Agabazar // 3280.21.1579
2020.01.10 17:12 | |
Микула // 9259.3.8429
2020.01.10 17:16 | |
Если бы служилые историки были бы честны перед исторической наукой, то непременно бы сказали и о том, что Московское государство того времени, в лице того то и того просто ОБМАНУЛИ народ. Их,Ивана с войском, пустили на определенных условиях на свои земли , как "союзников",а итог доверия записан в исторических документах.
Князь А.М. Курбский на страницах "Истории о великом князе Московском" заметил что Горная сторона признала царскую власть поневоле "яже хотяще и не хотеше покоришася". Клерь Троицко-Сергиевой обители Адриан Ангелов вторит ему "и видавши нечествии,яко таково утеснение николи им бывше никогда же,и начаша многие приезжати к воеводам и бити челом...". Во время переговоров с казанцами на их просьбу "вернуть" Горную сторону было сказано "понега государь Божиим милосердием да саблею взял до их челобития". | |
Микула // 9259.3.8429
2020.01.10 17:28 | |
Акапасар эсир каллех тӗрӗс мар ӑнланатӑр,историк пулманни сисӗнет. Кунта,эп каланинче, "апла пулман пулсан" тени пачах ҫук. Истори пулӑмсене тӗрӗс ӑнланмалла тени кӑна . Кунта пуринчен малтан УЛТАВ пынине ӑнлансан малалла ултавран сыхланма май пулӗ,суйнине ӗненсен пулаймӗ. Элитӑна хресчен шайне куҫарса ,халӑха пуҫлӑхсемсӗр хварни те тӗне хӗсӗрлесе вӑйпа улштарни те ҫав пысӑк ултавӑн пайӗ. Паянхи шкулсенче тӑван чӗлхене "добровольно" ят пани те малтанхи УЛТАВПА пӗртӑван. | |
Agabazar // 3280.21.1579
2020.01.10 17:32 | |
Ачам,
никам та никама та <<пустить>> туман! 150 000 салтак ача вăййи мар вăл! Вăрçă вăхатĕнче нимĕнле салтак та санран <<пустить>> ту-ха! тесе ыйтмасть! Наччальник мĕн калать — çавна тăвать. | |
Микула // 9259.3.8429
2020.01.10 17:50 | |
Ӳтесех ан кай. Чӑвашсем малтанах хирӗҫ тӑма шутламан,мӗншӗн тесен калаҫса татӑлнине ӗненнӗ тата шаннӑ,лешсем малтанах улталама шутланӑ пулнӑ. Мораль кунта УЛТАВ. Атӑл тӑрӑх та обоз килеймен чӑвашсем ирӗк памасӑр ,Курбский каланӑ пек "чӑваш ҫӑкӑрне" ҫисех вӑй кӗнӗ мускав ҫарне,выҫӑ чух,вӑйсӑр чух кӑна кирлӗ пулнӑ чӑвашсем Йӑвана. Паян тен урӑхла пек Акапасар ? Мӗне пула Вӑтам Ази республикисем СССР "аркатсан " кирлӗ мар пулса тӑнӑ ? ВОВ вӑхӑтӗнче мӗншӗн вӗсене хваламан? | |
Микула // 9259.3.8429
2020.01.10 17:57 | |
Дагестан добровольно не вошёл в состав России,
И добровольно из неё не выйдет. Расул Гамзатов Чӑвашсем пирки те ҫавнах каламалла. Ирӗкпе кӗмен ,ирӗкпе тухмастпӑр. Кам мӗнле ӑнланас тет ҫавӑн пек анлантӑр. Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук. | |
Agabazar // 3280.21.1579
2020.01.10 19:39 | |
Эс, Микулай, паллах, унашкалах тăмсай мар. Анчах та сана тем пурпĕрех çакнашкал сÿпĕлтетме хистекенни пур. Аскольдсем хистеççĕ-и, Атнерсем-и — пĕлместĕп.
Сан умна никам та <<ирĕк>> текенине турилккепе пырса хумасть. Ун пекки пулман та, малашне те пулас çук. Ахаль сÿпĕлтетсе лариччен луччĕ кавле. Кавле те чăмла. Усси ытларах пулĕ. | |
Микула // 9259.3.8429
2020.01.10 20:47 | |
Мӗнле кӗске шухӑшла философи сан Акапасар. Тӑна кӗрекен вӑл яланах ҫӗнтернӗ. Пулас ҫук тесе ан лар. Ирӗк вӑл яланах пуҫра пулмалла. Чурана влаҫ , укҫа парсан та вӑл яланах хӑйне валли хуҫа шырать,чунӗпе чурах юлать. Хӑшпӗр ваттисем ҫамрӑксем лайӑхрах пурӑнасран питӗх те хӑраҫ пулмалла,сан пек ? Эх Акапасар,совок философи сан пуҫра. | |
Agabazar // 3280.21.1579
2020.01.10 20:59 | |
Микула, ан та ĕмĕтлен, санăн "Грознăйăн" хăçан та пулсан пăкки шанатех. Çав ĕмĕтпе пурнатпăр. Ĕмĕтленме вара никам та чараймасть. | |
Тимӗр Акташ // 5005.8.5858
2020.01.10 21:34 | |
Эпӗ ӗлӗк, 1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче - 1990-мӗш ҫулсенче Чӑваш ӳнер музейӗнче шупашкарти чиркӳсем ҫинчен курав астӑватӑп. Унта Покровская чиркӳ ҫинчен ҫырнӑччӗ: "Покровская церковь возведена в честь изгнания из Чебоксар чувашей и черемисов". Ҫак чиркӳ Чебоксарка юханшыв сылтӑм ҫыранӗн хӗрринче Симӗс пасарпа юнашар ларнӑччӗ. Совет влаҫӗ килсен, унта Пӗрремӗш ҫӑкӑр завочӗ ӗҫленӗччӗ. Архивра ҫак ҫинчен документ пулмалла. Кам
курнӑ-и? Ӑҫта ҫак ҫинчен пичетленнӗ? Николай Никольский ӗҫсенче-и? |
Вăл-ку урăхларах пулсан, пурнăç еплерех кайма пултарнине никам та калама пултараймасть.