Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Искусство есть посредник того, чего нельзя высказать.
(И. Гете)
 

Agabazar: Ферма хӗрӗсем

Agabazar01.09.2018 23:1111669 просмотров

Йӗпреҫ районӗнчи "Красный партизан" колхозри фермӑра. 18, апрель, 2014 ҫ.

Иосиф Дмитриев режиссёр, Трер псевдонимпа та паллӑскер, каласа панинчен:

ГИТИСра пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра виҫӗ уйӑхлӑх практикӑра пултӑм. Ку тапхӑрта спектакль лартсан та, лартмасан та юратчӗ. Эпӗ хатӗрлерӗм. «Кӗре кӗрсен» постановкӑна аслӑ ӑрури артистсем паянхи кун та астӑваҫҫӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри ӑна «Ферма хӗрӗсем валли мар ку» тесе тиркерӗ.

Кам-ха вӗсем, "ферма хӗресем"?

Выльӑх-чӗрлӗх фермисенче ӗҫлекен хӗрарӑмсене, тӗпрен илсен ҫамрӑкраххисене, ҫапла калаҫҫӗ чӑвашсем.

Вӑт ҫавсем тӗлӗшпе эп мухтав сӑмахӗ калама хӑтланса пӑхасшан. Ку ӑнлава илтсенех тӳрех унчченхи саманасенчи ҫамрӑк ӗне сӑвакансем аса килеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра, чылай ҫӗрте, унчченхи колхоз фермисем тахҫанах ӗнтӗ юхӑнса выртаҫҫӗ. Е, унта-кунта кӑштах пур пулсан та, ӗҫлекенӗсем нумаях мар. Ҫавӑнпа та ытларах иртнӗ вӑхӑтсем пирки калама тивет. Чӑн та, кунта илсе кӑтартнӑ иллюстрацисем пурте хальхи вӑхӑтран.

Вӑт, аса илӗпӗр колхоз дояркисене, ӗне сӑвакансене. Вӗсем ирех тӑнӑ та, ӗне сунӑ ҫӗре васканӑ. Ирхи сӑвӑм вӗҫленсен каялла киле таврӑнма май пулнӑ. Анчах та таврӑнмасса та пултарнӑ. Уйрӑмах кил ҫывӑхра мар пулсан. Пушӑ вӑхӑта ферма ҫумӗнчи общежитире ирттерме май пулнӑ. Эп хам унашкал общежитисене, паллах, пайтах курнӑ. Халь пур-и всем ялсенче е ҫук-и — кӑна пӗлместӗп.

Кунашкал общежитисенче пульниццари пек тасалӑх тата йӗркелӗх хуҫаланатчӗ. Никам та унта, ют ҫынсенчен, малтанах ятарласа калаҫса татӑлмасӑр, кӗрсе пӑхма хӑяйман.

Тӗрӗссипе, общежитисем те мар ӗнтӗ вӗсем. Кану пӳлӗмӗсем тесен тӗрӗсрех пек. Ҫапах та унашкал пӳлӗмсене чылай чухне "общежити" тетчӗҫ. Унта — кашни хӗр валли ятран койккӑ, тумбочка, тенкел.

Мӗн тунӑ-ха ферма хӗрӗсем общежитире каннӑ чухне? Выртса тӗлӗрсе илме пултарнӑ. Ҫапах та ытларах чухне ал ӗҫӗпе аппаланнӑ: тӗрӗ тӗрленӗ, пански ҫыхнӑ... Тата — кӑна вара уйрӑмах палӑртса каласшӑн! — кӗнеке, хаҫат-журнал вуланӑ. Хӑйсен минтерӗсем айӗнче усраканнисене.

"Ҫилҫунат" агитбригада ҫынни (Борисов Г.А.) ферма ӗҫлевҫисем патӗнче. Елчӗк районӗ. Патреккел

Вӑт ҫак тӗлтен тӗплӗнреххӗн каласа пама тивет! Мӗншӗн тесех хайхи Иосиф Трер асӑрхавӗсемпе те ку питӗ тачӑ ҫыхӑннӑ!

Вӑт эпир "чӑваш литератури" тетпӗр, писсаччӗлсене, уйрамах ун чухнехисене, ҫав тери хытӑ мухтатпӑр.

Чӑннипе вара чӑн малтанах хайхи ферма хӗрӗсене хытӑ мухтамалла. (Паллах, уни-куни идеализацилемесӗр). Мӗншӗн тесен мухтавлӑ чӑваш литературине вулакансем чӑн малтанах ҫавсем пулнӑ. Урӑх никам та мар! Ну тата шкул ачисем ӗнтӗ. Анчах та шкул ачи вӑл ҫапах та ача кӑна, ҫитӗннӗ ҫын мар.

Хулара вӗренекен студентсем чӑваш литературине вуланӑ-ши? Темӗн. Ҫук пулӗ. Тен, чӑваш литературипе чӗлхин уйрӑмӗнчисем кӑштах вулакаланӑ пуль ентӗ. Анчах та унашкаллисем пирки ятарласа калаҫмалах та ҫук пулӗ. А ферма хӗрӗсем текен социаллӑ ушкӑн пирки ятарласа калаҫма май пур.

Кунта ӗҫ вуланинче ҫеҫ мар-ха. Вуланӑ хыҫҫӑн мӗн ӑша хывни пирки пӗр-пӗринпе сӳтсе те явнӑ мар-и? Ия ҫав.

Вӑт ҫавӑн пек йӗркеленсе пынӑ та литература процесӗ. Ӑна ун чухнехи писсаччӗлсем те аван ӑнланнӑ теес пулать. Чӑн малтан ҫакнашкал вулакана шута илнӗ те вӗсем. Ҫавсем пурри писсаччӗлсене тар кӑларса ӗҫлеме хистенӗ. Ҫавсене юрас тесе тертленнӗ.

Ҫулла ӗнесем ялтан самаях аякра вырнаҫнӑ лакӑрсенче. Ӗҫлекенсем валли — ятарлӑ быттовккӑсем. Кунта каллех хӑйне майлӑ пӗрлӗх, ушкӑн йӗркеленет. Ялти киле колхоз ятарласа уйӑрнӑ машшинапа кайкаласа килме май пур. Е лаша кӳлсе урапапа та ...

Муркаш районӗ. 2015-мӗш ҫул. Ферма ӗҫлевҫисем канашлӑва пухӑннӑ

Калас пулать, колхоз фермисенче ӗҫлекен хӗрсен ӗҫӗ ҫӑмӑл пулман. Мӗнле калаҫҫӗ-ха, ураран реҫын атӑ кайман, кану кунӗсем пулман, отпуск пирки те чылай чухне калаҫмалли те ҫук. Ку ҫыруллӑ хыпара эпир унашкал самантсем ҫинче чакаланса мар, хӗрсен ӑс-хакӑл тӗнчи тӗлӗшпе пусӑмласа тимлерӗмӗр.

Тепӗр тесен, ферма хӗрӗсен экономикӑри кулленхи пурнӑҫӗ пирки хай вӑхатӗнче яланах нумай калаҫнӑ. Район хаҫачӗсенче, кашнин ятне палартса, тӗрлӗрен сводкӑсем пичетленсех тӑнӑ: миҫе ӗне, миҫе литр сӗт суса илнӗ тата ытти те. Сысна, сурӑх, пӑру, чӑх-чӗп пӑхакансем тӗлӗшпе те ҫавах.

Ҫав ферма хӗрӗсем пурана-киоле качча тухнӑ, йышлӑ ача-пӑчаллӑ пулнӑ. (Вӑхӑт иртнӗҫемӗн те вӗсене "ферма хӗрӗ" теме пӑрахман пурпӗрех, — ара, хальхи вырӑс чӗлхинче те ҫавнашкал вӗт: карчӑксем те пӗрне-пӗри "девочки" теҫҫӗ.... :-)) Май килнӗ таран хайсен ачи-пӑчине те чӑваш культурине юратма, хисеплеме вӗрентнӗ. Шӑпах ҫав ферма хӗрӗсен ывӑлӗ-хӗрӗ ӗнтӗ Шупашкара килсе чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ факультетсене вырнаҫнӑ.

Шел, хальхи вӑхӑтра ялсенче чӑвашлӑха малалла тӗртме пулӑшакан социаллӑ сийсем пӗтсе те пыраҫҫӗ пулмалла.

Хама илес пулсан, ман анне ферма хӗрӗ пулман. Анчах та атте пӗр вӑхӑт ӗне фермин пуҫлӑхӗнче ӗҫлерӗ те, ҫавӑнпа кунта ҫырса кӑтартнӑ самантсене аванах чухлатӑп темелле. Хайхи ӗне сӑвакансен "общежити" текен кану ҫурт-йӗрӗнче, пӗр тӑрӑ айӗнче, аттен кабинет пекки те пурччӗ пулас. Хӑлтӑр-халтӑр пӗр пӗчӗк пӳлӗм.

Валерий Клементьев. "Чӑваш хӗрӗсем" юрӑ

Трак енчи Нимӗчкассинче пурнакан 88 ҫулхи Акулина Степанова аса илет:

Каҫсерен пӗчӗк ачасене килте пӑрахса хӑварса клуба мӗн чуль чупман-ши? Ҫамрӑксем алӑк умӗнче кӗпӗрленетчӗҫ, клуб уҫасса кӗтетчӗҫ... Колхоз тӳпе паратчӗ тата, ыттисемпе танах кӑшман та ҫумланӑ. Мӗнле кӑна мероприяти ирттермен-ши? Вӑрманкасран, Супартан халӑх килетчӗ. Ларма мар, тӑма та вырӑн юлмастчӗ. Спектакль, концерт хатӗрлеттӗмӗр. Вӑт пурӑннӑ тӑк пурӑннӑ! Ферма хӗрӗсем, дояркӑсем, уйрӑмах хастарччӗ. Вӗсем нихӑш мероприятирен те юлман, тем чухлех пулӑшнӑ. Ҫӑварни чупса миҫе алшӑлли пӗтермен-ши тата? Пӗр ӑйӑр алшӑлли вӗҫне чӑмласах янӑччӗ", - клуб ишӗлчӗкӗсем умӗнче тӑнӑ май сӳтӗлчӗ асаилӳ ҫӑмхи. "Хура кӗрӗк, ҫӳҫеллӗ тутӑр пӗрмай ыйтатчӗҫ. Сар кӗрӗк те пурччӗ, ҫакӑнса тӑчӗ-тӑчӗ, никама та кирлӗ пулмарӗ, кӗве ҫисех ячӗ. Ӗлӗк вӑл чаплӑ ҫи-пуҫ шутланнӑ", -
Акулина аппа та савӑк вӑхӑтсене манман-ха. Вӑл клуб пуҫлахӗ пулнӑ тахҫан.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Конми // 3115.8.3883
2018.09.09 00:22
Хӳхленин мӗн усси? Кус уменчех вӑл ҫулсем: 30 инҫӗсем колхозсне ертсе пыма кайни, мелиораци туни, пӗвесем, ҫӑлсемпе кӳлӗсем чавни, ҫӗр айӗн-ҫийӗн пӑрӑхсем хурса уя шӑварни, торф, тислӗк тӑкни, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑна авиаци пӗтерни т.ыт.те. 8 класлӑ шкултан тухакан хӗрсем фермӑна, каччисем СПТУенче вӗренсе механизатор пулатчӗҫ. Пур тӑрӑхра та каҫхи шкулсем, классем уҫӑлнӑччӗ, ферма хӗрӗсен хӗрлӑ кӗтесӗнчех вӗрентейсем уроксемпе консультацисем ирттеретчӗҫ. Фермасенче механизаци вӑй илсе пыратчӗ. социологсемтпурнӑҫ еплерех улшӐнасса чухлаймарӗҫ. Ельцин та, Федоров та халӑха ҫӗр парса Китай ҫулӗпе яма шуттытрӗҫ. Халӑх каймарӗ. ӑӑӑна анлӑн сӳтсе явмалла.
Agabazar // 3482.67.9539
2018.09.09 15:22
Agabazar
Ку статьяра колхозсене мар, ферма хĕрĕсене мухтанă.
2018.09.09 15:51
Конми çĕр панинче мĕн усси, енчен те ĕçлеме техника пулмасан? Е сире ятарласа Ельцин хăй аллипе трактор парнелерĕ? Кунта ача-пăчасем лармаççĕ, астăватпăр вăл вăхăта... Супăнь сутма пасара тух, пуш параппан
2018.09.09 15:54
Тата хăш фермăра уроксем ирттернĕ? Тĕлленмерĕ-ши сире çакă? Эпĕ хам ял çынни, аннене пулăшма пĕрре çеç мар çÿренĕ, ну лăркатăр çуккине
Agabazar // 4070.23.6351
2018.09.09 20:57
Agabazar
Владимир Ухлин "Шуркелсем" романĕнче ферма хĕрĕсен кану çуртне пырса ялти вĕрентевçĕсем уроксем ирттернине сăнлани пурччĕ пулас. Каçхи шкул майĕпе. Ĕнтĕ халь вăл кĕнекене ниçта та тепре тупса вулама май çук пулĕ. Кĕнеке палатине пырсан кăна.

Страницăсем: 1, [2]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики