Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Человек в самом себе носит самого страшного из своих врагов.
(Ж.Ламетри)
 

Анастасия Пирӗшти: Тӗрӗс-тӗкел пурӑнма тӑрӑшасчӗ

Анастасия Пирӗшти25.05.2015 19:2880800 просмотров

Сиссе те юлаймарăмăр, çуркунне ырлăхĕ таврана çавăрса илме те ĕлкерчĕ. Ҫу уйӑхӗсене кĕнĕрен Раççейри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв та çывăхланчĕ.

Ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раҫҫей халӑхӗ тискер фашиста аркатнăран 70 ҫул ҫитнине паллӑ турӗ. Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи мӗн тери пысăк хуйхӑ илсе килнине эпир вӑрҫӑ хирӗнче паттӑрӑн ҫапӑҫнӑ салтаксенчен, ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсен асаилӗвӗсенчен кӑна пӗлетпӗр. Шел пулин, унта та пулсан чуна парса ҫав вӑхӑтри саманапа кӑсӑклансах каймастпӑр.

Паянхи кунсенче эпир выҫлӑхпа аптраса лармастпӑр ӗнтӗ, ҫӑвара ҫӑкӑр татӑкӗ хурассишӗн ҫухрӑм-ҫухрӑмӗпе ҫул та такӑрламастпӑр, шӑнтнӑ ҫанталӑкра ҫара уран крахмал пуҫтарассишӗн та уя тухмастпӑр. Тӑрӑшсан, ӳркенмесен, сывлӑхӗ пулсан кӗрмен ҫӗклесе лартмаллӑх укҫа та ӗҫлесе илме пултаратпӑр. Ҫапах та пӗрисемшӗн ку та ҫителӗклӗ мар. Тӳссе курман хурлӑх – ҫавӑ пӗтерчӗ этеме ӗнтӗ. Курӑр-ха, ăçта пире илсе çитерчĕ тутăллă пурнăç? Хăш-пĕр çĕршывсем паянхи кун та лăпкă пурнăçпа пурăнаймаççĕ. Раççейре сывлăша пăтракатакансем те çук мар. Ун ҫинчен пире МИХ пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Мĕнле амак çамрăксен ăнне минретет, мĕнле куçпа курăнман усал вăй ÿсекен ăрăва Адольф Гитлера Турă шайне çĕклеме хистет? Вăрçă хирĕнче пуçне хунă салтаксем паянхи пурнăç мĕнле çулпа пынине пĕлес пулсан, хӑйсен пурнӑҫӗ хальхи пӑтрашуллӑ саманашӑн ҫав тери пысӑк хак пулнине ӑнланса илӗччӗҫ.

Вăхăт малалла шăвать, пурнăç урапи хăйĕн çулĕпе малалла кустарать. Ăçта пире илсе çитерĕ вăл тепĕр 10 çултан пĕлме май çук. Çавăнпа паянах лӑпланса пурӑнмалла. Ӳсекен ӑрӑва тӗрӗс ҫулпа ямалла. Нацизм, фашизм, расизм шухӑшӗсемпе ҫунатланнӑ ҫамрӑксем нимле майпа та малашлӑхри пурнӑҫӑн тӗрекӗ пулма пултараймаҫҫӗ. Самантлӑха та пулин шухашласа пӑхӑр-ха эсир, енчен те паян вӑрҫӑ пуçланас пулсан ҫав «хастарсем» тӑван халӑх хӳттине тӑрӗччӗҫ-ши? Паллах, ыррине кӗтес ҫук.

Чӑвашсем те Раççейри ытти халăхсемпе пĕр та ҫапăçу хирĕнче юн юхтарнă. 210 пин чăваш салтакĕ тискер фашиста хирĕç тăрса мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ. Тылра вăй хуракан хĕрарăмсем, ват çынсемпе ачасем Ҫĕнтерÿ кунне кĕтсе илессишĕн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Эпир вара вӗсен ятне ярса, вӗсен паттӑрлӑхне хаклама пӗлмесӗр наци тавра пыракан тавлашура вӗҫне-хӗрне тупса пӗтерейместпĕр.

Аслӑ Аттелӗх вӑрҫин кĕрлевĕ лӑпланнӑранпа 70 ҫул иртрӗ пулин те, паянхи кун та çав тискер вăхăтри ĕç-пуçсене аса илсен ветерансемпе тылра вӑй хунӑ хастарсен куçĕсенче мĕн тери тарăн ырату палăрăмĕсем сисӗнеҫҫӗ. Вăхăт сыватмасть, чунри ыратăва самантлăха пусарать çеç ҫав. Çентерÿ кунĕ пирĕншĕн ĕмĕрĕпех ырӑ тĕслĕх пулса тăмалла. Уйрăмах, ку çамрăксене пырса тивет. Тÿрĕ çулпа утма тăрăшасчă, ырă ĕçсемпе кăна палăрасчĕ. Пуҫ хунӑ салтаксемшӗн, ветерансемпе тылри ӗҫченсемшĕн ку нимпе те танлашма пултарайман чи пысăк тав пулĕ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Ют Ҫын // 4160.97.6434
2015.05.26 06:25
Питӗ килӗшӳллӗ статья. Тахҫанах кӗтсеччӗ кун пек алҫырӑвне. Каярах юлнӑ пулин те, тухрӗ тухрех чуна ӑшӑтакан алҫырӑвӗ. Настя Владимирова псевдоним пулмасан, ку хӗрарӑма таймапуҫ ҫӗре ҫити тентенцисӗр тӗрӗс сӑмахсемшӗн.
Agabazar // 3698.88.0195
2015.05.26 07:58
Agabazar
<<Настя Владимирова псевдоним пулмасан>>

Псевдоним (ник) пулсан вара мĕн? Таймапуçăра каялла илетрем апла пулсан?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.26 08:28
Кун пек темӑпа нумай калаҫрӑмӑр. Тавах Наҫтука кая юлса та пулин темӑпа калаҫнӑшӑн. Пирӗн Ветеран Труда ҫырмарӗ, ахӑртнех бандерӑсен паттӑрлӑхне ҫутатасшӑн пулчӗ пулинех. Е 100 ҫулхи юбилее кӗтсе пурнать.
Алина // 3241.45.3051
2015.05.26 13:07
Маттур Настя!!!
Ют Ҫын // 3683.40.7313
2015.05.26 22:08
Agabazar юлташ, эпӗ -"ку хӗрарӑма таймапуҫ"-тесе ҫыртӑм та. Тен кӳрентерме пултаратӑп, псевдоним пулсан. Тав сӑмахне каялла илесси ҫинчен шухӑш ҫук ха манӑн. Ун пек шухӑш чирлӗ ҫынна пырса кӗме пултарат.
Настя- "Çентерÿ кунĕ пирĕншĕн ĕмĕрĕпех ырӑ тĕслĕх пулса тăмалла"-пит те тӗрӗс. Ҫӗнӗ ӑрӑва воспитани парас енӗпе тилхепене кӑшт пушат ҫеҫ, леш "Мишка 2%"-сем килсе те тӑраҫҫӗ, ҫамрӑк тӗрекленмен яшсен чӗрисене пуҫтарса та каяҫҫӗ.

Страницăсем: 1, [2]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики