирки çырнă кĕнекене вуланă. Чăвашла Википедире çав ялсем пирки статьясем майлаштарнă чухне Виктор Симаков кĕнекипе пайтах усă курнă.

Шел, Чăвашла Википедири статьясене майлаштарас текенсем питех курăнмаççĕ. Çĕмĕрсе, аркатса çÿрекенсем вара — пур!!! Унашкал çынсем камсем иккенне хăвăрах тавçăрма пултаратăр, енчен те чат ухмах пулмасан.

Пурте эп — чăваш! тесе каппайланма юратаççĕ. Анчах та чăвашла Википедие пырса ăна пуянлатма шутламаççĕ.

Унта волонччорсем ытларах пулсан, хайхи вандалсем те (эп вĕсене Википеди террорисчĕсем тетĕп) хăйсене каплах хуçалла туймĕччĕç.

Виктор Егорович Симаков ĕмĕр тăршшĕпех волонччор пулнă. Халĕ те çавнашкалах вăл, паллах. Таймапуç ăна!
Макар // 2593.44.4768
2020.01.09 19:42
Станьял тете !!! Тен , чавшлах сырна пуль-ха эсе . анчах ман пек ахаль сынсене анланма пите йывар. Меншен сене самахсем шухашласа калармалла-ха ? Халахамара таван челхерен пистерме-и ?

Страницăсем: 1, [2]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики