Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Если хочешь быть счастливым, будь им.
(Козьма Прутков)
 

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1742134 просмотров

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Ялтан // 3422.28.0861
2019.07.23 07:48
Университет дипломӗ пирки... Кунта питӗ ҫӳлтисем пирки сӑмах пырать ӗнтӗ: графсем, профессорсем... Мӗн пирки капла каланӑ, пӗлместпӗр пулсан та вӗсем калани килӗшӳллӗ. Тивӗҫӗ пур. Анчах пӗри вӗсемпе ним те мар танлашса ларнӑ. Тан анчах мар, ҫӳллӗрех те. Хӑв хурлакан доктор вырӑнне телевизор экранӗ ҫине тухса пӑх пӗрре. Эпир ун чух сана хакласа пӑхӑпӑр.
2019.07.23 21:41
Ялтан, хăвăн ятна пĕлтерме хал çитер малтан, сĕнÿ париччен. Экран çине тухасси пирки: маншăн манăн тивĕç хаклăрах çав, юхăнчăксемпе пĕр ретре ларма. Эпĕ алă-урапа, пуçпа ĕçлесе укçа-тенкĕне илетĕп, пĕр вырăна сутса мар. Ку ăнланмалла?! Сан йышши аккки-тĕккисем аванах сайт çинче, анчах погодăна вĕсем тумаççĕ, пачах урăххисем
Ялтан // 2607.57.1421
2019.07.24 22:04
Аскольд, эс ҫӑварунти чӗлӗмне шыратӑн-шыратӑн та лач! сурса "тупатӑн" кӗҫех. Мӗнле камитле ят тупнӑ хӑв валли! Кашниех выртса кулать.
2019.07.24 22:37
Итлеме вĕрен, ачамккă ялтан текенскер, е тата чăвашла çырни çитмест-шт санăн ăс-тăнна?
Интуици́я // 3441.00.1146
2019.07.25 07:33
Как же глупы некоторые чуваши. И хорошо бы если бы они не демонстрировали свою глупость, так нет же, стремятся тоже писать. Имя Аскольд носил первый конунг Руси, кто фактически создал Русь, знать надо историю и немного читать правильные книги. А ялтвн имени так и вовсе нет, может быть правильнее аялтан? Вам это больше подходит
Интуиция // 3441.00.1146
2019.07.25 07:36
Из всех, кто здесь пишет, единственно Аскольд пишет о сегодняшних проблемах чувашского народа, но... Народу эт не нужно похоже
2019.07.25 16:51
Интуиция сăмахне малалла тăсса, чăвашла уçса пĕлтерме кăмăл пур: сирĕн сайт çинче ларакансен сассисем йĕм тĕпĕнсен тухакан сасăсем, ку чухне хăйне пĕлтерме хăраса лараççĕ. Ара, мĕнле намăс пулать-çке. Тĕрĕсне калаканăн хăрасси çук. Бедый, больной и бездарный не имеет завистников и злопыхателей. А по количеству нападок, я вижу одно: сайт заполнен бездарями, чьё призвание убирать за скотиной на скотном дворе, но не более того... Не обижайтесь на констатацию факта, если кого обидел обидел из комментаторов наподобие: ялтан, пĕр хĕрарăм, вот и и прочие
Базиль Кириллов // 9268.4.8764
2019.07.25 22:27
Аскольд текенни аван ача, ман шутпала. Сӑпайлӑхӗпе тӗлӗнтерет. Вӑл "Император Наполеон" псевдоним илме пултанӑ, никам та ӑна чарман. Е Папа Римский. Вӑл хытӑ шутланӑ та сӑпайлӑн Аскольд Де Герсо тесе ҫырма шутланӑ. Тӗлӗнмелле сӑпайлӑх!
2019.07.26 11:22
Кириллов, хочу быть королём- не могу. могу быть герцогом, не хочу, Роган я есть, тенĕ авалхи Франци патшалăхĕнче граф Роган, Пултараттăм Наполеон Бонапарт тесе çырма, анчах та енчен те ман несĕл граф Де Герсо, мĕскер валли мана вăл кирлĕ? Сăпайлăх е сăпайлăх мар, пĕтĕмпе манăн ĕç, çавах та эпĕ çука пур туса лармастăп. Паян-ыран Пелепей районĕнче Слакпуçĕнче сысна ферми хăпартса лартаççĕ, сирĕ вара ку пĕртте пăшăрхантарн-и çук, сирĕншĕн бек аçа пулнă е ама кăсăклантарать. Паянхи куна тĕрĕспе Хусан хулине те пин çул мар, ултçĕр-çичçĕр çултан ытла мар теççĕ, анчах пуçлăх каларĕ пин, значăтцă - пин. Вăт çавнашкал тĕнчере пурăнатпăр, сирĕ вара Аскольд Де Герсо тăнăçсăрлантарать, ыйхăра сирет
Базиль Кириллов // 2093.07.5921
2019.07.30 16:17
Мой прадед говорит: имею желание купить дом, но не имею возможности.
Имею возможность купить козу, но не имею желания.
Так выпьем за то, чтобы наши желания совпадали с нашими возможностями.

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 18

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики