Литература вӑл – Пӳлӗх парни мар. Ӑна ҫынсем тӑваҫҫӗ. Вӗсем литературӑна тата хӑйсене суйлаҫҫӗ. Литература пропаганда е канмалли мел кӑна пулас пулсассӑн халӑх чӗрчун-выльӑх пурнӑҫӗпе пурӑнма пуҫлӗччӗ.
Паллах, ку пит пӗлтерӗшлӗ те мар. Тӗнче литературӑсӑр та пулма пултарать. Ҫынсӑр тӗнчене тата та лайӑхрах».
Мӗншӗн эпӗ ҫырмастӑп?.. Е, тӗрӗсрех каласан, мӗншӗн ҫырӑнмасть?.. Пуҫра пин-пин шухӑш хӗвӗшет… Вӗсем апла-и капла-и пурте тенӗ пекех чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ, чӑвашлӑх тавра ҫаврӑнаҫҫӗ... Чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ пур япала-пулӑм та улӑх-ҫаран чечекӗ пек хӑй ҫине пӑхтарасшӑн, хӑйӗн пирки калаттарасшӑн, калаҫтарасшӑн – шухӑшлаттарасшӑн… «Сассуна пар!» – тет Ҫеҫпӗл чӑваш ачине. Пур япала та сассине парасшӑн, хӑйсене палӑртасшӑн… Ку вӑл пур япалан та вӑрттӑн тупсӑмӗ, шалти-шалти туртӑмӗ… Ҫакна пирӗн гений тӗпрен ӑнланнӑ. Сасӑ парассине кӑварпа ҫыхни те (кӑвар чӗре, кӑвар чӗлхе ) – сӑнаршӑн мар. Тарӑнран тарӑн (глубинный) психоанализ кун пирки ак ҫапла шутлать: «Хавхалану – вутра. Кӗллентерекен вутра кӑна чӑнни палӑрать. Вилме хатӗр пулсан кӑна ҫын тӗпрен улшӑнать. Вут-кӑвар ҫунтарать, кӗллентерет. Анчах та ку кӗлрен пурнӑҫ амаланать. Вут-кӑвар тепӗр метафорӑпа ҫыхӑнать – вӗри ҫӑлкуҫпа. Кӑвар чӗрене тата вӗри ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракана кӑна чӑнни уҫӑлать, вӑл чӑнтан пӗлме пуҫлать. Пӗлӗмҫӗ пулса тӑрать» (Юнг К., Нойманн Э. Психоанализ и искусство. Пер с англ. – М.: REFL-book, К. Ваклер, 1996. С. 243 – 245.)
Мӗншӗн ҫырӑнмасть?..
Вут-кӑвара та, ҫӑлкуҫа та варалама каламан…
Паянхи чӑваш хӑйӗнчи чӑваша пӗтерес, ҫук тӑвас ҫул ҫине тӑнӑ. Ҫавӑнпа вӑл сӑваплӑ вутпа сӑваплӑ шыв паллисене туйса илнӗ илмен Ҫӳл чӑваш тӗнчинчен килекен хӑвата пуҫне ҫухатса варалама васкать… Чӑваш туррисем, хӑвачӗсем таса вырӑна килӗштереҫҫӗ. Таса мар вырӑна вӗсем килмеҫҫӗ…
Акапасар тесе Акапасар суя ятпа (никпа) ҫыракана кӑна мар – Чӑваш халӑх сайтӗнчи «комментаторсенчен» ытларахӑшӗ пирки калама пулать… Тӗм хыҫӗнчен чулпа перекене, ҫын хыҫне пытанса хӑмсаракана пирӗн енче, Етӗрне-Чутай тӑрӑхӗнче, нихҫан та ҫын шутне хуман… Каҫарӑр та: чӗкӗре кут теҫҫӗ ун пеккине… Акапасар нимле кашкӑр та мар… Вӑл ҫӳрекен вырӑна та хӑранӑран мар ура ярса пусмастӑн – йӗрӗннӗрен… Акапасар чӗкӗрсе тултарнӑ вырӑнтан йӗркеллӗ, хӑйне хисеплекен ҫын пӑрӑнать… «Чӑваш халӑх сайтне» ҫырма пӑрахнисенчен пӗрне – Сергей Владимирович Щербакова аван пӗлетӗп. Акапасар тата Акапасар йышшисем кашни ун ҫырнине, кашни ун шухӑшне вараларалӗҫ… Киремет сыхчи Юрий Туринке Акапасар пирки «йӗрӗнтерет» терӗ… Хама илес пулсассӑн ҫакна калам. «Чӑваш халӑх сайтне» эп 25 статья ҫыртӑм. Ку ӗҫшӗн эп пӗр пус та илмен, сайт редакторӗнчен тав сӑмахӗ те илтмен (ҫуралнӑ кун та унтан салам пулман – «Чӑваш ен», «Хыпар», «Тӑван Атӑл-Ялавсем»… тахҫан саламлатчӗҫ). Статьясенчен хӑшне эп вуншар ҫул шухӑшласа ҫӳренӗ… Статья тухнӑ тухман Акапасарсем ӑна варалма хыпаланатчӗҫ. Ҫапла килпетсӗр хӑтланни (Ҫеҫпӗл калашле, чӑваш йӑлипе кутран тапса ывӑтнӑ пулӑттӑм: май ҫук – вӗсем тӗм хыҫне пытаннӑ, ума тухма хӑраҫҫӗ) йӗрӗнтерсе-тарӑхтарса ҫитерчӗ те эп Н.А. Плотникова телефонпа шӑнкӑравласах: «Мана комментарисем кирлӗ мар», – терӗм. Юлашки 4 статьяна манне Акапасарсем варалаймарӗҫ. Куншӑн редактора тав.
Акапасар арҫурине ҫывӑх. (Акапасар тесе пур килпетсӗр чӑваш «комментаторӗсене»те пӗтӗмлетсе калама пулать.). Арҫурин тӗллевӗ – ҫын пуласси (ҫур артан – тулли ар). Акапасарӑн ун пек туртӑм-тӗллев ҫук. Вӑл хӑйпе хӑй, хӑйӗн тасамарлӑхӗсемпе килленет, реххетленет…
Акапасар/акапасарсем арҫурирен тӗслӗх илӗҫ-и? – Пӗлместӗп. Анчах пӗртте иккеленместӗп: пуласлӑх ҫулӗ ҫине ӳкес тесен те, ҫут тӗнчерен тивӗҫлӗ каяс тесен те хамӑра хамӑрӑн этеме тивӗҫлӗ тытма вӗренмелле… Тӗм хыҫӗнче чӗкӗрсе ҫӳремелле мар… Куҫа куҫӑн тӑрса калаҫма вӗренмелле. Пур ыйтусене те пӗр хӑрамасӑр сӳтсе явма хӑнӑхмалла.
Юрий Зайцевӑн (1890 – 1972) «Энӗш хӗрринчи кӑвайт» (1969) ятла ӳкерчӗк пур. Кӑвайт тавра халӑх пухӑннӑ. Сӑрӑҫ кунта хӑйне те ӳкернӗ. Вӑл, шур сухаллӑскер, кӗсле калать. Чӑваш капӑр тумне тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем мӑнаҫлӑн ташлаҫҫӗ. «Шумерсен, амазонкӑсен Тур амӑшӗсем ӗлӗк-авал ҫапла ташланӑ», – тет Леонид Ермолаев («Чӑваш ен», 1992, 7 №). Ташлакансен пуҫӗ ҫинче пӗр мӑшӑр ҫӑпата туратран ҫакӑнса тӑрать. Йывӑҫӗ ҫумне пусма тӑратнӑ. Пусмаран инҫех мар хура тум тумланнӑ ҫын тӑрать. Вӑл ташлакансем ҫине тӗмсӗлсе пӑхать…
Мӗн каласшӑн пулнӑ-ха Зайцев вилес умӗн виҫ ҫул малтан ӳкернӗ ӗҫӗпе? Ӳкерчӗк тупсӑмне тупма пулӑшаканни кунта – ҫӑпата тата пусма ҫывӑхӗнчи ҫын.
Зайцевӑн «Арҫури» ятлӑ ӗҫ пур. Ӑна 1930 ҫулта ӳкернӗ. Унта та турат ҫинче пӗр мӑшӑр ҫӑпата ҫакӑнса тӑрать. Уйӑх ҫути ӳкерчӗке юмахри асамлӑ, вӑрттӑн, тискертерех сӗм хушать. Кунта эпир чӑнласах та «тӗшмӗшле символизм», «сӑрӑсемпе ниҫталлисӗр таҫталла айкашнине» туятпӑр.
- Арҫурипе ҫӑпата епле ҫыхӑннӑ? – ыйтрӑм эп Е.С. Сидороваран.
- Мифсенче арҫури турат ҫинче ҫӑпата туса ларать, – хуравларӗ фольклор тӗпчевҫи.
«Пӗрре пӗр ҫын арҫурие каҫпа уйӑх ҫутипе вӑрман тӑрринче ҫӑпата туса ларнине курнӑ. Ун аллинче шӗшлӗ вырӑнне пӗр турат, тет».
«Вӑрман хӗррине ҫитнӗ те пӗр тунката ҫинче арҫури ҫӑпата туса ларнине курнӑ. Уйӑх текех пӗлӗт айне пулать, тет».
«Урпаш пуҫӗнче вӑрман хуралӗ ҫӗрле ҫӳрет, тет, вӑрманта. Аслати авӑтса ҫумӑр ҫӑвать, тет. Ҫиҫӗм ҫиҫсе ярсан пӑхать – хуҫӑк юман тӑрринче арҫури ларать, тет. «Ҫутат, ҫутат!» – тесе калать, тет, хӑй. Ҫӑпати чалӑш тӑршшӗ, тет. Хурал пырса пилеш хулипе ҫат ҫапать тет те, арҫури ҫапатине пӑрахсах тарать, тет».
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх архивӗнче Юрий Зайцевӑн аса илӗвӗсем упранаҫҫӗ. Художникӑн ачалӑхӗ, пурнӑҫ ҫулӗ, шухӑшӗ-ӗмӗчӗ чӗрӗ сӑнлӑн тухса тӑраҫҫӗ вулакан куҫӗ умне. Арҫури пирки те пур унта:
«Ача пурӑнма ҫуралнӑ – сывлама, ҫут тӗнчене туйма, анчах ун пурнӑҫне татнӑ. Ӑна ят хуман, тӗне кӗртмен, ҫӑва (масар) ҫине пытарман. Ун вил тӑпри те ҫук. Канӑҫсӑр ун чунӗ. Вӑл ятлӑ пуласшӑн, вил тӑприллӗ… Арҫури канӑҫсӑрлӑхӗн сӑлтавӗ – вилӗм, канлӗх шырани. Этемпе тӗл пулсан – вӑл савӑнать. Арҫури, пултарнӑ таран, ҫынсемпе хутшӑнасшӑн. Анчах йӑлт кутӑнла, тепӗр майлӑ пулса тухать. Унӑн чунӗ канӑҫ туптӑр тесен мӗн тумалла-ха? «Ҫӗр сана йышӑнтӑр!» – тесе ун ҫине пӗр ывӑҫ тӑпра пӑрахмалла».
Юрий Зайцевӑн илем тӗнчи – шухӑшлӑ та хуйханчӑк. Канӑҫсӑр чӗреллӗ чӑваш ӑстине ахальтен мар Врубель ҫывӑх пулнӑ.
«Кайса кил-ха Киева, Кирилл мӑнастирне. Унти стенасем ҫинчи турӑшсене, тӗн ӳкерчӗкӗсене М. Врубель ӳкернӗ. Тӗпче, ӑнланма тӑрӑш ун вӑртӑнне. Эсир иксӗр те тӗнчене пӗр евӗрлӗрех куратӑр», – ҫапла ӑс панӑ Зайцева Йошкар-Олара ҫуралнӑ А. Фомин сӑрӑҫ.
Ун чухне чӑваш ӑсти Лубны хулинче пурӑннӑ. 1923 ҫулта ҫулла вӑл мӑнастире Врубель ӗҫӗсемпе паллашма каять. «Пӗчченех пӑхса ҫаврантӑм эп унӑн ӑшне», – ҫырать вӑл аса илӳре. «Мӗнле ӳкернӗ сире художник? – ыйтрӑм эп ӳкерчӗксенчен. «Пирӗн ҫине лайӑхрах пӑх. Пирте вӗҫсӗрлӗх, вилӗмсӗрлӗх янрать», – тенӗн туйӑнчӗ мана».
«Художник мӗнле пулма кирли пирки хам сӗмленнине Врубель пултаравӗнче тупрӑм», – ҫырать вӑл «О том, что мне дорого» статьяра (1971).
«Врубель генилӗхе – Ӗмӗтленнӗ ҫӗре шырани», – ҫапла ӑнлантарать А. Блок пӑлхавӑрлӑ художник пӗлтерӗшне («Памяти Врубеля»).
Юрий Зайцев вара чунӗ мӗн шыранине кӑвак хуппи сӑнарӗ урлӑ уҫса панӑ. Кӑвак хуппи уҫӑлса хупӑннӑ самантра кирек мӗн ыйтсассӑн та сана пулать, теҫҫӗ. Ӳнерҫӗ вара тӳпери мар, чунӗнчи кӑвак хуппине – пултару ӗҫне чун мӗн ыйтнипе шӑп та лӑп килтерсе йӗркелеме май килессе – тӗмсӗлсе кӗтет.
Зайцев хӑйне арҫурипе танлаштарнӑ. Ахальтен мар. Темскер чарнӑ ӑна такӑрлатнӑ ҫулпа утма, мул тата чап шырама, ҫынна тата халӑха юрасшӑн тӑрӑшма. Ҫапларах шӑпа тухнӑ Иван Юркинпа Юрий Скворцов ҫыравҫӑсене те. Вӗсен асапӗ-телейӗ – ыттисем пек пулманнинче. «Аташнӑ чун, пӗчченлӗх кукри, чӗре уҫланки, ҫимӗке хутшӑнманни, туртас темен ҫӗртен туртайнӑ лав» – ҫавнашкал ӑнлав-сӑнарсем урлӑ палӑртать Иосиф Дмитриев ҫак ҫул-йӗре. «Камитҫӗ» сӑвӑри йӗркесем вара чунри арҫурилӗхе тата тӗплӗнрех уҫса параҫҫӗ пек:
Эп пурӑнатӑп
Е
Пурӑнмастӑп?
Нимскер те кирлӗ мар мана.
Эп хурламастӑп,
Ырламастӑп,
Пурпӗрех мар-и ют ҫынна?
Эп – ют,
Эп ютшӑнса ҫӳретӗп.
Ун пек ҫынсен вӑрттӑн ӗмӗчӗ вӑл этем картне кӗресшӗн пулни, ыттисемпе, хура халӑхпа пӗрле савӑнасшӑн пулни. Ҫавӑнпа антарать те ӗнтӗ Зайцев «Энӗш хӗрринчи кӑвайт» ӳкерчӗкре арҫурине ҫӗр ҫине, ҫавӑнпа кӗртет те ӗнтӗ ӑна ташӑ-вӑйӑ картине…
Арҫурисене вӑратакан таҫти ҫил тата такамсен юнӗ пирки
«Мӗнтен пулнӑ арҫури, ял хыҫӗнчи ҫырмари?» – ҫырнӑ Михаил Федоров хӑйӗн хайлавӗнче. «Автор арҫурие хӑйне юратни сисӗнмеллипех сисӗнет», – асӑрхать В. Федоров («Хыпар», 1998, чӳк, 4). Тӗпчевҫӗсем пурте тенӗ пекех «Арҫури» халӑх стильне, шухӑшлавне, тӗнче туйӑмне ҫывӑх пулнине палӑртаҫҫӗ. Автор чунӗпе халӑх чунӗ пӗр килсе ҫуралнӑ япала теме пулать «Арҫури» пирки. Ҫавӑнпа: «Кашни чӑвашах – кӑштах арҫури», – тени тӗрӗсех пек (Николай Ишентей. Вилӗмсӗрлӗх философийӗн вӗрентӗвӗ. «Халӑх шкулӗ», 1997, 4 №, 76-81 с.). Кун пирки эпӗ те шухӑшламан мар. (Вулӑр. Яковлев Ю. Хоппасем вӗсем – арҫурисем. Хыпар, 1996, ака, 20; унӑнах: Чӑваша тӗнчене тухма чун пӗлӗвӗ кирлӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ, 1997, 41 №; унӑнах: Ӳнерти арҫурилӗх пирки. Ҫамрӑксен хаҫачӗ, 1997, 44 №.). Эпир, халӑхӑмӑр ачисем, ҫын ҫинче е хушшинче пурӑнатпӑр. «Хоппасем» курма ҫӳретпер пулсан, апла вӗсем пирӗн ӑш-чикри темскере тивӗҫтереҫҫӗ. Чун ыйтнипе этем чиркӗве е ытти таса вырӑна кӗл тума каять, вӑрманта е юхан шыв хӗрринче уҫӑлса ҫӳрет… «Хоппасене» пирӗн чун мар – урӑххи ыйтать пулӗ. Эрех ӗҫме е чӗлӗм туртма е ясар тума вӗренсен ыйтать-ҫке пирте темскер каллех ҫав ӗҫе тума. Мӗскер вӑл? Турра ӗненекенсем ӑна усал вӑй теҫҫӗ.
Ырӑпа Усал хушшинче вӑрҫӑ пырать. Ҫапӑҫу хирӗ вара – этем чунӗ. Эпир – Турӑ ачисем. «Турӑ ҫут тӗнчене пултарнӑ чухне Шуйттан та ун хыҫҫӑн вӑл тӑвакан япаласене туса пынӑ, анчах та ун ӗҫӗсем ялан тӳнтер пулса пынӑ», – ҫырать Николай Егоров («Хыпар» кӗнеки. 4 №. Шупашкар, 1992, юпа, 3, 13 с.). Арҫури – этемӗн тӳнтер сӑнарӗ, Шуйттан тӑрмашса тунӑ япала.
«Этем хӑй аллипе акаласа-сухаласа ӗҫе кӗртнӗ ҫӗрсем сӑваплӑ, таса, – ӑнлантарать ӑсчах. – Ырра тӗсесе чаваш «таса уя» тухса кӗл тунӑ. Этем алли пырса ӗҫе кӗртмен вырӑнсем усал-тӗсел аллинче тӑраҫҫӗ. Тӗнче хӗрринелле кайнӑ ҫемӗн усал хӑватсем вӑйланса пыраҫҫӗ. Шӑп тӗнче хӗрринче ҫӳллӗ тусем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, тусем ҫинче сӗм вӑрмансем кашласа лараҫҫӗ, сӗм вӑрмансенче тискер кайӑксем ҫӳреҫҫӗ. Тусем леш енче пӑрлӑ тинӗс пуҫланать, унта аҫтаха ҫӗлен пурӑнать. Турӑ лартнӑ ырӑсем этем алли пырса сӑвапа кӑларнӑ вырӑнсене пӑхса пуранаҫҫӗ. Шуйттан янӑ усалсем этем алли пырса йӗркене кӗртмен вырӑнсенче хуҫаланаҫҫӗ, ийесем пушӑ ларакан ҫуртсемпе мунчасене пырса ереҫҫӗ».
Халӑх тӗнӗ-ӗненӗвӗнчи сӑмах-юмах вӑл – этемӗн шалти тӗнчи пирки ытарлӑн калани. Таса уйӗ те, улӑх-ҫаранӗ те, сӑрчӗ-тӑвӗ те, чӑтлӑх вӑрманӗ те йӑлтах пирӗн ӑшра. «Этем мар ку – чӗр шуйттан!» – теҫҫӗ тепӗр ҫын пирки. Ҫапла, Турри кӑна мар – Шуйттанӗ те хамӑртах. «Ӑшран халиччен хӑйӗнче нихҫан та асӑрхаман хаяр ҫилӗ тӑвӑлса ҫӗкленчӗ Германӑн», – ҫырать, сӑмахран, Юрий Сквороцов «Шыв симӗсленнӗ чух» калавра. Чун тулашнине, чӗре вырӑнта маррине вӑл ҫут ҫанталӑк сӑнарӗ урлӑ тӗлӗнмелле витерӳллӗ сӑнласа кӑтартма пултарнӑ. Тӗслӗхрен: «Вӑрман, ӗлӗкхине тем астуса, тулашма тытӑнсан – Укахви чунӗ те вӑрман кӑмӑлӗ еннех ҫаврӑнса ӳкнӗ, шелленӗ ӑна, хӗрхеннӗ… Ун чунӗ ҫак тавралӑхӑн, ҫут ҫанталӑкӑн кӑмӑл тӗкӗре пек пулнӑ. Мӗн тери чун ыратнӑ вӑрман лӑпкӑ мар чух, ҫил ачисем нимпе лӑпланса лӑпланаймасар йӗрмӗшне чух, тӳпе сӑн-сӑпачӗ тӗксӗмленнӗ чух» («Уках хурӑнӗ»).
Ҫил хаяррӑн улани ҫамрӑк ӑшӑмӑрсене канлӗх памасть. Усал сасси пек хӑрана ертет. Сивӗ шывпа сапнӑ пек ҫӳҫентерсе илет» («Штрум»).
Кунта пӗлӗтсем – ахаль пӗлетсем мар. Вӗсем – усал хӑват паллисем. Родион священник «Люди и демоны. Образы искушения современного человека падшими духами» кӗнекере (Ижевск, 1993) усал-тӗсел пирки ак мӗн ҫырать: «Св. Писание указывает, что демоны имеют те же чувства, какие имеет человек: зрение, слух, обоняние, осязание; но приписывает им способность говорить; падшим духам приписывает недостатки падшего человечества, немоту и глухоту. Сам Господь назвал одного из демонов глухим и немым. «Дух глухой и немой, – сказал ему Господь, – я тебе повелеваю» (Мар. 9,25), и глухой дух, не слышавший голоса св. Апостолов и не подчинявшийся их повелению, услышал голос Бога, и немедленно, страшно мучаясь и муча, исполнил повеление Божие. При другом исцелении человека, одержимого бесом, Евангелие говорит, что этот бес был нем» (Лук.11,14)».
Таҫтан килсе кӗнӗ ҫил уланине кӑна тӑнламан Хумма Ҫеменӗ – юнри такамсен сассине те вӑл итленӗ:
«Виҫеллӗ пул, кирлӗ мар ҫӗре сӑмсуна пырса ан тӗк!» – тет ӑна Искантерсен юнӗ.
«Хӑюллӑ пул, каялла ан чак, мӗн эсӗ хӑратӑн?.. Сан пек маттур та хӑрасассӑн, мӗн пулӗ вара?» – тет такамсен юнӗ («Йӳҫлӗ-тутлӑ»).
Романра арҫурие асӑнни те ӑнсӑртран мар: «Искантерсен таврашӗсем, вӑрмана утсемпе-мӗнсемпе кайсан, ҫур ҫӗр тӗлӗнче те унта арҫуриллех ахӑрса ҫӳреҫҫӗ, никамран та хӑрамаҫҫӗ».
Хумма Ҫеменӗ «коммунсенче» те арҫурилӗхе палӑртать. Пионерсем пирки ҫырнинчен: «Ҫи-пуҫӗсене пӑхсассӑн, дикарь, тискер ҫын ачи-пӑчи, темелле. Чӑнах та, тискер шӑршӑ пур вӗсенче. Вӗсен вӑййисем те хӑшӗ – тискер вӑйӑсем: пӗр-пӗрин ҫине купалана-купалана лараҫҫӗ, тискеррӗн шӑхӑра-шӑхӑра илеҫҫӗ. Чалӑш пӳрт урмаллах урса кайнӑ. Вӑл урнине пӑхса тӑрса ман пуҫӑм ҫаврӑна пуҫларӗ. Сцена ҫывӑхӗнче, стена айккисемпе, вулӑс центрӗнче пурӑнакан интеллигентла хӗрарӑмсем, арсынсем ларса тухнӑ. Ҫавсенчен пӗрин ҫине, пӗр хурарах, илемлӗ, ҫутӑ пит-куҫлӑ хӗрарӑм ҫине тӗллесе пӑхрӑм та эпӗ, унӑн пичӗ ҫинче ҫакна вуларӑм: чыссӑр… чыссӑр! – тепӗр енчен: хаюллӑ… хӑюллӑ!» («Чалӑш пӳрт»).
«Только при строго выдержанном религиозно-нравственном направлении Симбирской мужской учительской школы можно надеяться на полное сближение чуваш с русскими через усвоение правословного христианского миросозерцания, при наличности какового все русское, начиная с языка, для инородцев-чуваш должно явиться близким, дорогим и даже единственно ценным; тогда жизнь сама собой начнет сильно толкать инородческую массу по направлению к русской народности», – ҫырнӑ И.Я. Яковлев 1895 ҫулта веренӳ округӗн попечителӗ патне (Яковлев И.Я. С думой о народном просвещении: Из переписки. Часть 2. Чебоксары: Изд-во Чуваш. Ун-та, 1998. С. 184.).
Чӑвашсем вырӑсран алфавит кӑна илмен. Ыррипе пӗрле усаллине те сахал мар вӗреннӗ. «Ӗлӗк ялта ҫӑраҫҫи пулман, – аса илет Дмитрий Жуков художник. – Пӳрт алӑкне патакпа тӗкӗлесе хӑварнӑ. Пӗр ӗҫкӗҫ те ҫукчӗ – халӗ ӗҫеҫҫӗ: вырӑс хыҫҫӑн кайрӗҫ. Сифилис чӑвашла мӗн ятлӑ, пӗлетӗн-и? – Вырӑс чирӗ».
«Хура халӑх саманинче чӑнах та пӗрешкеллӗх вӑйлӑрах пулнӑ, – ҫырнӑ И.Д. Кузнецов «Чӑваш культурипе литературин хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем тавра» кӗнекере (Шупашкар, 1961, 72 с.). – Пӗр вырӑн, пӗр ӗҫ-хӗл. «Пӗрле пурӑннине ай мӗн ҫитет!» Вӑл киреметлӗ ӑнкару нисеп, йӑла, уявсенче палӑрса тӑнӑ. Наци пӗтӗҫӗвӗнче чӗлхерен маларах ҫавӑ пулнӑ».
Пӗр-пӗрне ҫиес тӗлӗшӗнчен те чӑваш вырӑс ҫулӗпе самай мала кайнӑ. Урнӑ самана хумӗ чӑваш ялне епле пӑтратнине сӑнланинчен:
«Пырса кӗрет Ҫичкил ялне Мӑн Хаяр. Этем те мар, кайӑк та мар, пирӗшти те мар, шуйттан та мар – ҫӗрте ҫӗрмен, вутра ҫунман хӑямат. Ак тытӑнать иккен Мӑн Хаяр килтен киле ҫӳреме. Курӑнас тесен куҫа курӑнать, пытанас тесен куҫран ҫухалать, ӑша кӗрес тесен чуна иментерет, хӑратас тесен тӗлекре пусать. Иртен пуҫласа каҫчен ҫаврӑнать Мӑн Хаяр ял тавра. Пӗрре пулать вӑл ыйткалакан, тепре пулать вӑл кӗтӳҫӗ-хуралҫӑ таврашӗ, паян пулать вӑл ҫул ҫӳрекен, ыран пулать вӑл иртсе пыракан хулари этем. Петӗр патне пырать вӑл Макар кум пулса, Макар патне пырать вӑл Петӗр хӑта пулса. Каҫран пуҫласа ирччен ҫӳрет Мӑн Хаяр ял тӑрӑх: пырса кӗрет вӑл улаха, кӗрсе тухать вӑл ӗҫкӗ-ҫике, ҫитсе ларать хурал пӳртне, килӗрен киле ӗретлесе ҫӳрет канӑҫсӑр ыйхӑ валеҫсе. Нумай йӗкӗлтет-и, сахал йӗкӗлтет-и Мӑн Хаяр – Ҫичкил ялӗ урмӑшать. Ахӑр кунӗ тесен ытла пулӗ – ӗмӗр курман-илтмен самана тапранать. Автан вӑкӑр ҫине сикет, путек кашкӑра хирӗҫ тӑрать – ак тапранчӗ иккен вырӑсла тамаша» («Пӳлӗх йӑмри»).
Чӑваш театрӗнче 1920-мӗш ҫулсенче Максимов-Кошкинскин «Хӗрлӗ шуйттан» ятлӑ пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакль пынӑ. «Киремет кати» кино вара «хӗрлӗ арҫурисем» таса ращана хӑртни пирки. Хӗрлисенчен маларах чавашӑн пурнӑҫ йывӑҫҫине хӗреслисем касса ярасшӑн пулнӑ. Хӗрес ҫакнӑ «арҫури» хӑтланӑшӗнчен:
«Пӗрре, эпӗ 24 ҫула ҫитсен, халӑх пуҫтарса ҫак ӗҫе («пӳртем» ӑсатас йӑлана. – Ю.Я.) тума шутларӗҫ. Эпӗ халӑха каларӑм: ӗлӗк, пӗлмен чухне тунӑ, халӗ апла тӑвас мар, апла тӑвиччен хамӑр приходри батюшкӑсене яла илсе килсе молебен тутарар, терӗм. Ман сӑмаха итлемерӗҫ, ҫаплах турӗҫ.
Эпӗ вара вӗсем саланса пӗтсен, ир енне кайрӑм та – унта шилӗк хывнӑ хӑмисем пур, варринче сӗтел, пукансем пур, ӗҫсе пӗтермен сӑрасем лутка ҫинче, чӗрессем ҫинче пур. Эпӗ, ҫаксене курсан, сӑрасене шавлаттартӑм ҫырманалла, луткисене, чӗрессисене пере-пере ҫӗмӗртӗм. Сӗтелне петӗм – ҫӗмӗрлмерӗ, сӗтелне вара ял хыҫӗнчи кӗпер айне кайса чикрӗм. Хӑмлисене Тури пӗве хыҫне ятӑм» (Н.В. Никольский патне ҫырнӑ ҫыруран, 19 ӗмӗр вӗҫӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх архивӗ. 1 уйр., 204 упр. ед, 283 с.).
Михаил Федоров, тӗрӗссипе, хӑй те арҫури пулнӑ – халӑха вӗрентес ӗҫри арҫури. «Однажды я захворал лихорадкой и был освобожден от учения, – ҫырнӑ вӑл 1876 ҫулта хӑй ачалӑхӗ пирки. – Желая меня избавить от этой болезни, мой покойный отец взял лучину, две восковые свечи и спички и повел меня на гумно. Я смекнул в чем дело. Гляжу, отец мой лучину воткнул в щель овина, две восковые свечи поставил на лучину рядом и зажег их. Потом, сняв с головы шапку, начал молиться. Я также, по примеру отца, начал молиться, только никак не мог удержаться от смеха».
Хӗветӗр Михали чӑваш тӗнӗ-тӗшмӗшенчен кӑна мар – чӑваш вулаканӗнчен те кулма пӑхнӑ, арҫуриленнӗ:
Ачасене юратса,
Вӑрӑм юмаха кӗскетсе
Юри ҫыртӑм юрлама
Качча каяс хӗрсене,
Питӗ хӳхӗм вулама
Хута вӗреннӗ ҫынсене,
Урнӑ йыт пек улама
Улах ларан хӗрсене.
Эпӗ ҫыртӑм сӑввине,
Эсир тупӑр юррине.
Атӑл хушшинче, анатра,
Хӑмӑш юрлать, хурланать,
Вӑйлӑ ҫилпе хумханать.
«Ҫӗнӗ юрӑсене чи малтан шыв хӗрринче ӳссе ларакан хӑмӑшсем юрласа кӑтартаҫҫӗ», – ӑнлантарнӑ Иван Юркина амӑшӗ.
Арҫури пирки те ҫаплах калама тивет. Чӑваш илемлӗ сӑмахлӑхне хӑйне пӗрремӗш кӗртнӗ ҫынран вӑл уйрӑласшӑн пулман, курӑнать, – 56 ҫултах ӑна леш тӗнчене илнӗ…
Арҫурисем чӑваш чунӗн вӑрманӗнчи йывӑҫсене шатӑртаттарса хуҫӗҫ, анчах ҫил иртсен ҫав йывӑҫсемех хӑйсен вырӑнӗнчех ларӗҫ
«Нацизм психологийӗ. Вотан» кӗнекере (1936) Карл Густав Юнг акӑ мӗн ҫырать: «Мифсем чӑнлӑха этем ӑнлавӗсене тата ун кӗске ӑсне кура ӑнлантармаҫҫӗ; этем чунне кӗрсе, унти хаватсене курса. Ҫав хӑватсене этем мӗн авалтан ыр-усал урлӑ сӑнласа кӑтартнӑ. Ҫакна вӑл сисӗм-туйӑма тӗпе хурса тунӑ».
Ҫӗн йӗркелӳ (перестройка) пуҫлансан (1987) хивре шухӑшлакансем пурте тенӗ пекех Льеж Мур пекрех ҫыраттӑмӑр. Ун чухне пурин чунне те канӑҫсӑрлӑх, арҫуриллӗх кӗнӗччӗ. Унтанпа чӑваш менталитетне тӗпчес тӗлӗшӗнчен чылай пысӑк утӑмсем турӑмӑр, ҫавӑнпа халӑхӑмӑр пирки ӗнтӗ урӑм-сурӑм мар – тӗплӗн, ҫиччӗ виҫсе калаҫмалла пек. Халӑх чунӗн вӑрманӗнче те, тен, арҫурисене мар – урӑхларах хӑватсене чӗнмелле, шырамалла…
Геннадий Кириллов, Нина Изедеркина тата Левтина Марьепе ҫавра сӗтел хушшинче чӑвашлӑх пирки калаҫса лараттӑмӑр (2001, раштав, 4). «Юри кайрӑм вӑрмана / Ҫӑка йывӑҫ шыраса», – шӑрантарчӗҫ юрра артистсем. «Мӗншӗн ҫӑка йывӑҫ? Мӗншен тесен чӑваш хӑй те ҫепӗҫ», – терӗҫ вӗсем.
Льеж Мур вӑрмана арҫури шыраса кӗрет.
Шыракан тупать, тет.
Мур ҫӗкленӗ ҫиллӗ-ҫилӗллӗ ыйтусем пирки эп самай ҫырнӑ, тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ ҫынпа калаҫнӑ, тавлашнӑ. Иосиф Дмитриев (1994): «Эпир пит нумай калаҫатпӑр – чӑваш культури ҫинчен, тӗнӗ ҫинчен… Ку вӑл – хамӑра шырани ҫеҫ. Тӗрӗссипе каласан, эпир нимӗн те тупман. Пирӗн ура айӗнче ҫӗклемелли – паян ҫӗкле те паян кала – ҫав тери нумай. Эпир паянлӑха нимӗн те тупман. Никӗс ҫине хума нимӗн те тупман. Тенгрианство, Сартӑш тӗнӗ…–сӑмах вылявӗ. Паян шырав пырать. Никам та паян калама пултараймасть пирӗн культура ҫирӗп тесе. Пирӗн кашни чӑваш шыраса калаҫать. Паян эпир нимӗн те ҫирӗплетсе калама пултараймастпӑр. Ҫӗннине шырама, никӗс ҫинче ҫӗннине ӳстерме вӑй, ӑс пуҫтармалла. Пӗтӗм ӑсӗ, вӑйӗ каять халь хырӑм ҫине. Никӗс туни ҫине каймасть. Ҫӗннине шырани ҫине те каймасть».
«Ӗмӗр иртет – кун юлать, эпир кайсан – мӗн юлать?» – юрлать чӑваш.
«Вӑрман кисренсе юлчӗ», – тенӗ арҫури пирки.
Халӑхӑмӑр шӑпи пирки шутлакансене шанчӑк, ҫутӑ ӗмӗт параканнни те пур мифсенче: «Арҫурисем ашкӑнма чарӑнсан вӑрмана кӗрсе пӑхнӑ. Вӑрман малтанхи пекех. Ним те пулман, тет. Йывӑҫсем те хӑйсен вырӑнӗнчех лараҫҫӗ. Пӗр хуҫӑлнӑ турат та ҫук, тет».
Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ. С.Ю. Ювенальев фото ӳкерсе илнӗ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.