Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Она пустила в оборот все, даже смерть своего отца.
(О. Бальзак)
 

Аскольд Де Герсо: Потёмкин ялӗсем ХХI ӗмӗрте

Аскольд Де Герсо13.08.2018 17:3511293 просмотров

Чылай та пулмасть пирӗн ҫӗршывра футбол чемпионачӗ иртрӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Тутарстан Республикин ҫыхӑнупа информатизаци министрӗ анлӑ интервью панӑ. Вулатӑн та тӗлӗнетӗн. Унӑн сӑмахӗсемпе караслӑ ҫыхӑну ниепле те йӳнӗ пулма пултараймасть. Кама улталасшӑн вӑл, халӑха-и? Мӗншӗн пӗтӗм тӗнчипе ҫыхӑну йӳнӗ, пирӗн вара енчен те ылтӑн телефонсемпе калаҫатпӑр? Роуминг текен пулӑм ҫинчен ытти патшалӑхра пӗлмеҫҫӗ те, тесессӗн те юрать, ку вӑл пирӗн шухӑшласа кӑларнӑ япала. Ара, хӑть кӳршӗ яла шӑнкӑравла, хӑть Хабаровскине, уйрӑмлӑхӗ ҫук, бензин тӑкакласси ҫук. Анчах та чемпионат вӑхӑтӗнче ҫыхӑну питӗ пахалӑхлӑ пулчӗ тесе мӑнаҫланнӑ министр. Мӗншӗн пахалӑх мӗн-тӗр иртнӗ чухне кӑна паха пулмалла? Вӑл кашни кунхине паха пулма тивӗҫ мар-ши? Иккӗмӗш Кӗтерне патшара ларнӑ тапхӑрта Потёмкин текен кнеҫ пулнӑ, ятарласа ӑҫта мӗн-тӗр Иккӗмӗш Кӗтерне иртмелле-тӗк, урам тӑршшӗпе ӳкернӗ ҫуртсем, е вӑхӑтлӑха ӑсталанӑ ҫуртсем вырнаҫтарнӑ, халӑх пурӑнакан ҫуртсене пытарса. Паянхи кунччен пырать ҫакӑ пулӑм, пуҫлӑх килмелле -вӑл иртекен вырӑнсене тирпейлеҫҫӗ, ытти ҫӗрте хӑть те такӑнса ӳксе вил. Никама та шухӑш ҫук. ҫакӑ вара пур енчен ҫавнашкал. Кун пирки анчах та нихӑш тӗлте те шавламаҫҫӗ. Сӑмах майӑн, вӗрентӳ министрӗ пур оценкӑсем вырӑнне урӑх паллӑсем ҫирӗплетмелле тенӗ. Ун пирки Мускав Думин депутачӗсем сӑмах хускатнӑччӗ ӗнте. Ман шутпа "иккӗ" вырӑнне пӗр галочка лартмалла, "пиллӗк" паллӑ вырӑнне ҫаврашка ӳкермелли ҫеҫ юлнӑ ӗнтӗ. Часах акӑ Лӑпкӑ океанри утравсем ҫинче пурӑнакан папуассене ҫаврӑнатпӑр. Промышленноҫ енчен ҫывхартӑмӑр ӗнтӗ, заводсене тӗплесе суту-илӳ центрӗсем пур ҫӗрте те, ара, халӑхра мулӗпе укҫа, ир ҫинчен вӑранать те ыйхӑран, пӗрремӗш шухӑш: ӑҫта кайса укҫана тӑкаклам-ши, тет.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2018.08.14 16:11
Кулленхи пурнăçри пулăмсем: ĕç çукки, хаксем ÿсни, пурне те килĕшет пулас, хаçатпа телевизор пĕр кĕвĕ: "за наше счастливое детство, спасибо товарищу Сталину" тенĕ евĕр, иртнĕ ĕмĕрхи çулпа пыраççĕ е таçта айккинче тăшмансене шыранаççĕ. Пурте кăмăллă, килĕшÿллĕ. Владимр Высоцкий юрланă евĕр вара:
Но только жаль распятого Христа

Страницăсем: 1, [2]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики