Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Люди путают законы с правами.
(С. Лец)
 

Agabazar: Атнер тени мӗн тени?

Agabazar22.08.2018 14:1914984 просмотров

"Тилли кӑна Тилли тееҫҫӗ, Тилли камне пӗлмеҫҫӗ..." (Петӗр Хусанкай, "Тилли юррисем").

А.П.Хусанкай ҫынсем умӗнче калаҫни. Чӑваш наци конгресӗн I Пухӑвӗ. Унпа юнашар — Э.А. Кубарев, В.Н. Викторов

29, август, 1991-мӗш ҫул. Чӑваш ССР Аслӑ Канашӗ ытларах сасӑпа – 171 сасӑ 200-тен – Чӑваш республикин президенчӗн постне туса хунӑ.

8, декабрь, 1991-мӗш ҫул: Чӑваш республикин Президентне суйлани: суйлавҫӑсен 58,6% хутшӑннӑ. 22, декабрь, 1991-мӗш ҫул. Иккӗмӗш сасӑлав: хутшӑннӑ электорат 56,7%. Пуринчен ытларах сасӑ пухни — А.П. Хусанкай. Анчах та вӑл пурпӗрех Президент пулса тӑрайман. Сӑлтавӗ — ун чухнехи саккун хӑйевӗрлӗхӗ. Урӑхла каласан, енчен те саккун кӑшт урӑхларах пулнӑ пулсан, Атнер Петрович Чӑваш республикин пӗрремӗш Президенче пулса тӑратчӗ.

Ҫак пулӑм хыҫҫӑн президентлӑх институчӗ пирки пӗр вӑхӑт шавлама пӑрахнӑ (мораторий). Ҫапах та тепӗр ҫулталӑкран Чӑваш Ен Президенчӗн суйлавӗ ҫӗнӗрен пулса иртнӗ-иртнех. Н.В.Фёдоров ҫӗнтернӗ.

А.П.Хусанкай.

Мӗнлерех хаклама пуллать-ха ҫак пулӑмсене паянхи кун ҫӳллӗшенчен?

Енчен те А.П.Хусанкай чӑнласах Президент пулса тӑнӑ пулсан, ҫакӑ пирӗн пурнӑҫра мӗнлерех витӗм хӑварма пултаратчӗ?

Ман шутпа, нумаях тытӑнса тӑраймастчӗ пуль. "Ҫисех" яратчӗҫ пулмалла ӑна юлашкинчен. Апла пулин те, чӑваш историйӗнче ку тӗлӗшпе тивӗҫлӗ йӗр юлатчӗ. Тен, хӑшпӗр питӗ кирлӗ ӗҫсем туса юлма ӗлкӗретчӗ пулӗ. Ҫапах та йӗр тени пурпӗрех юлнӑ. Вӑт ҫав йӗрсем пирки калаҫни халӗ питӗ вырӑнлӑ пек.

Чӑн малтанах ҫакна каламалла. Ҫынсем А.П. Хусанкай кам иккенне ун чухнех питӗ лайӑх пӗлнӗ. Никам та ку тӗлӗшпе пӑтрашӑнман. Туссем те, тӑшмансем те. Чӑваш халӑхӗн аталанӑвӗшӗн чӑнласах тӑрӑшакан ҫын. Эппин, ҫынни унашкал пулсан, унӑн политикӑлла программи те ҫавӑн пекех ӗнтӗ! Курӑр-ха, ҫавӑн пек ҫыншӑн сасӑлама ун чухнехи чӑвашсем пачах та хӑраман! Вӑт ҫакӑ пулать те ӗнтӗ хайхи суйлавӑн тӗп урокӗ.

Чӑн та, тепӗр ҫулхи пулса иртнӗ Чӑваш Президенчӗн суйлавӗнче Атнер Петрович Хусанкай нумай сасӑ пухайман. Ку та — ҫав тери пысӑк, ылттӑнран та хаклӑрах урок! Мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май чӑвашсем А.П.Хусанкай программинчен хӑрама пуҫланине пӗлтерет. (Хӑйсен унчченхи суйлавӗнчен хӑйсем хӑраса ӳкнӗ...) Ҫын вӑл, — чи "ахалли", чи айванни пулсан та, — пурнӑҫ еплерех улшӑнса пынине пит аван сисет ҫав. Ҫил ӑҫталла вӗрни яланах питӗ паллӑ. Вӑт ҫапларах пирӗн интерпретаци.

Тивӗҫлӗ чухлӗ сасӑ пухаймасса пӗле тӑркач суйлава тухма кирлӗ пулнӑ-ши? "Кирлӗ пулман," — теҫҫӗ хӑшӗсем. Эп апла шутламастӑп. Хайхи ку суйлавра тупнӑ асӑннӑ иккӗмӗш урокшӑн та пулин тухмаллах пулнӑ суйлава! Тӗрӗс тунӑ!

Ку пӗчӗк хыпарта эпӗр А.П.Хусанкай Чӑваш наци конгресӗн Пӗрремӗш Президенчӗ чухне хӑйне еплерех кӑтартни пирки нимех те каламарӑмӑр-ха халлӗхе.

Хальхи вӑхӑтра унӑн "Чӑваш наци конгресӗн Хисеплӗ Президенчӗ" текен статус е титул пур. Ку статус ӑна нименле пайта та кӳмест. Ачах та вӑл кӑштах та пулин чӑваш халӑх ячӗпе те калаҫма, сӑмах хушса хума май парать. Паллах, Атнер Петровичӑн хӑйӗн кӑмӑлӗ пур пулсан.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 7300.9.8928
2018.08.24 13:25
Agabazar
Тавай, тавай, вĕçтер мускавсем патне, — чиккийленмесĕр, культтурнă кăна калаçса татăл!
Agabazar // 7796.4.9069
2018.08.24 16:28
Agabazar
Пошла // 1452.64.4628
2018-08-24 15:49
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ.
=============================================
Чăвашла калаç.
Конми // 3114.57.8902
2018.08.25 01:14
Пушар хыҫҫӑн нассус кирлех мар, Акапасар. Микулая тӑраттарман чухне ӳрӗк-сӳрӗк пулчӗ ун таврашӗ.Хӑшӗ-пӗри тӳрех Микулая тӑратасшӑнччӗ. Кайран ун тавралла сырӑнчӗҫ, темле те пиарларӗҫ.Поэмсем те хайлама тапратрӗҫ. Сурана тӑвар ан сап. Постсенасане хуратса ан лар мандат пулмасан.
Agabazar // 3190.30.5381
2018.08.25 20:32
Agabazar
Конми хăта, мана вара "пушарсем" малашне те пулсах тăрассăн туйăнать.

Постсене хуратма "мандат" мар, инструмент кирлĕ. Инструментне вара админ çеç пама пултарать. Сан постна кам хуратнине пĕлместĕп.
2018.08.27 18:12
Хальхи саманара çĕнĕ йĕркепе, суйлава пĕр çын килмесен те суйлав иртнĕ шутланать, хăть те суйлав комиссийĕ çеç суйлава хутшăнсан та. Пирĕн çавнашкал йăла-йĕрке, кама кирлĕ çавна ирттереççĕ те, Акапасартан та ыйтса тăрас çук, мĕнле ăнтăлсан та, мĕнле хăпартлансан та. Сайт çинче те пĕр Акапасар кăна ларать, урăх тен чăвашсем те çук, те ахăртнех чăвашла манса кайнă та вырăса çаврăннă.
Agabazar // 1140.3.0433
2018.08.30 06:27
Agabazar
1990-мĕш çулсенче суйлавсем нихçанхинчен те ирĕклĕрех пулнă.
Agabazar // 3332.265
2018.08.31 21:06
Agabazar
Мĕн вăл "томос"?
вова // 3326.17.7413
2018.10.30 18:07
Мана пӗр шухӑш канӑҫ памасть: Атнер Хусанкай- катаран паллӑ востоковед, литературӑ критикӗ,хӑй вырӑнне тупнӑ ҫын- мӗне шанса килӗшнӗ вӑл политикӑна кӗрсе лӑкӑрпа вараланма? Ашшӗн ӗмӗлкипе хавхаланса- им? Ҫав вӑхӑтсенчех тепӗр "ухмах"Раҫҫҫейре шӑтса тухрӗ- М. Евдокимов- ас тумастӑри паллӑ комике? Тен Турри асӑрхаттарасшӑн пулнӑ пире ун чухне?
Agabazar // 1645.22.8491
2018.10.30 18:26
Agabazar
Ыйтăва ак çапла лартăпăр:

сана Атнер Хусанкай çав вăхăтра политикăна сиксе тухни килĕшет-и? тивĕçтерет-и?

Е сана çав вăхăтра вăл кăмака çинче выртса маччана суркаласа аппаланни ытларах килĕшмелле пекчĕ?

Çак икĕ вараиантран саншăн хăшĕ аванрах пек туйăнать?
вова // 1314.89.7907
2018.10.31 06:47
Атнер Петрович хӑйте ҫав ыйтусемпех муритленет пулас-ха.

Страницăсем: 1, 2, [3], 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики