Тимĕр Акташ, Мускав облаçĕнче халăх шавлать çеç мар, ретпе тăраççĕ, так бульдозера чарма çук. Шавлама тĕрĕс, шавламалла, Болгары хулан вырăнне упраса хăварчĕç вĕт. Унашкал ЧНК сĕнÿ пама пултарман-и ЮНЕСКОна? Пултарнă. "Бог даст и в окно подаст", тесе пурăнсан çухатасси инçе мар. Тата çакă шухăшлаттарать: комплексра 180 çынна ĕçпе тивĕçтеретпĕр тесе шантараççĕ, вăт çĕр çул пĕр вĕçĕмсĕр шутласан та тупсăмне тупаяс çук: свинокомплекс савут мар,е кашни пĕр сысна пуçне этем пулать-ши? Тĕлĕнтермĕш пулăм...
Алексин // 3422.28.0861
2019.07.22 11:41
Ӑнланмалла, Плотников сысна хуҫисен енче. Маларах ҫапла каламаллаччӗ.
Атнер // 1726.84.3785
2019.07.22 12:28
ЧНК ра ахаль те сӗнӳ паракансем нумай.Тутарсем вара чи малтан ӗҫ тӑваҫҫӗ.Ывӑл ҫуратать тутар.Тутар ятне парать.Тутарла кӑна калаҫтарать.Тутарпа тутар тӗл пулсан тутарла кӑна сӑмахлать.Пире Болгары парсан паянхи кун та унта пӗр ҫурт та пулмастчӗ пуль.
Хисеплĕ Плотников, пурне те чĕре патне ан илĕр. Эсир пулмасан ăçта пулнă пулĕччĕ-ши çав Алексин? Пăхаççĕ - курмаççĕ, итлеçççĕ - илтмеççĕ, тесе каламан Священнăй Писанире?
Атнер, чăвашсене кам чарни пур пĕр-пĕринпе чăвашла калаçма? Е чăвашсене хыçĕнчен пăшалпа çÿресе вырăсла кăна калаçтараççĕ-и? Чăвашсем хăйсен чĕлхинчен, хăйсем писнине никам та айăплă мар, хăйсемсĕр пуçне. Сайт çинче мĕнле чăркăшаççĕ Сорокинăн "Тăлăх арăм минтерĕ" тата Аскольдăн "Юратап эп сана" кĕнекисем пирки. Çавă кăна-и? Упасси Ивановăн "Нарспи" поэмине те сăмахăн тĕпчесе тутар тымарĕсем шырать. Çавă пулать-и чăвашлăхшăн тăрăшни? Сăмах майăн, Гордеев юрăçă юрринче: Юратап тесе, пăхрăн эс куçран. Мĕскĕн чăвашĕ, ăнлантарса пар çакна, "Юратап эп сана" кĕнекене тишкĕрекен?! Икĕ сăмаха пĕрлештерме пултармаççĕ, çыравçăсене критиклеме пăхаççĕ. Малтан çырăн мĕн-тăр, унтан сайт çине тухăр. Ялтан, хуларан, ка...чен никсем хыçĕнче пытанса ан ларăр, Николаев космонавт хăть ăçта та хăй чăваш пулнине пытарман.Эсир пур, Плотникова та халĕ такампа та хутăштарма хатĕр, йытă мăнтăрланса çитсен хуçине пĕр япала кăтартнăн хăтланаттăр
Алексин // 3422.28.0861
2019.07.24 08:00
Сысна хуҫисене темле рейтинг ҫине йӑвантарса вилсе кайса хӳтӗленине мӗнле ӑнланмалла? Сайта чи малтан лайӑх текст ярса панӑ, ун пек текст тата пӗлтерӗшлӗ тема йӑваланса выртмасть, ӑна ташнейсемпе саванешсен шайне антарса лартса рейтинга антарать тени пит намӑс япала.
Атнер // 1726.84.3785
2019.07.24 15:35
Аскольд эс ӑслӑ ҫын пулас.Священый писанире тем те ҫырма пултарнӑ.Анчах та ӑна чӑваш ҫырман.Ҫавӑнпа та пин сӑмахлӑ чӑваш халӑхӗн хӑйӗн каларӑшсем пурах ӗнтӗ.Аса ил мӗнле ӑслӑ сӑмахсем каланӑ пирӗн асаттесем.Коран та вуламалла пирӗн, эс каланӑ писанине те ,анчах хамӑрӑнне манмалла мар тата тӗпчемелле.