Agabazar // 3018.24.1526
2015.06.18 14:32 | |
Вырăспа та чăвашла пуплеме пулать. Тутарпа та. Чăвашпа çеç мар. | |
Аçтахар Плотников // 1023.15.1646
2015.06.18 16:05 | |
Вырӑсла калаҫасси — шел те, йӑлана кӗнӗ. Ак, паян, тимӗр хапха тутарттартӑм. Ку ӗҫпе мана пулӑшакансем — хамӑр ялсемех, кӳршӗсем темелле. Икӗ ҫын. Иккӗшӗпе те чӑвашла калаҫап — чӑвашлах калаҫаҫҫӗ. Анчах пӗр-пӗринпе вӗсем вырӑсла калаҫаҫ. Манпа — чӑвашла, пӗр-пӗринпе — вырӑсла.
Сӑлтавӗ вара: хӑнӑхнинче. | |
Agabazar // 3018.24.1526
2015.06.18 17:01 | |
Хăнăху мар вăл.
Унăн ячĕ — урăхла. Ку вăл — мораль. Норма. Эппин, çав нормăран, çав моральтен тухма юрамасть. Нормăран тухни "аван мар" шутланать. Моральтен, нормăран тухакансене, паллах, хăйне майлă "наказани" кĕтет. Çав наказание никам та палăртман, анчах та вăл — пур! Çавнашкал мораль тата норма епле çирĕпленнĕ-ха? Кунашкал ыйту та пур, анчах та вăл урăх ыйту | |
Айван // 4292.84.0894
2015.06.18 19:18 | |
Чӑваш наци радиовӗпе Приморски крайра 30 ҫул ытла пурнакан ҫемье Муркаша Акатуйра савӑннине пӗлтерчӗҫ. Вӗсен ачисем те тӑван чӗлхепех калаҫаҫҫӗ иккен. Вӗсен утна чӑваш шкулӗсем ҫук халлӗхе. Ҫывӑх вӑхӑтра та китай шкулӗсем кӑна уҫӑлӗҫ. Килтех вӗрентме тивет тӑван чӗлхене. | |
Agabazar // 2226.12.2129
2015.06.18 23:52 | |
"Чӑваш наци радиовӗпе Приморски крайра 30 ҫул ытла пурнакан ҫемье Муркаша Акатуйра савӑннине пӗлтерчӗҫ. Вӗсен ачисем те тӑван чӗлхепех калаҫаҫҫӗ иккен." Паллах, унашкал халлапла хыпар-хăнар сарам пекки тума пулать. Пирĕн пек айвансене хыптарасси пит йывăр япалах мар вăл."Вӗсен утна чӑваш шкулӗсем ҫук халлӗхе." Аха, халлĕхе çук, тепрер çултан пулать. Кĕтсех тăрăр! |