Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Препядствия в любви только усиливают ее.
(Шекспир)
 

Аçтахар Плотников: «Арматӑна» пула анӑҫри танксем кивве юлаҫҫӗ

Аçтахар Плотников06.05.2015 10:1611713 просмотров

Ҫитес кунсенче Мускавра Ҫӗнтерӳ парачӗ иртмелле. Унта Раҫҫей патшалӑхӗ хатӗрлеме пуҫланӑ «Армата» йышши танксене те кӑтартмалла. Нумай пулмасть вӗсен шутне кӗрекен «Армата» танка, «Армата» тата «Курганец-25» БМП-на, «Курганец-25» тата «Бумеранг» БТР-сене ытлашшиех пытармасӑр кӑтартрӗҫ. Мерикканри МИХсенче вара пирӗн ҫӗнӗ танксем ҫӗнӗлӗхсем енчен вӗсен «Абрамсӗсемпе» «Леопарчӗсенчен» чылай лайӑхрах имӗш, лешӗсем кивве юлаҫҫӗ имӗш.

Ак, Assotiated Press мӗн ҫырнинех илсе парар:

Раҫҫейри тата анӑҫри хӑш-пӗр ҫар ӑстисем «Армата» анӑҫри танксенчен лайӑхрах пулни пирки калаҫҫӗ. Вӑл — виҫӗ ҫынлӑх хӳтӗленӗ капсулӑллӑ пӗрремӗш танк, башнине унта радиохумӗпе ҫавӑрма май пулӗ, тупине те автоматизациленӗ авӑрлав механизмӗпе тивӗҫтернӗ. Ку вара экипажа хӳтӗлеме те пулӑшать, танкӑн эффективноҫне те вӑйлатать.

Информаци агентстви пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх ку танк чӑн та анӑҫрисенчен лайӑхрах. Анчах вӗсене Раҫҫей ҫар промышленноҫӗ ҫак машинсене кирлӗ чухлӗ тума пултарасси иккелентерет имӗш. Яппунсен The Diplomat кӑларӑм та ҫӗнӗ танка асӑннӑ. Вӗсен шучӗпе «Армата» тӗнчери чи хӑрушӑ танк пулса тӑма пултарӗ.

Breaking Defense кӑларӑм вара БТР-сене тишкернӗ. Мерикансен «Stryker» БТР-не ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнӗ имӗш. Раҫҫейӗн ҫӗнӗ БТР-ӗсенче 30 мм-лӑ тупӑсем тӑраҫҫӗ иккен, вӗсен вара халӗ те 12,7 мм-лисем кӑна. Тупӑна ҫӗнетсен «Stryker» хӑвачӗ икӗ хут ӳсмелле имӗш.

Ҫар ӑстисем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, эпир ҫӗнӗ танксен ӗлкисене кӑна куратпӑр имӗш. Шалта мӗн вырнаҫни, вӗсен характеристикисене пире хальлӗхе ҫавах пӗлтермӗҫ. Тата танк тӗрӗслев витӗр тухса пӗтмен, вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн вӑл ҫав-ҫавах ҫӗнӗ хӳтӗлев системисемпе пуянланӗ.

«Арматӑна» хатӗрленӗ май мериккансем те хӑйсен бронемашинисене ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Анчах вӗсен танкӗсем классикӑллӑ майпа хатӗрленӗскерсем пулнӑран ҫӗнни пулмӗ, хӳтӗлев енчен кӑна улӑштарайӗҫ имӗш. Ку ӗҫсене вӗсем 2017–2018 ҫулсенче кӑна пуҫӑнасшӑн.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Владимир // 3601.0.5846
2015.05.08 20:36
Пире ан тӗкӗн-эпир те сире тӗкӗнместпӗр! Хочешь мира- готовься к войне! Ку "Армата" пирки кӑна мар. Раҫее юлашки чикӗ тӗлне хӗссе ҫитерчӗҫ. Куна пурте ӑнланаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш Тӗнче Вӑрҫи пуҫланасси паллӑ. Пӗрремӗшпе иккӗмӗшӗ мӗнле пуҫланнине пӗлекенни ҫакна пит лайӑх ӑнкарать.
Владимир // 3601.0.5846
2015.05.08 20:43
Пӗрремӗшпе иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫисем мӗнле пӗтнине вара халӑха пӗлтересшӗн мар. Ман шутпа, тепӗр Тӗнче Вӑрҫи пуҫлансассӑн Раҫҫей тӗнче хуҫи пулса тӑрать. Раҫей мар, раҫҫей чунӗ, Раҫҫей хавалӗ, Раҫҫейӗн тавра-курӑмлӑхӗ!
Agabazar // 1988.38.6935
2015.05.08 21:04
Agabazar
"Пӗрремӗшпе иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫисем мӗнле пӗтнине вара халӑха пӗлтересшӗн мар."

Эсĕр хăвăр кам? Халăх мар-им? Хăвăр пĕлетĕр, тата мĕн кирлĕ?

"...Ман шутпа, тепӗр Тӗнче Вӑрҫи пуҫлансассӑн Раҫҫей тӗнче хуҫи пулса тӑрать..."

Хоспочын! Инкеке йыхăрсах чĕнсе илме кирлĕ мар пулĕ! Не буди лихо пока спит тихо!
Ют Ҫын // 1480.8.7716
2015.05.09 07:36
Пурне те Уяв ячӗпе. Šyravşă текен каччӑ(сӑнӗ хӑйӗнех пуль тетӗп) пустуях сӑмах кӑларат. Ыр хыпар ҫуккине чӗрне хурине чакаласа ларнӑ пек шырамалла мар.Ӗҫлемелле, ӗҫри хастарлӑха-профессионализма ӳстермелле. Пӗтӗмпех пурнӑҫланат, йӗрсе ларсан куҫҫуль кӳлленчӗкӗ тата йӗпе сӑмса анчах пулат.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.09 12:42
То,что пишут на "Эхо Москвы" не вся правда(про Армату и остальное).Проплатили и пишут,им же надо отчет предоставлять ихним работодателям.Ничего тревожного,пусть пишут,пусть изгаляются.Аудитория сегодня в большинстве сама разберется,что к чему.Только название рад/станции Венедиктова надо поменять лучше на "Эхо Проплаченное".Всех с Праздником! И Венедиктова тоже.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.09 12:44
Акапасар хӑта! Вырӑсла пӗлен пулсан итле "Хотят ли русские войны?" юрра. Кӑмӑлу пулсан татах темиҫе юрӑ сӗнме пултаратӑп.
2015.05.09 16:08
Аçтахар Плотников
«То,что пишут на "Эхо Москвы" не вся правда(про Армату и остальное).Проплатили и пишут,им же надо отчет предоставлять ихним работодателям.»
Телевизор минретӗвне пула урӑхла, сирӗнле мар шухӑшлакан ҫынсем пурте «проплаченный», ҫапла-и? Унти статьяра мӗн суя япалине пӗрре те курмарӑм вара. Леш, влаҫрисенчен укҫа илеккенсем вара тӳрре тухас тесе тем те пӗр шухӑшласа кӑларни пирки питӗ тӗрӗс ҫырнӑ.
Ют Ҫын // 1995.55.2877
2015.05.10 15:14
Админ тата "эхо Москвы" текен станцине Венедиктов хӑйӗн укҫипе тытса тӑрат тесе мана ӗнентересшӗн пулмалла. Телевизӑрта ӗнер "Забытый полк" та "минретӳ" пулчӗ пулмалла.Сирӗншӗн сирӗн пек марри пурте минретӳ пулнине ӑнлантӑм.
2015.05.10 17:34
Аçтахар Плотников
«Админ тата "эхо Москвы" текен станцине Венедиктов хӑйӗн укҫипе тытса тӑрат тесе мана ӗнентересшӗн пулмалла.»
Кам укҫипе тухни мана кӑсӑклантармасть. Чи кирли тӗрӗссине ҫырччӑр, пӗлтерччӗр. Тӳрре тухас тесе ан суйччӑр. Объективлӑ хыпарлаччӑр. Малтан Lenta пурччӗ. Анчах вӑл та влаҫрисене килӗшмерӗ, хӑйсене майлӑ ҫыракансене лартрӗҫ.
«Маннӑ полк» пирки вара эп мӗн япӑххи ҫыртӑм? Лайӑх япала.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.10 18:18
Пурте пӗрле кар тӑрса тӗрӗс ҫырмаллишӗн кӗрешер!Тӗрӗс ҫырмаллишӗн кӑна мар,пустуй фактсене ҫырассине хирӗҫ. Туртса кӑлараҫҫӗ чӗрне хури чухлӗ пулӑм,вара ах чӑмлаҫҫӗ,ах чӑмлаҫҫӗ!

Страницăсем: 1, [2], 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики