Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Душа человека - лампа, у которой наука - пламя, а знания - масло.
(Ибн Сина)
 

Аçтахар Плотников: Суйлав лӑпкӑ иртӗ

Аçтахар Плотников23.06.2015 11:189569 просмотров

Чӑваш Енре кӑҫал Республика ертӳҫин — Элтеперӗн — пуканне йышӑнас тӗлӗшпе суйлав иртмелле. Вӑхӑчӗ те нумаях юлмарӗ ӗнтӗ, икӗ уйӑхран та сахалрах.

Ак, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» те хӑйӗн кандидачӗпе палӑрчӗ пулас — ячӗшӗн ирттернӗ «праймериз» (primary сӑмахран, чӑвашла вӑл «малтанхи» пулать, е кӗскен каласан — умсуйлав) текен мероприятире Михаил Игнатьева кӑларас терӗ. Владимир Путин ӑна отставкӑна (пукана вӑхӑтлӑха пушатни ӗнтӗ) яниех республикӑна малашне те кам ертсе пырасси паллӑ пулчӗ ӗнтӗ.

Лӑпкӑ Михаил Васильевич Мускава чӑнах та тивӗҫтерет ӗнтӗ. Малта мар пыратпӑр ӗнтӗ, анчах вӗҫӗнче те мар — варринче. Унашкаллисен шутӗнче пирӗн тӑрӑх кӑна мар, ыттисем те сахал мар. Пӗр «ӗмӗт» текенни кӑна республикӑна кӳршӗлле Тутарстан, Пушкӑртстан тата Чулхула облаҫӗсемпе юнашар курасшӑн. Мӗнех, тен, тепӗр суйлавра ҫӗнӗ ҫын килӗ те пире кӳршӗсен шайне хӑпартӗ. Ӗмӗтленме пире никам та чармасть вӗт.

Эп хам ҫак суйлавра «Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗшӗн Анатолий Аксаковшӑн (парти хӑйӗн хаҫатӗнче эпир кӑларнӑ картта пирки те пӗлтернӗччӗ) сасӑлама тӗв тусаччӗ те, анчах суйлава ӑна хутшӑнтарасшӑн пулман иккен. Парти хӑй ятӗнчен маншӑн пачах та паллӑ мар темле Олег Николаева тӑратнӑ пулать. Аксаковӗнчен вара хайхи Раҫҫей экономикине ҫӗклекен ӗҫре усси ытларах имӗш. Ман шутпа ку политика вӑййи кӑна — вӑйлӑ кандидатран хӑтӑласси.

Ыттисем камсем пулӗҫ? ЛДПР таҫти ютри ҫынна шанас тенӗ — Константин Субботина ярӗҫ пулас. Вӑл Свердлов облаҫӗн Думин депутачӗ иккен, ҫамрӑк, 33-ре кӑна. Уншӑн ӗнтӗ, паллӑ, пӗр парти пайташӗсем кӑна сасӑлӗҫ. Мӗнле чӑваш, вырӑсланнӑ пулсан та, тӑван тӑрӑха ют ҫынна патӑр-ха? Тата темле Алексей Рылеев пур — «Тӑван ҫӗршыв» партирен. Вӑл 0,5% пухайӗ-ши ӗнтӗ… Калама хӗн.

Кӑсӑклӑ кандидатсене илес пулсан Валентин Шурчанова тата Эдуард Мочалова асӑнма пулать. Вӗсем пулмасан чӑн та суйлав кичем иртнӗ пулӗччӗ. Шурчанова коммунистсем малтанах палӑртнӑччӗ, ака уйӑхӗнчех, анчах унӑн нумай сасӑ пухасси пулмасть пуль ӗнтӗ. Тем тесен те унӑн электрорачӗ, уншӑн сасӑлакансем — ватӑрах ҫынсем. Вӗсем вара сахаллансах пыраҫҫӗ. Енчен те пӗр вунӑ ҫул маларах пулнӑ пулсан, тен, шанӑҫӗ пурччӗ те пулас, анчах хальхи вӑхӑтра Раҫҫейре СССР тапхӑрӗшӗн тунсӑхлаҫҫӗ пулин те коммунистсен идиологийӗ тем тесен те вӑйлах мар. Мочаловӗн вара малтан халӑхран шанӑҫ илмелле — алӑ пуснисене пуҫтарас пулать. Ку ӗҫ пӗрре те ҫӑмӑл марри каламасӑрах паллӑ. Пухмалла тата кайран суйлав компанине пуҫламалла.

Вӑт, ҫавӑнпа та ним иккеленмелли те ҫук — суйлав кӑҫал лӑпкӑ иртӗ. Элтеперӗн ячӗ-хушамачӗ ылмашӑнмӗ — унчченхи пекех тилхепене Михаил Васильевичах тытса пырӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Ют Ҫын // 1967.07.3121
2015.06.29 21:39
каясшӑннисенчен тивӗҫлисем курӑнсах каймаҫҫӗ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.30 17:59
Самӑй кирли-Акасапар хӑйне тӑнлӑ пек кӑтартма хӑтланса айвана ан юлтӑрччӗ. Вара ҫухататпӑр Акасапара.
Victor // 4723.4.0540
2015.06.30 21:37
Victor
Pĕrin ajvan pulnišĕn Akapasarăn pĕr ajăpĕ te şuk, esir hăvăr tavra ăssărrisene, tănsărrisene puştarma tărăšatăr pulĕ te-ha. Ancah samani ulšăncĕ. Căvašra uhmahhi te sahallancĕ - šel sire.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.01 06:09
Ку Šyravşă текенни те хӑйне пит тӑнлӑ тыткалат иккен. Ну мӗнле ӑнлантармалла тата-кун пек позицийӗн малашлӑхӗ ҫук тесе. "Умность"-это ведь не начитанность и нахватанность энциклопедических понятий. Тепӗр вӗренмен ҫын санран нумай тӑнлӑрах пулма пултарат.Ҫакна мӗнле сӑмахсемпе ӑнлантарма пулат ши?
Victor // 2031.46.7369
2015.07.01 09:24
Victor
Posizzi malašlăhĕ şincen esir Mikkul' pĕletĕr pul' tese šutlamastăp. Unsăr puşne epĕ Agabazar hütĕlevşi mar, ăna pĕr hütĕlevşĕ kirlĕ mar, vulană-vĕrennĕ şyn hăjne hăj hütlĕh. Pĕlmenlĕhe, ăssărlăha - je šăpana ăsne, cejelĕhe, opporttunisăma - normă pek kătartakansene hirĕş pulnišĕn kăna saslanap.
2015.07.01 12:10
Аçтахар Плотников
«Акасапар текенни хӑйне тӑнлӑ пек тыткаласа ку сайтран нумайӑшне сивӗтрӗ-кун пирки ҫырнӑччӗ.»
Эп вара урӑхла шухӑшлатӑп: Акапасар пуртанах кунта ҫыракан ҫын сахал мар. :) Тем килӗшмест сире Акапасар. Чӑваш ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсенчен нихҫан та хӑраман-ҫке, вӗсем валли ялан ҫул уҫса пыма тӑрашнӑ. Эсир вара хӑвсамӑр тавра темшӗн хӑвсамӑра майлисене кӑна пухасшӑн... Ыттисен шухӑшӗсене пӗрре та ӑнланасшӑн та йышӑнасшӑн та мар. Сирӗнешкел мар шухӑшлакансем яланах темшӗн «тӑшман».
Agabazar // 3425.09.7193
2015.07.01 16:20
Agabazar
Саввати // 1908.51.2978 2015-06-29 07:47 <<Ну, Такапасар (Акапасар)! Кунта та пулин эсӗ-ҫке: сан йӗкӗлевне курсан, чун лӑплансах кайрӗ -- чутах эс сӑмсуна чикмен кӗтес юлатчӗ вӗт. Ҫак "экзистенциализм" сӑмах пӗлтерӗшне интернетра шыраса нумай вӑхӑт ирттерме тиврӗ-и? Чӑваш тетӗн пулсан, ҫынсемпе чӑвашлах пуплеме тӑрӑш , тӑванӑм. Аттуш, хӑвна ытла тӑнлӑ ҫын пек кӑтартма тӑрӑшса айвана ҫеҫ юлатӑн. Элтепер пуканӗ ҫине кам ларӗ - вӑхӑт кӑтартӗ.>>

Ну мĕн япала вăл эс, эсĕ, тенисем???? Çынна мăшкăллама унсăр пуçне урăх меслетсем тупайарăр-им?

Сире кулянтараканни чăннипе экзистенцизм сăмах мар!!! Акапасар чăваш мар çын элтепер пуканне йышăнасран пăшăрханать — акă мĕн сире чăтма çук хытă хурлантараканни!

Пĕлетпĕр Савваччисене: вĕсемшĕн пăх, шăк, навус, тислĕк, траххум, таракан, хăнкăла, пыйтă, çăпата, саплăк тенисем çеç чăваш сăмахĕсем шутланаççĕ. Çав сăмахсемпе çеç çыхăнтараççĕ чăваша унашкаллисем. Экзистенциализм сăмах патне чăваш тапаçланса çитеймест имĕш.
2015.07.01 22:57
Аçтахар Плотников
Акапасар, НУ ЧӐН ТА ЭС ТЕНИ ҪИНЕ ТӐРӐННИ МАНА ТА ЙӐЛӐХТАРА ПУҪЛАРӖ... Кашнин хӑйӗн ирӗкӗ.
Эс!, ав, экзистенцизм пирки ҫыран, теприсем «эс» тесе калаҫаҫҫӗ. Никам та сана кӳрентерес-мӑшкӑллас шухӑшлӑ мар.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.01 23:48
Пӗтрӗмӗр, Agabazar чӑвашӗ Экзистенциализм сăмаха ӑнкара пуҫларӗ. Ӑҫта кайса кӗрӗпӗр? Кӑшт лӑплан,тӑванӑм. Сӑмахсемпе перкелешни ӑстӑн тарӑн пулнине пӗлтерменни пурне те паллӑ.
Agabazar // 1447.84.7437
2015.07.02 02:00
Agabazar
Admin // 3406.75.1326 2015-07-01 22:57: <<Акапасар, НУ ЧӐН ТА ЭС ТЕНИ ҪИНЕ ТӐРӐННИ МАНА ТА ЙӐЛӐХТАРА ПУҪЛАРӖ..>>

Шутсăр "эс" теес килет пулсан — çапла каланине итлеме хатĕр çынсене тупчăр калаçма! Акапасара вара "эс" темесĕрех асăнма пулать — виççĕмĕш сăпатра! "Акапасар пÿтсĕр, Акапасар çапла каларĕ, Акапасар йăнăшать...." тетчĕр. "Эс пÿтсĕр, эс çапла калан, эс йăнăшан..." теме сăлтав çук. Вĕсемпе тÿррĕн вăйпа хутшăнтарма кирлех мар. Ку ман позицие Атила, бор, Таймер пит аван пĕлет. Малашне Савваттий те пĕлĕ.


Страницăсем: 1, [2], 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики