Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Не раскрывайте случайных книг.
(Агни-Йога)
 

Agabazar: Чӑваш автономийӗн историйӗ (питӗ кӗскен)

Agabazar15.09.2018 16:5012892 просмотров

Ӗнтӗ часах Чӑваш автономине туса хунӑранпа шӑп та шай 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май унӑн историне кӗскен пӑхса тухас килчӗ. Кӗскен. Эппин, кӗскен пулсан, ҫав историн пӗр енне ҫеҫ пӑхса тухӑпӑр: Чӑваш автономийӗн 100 ҫул тӑрршшӗнчи чи пысӑк пуҫлӑхӗсен (пӗрремӗш сӑпатсен) йышне палӑртма хӑтланса пӑхӑпӑр. Пӗрремӗш ята асӑнма ҫав тери ҫӑмӑл. Вӑл — Элмен Даниил Семёнович.

Элмен Даниил Семёнович.

Д.С.Элмене чӑннипех та Чӑваш автономийӗн никӗслевҫи теме пулать. Унашкал ҫынсене вырӑс чӗлхинче "отец-основатель" теҫҫӗ. Чӑваш автономийӗн ашшӗ эппин, хамӑрла каласан. 1920-1921-мӗш ҫулсенче Чӑваш ревкомӗн (революцилле комитечӗн) пуҫлӑхӗ (каярах Чӑваш автономийӗн пурнӑҫлав комитечӗн пуҫлӑхӗ) тата кунти коммунистсен ертӳҫи. 1921-мӗш ҫулхи январьте пулса иртнӗ Чаппан вӑрҫи хыҫҫӑн ӑна ертсе пырас ӗҫрен катертме шутлаҫҫӗ.

Ҫапла вара Чӑваш автономийӗн пурнӑҫлав комитечӗн пуҫлӑхӗнче, 1921-мӗш ҫулхи июльтен, Коричев Сергей Андреевич ӗҫлеме пуҫлать.

Ҫав вӑхӑтрах 1921-мӗш ҫулхи мартра Чӑваш коммунисчӗсен пуҫлӑхӗнче Савандеев Георгий Степанович ӗҫлет. Ыйту сиксе тухать: хӑшне автономин перемӗш сӑпачӗ тесе шутламалла: Савандеева е Коричева? Ман шутпа, Коричев. Мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра, Ленин виличчен, партие ӗҫ тӑвакан органтан мала хурасси вӑй илеймен пулас. Ку — ман шухӑш. Тен, специалистсем (историксем) урӑхларах шутлаҫҫӗ пуль. Эппин, 1921-1924-мӗш ҫулсенче Чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗ Коричев Сергей Андреевич пулнӑ тесе шутламалла. Кун хыҫҫӑн вара коммунистсен пуҫлӑхӗ мала тухать пулмалла.

Кам-ха вӑл? Кунта вара чӑн малтанах каллех Элмен ячӗ сиксе тухать. Ун хыҫҫӑн РКП(б) обкомӗн яваплӑ секретарӗсем — Томасов Михаил Тимофеевич (21.4.1925 - 22.10.1925), Алексеев Василий Алексеевич (22.10.1925 - 22.11.1926).

Енчен те ку харкамлӑхсен (Элмен, Томасов, Алексеев) чӑн-чӑн вайӗ тӗлӗшпе иккӗленӳсем пур-тӑк, Чӑваш коммунисчӗсен тепӗр пуҫлӑхӗ, Петров Сергей Порфирьевич, автономин иккӗленмелле мар пуҫлӑхӗ пулса тӑрать. 1937-мӗш ҫулччен. Малалли ятсем:

— Иванов Герасим Иванович (14.11.1937 - 17.9.1938)

— Волков Алексей Алексеевич(17.9.1938 - 24.9.1938 — вӑхӑтлӑха, 31.10.1938 - 4.3.1940)

— Чарыков Иван Матвеевич(4.3.1940 - 2.12.1948)

— Ахазов Тимофей Аркадьевич(2.12.1948 - 14.11.1955)

— Ислюков Семён Матвеевич(14.11.1955 - 4.1.1968)

— Вороновский Николай Анатольевич(4.1.1968 - 28.11.1973)

— Чичикин Пётр Андреевич(вӑхӑтлӑха, 28.11.1973 - 14.1.1974)

— Прокопьев Илья Павлович(14.1.1974 - 25.10.1988)

— Петров Александр Петрович(25.10.1988 - 2.6.1990)

1990-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнчен КПСС вӑйсӑрланса юлать, хӑйӗн вӑйне ҫухатать. Ҫавна пула Чӑвашӑн пӗрремӗш сӑпачӗ тесе республикӑн Аслӑ Канашӗн пуҫлӑхне шутламалла.

— Леонтьев Анатолий Михайлович (1990-1991)

— Кубарев Эдуард Алексеевич (1991—1993)

Кун хыҫҫӑн вара — Фёдоров Николай Васильевич вӑхӑчӗ (1993-20...).

Паянхи кун республика пуҫлӑхӗнче — Игнатьев Михаил Васильевич.

Чӑваш республикин ялавӗ.

Ҫапла вара, манӑн верси (Чӑваш чи аслӑ пуҫлӑхӗсен тӗлешпе) ак ҫакнашкал: Элмен — Коричев — Элмен — Томасов — Алексеев — Сергей Петров — Иванов — Волков — Чарыков — Ахазов — Ислюков — Вороновский — Чичикин — Прокопьев — Александр Петров — Леонтьев — Кубарев — Фёдоров — Игнатьев. Мӗнпурӗ кунта 18 ят. Элмен икӗ ӑстрӑм пулнӑ пек пулса тухать: 1920-21 тата 1924-25 ҫулсенче. Хӗрарӑмсем курӑнмаҫҫӗ. Пурте тенӗ пекех чӑвашсем. Чӑн та, 1937-38 ҫулхи ахӑрсамана хыҫҫӑн Волков тата Чарыков вырӑссене лартнӑ. Тата, паллах, ку енӗпе Вороновские асӑнмалла. И.П.Прокопьев асаилевӗсенче ку пулӑма, Вороновский килнине, вырӑнти пуҫлӑхсем пит ӑнлансах кайманни пирки калани пур. Чичикина асӑнмасан та юрать, мӗншӗн тесен вӑл умӗнхи пуҫлӑх сасартӑк вилнине кура вӑхӑтлаха ҫеҫ вакансие тытса тӑнӑ. Асӑннӑ вырӑссем, — ӑҫта ҫуралса ӳснине кура, — пӗри те вырӑнтисем мар.

Тепӗр хут калас килет: пӗрремеш сӑпатсен йышне кунта палӑртни — юлоашки шайри чӑнлӑх мар. Уйрӑмах 1920-мӗш ҫулсем тӗлӗшпе ыйтусем пур. Сӑлтавӗсене каларӑмӑр ӗнтӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2018.09.18 08:00
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
Этот комментарий удален. Причина:
2018.09.18 08:35
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
Этот комментарий удален. Причина:
Agabazar // 2068.73.4266
2018.09.18 12:13
Agabazar
"Микула" тени кукăртса каланă ят. Унăн "чăн ячĕ" — Николай.
2018.09.18 12:34
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
Этот комментарий удален. Причина:
Микула // 9259.3.8429
2018.09.18 16:52
Çавăнпах ĕнте Сыхчи сирĕнтен чăн историне çырасси пулмаç. Калăпĕсем сирĕн кивельнĕ. Ĕлĕкхи чăвашăн петĕм ят ислам тĕнĕпе çыхăннă. Шутлама пельменнисем кăна ячĕсем "тутарла" теме хăтланаççĕ. Пăлхарсем византирен православи тĕнне йăшăннă,хазаринче иудаизм, арапсенчен ислам. Чăвашсенчен пĕр пайне кăна "язычник" теме пулать,çармăссенчен тата ирçесенчен "чăвашланнисене".
Микула // 9259.3.8429
2018.09.18 17:13
Чăвашăн Эрнекун -ислам, Шăматкун-иудаизм,Вырсарникун-православи. Пĕтĕмпех кăтартуллă. Ячĕ халăхăмăрăн кăнтăртан пулнишĕн Микула айăплă мар. Турцинче чавуш тесе çырсан та чăваш тесе каланишĕн ,унтах сувар -юланутçă,çаваç-çапăçу пулнишĕн "сиксе чĕтреме" кирлĕ мар. Турци халăхĕ те,тутарсем те чăвашсемшĕн тăвансем пулнишĕн те Микула айăплă мар. Халăха пĕтерес текенсем кăна чăваша ыттисенчен уйрăм тăвасшăн,"çăтса " яма çăмăлтарах пултăр тесе . Чăвашсемшĕн нимĕнле тĕн те,нимĕнле халăх та тăшман мар. Юнĕпе вăл америка нацийĕ пек тĕрлĕ халăхсенчен ,тĕнĕ те "язычество" мар,пĕрлештернĕ тĕн пулнă. Чăн самахсенче чеелех çук,малтан,совет саманинче суйса пурăннă шаблонсенче, пур.
2018.09.19 07:13
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
...Этем, пуçпа айван, сăлтав пирки арпашăнса анкă-минкĕне тухние, ăнланса каçарма пулать; сутăнчăк е провокатор пулса Чăваш ятне/историне вараласа çÿрени, чылай япăхрах..: ТАСАМАРЛĂХ - йĕрĕнтерет.
Пĕтĕмĕшле/глобальный/ е Чăваш историне эпĕ çырма та хăтланмас (аптранă микулай пек), мĕншĕн тесен вăл вуншар/çĕршер ученныйсемпе институтсен ĕçĕ. Ман тĕллев: йăхăн чăн историпе родословнăйне тĕпчесе, пулас ăрусем валли сыхласа хăварасси...
Микула // 9259.3.8429
2018.09.20 10:50
Сан родословный сана ,тата сан тăванусене анчах кирлĕ. Истори наки мар вăл. Ученыйсем те çынсемех вĕсем.Çитменлĕхĕсем туллиех.Совет саманинчи историксен хăйсен кăлтăкĕ пулнă. Шанчăклах мар ĕçĕсем,партйный линине пăхăнса çырнисем. Хăвна Киремет Сыхчи тен ,анчах та Киремет тенин ăнлансах каймастăн пулас. Киремет ислам тĕнĕпе çыхăннă. Провокатор тесе ытларах аргумнтсем çуккипе кăшкăрашаççĕ. Тавракурăм ,логика çук пулсан "прихут" шкулĕн калăпĕ çителĕксĕр пулĕ.
Микула // 9259.3.8429
2018.09.20 11:02
Суваризм,чăвашсем çăваç "язычник" пулнă тени паян кун "анохронизм". Суя калăпсем калăплакансем паллах хыçкаланма тытăнчĕç. Мĕнле -ха капла, Микула "çăкăр" туртса илет. Провокатор,наймит тата ытти те? Суя, суя пулни кăшт тимлĕрех пăхсанах палăрать.Çавăнпах чăваш историне çĕнĕлле çырассине чарса лартма çук. Микула çулне тăракансем хутшăнсах пырĕç. Сыхчи эс çавах ăнланас çук эп çырнине,мĕншĕн тесен ĕмĕр пурăн ,ĕмĕр вĕрен тенĕ. Вĕренме килĕшменнисене вăйпа вĕрентеймĕн. Уйрăмах çулланă çынна. Педагогика.
Agabazar // 3385.30.3868
2018.09.20 11:26
Agabazar
Юрать Микула пур, унсăрăн суваристсем тахçанах пирĕн ĕнсе çине улăхса ларса с... хумалла...

Страницăсем: 1, [2], 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики