Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Золото убило больше душ, чем железо - тел.
(В. Скотт)
 

Agabazar: Антон Салмин каллех шур урхамах ҫинче

Agabazar03.12.2017 16:1313964 просмотров

Антон Кириллович Салминӑн ҫӗнӗ кӗнеки тухнӑ. «История чувашского народа: анализ основных версий» (Чӑваш халӑх историйӗ: Тӗп версисене тишкерни) ятлӑ вӑл. Унчченхи кӗнеки <<История чувашского народа: савирская гипотеза>> (Чӑваш халӑх историйӗ: Савир гипотези) ятлӑччӗ. Ҫав унччехи кӗнекене эпир ятарласа пӑхса тухнӑччӗ.

Ҫак автора ӗненес пулсан, чӑваш халӑхӗ епле майлашӑнса пулса кайни тӗлӗшпе паянхи кунччен те ним те паллӑ мар имӗш.

Вӑт пыр та калаҫ! Тӗлӗнмелле!...

Версисемпе гипотезӑсем ҫеҫ пур текелет.

Ҫакнашкал ыйту сиксе тухать: ун пек ҫавӑрттарса хума тивӗҫӗ пур-ши?

Антон Кириллович ак кун пек версисене черетлесе тухать:

1)Савир версийӗ; 2)Пӑлхар версийӗ; 3)Тӗрӗк-монгол версийӗ; 4)Гунн версийӗ; 5)Перси версийӗ; 6)Угор версийӗ.

Шӑпах ҫак йӗркепе асӑнса тухнӑ. Кунсӑр пуҫне кӗнеке хуплашки ҫинче савирсемпе ҫыхӑннӑ ӳкерчӗк. Ҫакӑ пӗтӗмпех "Савир версийӗ" текенни Антон Кирилловичӑн "чи юратни" пулнине пӗлтерет. (Скобкӑра калатӑп: "чи юратни" пулсан та, вӑл пурпӗрех "верси" ҫеҫ пулса тухать).

Эх-ха-хай! Тата мӗн курмалли юлать-ши ҫак тӗнчере?

Кам-ха вӗсем савирсем? Кавказра тахҫан пурӑннӑ халӑх. Анчах та вӗсене епле чӑвашсемпе ҫыхӑнтарма пулать-ха? Ахӑртнех, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑннӑ суварсем урлӑ. Эппин хайхине, пит асӑнасах тесен, "Савир версийӗ" мар, "Сувар версийӗ" темелле пулнӑ. Мӗншӗн тесен савирсемпе чӑвашсем хушшинче пӗр теҫеткене яхӑн ӗмӗр (700-800 ҫул ) выртать. Ҫав хушӑка мӗнпе те пулин тултармалла вӗт. Унашкал пысӑк хушӑкра тем те, тем те пулса иртет. Вӗсенчен нимӗнле те пӑрӑнса иртейместӗн.

Е тата "Гунн версийӗ" текеннине илер. Ӑна епле ытти "версисене" хирӗҫ оппозици пек тӑратма пулать-ха? Пачах та тӗрлӗ вӑхӑтсенчи пулӑмсем-ҫке-ха. Паллӑ ентӗ, суварсем те, пӑлхарсем те маларах гуннсен йышне кӗнӗ.

Кунашкал самантсем пирки нумай калаҫса кайма пулать.

Паллӑ ӗнтӗ, чӑваш чӗлхинче фарсизмсем пайтах. Вара ҫавна кура "Перси версийӗ" пур тесе хыттӑн кӑшкӑрмалла-ши? Хӑш енчен ҫак сӑлтав, калӑпӑр, "Пӑлхар версине" ҫук туса хурать?

Ҫапах та чи хӑрушши ку мар. Каларӑмӑр ӗнтӗ, хӑйӗн черетлӗ кӗнекипе Антон Кириллович Салмин, те хӑй сисмесӗрех-и, тен, ӑславҫӑсем (Ашмарин, Рамстедт, Вихман, Гомбоц, Поппе, Прицак, Рона-Таш, Дыбо, Мудрак тата ыттисем) унчченхи (тата хальхи) вӑхӑтсенче тунӑ ӗҫсене йӳнетсе яма хӑтланнӑ.

Акӑ мӗн тет Мускаври РАН тытӑмӗнчи Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнчи А.А.Чеченов:

«Что же касается проблемы булгаро-чувашской этноязыковой преемственности, то в настоящее время её можно считать решённой однозначно и положительно. По крайней мере, все тюркологи-компаративисты, вплотную занимавшиеся этой проблемой, в настоящее время признают чувашский язык единственным живым языком булгарской (или огурской) группы тюркских языков [Рritsak, 1955 Веnzing, 1959, I, 685—694; 695—751; Róna-Таs, Fodor, 1973; Ligeti, 1986; Теkin, 1988; Сеуlаn, 1997; Róna-Таs, 1999; 2011 и др.] C этим положением вынуждены считаться и казанcкие коллеги [Хакимзянов, 1978; 1987; 1987, 32—48 и др.], но всегда с различными оговорками. »

 

<Куҫару: Пӑлхар-чӑваш этнос тата чӗлхе вӗҫевӗҫлӗхӗн проблемине илес пулсан вара, вӑл ыйту позитивлӑн тата иккӗленӳсӗр татӑлнӑ теме пулать. Кирек мӗнле пулсан та, асӑннӑ ыйтупа таччӑн ӗҫленӗ тюрколог-компаративистсем чӑваш чӗлхине пӑлхар (огур) ушкӑнӗнчи тӗрӗк чӗлхисен чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр пайташӗ тесе шутллаҫҫӗ. [Рritsak, 1955 Веnzing, 1959, I, 685—694; 695—751; Róna-Таs, Fodor, 1973; Ligeti, 1986; Теkin, 1988; Сеуlаn, 1997; Róna-Таs, 1999; 2011 тата ыттисем.] Ҫакӑнпа, ирӗксӗртен пулин те, Хусанти коллегӑсем те килӗшеҫҫӗ [Хакимзянов, 1978; 1987; 1987, 32—48 тата ыттисем.], анчах та яланах сӑмах купи айне туса.>

Вӑт пурӑнать Питӗрте Антон Салмин этнограф. Малтанах каламалла, Шупашкарти коллегисемпе танлаштарсан, унӑн майӗсем, тумапултараслӑхӗсем пысӑкрах пулма кирлӗ. Ирӗклӗ вӑхӑчӗ те нумайрах, ахӑртнех, — шалуне те (тупӑшне) "кунтисенчен" чылай нумайрах илет пуль. Тем тесен те, Питӗрти Кунсткамерӑна Шупашкарпа танлаштараймастӑн.

"Пирӗннисем", шупашкартисем эппин, шучӗпе те нумаях мар. Шалӑвӗсем те пысӑк мар. Вӑхӑчӗсем те ҫукрах пуль. Рецензентсене те ӑҫтан тупса пӗтермелле? Антон Салмина хирӗҫлесе мӗнех калама пултарӗҫ-ши ӗнтӗ вӗсем? Ирӗксӗрех Акапасарӑнах мӗн те пулин ҫырса кӑларма тивет.

Апла пулин те, Антон Салминӑн опусӗсене ҫапла халлӗн хӑвараймастӑн. Мӗншӗн тесен чӑваш тӗнчине аркатас енӗпе вӗсен пӗлтерӗшӗ В.В.Путинӑн Йошкар-Олари сӑмахӗнчен те хӑватлӑрах пулма пултарать.

Астӑватӑр-и Маяковские: "Страшнее Врангеля...*"

Н.И.Ашмарин тата ыттисем тупса палӑртнӑ пӑлхар-чӑваш чӗлхе тата этнос вӗҫевӗҫлӗхӗ — ӗмӗрлӗхе. Ӑна мантипе витӗннӗ ҫынсене те, ахаль фриксене те тӗлли-паллисӗр пӑтратма, ҫавна май ку енӗпе "цветной революцисем" тумашкӑн вӗслетсе тӑма ирӗк парас марччӗ.

Халлӗхе мӗн куратпӑр-ха?

Следование устоявшейся булгарской теории в разработке вопроса происхождения в конце концов привело к тупиковой проблеме деления булгарского наследия между татарами и чувашами,

 

<Куҫару: Пулса кайни тӗлӗшпе ҫирӗпленнӗ пӑлхар теорийӗн йӗрӗпе пыни пӑлхар еткерлӗхне тутарсемпе чӑвашсем хушшинче пайлас проблемӑн хупмакӗ патне илсе ҫитерчӗ...>

А.К.Салмин сӑмахӗ. Мӗн тени пулать-ха ку? Тутарсемпе "ҫапӑҫма" юрамасть, епле пулсан та тутарсене ку тӗлӗшпе юрама тӑрӑшмалла. Такама, тен, ҫапла ҫавӑрттарса хуни килӗшме те пултарӗ. Анчах та ӑҫта кунта наука? Уччоннӑйӑн тӗллевӗ мӗнре: такама юрасси е Чӑнлӑх тупасси?

Ҫакнашкал пассаж хӑйех кӑтартса парать: малалла вуланин усси ҫук. Ҫапах та эпӗр вуласа ӑша илме тӑрӑшрӑмӑр. Усси вара чӑнах та пулмарӗ теес пулать. Тӗлли-паллисӗр илсе кӑтартнӑ уни-кунисемпе кӑмӑла пӑтратни ҫеҫ.

Мӗне кирлӗ пире "Угорская версия" текенни, енчен те чӑвашсем тӗрӗк халӑхӗ пулсан? "Тӗрӗк-монгол версийӗ" тени вара чӑваш чӗлхи, ытти тӗрӗк чӗлхисем пекех, Алтай йышне кӗнине ҫеҫ систерет. Унран ытла ним те сӑхса илейместӗн вӑл ӑнлавран. Ятарлӑ "верси" шайне ниепле те хӑпараймасть. Вӑл енне кайсан, ним те мар "Славянская версия" тенине те туртса кӑларма пулать. Хут чӑтать.

Э-э-эх!

Палӑртса хӑварар: Антон Салмин та "чӑваш-пӑлхар" теорине "ҫирӗпленнӗ" ("устоявшейся") тет. Вӑл та йышӑнать ҫапла иккенне! Йышӑнма йышӑнать те, анчах ҫав вӑхӑтрах ВЕРСИ шайӗнче ҫеҫ асӑнать, — темшӗн чӑнахах та пуррипе килӗшсе-ҫырлахса ларасшӑн мар. Канӑҫсӑр чӗре ҫапла хушать-ши? Е тата тем амак?

В.Д.Димитриев каланинчен:

теория болгаро-чувашской языковой и этнической преемственности, обоснованная Н. И. Ашмариным и поддержанная, развитая авторитетными учеными в ХХ в., прочна и не может быть опровергнута никакими фальсификаторами истории.

 

<Куҫару: Н.И.Ашмарин никӗсленӗ тата ХХ ӗмӗрти авторитетлӑ ӑславҫӑсем ырланӑ, малалла аталантарнӑ Чӑваш-Палхар чӗлхе тата этнос вӗҫевӗҫлӗхӗн теорийӗ ҫирӗп ларать тата ӑна нимӗнле фальсификаторсем те аркатма пултараймаҫҫӗ.>

Н.И.Егоров каланинчен:

ТЕОРИЯ БУЛГАРО-ЧУВАШ­СКОЙ ЭТНОЯЗЫКОВОЙ ОБЩНОСТИ является признанной в мировой гуманитарной науке.

 

<Куҫару: Пӑлхар-Чӑваш этнос тата чӗлхе пӗрлӗхӗн теорийӗ тӗнчери гуманитарлӑ наукӑра пурте йышӑннӑ япала шутланать.>

Ҫапла, ку кӗнекене хатӗрленӗ чухне А.К.Салмин самай тар кӑларнӑ пуль ӗнтӗ. Ӑна вуланӑ чухне ӑнкаракан ҫын хайне валли пайтах кӑсӑклӑ материал тупма пултарӗ. Анчах унран ытла мар. "Аннал" шайне ниепле те хӑпараймасть кӗнеке.

_______________________________________________

*Врангельтен те хӑрушӑрах... (вырӑсла).

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2017.12.07 09:12
Владимир Болгарский
Ку статьине фейсбукра ЧХС группара вырнаçтарсан аванччĕ. Аçтахар маннă пулмалла кăна вырнаçтарма. Атук хăшĕ-пĕрисем Салмин пек шухăшлакансем пур унта. Вулаччĕр. Унпек çынсене тĕксе кăтартсан тен усси пулать.
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2017.12.11 05:14
Чи пысăк йăнăш вăл "чăваш халăхĕ,халăх" тени çине паянхи куçпа пăхни. Ĕлĕкхи халăх тата паянхи халăх пĕрре мар.
Agabazar // 4059.80.8917
2017.12.11 16:17
Agabazar
Никколай Меххочĕф Хоспочын, шел пулин те, ăна-кăна ăнкарса-шăхăрса илме пултараякан çын мар.

Е, пултарсан та, ăна ăнкарма чаракан персонажсем пур пулас. Вăл персонажсем питĕ хăватлăскерсем пулма пултараççĕ.
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2017.12.11 19:19
Хăй ячĕпе çырма пултарайман çынпа тавлашни усăсăр. Совет саманинчи служилый историксем çине те тайăнни кĕве çинĕ шухăш кăна. Истроик пулсан ,малтан тăна кемелле-халăх ячĕ пуç пулса тăракан сословинчен килет. Пăлхарсем -пилерсем (пĕлекеннисем чăвашла пулать) пулнă чух болгары ятпа пĕлнĕ. 15 ĕмĕрте чăваш ятлă сослови çĕкленет,халăх çав ятпа çÿреме тытăнать. Хусан тутарсен "служилые татары" пуç пулма тытăнсан кăна тутар ят саралма тытăнать. Унччен малтан вĕсем чăваш ятпа çÿренĕ. Хирĕçлеме çук кăна.
Agabazar // 1018.07.5151
2017.12.12 13:09
Agabazar
Ним те чухламастăн эс, Меххочĕф юлташ.
Такамсем хушнипе темскерсем çыркаласа хăварма хăтланни çеç кунта курăнать. Унтан ытла мар.
2017.12.14 03:08
Владимир Болгарский
Салмин кĕнекине ĕненмесĕр PDF версийĕпе тултарса илсех вуласа пăхрăм. Вуласа тухсан чутах тенкел çинчен ÿкеттĕмчĕ. Ара хăйне истори наукисен докторĕ текен сын сырнă вет ĕнтĕ кĕнекине. Нимле истори те çук, версисем кăна. Мĕнле чăваш историне сиен кÿрес тенĕ пек çырнă. Нимле историк те халăх историне апла çырмаç. Карамзин манерлĕрех çыраççĕ. Версисемсĕр. Мĕншĕн тесен истори вулакан çынна хавхалану(вдохновени), ăнтăлу кÿртмелле. Хавхалану кÿртмесен вăл истори мар, сиен кÿни кăна. Апла пулсан кунпек историне мĕншĕн çыраççĕ. Вăхăтне те, хутне те, укçине те шел мар-ши хăйĕнне, çапла лапăртатса ларни?
Капла çырни вàл история народа мар, àна "Проблемы в вопросах этногенеза" теççé. Этногенезра ыйтусем нихçaнта пéтмеççé.Чи проблемный этногенезлà халàx вàл вырàcceм тата тутарсем. Анчах та вéceн историкéceм халàx историне этногенез ыйтàвéceмпе пàтратмаççé. Вуласа пàxàp "История татарского народа" 7 томлà. Питé уçàмлà, салмин лăпартийĕ пéppe те çyк. Салмин кунта анализ версий тесе шалта пéчéккé çырнà пулсан та, кéнеки обложки çине история народа тесе лаплаттарса хунà. Çынсем чàнах та истори тесе вулéç те, нимте àнланмĕç.
Agabazar // 1383.24.7903
2017.12.14 04:50
Agabazar
Чи малта тăракан хăрушлăх акă мĕнре.
Вырăсла Википедири статьясене, чăваш историйĕпе çыхăннисене, татах та ытларах пăтратса пĕтерме пултараççĕ. Хайхи Антон Салмин кĕнеки çине таянса ĕнтĕ.
"Авторитетлă çăлкуç" (АИ) тейĕç те...
Хуть те мĕнле поисковикпе шыранă чухне те чăн малтан Википеди статйисем сиксе тухаççĕ. Çавна манмалла мар.

Истори наукисен докторĕ шутланать пулсан та, Антон Салмин историк мар. Вăл — этнограф тата тĕн тĕпчевçи пулса тăрать.
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2017.12.14 06:19
Татăкăн ,татăкăн кăна. Çыпăçтарма пĕлекен çук. Пулман та халиччен. Совет тапхăрĕнчисем,авторитетлисем те тăна кĕрсе çитеймен. Ремезовский çырура "чуваши имели пушки" тени çумне "скорее всего эти пушки обслуживали русские пушкари" тесе çырса ăнлантарнă,чăваш текен историкех пулнă. Ун пек "историе" вуличчен вуламанни лайăхрах. Малтан çырнине ан та вулăр. Чăваш историйĕ-чăваш çар сослови ячĕ версинчен чĕрĕльме ,çитĕнме пуçлĕ.
Agabazar // 1905.48.5206
2017.12.14 11:28
Agabazar
Антон Салмин кĕнеки пирки калаç. Сан "версисем" никама та кирлĕ мар. Мĕн тумалла "версийÿпе", енчен те чăнлăхĕ 100% паллă пулсан.

Ик хут иккĕ тăваттă пулни капла та паллă пулсан, ун пирки тата темле версисем кăларса тăратнинчен мĕн усси?

Страницăсем: 1, 2, [3]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики