Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Создание - всегда подсознательный портрет создателя.
(А. Вознесенский)
 

Софья Савнеш: «Пире вырăс чĕлхи «мăйкăчĕ» пăвать»

Софья Савнеш22.04.2015 15:2320586 просмотров

Тĕлĕнмелле çынпа паллашма тÿр килчĕ. Çуралсанах ăна Витали ят хунă. Ялта ăна «министр» тесе чĕннĕ. Халĕ тус-юлташĕ ăна Пил Тымарлан ятпа пĕлет. Ку – унăн паспортри ячĕ. 1997 çулта Виталий Иванов хăйĕн ятне улаштарса Пил Тымарлан тесе çыртарнă. Чăваш чĕлхишĕн хыпса çунаканскер халĕ те Совет Союзĕ вăхăтĕнчи паспортпа çÿрет. Вăрнар тăрăхĕнчи Кайри Тукай ялĕнче çуралнă Пил Тымарлан 56 çулта.

- Эсир кунашкал ята ахальтен суйламан ахăртнех.

- Ятăмри сăмахсем мĕнпе çыхăннине чухлама йывăр мар ĕнте. «Пил» тата «тымар» сăмахсенчен.

- Сирĕн кăкăр çинчи паллă мĕне пĕлтерет. Эсир ăна ятарласа çакса çÿретĕр-и?

- Ку – йăх палли. Виçĕ юплĕскер иртнине, хальхине тата пулассине кăтартать. Варринчи, хальхине кăтартаканни, вăрăмрах. Мĕншĕн тесен эпир иртни тата пуласси пирки сахал пĕлетпĕр, хальхи çинчен вара – нумайрах. Çак паллă ялан ман çумра. Хама валли тăмха та хатĕрлерĕм. Вăл пичет евĕр, унпа алă пусатăп. Унти I хисеп йăха кăтартать, тепĕр I йăхри миçемĕш çынна палăртать. Манăн ача пулнă тăк ăна çапларах палăртăттăм: I-II. Анчах йăха тăсаканни çук-ха.

- Эппин, эсир çемьеленмен?

- Çук. Паллах, савнă хĕрсем пулман мар. Пĕринпе çемье çавăрма та хирĕç марччĕ. Анчах… Улькка Трак тăрăхĕнчи Алманч ялĕнченччĕ. Вăл «анне» тенине тăтăшах илтеттĕм. Амăшне чăн чăвашла чĕннĕшĕн чунран хĕпĕртеттĕм. Пĕррехинче вĕсен ялне кайрăмăр, пахчара ĕçленĕ хыççăн сĕтел хушшине вырнаçрăмăр. Унччен те пулмарĕ – Улькка «мама» тесе ячĕ. Чун кÿтсе килчĕ те картише тухрă. «Каятăп эпĕ», - терĕм Ульккана. Каçхи 8 сехет иртнĕ пулин те çула тухрăм. Улькка «анне» тесе кукамăшне каланă-мĕн. Кун хыççăн унпа çыхăнăва татмарăм, анчах туслăх пĕрлешÿпе вĕçленмерĕ.

- Эсир Иван Яковлевича хисеплеместĕр тетĕр. Мĕншĕн?

- Алфавитри «б», «г», «д», «ж», «з», «о» йышши саспаллисем чĕлхе çемçелĕхне пĕтерчĕç. Çавна пула чăваш чĕлхи çумланма пуçланă. Ĕлĕкхи чăвашсем ун пек сасăсемпе усă курман. Манăн 81 çула кайнă анне 2 класс кăна пĕтернĕ. Вăл çакнашкал сасăллă сăмахсене темле тăрăшса каласан та вĕсем тÿрккес тухаççĕ. Эпĕ хам вĕсемпе усă курмастăп. «Манлăха» пĕтерет пулсан мĕншĕн усă курас? Вĕсене ĕлĕкхи чăвашсем пек калатăп: ахтапус, ваксал тата ытти те. «Водитель» вырăнне те «урапаçă» теме пулать.

- Эсир кирек ăçта та чăвашла çеç калаçни пăтăрмахсем кăларса тăратмасть-и?

- Çын чăвашла пĕлмест тĕк ку – унăн ыйтăвĕ. Тăлмачă тыттăр. Лавккара та сутуçăсемпе чăвашла çеç калаçатăп. «Говорите на нормальном языке», - теççĕ лешсем. Çакна пулах вун-вун лавккана çăхав çыртăм. Акă нумаях пулмасть лавккана çăкăр патне кĕтĕм. Киле çăкăрсăр таврăнма лекрĕ. Ара, сутуçăсемпе чăвашла калаçрăм. Лешсем ăнанманнине кура сентре çине те тĕллесе кăтартрăм. Пур-пĕрех кутăна переççĕ. Çăхав çырма лекрĕ. Ваксалта та пĕр ĕç пулса иртрĕ. Унти ĕçченсене пула ахтапусран тăрса юлсан тиспетчертан пырса ыйтрăм. Лешĕ чăвашла ăнланмана печĕ, вырăсла калаçма хушрĕ. Парăнмарăм çавах. Хуралçăсене чĕнсе илнĕ, лешсем те чăвашла пĕлмеççĕ имĕш, «Говорите по-русски» тенĕ. Манăн мĕншĕн чăвашла калаçма юрамасть-им вара? Тăлмачă тытчăр. Учрежденисен хăйсен хут ĕçĕсене икĕ чĕлхепе туса пымалла. Патшалăх ун валли укçа уйăрать. Анчах вăл ăçта кайнине халăх пĕлмест. Банкета. Кремль ыйтнипе хăй вăхăтĕнче чăваш депутачĕсем чĕлхе саккунне йышăнчĕç. Анчах вăл ĕçлемест. Ку саккуна ĕçлеттерес тесен виçĕ ыйту татса памалла: мĕн тумалла, мĕншĕн тумалла, мĕнле тумалла. Мĕншĕн тесен кирек мĕнле ĕç те виçĕ ыйтуран тăрать. Украинăна мĕнле пулăшмаллине пĕлеççĕ вĕт – укçа уйăрмалла. Кунта çак виçĕ ыйтăва пăхса тухса татăклă йышăну тунă: таркайсене йышăнмалла, вĕсене пурăнмалли кĕтеспе тата ĕçпе тивĕçтермелле.

- Эсир, эппин, саккунсене, хут ĕçĕсене лайăх пĕлетĕр.

- Педагогика институтĕнче ÿнер графикин факультетĕнче вĕреннĕ чухне юрист профессине те алла илтĕм. Ваккат эпĕ. Тÿрере (судра) вырăсла калаçмасăр чăвашла çеç хÿтĕлетĕп, мĕнпур хута тăван чĕлхепе çыратăп. Çавна пула тÿлевсĕр хÿтĕлĕсен те манран пулăшу ыйтакан сахал. Ара, тÿрисем камсем? Вĕсем пурте вырăс чĕлхин «мăйкăчĕнче». Ку таранччен виçĕ çынна хÿтĕлерĕм. Çав йышра – чăваш чĕлхине чунран юратакан Илле Иванов журналиста та. Укçă ĕçлесе илес ыйту тĕрлĕ ĕç тутарать, анчах та ку ĕçсене эпĕ çич ют чĕлхепе калаçса тумастăп.

- Студент чухне те эсир тăван чĕлхене чунран юратнă-и?

- Пĕррехинче Гурий Комиссаровăн «Пулĕ-ши, пулмĕ-ши чăваш халăхĕн малашлăхĕ?» кĕнекине ĕмĕлке туса студентсене валеçсе патăм. Çав вĕнеке юнашар пÿлĕмри Миша Кузьмин аллине те лекнĕ çав. Вăл вара кун пирки çийĕнчех КГБна пĕлтернĕ. Философи урокĕнчен çавăтса тухса кайрĕç, путавалта 4 сехет тĕпчерĕç. Ку ĕç хамăн пулнине йышăнтăм, анчах ĕмĕлке ăçта тунине пĕлтермерĕм, унсăрăн унтисене лекет. КГБра ирччен тытрĕç, ультрасасă ячĕç. Çывăрма та, лăпкăн ларма та çук. Ку сасă хăлхара уйăха яхăн янăрарĕ. Çапла 1982 çулта «хура списока» лекрĕм. Политэкономи ăслăлăхне пĕлмес тесе институт дипломне те памареç, тепĕр çултан çеç аран илтĕм. Ăна илессишĕн шкулта ĕçлеме тиврĕ. Дипломсăрах Вăрнар тăрăхĕнчи Чиркÿллĕ Енĕш шкулĕнче директор пулма шанчĕç. Кăштахран ку ĕçе пăрахрăм. Унтан тепĕр шкулта вĕрентекенре ĕçлерĕм. Унта та çине-çинех асăрхаттару лекрĕ: ачасене хама Витали пичче тетернĕшĕн, черчение вĕренес килменнисене апатланмăша çĕрулми шуратма янăшăн, журнала чăвашла çырнăшăн… Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ те журнала чăвашла çырать тесе директор асăрхаттарчĕ. Тепрехинче хамăн 7-мĕш класри дневнике ачасене кăтартрăм. Унта – «2» паллăсем. Вĕрентекенĕн кун пек тума юрамасть тесе каллех асăрхаттару пачĕç.

- Халĕ хулара кăна мар, ялсенче те вырăсла калаçма тытăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕчĕкренех чăваш чĕлхинчен пистерсе вырăсла пуплеме хăнăхтарать…

- Пирĕн яла «тĕттĕм» теме пулать. Ахтапусран ансан 6 çухрăм утмалла, пуйăспа килсен – 8 çухрăм. Пирĕн «тĕттĕм» ялта та вырăсла калаçма тытăнчĕç. Манăн анне, унччен «тĕлĕнмелле» сăмахпа усă кураканскер, «интереснăй» теме пуçларĕ. Çакна вăл хуларан килекеннисенчен вĕреннĕ. Хамăр яла тĕпе хурса шутланă тăрăх, чăваш чĕлхи 2035-37 çулсенче пĕтмелле. «Мĕн пĕччен çапăçса çÿретĕн?» - тесе вăрçать мана анне. Анчах вăл ятлани те, арлăх хăвачĕ те, укçа тăваслăх та тăван чĕлхе юратăвне çĕнтереймерĕ. Пире вырăс чĕлхин «мăйкăчĕ» пăвать.

- Укçа ĕçлесе илеймесĕр пурăнма йывăр-çке.

- Çапла пĕр-пĕр ĕçе вырнаçсан сана ирĕксĕрлесех вырăсла калаçтараççĕ. Ку маншăн – мĕскĕнленни. Чăвашла çеç калаçнипе ниçта та вăй хума çук. Вырăс чĕлхипе литературине хамшăн ют пулнăран шкулта та вĕренмен. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне пĕр хĕр патне салам уткрытки çырнăччĕ. Унта «любовь» сăмахра кăна 3 йăнăш тунă. Паян вырăсла икĕ сăмах каланă пулсан ыран пĕрре çеç каламалла, виçмине унпа пачах усă курмалла мар. Манăн хамăн пурнăçра çич ют халăх чĕлхе пуянлăхне хапсăнмасăр хамăн чĕлхене аталантарса пурăнас килет. «Ютта хапсăнакан хăйĕнне çухатнă», - тенĕ авалхи ватăсем. Çак сăмахсем ялан манăн чунра. Паянхи чăвашăн вырăс чĕлхине пуçĕпех хĕссе кăларма майĕ те, вăйĕ те çук. Ун пек вăй-хал маттур тутарсен те курăнмасть-ха. Кăна тума «иммунитет» кирлĕ. Çак «иммунитет» пур. Манăн çак «иммунитета» халăхра сармалли мел те пур. Ăна пурнăçласчĕ. Çакăн пек тĕллевпе пурăнатăп.

- Тавах сире калаçушăн.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тайр // 3913.58.4645
2015.04.27 18:36
Володя,енчен те эсир питӗ тӑнлӑ пулсан ҫӳресе пӑхӑр Тымарланпа пӗр кун тӑван члхепе калаҫса.Курӑпӑр мӗнле юрласа ярӑн пӗр-ик лавккаран скажи нормально тесе кӑларса ярсан.
Пĕр хĕрарăм // 1054.74.7148
2015.04.28 18:23
Володяпа килĕшмен çынсен шучĕ ÿсет...
Конми // 3248.2.0312
2015.04.29 00:32
Володя сĕннĕ виçĕ принцип чăнчăвашлăха упрама пулăшмаллан туйăнать вĕри чунлă чылай çамрăка. Моисей еврейсене иккĕмĕш сыпăкри тăван хĕрех илме хушнă юн тасалăхне тытма. Анчах еврейсем Ханаана илсен утмăл пин чиперккесене хăварса валеçеççĕ. Халĕ эпир мĕншĕн пирĕн геномсем еврейсеннипе чылай пĕрешкел тесе тĕлĕнетпĕр. Ханаан тенинче те "аннесен çĕрĕ, енĕ" тени илтĕнет.Чăвашăн хăтана çичĕ юта каймалла!
Конми // 3248.2.0312
2015.04.29 00:53
Юн тасалăхшĕн тесе хамăр ялти савнисене илни йăх вăйне хавшатать. Совет влаçĕ вăхăтĕнче "савни савнине илет те савманнине кам илет" тесе хавхаланса халăх вăрлăхне чылай начарлатрăмăр мар-и вара! Кунта шухăшламалли чылай. Чылай вак, уйрăмах çурçĕр, халăх пĕтес патнех çитрĕ. "Ыттисемпе ерер мар!" тени (демографи, чĕлхе, культура т.ыт. енчен те, тÿнтеррисене мар!) нихăш халăха та ыртумасть.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.29 10:07
Конми 2 ҫыру ҫырнӑ,иккӗшӗнче шухӑшсем расна.Мӗн каласшӑн- ним те паллӑ мар.
Agabazar // 2027.24.6410
2015.04.29 12:11
Agabazar
Когнитивлă диссонанс теççĕ ун пеккине. http://www.psychologos.ru/articles/ ... ognitivnyy_dissonans
Victor // 2449.58.3057
2015.04.29 14:05
Victor
Eврейсем Ханаан çыннисене çĕртес тесе вĕсен хĕрĕсене качча илме пăрахăçлани, кам унччен авланнă, уйăрăлни çинчен асилтерет Конми. 2 çырури шухăшĕсем расна мар. Пĕтĕмлетĕвĕ кăна йăнăш пек. Еврейсем ханаансемпе авланманни ырра çитермен тет, анчах еврейсем тиркенĕ халăхсенчен (канаан, хетт, хиввей, периззей, гиргаш, аморей, евусей) нихăшĕн те паян тăхăмĕ çук, культтури те малалла пымасть. Еврейсем вара холокостне те чăтса ирттерчĕç. Ирони.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.29 17:09
Шӑп ҫавӑн ҫинчен калатӑп.
Конми // 4602.5.6701
2015.04.30 23:00
Вырăсла калам: "Самоизоляция народа ведет к его вырождению. Это касается любой сферы жизни". Еврейсем Моисей каланинчен пăрăннă.(Анчах вĕсем хушшинче иккĕмĕш сыпăкри тăвана илни е качча тухни чылай тĕлпулать. Кун пек чух ача катăк е чирлĕ пулас хăрушлăх пысăк.) Халь вĕсем юта та тухаççĕ, ютран та илеççĕ. Раççей элитинче еврей кăкĕсĕррисене тупма йывăр тесе халь каламасть пулĕ "Сайт Русский еврей".
Конми // 4602.5.6701
2015.04.30 23:25
"Чăваш илмерĕ-çке иккĕмĕш арăмне те", - илтрĕм чылай вĕреннĕ сумлă энтешхĕрарăм кулянса каланине урçа юлнă паллă ентешĕмĕр авлансан. Чăваш чăваша илтĕр, вара чăвашлăх çирĕпленĕ тени, паллах, чылай çынна килĕшет. Апла пулин те ку чăвашлăха хăй халлĕнех хÿтĕлеймест. Хамăра хисеплеме çеç мар,хисеплеттерме те вĕренмелле пирĕн.

Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики