Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Смерть - стоит того, чтобы жить, а Любовь - стоит того, чтобы ждать.
(В.Цой)
 

Юрий Яковлев: Мӗскер тӑвар?..

Юрий Яковлев21.09.2018 19:1415533 просмотров

 

Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваш пӗтнипе пӗтменни пирки калаҫнӑ чух Ҫеҫпеле асра тытар, Ҫеҫпӗл умӗнче намӑсланар.

 

Паянхи чӑваш наци ӑнӗнчи (сознанийӗнчи), чӑваш наци тӗнчетуйӑмӗнчи тӗпри кӑмӑла палӑртма/ӑнланса илме пӑхсан ирӗксӗрех Ҫеҫпӗл сӑввисем аса килеҫҫӗ. (Ун сӑввисем каҫ тӗттӗмне самантлаха сирекен ҫиҫӗм пек: халӑх чунӗнчи шухӑша кӗменни, сӗмленни уҫӑмланать, наци шӑпин ҫырӑвне вулас кӑмӑл пирте – Ҫеҫпӗле ӑша илнисенче – амаланать.). 1921 ҫулхи ҫуркунне ҫырнӑ сӑввине поэтӑмӑр «Йӑвӑр шухӑшсем» тесе ят панӑ. Сӑвӑ ӑҫта ҫырӑнни те пӗлтерӗшлӗ – Шупашкарта, чӑвашсен тӗп хулинче.

 

Шупашкартан тухрӑм, тӳрех утрӑм,

Атӑл тӑвайккийӗ ҫине ухрӑм.

Акӑ куҫӑм умӗнче чӑваш ҫӗрӗ…

Тӑван ҫӗршыв тавра чунӑм вӗҫрӗ.

Атӑл шавланине итлерӗм:

Чуна лӑплантарса пули, терӗм.

Анчах канӑҫсӑр чунӑм лӑпланмарӗ,

Пуҫран йӑвӑр шухӑш каймарӗ.

Тӑван ҫӗршыв, сана ӗненеттӗм,

Пулас мухтавлӑхна сисеттӗм…

Халиччен шанчӑкпа чӗре ҫунчӗ…

Паян теме сиссе ӗмӗт сӳнчӗ.

Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,

Сивӗннӗ чӗрере вӑйӑм чакрӗ.

 

– Килсем часрах, чӑваш поэчӗ! –

Тесе яланах чун чӗнетчӗ.

Шухӑшлаттӑм: акӑ талан килӗ –

Тӑван ҫӗршыв чӗлхине илем килӗ.

Ҫырулӑхӑн пулӗ тӗрӗс ҫулӗ,

Кӗнеке те пулӗ ҫӗршыв мулӗ…

Анчах кунсем, ҫулсем иртсе кайрӗҫ,

Чӑваш поэчӗсем сас памарӗҫ.

Хальччен шанчӑкпала чӗрем ҫунчӗ,

Паян кун чӗрере ӗмӗт сӳнчӗ.

Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,

Хуйхӑллӑ чӗрере вӑйӑм чакрӗ…

 

Тӑван ҫӗршыв, е сан та вӑю пӗтрӗ?

Е чӑваш чӗлхин хӑват ҫӗтрӗ?

Е ют чӗлхесем ӳснӗ майӗ

Чӑваш чӗлхи ҫӗтсе, пӗтсе кайӗ?

Е чӑваш ҫынни, чӑваш ялӗ

Сарлака ҫӗр ҫинчен ҫухалӗ?..

Апла пулсан… чӗрем хыпса ҫунтӑр,

Чӗрем хыпса ҫунса сив кӗл пултӑр.

Сив кӗл хаяр ҫилпе вӗҫсе пӗттӗр,

Сивӗ ҫапнӑ чуна вилӗм кӗтӗр.

Ват асатте ҫиллӗ тӑвӑл витӗр

Мана масар ҫине кайса чиктӗр.

Тӑпрам ҫинче ӗмӗр ҫил улатӑр,

Ватӑ йӑвӑҫсене суллатӑр.

Вилтӑпри вӗлтӗрен тӑхӑнтӑр,

Пуҫӑм ҫинче ҫӗлен шӑхӑртӑр.

 

«Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет»… Ҫавӑн пек шухӑш та выляса илчӗ пӗр вӑхӑт вӗреннӗ чӑваш хушшинче. Выляса илчӗ тетӗп, мӗншӗн тесен халӑх пӗтет текен шухӑш чӑнласа пӑлхатни курӑнмарӗ. (Чӑваш шалтине, ӑшрине кӑтартма пӗлменнине асра тытса сӑнасан та - курӑнмарӗ.). Эсир епле чӑваш пулнине ӑнланса илмелли ансат меслет сӗнетӗп. «Чӑваш пӗтет» тейӗр те – хӑвӑра сӑнӑр. Кӑмӑл-туйӑмӑра астуса юлӑр та сӑввӑн юлашки сыпӑкне вулӑр. Ҫеҫпӗл туйӑмӗ – ту пек пысӑк асаплану. Эпир вара – паянхи чӑваш текен шӗпӗнсем. Мӗншӗн чӑваш пӗтни Ҫеҫпӗле ҫӗр ҫӗклейми хуйхӑ пулса ҫунтарать, пире вара пуш сӑмах хутаҫҫи салттарать?..

Тӗслӗх вырӑнне Чӑваш наци телевиденипе пынӑ пӗр калаҫу сыпӑкне илсе парам («Ҫитмӗл те ҫиччӗ». 19.12.2012.).

«Татьяна Ильина: Паркинсон саккунӗ текен япала пур. Пӗтмелли япала пӗттӗрех тени. Пӗтсессӗн ун вырённе ҫӗнни ҫуралать тесе. Ҫав саккун пире пырса тивет-ши вӑл? Чӗлхе пӗтни, халӑх пӗтни – вӑл: тӗрӗссипе илсессӗн, историшӗн тӗлӗнмелле япала мар. Халӑх хӑй тапаҫланса пурёнас темесессӗн ӑна ирӗксӗрлесе епле пурӑнтаран?..

Улатимӗр Тяпкин: Татьяна, эп кӑна, тӗрӗссипе, калама хӑрарӑм. Врач вӗт-ха диагноз лартать: анчах та чирлӗ ҫынна йывӑр вӑхӑтра хӑйне каламасть те вӗт-ха. Юлашки сывлӑш тухиччен пурӑнтӑр тесе… Паллах, врачӑн тӗрӗс диагноз пӗлмелле ун. Пирӗн наци проблемипе те. Йывӑр, ҫухалса пыратпӑр. Тепӗр тесен, хамӑр хушӑра, хам юлташсемпе темле кунта трагеди тумастпёр, караул кӑшкӑрмастпӑр. Пирӗн пек мар вӑйлӑ цивилизацисем пӗтнӗ, вӑйлӑ халӑхсем пӗтнӗ. Паллах ӗнтӗ, глобализм шайӗ, пӗр халӑх патне пырса тухасси пиртен килмест ӗнтӗ. Ҫын та вӗт-ха 150 ҫул пурёнмасть вӗт-ха, ҫапах та эпир ҫут тӗнчере тӑрса юлатпӑр. Ачасем ҫуралаҫҫӗ. Тӗрӗссине калама йывёр… Анчах та паллӑ ӗнтӗ вӑл урӑхла май процесс аталанса каясси. Йывӑр шухӑшсем. Историне тӗпчесен те. Юхма пире калать, Польша примерне илсе кӑтартать. Польша халӑхӗ те ҫапла пӗтес шайне ҫитсе пынӑ, кайран аталанса кайма пултарнӑ. Анчах та историнче ун пек тӗслӗхсене пӗлсе каймастпӑр, паллах. Ҫавӑнпа кунта ытлашши трагеди тумалла та мар».

«Пӗтмелли япала пӗттӗрех, ун вырённе ҫӗнни ҫуралать», «хамӑр хушӑра, хам юлташсемпе темле кунта трагеди тумастпёр, караул кӑшкӑрмастпӑр – пирӗн пек мар вӑйлӑ цивилизацисем пӗтнӗ, вӑйлӑ халӑхсем пӗтнӗ»… Чӑваш пуласлӑхӗ пирки сӑмах хускалсан ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑл еккипе ярӑнакан калаҫӑва малашне тяпкинла калаҫу дефиниципе палӑртма сӗнетӗп. Трагеди тумастпӑр, трагеди тумастпӑр тесе янӑрашакансене сӳрӗклӗх паттӑрӗ темелле. Сӳрӗк чунлисем валли Шнобель евӗр преми йӗркелемелле…

Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2018.09.24 12:20
Астор скиф, историне вара ăçта хăш тĕнчере шырамалла? Паянхи кун татаро-монгольское иго пулман теме пăхаççĕ, ку вара историрен виççĕр çула яхăн тапхăра çухаттарать. Калама çăмăл. Индеецсем вара, тĕслĕхрен, хăйсем кам пу лнине пĕлменрен пĕтнĕ-и, сирĕн шухăшпа? Конкистадорсем тĕплеççĕ, çука лăркама кирлĕ мар. Вĕренĕр чăвашла кам чарать? Мана, тĕслĕхрен, никам та чарни çук чăвашла çырма, вулама, пуплеме, е сире çавăтса çÿресе вĕрентмелле-ши? Апла-тăк, чĕлхе пĕтесси курăнсах тăрать. Хирĕç кунта Акапасар сиксе ÿкессе шансах тăратăп, анчах та чăваш халăхĕ Акапасар йышшисем çинче тăмасть, çынсем, чунтан тăван чĕлхене парăннă çын6сем çинче тăрать.Хăшĕ интернетра пуш параппан çапакан çинче мар
Астор скиф // 6836.6.7441
2018.09.24 22:33
Аскольд.Сан пек йӗрӗхсем чӑвашла пӗлни ниме те тӑмасть. Эс теп сакайӗнчи шӑши ҫеҫ. Кушак кайӑкӗ...
"Индеецсем" хӑйсем ӑҫтан тухса Америкӑна лекнине маннипе пӗтнӗ.Ытти халӑхсемпе хутшӑнма пӑрахнӑшӑн...
А "тутар-монгол" иги чӑнахах та пулман. Вӗсем пирки Багдад халифатчӗн игине анранисене пӗлтерес мар тесе "тӑнлисем" суя явап тунӑ. Тутарсем вӗсем, араб мамлюкӗсем ("тюркӑсем")...
Микула // 9259.3.8429
2018.09.25 12:25
Скиф тата çитменччĕ кунта вĕрентекенни. Санăн пĕрре çумне пĕре хушсан иккĕ пулать тени паян кун "достижени" мар. Çĕнни çук пулсан сывлăша ан чĕтрет. Юмахçăсем паян суваристсем хушшинче ,кунта мар. Сана мар, АСЛĂ ТИМĔРЕ те кунта итлекен çук.
Agabazar // 3469.59.0829
2018.09.25 13:24
Agabazar
Чăнлăха "çĕнетмеççĕ". Е чăн, е чăн мар. Чăн пулсан, "çĕнетни" ним тума та кирлĕ мар.
2018.09.25 18:39
Скиф, е тата мĕнле тăр ятлă, калас сăмахă пулсан мĕншĕн пытанатăн? Çын кулли пуласран шикленетĕн-и е? Сан йышшисем ы тти сайтсенче те мулĕпе тĕрлĕ никсем хыçĕнче тула тухнăн пытанса лараççĕ.
вова // 1328.72.8776
2018.10.31 21:54
Прежде чем ставить Сеспеля в пример поколениям нужно просмотреть его "историю болезни". Почему ни один из нас, пишущих здесь, не поинтересовался его биографией. Это же натуральный маньяк, психически неуравновешенный человек, покончивший собой. В бытность своей "большевистской деятельности" в Чебоксарах на его совести десятки, если не сотни, расстрелянных и замученных ни в чем не повинных людей. Он весь утонул в крови! Не из-за этого ли у него эти самые вопросы "жизни и смерти"?
Agabazar // 3488.90.2686
2018.10.31 23:47
Agabazar
Чăвашла калаç.

Çеçпĕлĕн чирĕн ячĕ паллă — шăмă туберкулёзĕ. Вăл мĕн япала иккенне пĕлес тесен шырав йĕркинче "костный туберкулёз" (е "туберкулёз костей") тенине çапса ларт та — пус: кирлĕ çĕре тухатăн.

Мĕнле вырăнсенче ĕçленĕ Çеçпĕл? Теччĕре — следователь тата следстви пайĕ пуçлăхĕ (Хальхи йĕркепе Теччĕ уесĕн прокурорĕ тесе ăнланмалла)
Шупашкарта — Ревтрибунал пуçлăхĕ (Чăваш Ен прокурорĕ тесе ăнланмалла), Юстици пайĕн пуçлăхĕ (Юстици министрĕ тесе ăнланма пултаратăр).
Унăн ун чухнехи ĕç-хĕлĕ нимĕнле асар-писер ĕçсемпе те çыхăнман. Вăрăсене тытнă, Хулигансене тытса чарнă, хирĕçекен килйышсене лăплантарнă... Чаппан вăрçи пуçланман-ха ун чухне. Нимĕнле репрессисене те Çеçпĕл хутшăнман. "Ĕлкĕреймен" темелле пуль.
Dfcbkbq // 3076.59.5035
2018.11.01 21:24
Туслă халăх пулма пăрахрăмăр- пĕрне-пĕри кĕвĕçсе, кăшласах пĕтетпĕр, Чуралăхран тухнă-ши паянхи куна чăваш? Тата темĕнле усал, пăтăрмах -раздрай юхăмĕ :- халăха темиçе пая уйăракан тапаçланни (суварçăсенпе пăлхарçăсем) ĕçĕсем ырă япала мар. Чăвашсем эпир -тĕрлĕ ăрупа -йăхран таракан, пĕр чĕлхе пире пĕр халăха чамăртанă, хамăрăн патшалăх пулнă, халь чĕлхене манса, патшалаха ячĕшен кăна хаварнă , шучĕпе те чакса тăвайккине шуса анатпар ...... КАМ АЙĂПЛĂ?

Çеçпĕл Мишшипе Юрий Яковлев мар.
вова // 1353.98.6942
2018.11.06 19:00
Халӑхӑмӑр малалла та аталанса пытӑр тесен пирӗн пурин те пӗрле пулмалла! Иван Яковлевӑн халалӗсене ӑсра тытса.
Agabazar // 3538.2.9213
2018.11.06 20:22
Agabazar
Иван Яковлев "Халалне" тĕппирех вуласа тухрăн-и-ха?

Страницăсем: [1], 2, 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики