Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Коль ты не чисто стал богат, Ступай поджариваться в ад.
(С. Брант)
 

Базиль Кириллов: Шӑннӑ чӗресем пирки

Базиль Кириллов19.05.2017 20:2016893 просмотровИзменить Удалить

«Хыпар» издательство Ҫурчӗ «Капкӑн» журнала хупма шутлани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче темиҫе хутчен те ҫырчӗҫ. Ҫыравҫӑсем чӑвашсен «кулӑш кушелне» ҫӳп-ҫап вырӑнне хурса кӑларса ывӑтассине хирӗҫ хӑйсен пухӑвӗнче пӗр сасӑллӑ пулса сасӑларӗҫ, Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствине ҫыру та ҫырса пӑхрӗҫ. Вӗсен сӑмахне хӑлхана чикмесӗр хӑвармарӗҫ, ҫак кунсенче асӑннӑ ҫырӑва алӑ пуснисенчен хӑшне-пӗрне «ҫӳллӗ» ҫурта пуҫтарчӗҫ.

Ларӑва А.С. Иванов министр уҫрӗ. Вӑл журнал хавшаса ҫитнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ. Унтан «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Т.Г. Вашуркина сӑмах илчӗ. Ун шучӗпе, журнал предприятие пысӑк тӑкак кӳрет. Ку лайӑх япала мар! Пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ — «Капкӑна» «Тӑван Атӑлта» пӗчӗк кӗтес уйӑрса памалла.

Ҫак шухӑша сӳтсе явакансенчен пӗри те ырласа калаҫмарӗ. Ара, ку хитре кӗпе ҫине саплӑк лартса яниех пулать-ҫке. «Тӑван Атӑлта» унсӑрах вуншар ҫул «Кулӑш кӗтесӗ» ӑнӑҫлӑ тухса тӑрать. Кун пек чеелӗх мӗн патне илсе пынине пурте аван ас тӑваҫҫӗ. Ҫапла майпа усӑ курса темиҫе ҫул каялла «Ялав» журнала хупрӗҫ. Литература ҫулталӑкне «халалласа» «Тӑван Атӑла» 30 страница таранччен ҫӳхетни те асрах. Юрать-ха, вулакансем ҫырӑнтару укҫине каялла тавӑрса пама ыйтса суда памарӗҫ.

Пачах ют «ӑратри» журналсене искуственнӑй майпа «пӗтӗлентерсе» йӗркеллӗ япала ҫураттараймӑн, ку паллӑ. Малтанах «Капкӑна» кварталта пӗрре кӑларас текенсем те пурччӗ. Ку анчах та мар, «Хыпар» издательство ҫурчӗн вӑхӑтлӑх ертӳҫи Д.А. Моисеев «тӗп» хаҫатра «Тамаша» кӗтес кӑларни вырӑнлӑ тесе сӑнарлӑн та ытарлӑн пӗлтерчӗ: «Сакӑр ырхан ӗне тытиччен пӗрре самӑрри пултӑр!» Каярах «Капкӑнра» кун пирки фельетон та тухрӗ.

Журнала хуптарасах тесе хаҫатра ӗҫлекен пӗр пуҫлӑх, Хв. Уярӑн «Хушаҫҫӗ» калаври пӗр персонаж евӗрлӗскер, «Хыпар» халӑхне алӑ пустарса та ҫӳрерӗ. Анчах ку меслете ырлакансем сахал пулнӑран урӑх шухӑш тытрӗҫ, пуху ирттернӗ пек туса протокол ҫырса алӑ пусрӗҫ те ӗҫ пулчӗ. «Ултавӑн ури кӗске», — тенӗ халӑхра, темшӗн манаҫҫӗ ҫакна хӑшӗ-пӗрисем.

«Капкӑн» журнала «Тӑван Атӑлпа» пар лаша пек кӳлсе ярассине А.С. Иванов министр та сивлерӗ, вулакансене хисеплемеллине аса илтерчӗ вӑл. Ун ҫумӗ Ю.В. Стройкова ҫакӑнпа килӗшрӗ, «Капкӑна» вӑйлатмалли, лайӑх карикатуристсене, авторсене явӑҫтармалли пирки каларӗ.

Тухса калакансенчен чылайӑшӗ, ҫав шутра Ю.М. Артемьев профессор, Б.Б. Чиндыков ҫыравҫӑ, «Капкӑн», «Тӑван Атӑл», «ЛИК» тата ытти журналсене Чӑваш Республикин культурин тата архив ӗҫӗсен Министерствине куҫарма сӗнчӗҫ. Ҫӗнӗ учредитель кӑткӑс ыйтӑва тӗрӗс татса парасса шанаҫҫӗ вӗсем.

Юлашкинчен ҫакна та каласа хӑварни вырӑнлӑ: ҫырӑва ал пусакансенчен чылайӑшӗ асӑннӑ пухӑва пымарӗ. «Капкӑн» журнал редакторӗ Н.П. Петров (Ижендей) кӑшт маларах ҫаврӑнӑҫулӑх кӑтартнӑ пулсан республикӑри сахал мар вулакан, аслӑлӑхпа культура ӗҫченӗ хӑйсен шухӑшне хӑюллӑн каланӑ пулӗччӗҫ. Хӑйсене явӑҫтарманнишӗн кӳренсе калаҫнине тӑтӑшах илтме тивет халь вӗсенчен. Турра тав, хастар ҫынсем иксӗлмен-ха халӑхра. Ҫав вӑхӑтрах аслӑ поэтӑмӑр К.В. Иванов каланӑ сӑмахсем те аса килчӗҫ «хуптару кампанине» йӗркеленсем пирки шутланӑ май:

...Тӗрлӗ ҫутӑ тӳмешӗн

Тинки тухать ав лешӗн.

. . . . . . . . . . . . .

Чӗри шӑнса кайнӑ ҫав,

Чӗрӗ виле пулнӑ ҫав...

 

Сӑмах май. «Хыпарӑн» паянхи номерӗнче (19.05. 2017) «Тамаша» ятпа кулӑш кӗтесӗ пичетленсе тухнӑ. Пуклак чӗлхепе вырӑсла шутласа ҫырнӑ кунта лартнӑ «кулӑшсене», ҫакӑнтан хырӑм тытсах кулма пулать. Коррупци пирки «ним хӑрамасӑр» ҫырни те кӑсӑк. «Хыпар» традиципе килӗшӳллӗн «сатириксем» никама та тӗкӗнмен.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3923.9.1838
2017.05.20 05:58
Agabazar
"Капкăн" тăкак кÿрет пек туйăнсан, çав тăкака саплаштарма укçине тупас пулать.
Сан Санӑч // 7060.5.2022
2017.05.23 13:40
"Хыпар" издательство ҫурчӗн вӑхӑтлӑх ертӳҫинче ӗҫленӗ май Д. Моисеев "Капкӑна"кӑна мар, "Хресчен сасси" хаҫата хупса "Хыпарпа" пӗрлештерме сӗннӗ. Ҫӗнӗ редактор Т. Вашуркина ҫакна мӗнле йышӑннӑ-ши? Ҫӗнӗ пуҫлӑхсем чӑваш хаҫат-журналне аркатма килнӗ тейӗн. Сӑмах май, "Хресчен сассин" тиражӗ 7 пин экз яхӑн. "Хыпартан" 2 хут ытларах!!! Ку мӗн, курайманлӑх е кӗвӗҫӳ? Ку ҫивӗч ыйтӑва та министерствӑра сӳтсе явма ыйтатпӑр! "Ҫавра сӗтел" хушшине ҫак хаҫата пуҫарса яракансене, ҫав шутра Аркадий Айдак мӑшӑрне, Людмила Айдака, йыхравламалла. Хресчен пурнӑҫне ҫутатакан хаҫат та пысӑк тӑкак кӳрет-ши? АПТӐРИШ! "Хыпарӗ" вара плитикӑпа, криминалпа тулса ларнӑ, вуламалли те ҫук. Вӗсем кӑна мар ЛИК та хупӑннӑ. Шел!
Agabazar // 3768.6.7090
2017.05.23 15:03
Agabazar
"Хресчен сасси" патĕнчен аллисене сирччĕр усал çынсем!
Нико Лаев // 1940.05.8006
2017.05.23 21:40
Этот комментарий удален. Причина: дубль
Нико Лаев // 1940.05.8006
2017.05.23 21:40
Ку анчах мар, "Саманта" вырасла каларасшан.
ВасНик // 7060.5.2022
2017.05.24 14:29
Ҫӗнӗ пуҫлӑхсене чӑваш хаҫачӗ-журналӗ ҫывӑхне ямалла мар. Пӗрерӗн тапса кӑларса ямалла!!! Вӗсене укҫа кӑна кирлӗ, чӑвашлӑх ҫине сурнӑ вӗсем. "Хресчен сассине" хӑй ячӗпех малашне те кӑларса тӑмалла, хӳтӗлев ушкӑнӗ йӗркелесе алӑсем пустармалла, министерствӑна, ҫӳлти чиновниксем патне тухмалла. Мӗнле майпа пӗр пӗчӗк пуҫлӑх 7 пине яхӑн хаҫат вулакан шӑпине татса парать? Кун хыҫҫӑн вӗсене мӗн темелле? Хупма пулӗ, ҫӗнӗрен кӑларса пӑхтӑр, сартӑр. Пултараять-и? Вара сассине патӑр! Паянтан "Капкӑна", "Хресчен сассине" хӳтӗлесе алӑсем пусма ыйтатпӑр.
Нико Лаев // 1286.36.7028
2017.05.25 13:51
Чиндыковпа каласрам: "Аркатакансем" пьеса сырмасть-ши? Килешмере! Хмытпа каласа пахас тетеп-ха, историне кертесех пулать ку апаршасене!

Страницăсем: 1, [2]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики