Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Цепь брака тяжела, иногда приходится нести ее втроем.
(А. Дюма-сын)
 

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5242373 просмотров

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1190.78.0439
2015.04.21 15:44
Agabazar
Мĕнех, кунта та мĕн те пулин çырма май пулĕ!
Псаки // 4292.84.0894
2015.04.21 16:55
Малтанласа чӑваш чӗлхи факультетне мӗншӗн яшсем сахалрах кӑмӑлланин сӑлтавне тупса палӑртсан меллӗ пулмалла. Манпа Agabazarта мар шим айӑпӗ? форумҫӑсем пӗр пӗринпе пустуй япалашӑн хирӗнеҫҫӗ, мӑнкӑмӑллӑн тытаҫҫӗ хӑйсене. Ухмаха персе З.Бзежинский ҫинчен калаҫнипе урапа малалла кусаймӗ.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.21 17:31
Эсир пурнăçран юлнă. Иртнĕ эрнере ЧПУра чăвашла виçĕ кафедрăна пĕрлештерсе ПĔР кафедра туса хунă. Çапларах аталанатпăр...
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.21 18:16
Ак Акасапар кунта Збигнев ҫине сиксе ӳкнӗ, кайран Меркель теме пуҫлӗ,кайран Валери Жискар Д,Эстен текеннине аса илӗ. Вӑт ухмаха переть.
Agabazar // 1820.16.7566
2015.04.22 05:15
Agabazar
Пасар // 4117.51.7078 2015-04-21 17:31: <<Эсир пурнăçран юлнă. Иртнĕ эрнере ЧПУра чăвашла виçĕ кафедрăна пĕрлештерсе ПĔР кафедра туса хунă. Çапларах аталанатпăр...>>

Вăт-вăт! Атту кунта хăшĕсем "Збигнев— трухха!" текелеме пăхаççĕ. "Трухха" парĕ сире вăл пит! Чăннипе кам "трухха" пулни кунта питĕ аван курăнать!
Ют Ҫын // 2126.50.7868
2015.04.22 06:40
Паллӑ,виҫ кафедрӑ вырӑнне пӗрре туса хунин сӑлтавне,Псаки каланӑ пек,ӑнланса илмелле.Тӗрӗс,халӑх сахал вӗренме кӗрет тӑван чӗлхе факультетне.Мӗншӗн?Мӗншӗнни те Паллӑ.Сӑмахран,ЧНК витӗмӗнче юлашки вӑхӑтра мӗнчухлӗ "пуш"ҫӳрерӗ.Все это не способствует поднятию уровня авторитета среди учеников и молодежи."Бороться за умонастроения молодых" тесе ахаль каламан.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.22 09:16
Акасапар хӑта,пирӗн санпа пӗрле,паллах, кашни кунхи горлопанство и пустозвонство отталкивает молодые души от древнего,мудрого и могучего чувашского языка. Ты до сих пор это не понял или прикидываешься.
Вот к примеру,приехали в Нижнюю Кумашку представители русского народа из Шумерли(это в 10-ти Км),посмотрели что творит чуваш Н.М.Адер и захотят разговаривать на Адера родном языке(чӑвашла).А вот,скажем,приехали те шумерлинцы и увидели на месте Адера мелкого бездельника,да еще выпивоху,у которого крыша даже протекает. Конечно кроме отвращения язык выпивохи ничего вызывать не сможет. Вот так,Акасапар,просто на пальцах.
Резюме: делом надо заниматься,родной!
Атила // 3913.58.4645
2015.04.22 09:35
Чӑваш факультечӗ юлашки вунӑ ҫул хушшинче питӗ айванланса кайни пӑшӑрхантарать.Кама пӗлетпӗр унтан вӗренсе тухнӑ патриота?.Ӑҫта вӗсем.Конгресра пур-и?.ЧОКЦра-и?.Е пасарта колготки сутаҫ?.
Agabazar // 4069.80.3950
2015.04.22 10:04
Agabazar
"...Илле Ивановпа А.Леонтьев пирки пач ҫырма пӑрахрӗ..."

Темме ку çынсене айккинелле катертрĕç?
Курăсăн, вĕсем паян вăйра пулнă пулсан, асăннă çынсем Кремльпе, Мускаври ытти вăйсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçе йĕркелеме пултарĕччĕç. Çук вĕт, айккинелле хăваларĕç. Виталий Родионов, Валери Туркай пеккисенчен, тем, пиçсех каймасть-ха халлĕхе. Кун пирки кунта илсе кăтартнă тĕслĕхсем те аванах çирĕплетеççĕ.

...А чăвашсен вара халлапри пек темĕнле "Çĕмĕрле вырăсĕсем" умĕнче тÿрре тухмалли нимĕн те çук! Çавсен умĕнче вĕсем нимпе те айăпа кĕмен вара....
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.22 10:43
Атиллӑ хӑта тӗрӗс ҫырать,килӗшмелле.Пӗр ҫул хушши ҫыртӑм хам ӑнланнӑ япала ҫинчен:"чӑвашлӑха" хӳтӗлеме хуть те кам йӗркеленӗ митинга Чӑвашла вӗрентекенсем,чӑваш писательсем,поэтсем,унерҫӗсем,чӑвашла ташласа-юрлакансем,чӑваш ӑслӑлӑх институтӗнче,чӑваш факультетӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тата нумай ҫын "чӑвашлӑх" темине асаплантаракансем(ҫав темӑна усӑ курса тӑранакансем тесе ҫырас килеть)тухмасан, КАМӐН тухмалла ҫав митинга?Таймерпа Борӑн,паллах.Каҫарӑр та,ӑнланмаллах ҫыримарӑм.

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 16

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики