Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +5.3 °C
Много людей честных благодаря тому, что дураки.
(Ф. Достоевский)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхишӗн кар! тӑма камран тӗслех илмелле?

Аçтахар Плотников18.06.2019 09:3514036 просмотров

Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.

Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.).

Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек. Чӑвашла ҫырма чаракан саккун та шыраса тупма ҫук. Анчах тӳре-шарашӑн чӑвашла ҫырасси — табу. Тӗрӗссипе акӑлчан чӗлхи те ӗнтӗ Чӗмпӗр облаҫӗшӗн патшалӑх шайӗнчи чӗлхе мар. Ҫавах та акӑлчанла ҫырсан хӑйпӑтса пеме ыйтмаҫҫӗ-ҫке. «Ан ҫыр акӑлчанла, эс кунта Америкре (е Британире) мар!» — тесе хирӗҫ каламаҫҫӗ-ҫке. Чӑвашли кӑна темшӗн вырӑнтисемшӗн темле тискер кайӑк пек хӑруш япалан туйӑнать.

Паллах, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсене те ӳпкелемелли сахал мар. Ҫине тӑнӑ пулсан, паллах, чӑвашла ҫырсан хирӗҫ пулмӗччӗҫ, хатӗрлесе ҫитернӗ чул хӑмана мӑлатукпа ҫапса ватмӗччӗҫ. Хавшакрах ҫав эпир. Хамӑр халӑх валли тивӗҫлӗ шайра ыйтма пултараймастпӑр. «Юрамасть» тенипех пуҫа усатпӑр.

Ку тӗлӗшпе ман Техасри Ренди Вагнера тӗслӗх пек илсе кӑтартас килет. Вырӑс чӗлхи паянхи кун тӑван халӑхӑмӑршӑн ҫуркуннехи ейӳ шывӗ пекех — тем калӑпӑшлӑскер хӑй умӗнчи мӗн пур япалана хуҫать, ҫӗмӗрет. Хайхи Ренди умӗнче те ҫавнашкал пысӑк хуйхӑ тухса тӑнӑ — иккен вӑйлӑ шыв анать, ейӳ вара ҫурта пысӑк сиен кӳме пултарать.

Ҫавах та Ренди аллине усман — вӑл хӑйӗн ҫуртне шыв илесрен хӳтӗлеме пуҫланӑ, дамба ӑсталанӑ. Ҫак ӗҫе тума вӑл 8 300$ пӗтернӗ. Паллах, ку пысӑк укҫа. Кӳршисем те унашкал тӑкака сӑнанӑ май Ренди ҫине пӑхса лӗх-лӗх кулнӑ кӑна. Ҫавах та ӗҫ харама кайман: чӑн та шыв хӑпарнӑ, ейӗве кайнӑ. Пӗртен-пӗр Ренди ҫурчӗ кӑна сыхланса юлнӑ. Ҫапла май ҫурт хуҫи 150 пин тӑкак кӳрес вырӑнне 8 пинпе ҫеҫ ҫырлахма пултарнӑ.

Пирӗн те Ренди ӗҫне тӗслӗх пек илсе хамӑр тӑван халӑхшӑн пӗтӗм вӑя хумалла. Культурӑна ҫӗклемелле, тӑван чӗлхешӗн кар! тӑмалла. Ӗҫлесен — пулать. «Пирӗнтен пулмасть, эпир ҫавах вырӑсланатпӑр...» — тесе ал сулсан ҫеҫ нимӗн те тухмасть. Кӗрешес пулать. Паллах, «чӑвашла ҫырма Чӑваш Республикине кайӑр» текенсемпе «ҫапӑҫма» йывӑр. Анчах та «Куҫ хӑрать те ал тӑвать» текен ваттисен сӑмахне асра тытсан кӗрешӳ пӗрре те йывӑр маррине ӑнкарса илме пулать. Ӗҫлемелле ҫеҫ.

Ренди пеккисем пирӗн хушӑра ҫук тетӗр-и? Пур! Ак, калӑпӑр, Юрий Виноградовах илес. Леш, хайхи, уйрӑм ҫырас текенсен авангардра пыракан чӗлхеҫӗ. Пӗрре шутлатӑп та мӗнле чӑтать-ши? текен ыйту та ҫуралать. Леонид Андреев-Лесник, Виталий Станьял йышшисем уйрӑм ҫырассине хирӗҫ миҫе кӑна ҫыру шӑрҫаламарӗҫ пуль. Чӑваш чӗлхин орфографине йӗркене кӗртме тунӑ комиссире те сахал мар «патак ҫирӗ» Юрий Михайлович. Ҫавах та хӑйӗн позицинчен пӗрре те чакмасть, уйрӑм ҫыртарас тӗлӗшпе майсем тупать. Маттур! Ренди шайӗнчи тӗслӗх илмелли ҫын!

 

Сӑнсене Олег Мустаев ярса панӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 4205.61.5669
2019.06.22 17:10
Agabazar
Виноградов Айкомисси ларăвĕнче пулнă. Унта мĕнле йышăнусем тунине хăй хăлхипе хăй илтнĕ.
Паллах, вăл çав ларура хăй шухăшне каланă, анчах та Виноградов Айкомисси йышăнăвĕсене хирĕç пулма пултараймасть.
Agabazar // 1581.65.2653
2019.06.24 05:46
Agabazar
Чĕмпĕр хулинче Кул Гали палăкĕ пур.
https://ru.wikipedia.org/wiki/Памятник_Кул_Гали_(Ульяновск)
Çав палăк çинче тутарла сăмахсем пур.
Аçтахар акăлчансем енне куçса кайнăччĕ-ха. Кунта вара, курăсăн, унталла кайса пăхмасан та тĕленмеллисем пур.
Пулкар // 3142.42.5654
2019.06.25 09:33
"Чĕмпĕр хулинче Кул Гали палăкĕ пур. Çав палăк çинче тутарла сăмахсем пур." Чĕмпĕрте богданов тутар ҫынни пит хытӑ айкашать. Морозовӑн наци ыйтӑвӗн советникӗччӗ. Хӑйӑн ҫумне чӑваш халӑх сутӑнчӗкӗсене пуҫтарнӑ.Вӗсен хушшинче кандрашкин пур. Пит хӑрушӑ чӑваш халӑхӗн тӑшманӗ. Ҫийӗнчен пӑхсан чӑваша майлӑ пек, шалта вара - этем мар. Вырӑсла " оборотень" теҫҫӗ. Ҫак ҫынсем пӗтӗмпех пӑтраштараҫҫӗ. Часах чӑваш хули - Чӗмпӗр тутарсен пулӗ.
Атнер // 4176.90.2625
2019.06.26 10:43
Пала иккен.То тӑ Кондрашкин нихҫан та чӑвашла калаҫмасть.Ма ҫав териех хисепеместь вара вӑл чӑваша
Инерпи // 3819.06.4624
2019.06.28 11:25
Чемпер чем марта, Шупашкар та савранать. Паянхи вырасла, ыранхине тутарла, Палхара Аскольд калашле сухатрар. Сайт синче манкка чамласа ларсан ку куранса паларсах тарать.
2019.06.29 07:06
Акапасар, пирĕн ку ĕнтĕ пурнăçа тахçанах кĕнĕ: çумрине курмастпăр, инçете кармашатпăр.
Анонимла // 2196.77.1888
2019.11.21 22:11
Тупӑшса ларатӑр, куҫ умӗнче чӑваш литератури пӗтсе пынине курмастӑр. "Ялав", "Капкӑн" журналсем пурччӗ, хупӑнчӗҫ. "Тантӑш" хаҫат эрнере 2 хутчен хӑйӗн вулаканӗ патне ҫитетчӗ, унтан эрнере пӗр хутчен пичетленме тытӑнчӗ, малтанах 12 страницӑпа, унтан 8 страница ҫине куҫрӗ. Халь тата 4 страница кӑна тӑрса юлчӗ. тепӗр 4-шӗ вырӑсла пичетленме тытӑнчӗ. Вырӑсла пичетленни япӑх мар, тейӗпӗр-ха, анчах та ачасен чӑвашла заметкисем пачах та сахал-ҫке.Мӗн тери маттур пирӗн чӑваш ачисем, вырӑсла пит хитре ҫыраҫҫӗ!
Сӑмах май, сайтпа ют патшалӑхри граждансем те кӑсӑкланаҫҫӗ, эсир пур, ларатӑр чӑваш ятне ярса, темтепӗр ҫырса пӗр-пӗрне кӳрентерсе.
Agabazar // 3604.42.0180
2019.11.22 05:51
Agabazar
"Тантăш" вырăсла пичетленме пуçлани хăш енчен "лайăх" пулма пултарать?
Анонимла // 1284.08.3166
2019.11.22 10:29
Agabazar мана ӑнланмарӗ курӑнать. "Тантӑш" вырӑсла пичетленме пуҫланни пирки эпӗ иронипе ҫыртӑм, кавычкӑна илмесӗр. Ачисем, тен, чӑвашлах ҫыраҫҫӗ пуль заметкисене, хаҫатра вӗсем вырӑсла пичетленеҫҫӗ. Ку хаҫата эпӗ ҫулленех ҫырӑнса илсе ӗмӗр тӑршшипех, ҫитес ҫул валли ҫырӑнас кӑмӑл ҫук, урӑх чӑваш хаҫатне ҫырӑнатӑп вӑл укҫапа, вӗсем халлӗхе вырӑсланман-ха. Редакцине те ӑнланма пулать, тен, капла тираж ӳсессе шанаҫҫӗ пуль, тем ҫав, курӑпӑр. Ял халӑхӗ, ҫав шутра учительсем те,хаҫат ҫырӑнма пӑрахрӗҫ.
Agabazar // 1080.26.6732
2019.11.22 12:03
Agabazar
Ачасем чăвашлах çырни пирки хытă иккĕленетĕп. Чăннипе пачах урăхла пулма кирлĕ: ачасем вырăсла çыраççĕ, редакци вĕсене чăвашла куçарса пичетлет. Хаçат çырăнма пăрахнипе ан мухтан. Мухтанмалли унта ним те çук.

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики