Эпир Тӑван Атӑла Совет самани вӑхӑтӗнче ҫырӑнаттӑмӑр.Халӗ- ҫук! Мӗншӗн тесен авторсем- чӑн пурнӑҫа пӗлмен ҫынсем. Редактор- хӑйне мӗн кӑмӑла каять, ҫавна анчах пичетлет. Ман шутпа журналта мӗн пичетлемеллине вулакансем татса памалла. РЕДАКТОР МАР!
Манка пирки мар, "Тăван Атăл" çинчен калаçас пулать. Анчах та ун умĕн манкана шăлма вĕренмелле.
Вулакан "татса памалла" имĕш. Эс ху вулама пĕлетне-ха? Манса кайман-и? Э эс ăна, вулассине, пачах та вĕренмен?
Вулавçă хайлавпа епле паллашать? Вуласа паллашать. Хайлавпа ăна вуламасăр паллашма май çук. Вулас тесен вара — пичетлесе калармалла е Интернетра вырнаçтармалла. Унсăрăн епле паллашан?
Кун çути курман хайлав пирки вулавçă нимĕн те палăртма е "сасăлама" пултараймасть. Малтан — паллашмалла. Паллашма — журналта тухни кирлĕ.
Тĕлĕнмелле пулин те, "Николай Андреев" текенсене çакнашкал ансат япаласем пирки те ăнлантарса пама тивет. Ăнлантарнăшăн сăпаççип калĕ-ши, çук-ши, кун пирки иккĕленетĕп. Тавçăрса илейрес çук пулĕ.
Тавай луччĕ туалета кайса унитаз патне пырса тăрсан йĕм антарсси-антармасси пирки сасăлатпăр? Хăш "меслет" ытларах сасă пухать? Унитаз çине лариччен йĕмме антрамалла-ши е кайран çеç, "çăмăллансан"? Ну? Яра парăр, сасăлăр!!!!
Ахальтен мар ĕнтĕ кашни пули-пулми "ыйтупа" кунашкал сасăлама юратакансене "дерьмократсем" теççĕ.
Николай Андреев // 3785.28.0227
2019.05.26 08:26
Асанне Акӑпӑсар ешши ҫынсем пирки "Ҫамкине сыс" тесе калатчӗ.Ҫавна ҫеҫ каламалли юлать сана. Эпӗ Тӑван Атӑл журнал пирки чун- чӗререн пӑшӑрханнипе ҫеҫ ҫыртӑм. Пирӗн район хаҫачӗн тиражӗ Тӑван Атӑлӑннинчен нумай та кая мар.Ҫырӑнас хакӗ вара журналӑннинчен икӗ хут ытларах. Ҫакӑ мӗн пирки калать ши Акӑпӑсар? Хайлавсем сирӗн журналта анчах пичетленмеҫҫӗ.Чӑн та манӑн произведенисем "шедевӑр" мар пулӗ.Анчах вӗсене хаҫатсенче хаваспах йышӑнаҫҫӗ.Акӑпӑсарӑн пӗр- пӗр "шедеврне" вулас килет.
Акапасар, чăннипе те уçса пар-ха хăвăн хайлавусем пирки. Кунта санăн йышши çырса ларма нумай ăс кирлĕ мар, хайлав çырасси вара пур çăкăр çине сахăр сапасси мар.
Николай Андреев // 6008.4.9429
2019.05.27 20:59
Акӑпӑсар-кашни сӑмах хыҫҫӑн манка та туалет тесе ҫыракан чӑваш "интеллигенчӗ"!Эпӗ ҫыравҫӑ мар.Критик пулма Турӑ ҫырлахтӑр.Ҫапах та ҫакна калас килет.Эпӗ хӑй вӑхӑтӗнче кӗтӳ те кӗтсе курнӑ,кун пек ятлаҫакан этемсене курман.Ҫынна лайӑхрах ҫырма хавхалантарас вырӑнне эсӗ вӗсене лачакара йӑвалатӑн.Хӑй пултарайманнипе ҫынсене кӑшлакан импотент евӗр.Ӑҫта хӑвӑн шедевӑрӑ?Пултараймастӑн тӑк,хуп шӑршлӑ ҫӑварна.
Малай // 3325.24.4437
2019.05.27 22:13
Акапасар вăл нимле писатель те мар, унăн мĕнпур çырнă "шедервĕсем" çак сайтов чĕкĕрсе тултарни кăна, унпа чăнласа калаçма кирлĕ те мар.