Микуль // 4292.84.0894
2015.04.04 06:58 | |
Статьин уйрӑм вырӑнӗсене илсен ытлашши темех ҫырман пек туйӑнать. Пирӗн хӑнӑхмалла ҫивӗҫ статьясене хаҫатра пичетленине. Кашни номерте вӗри стиатьясем пулмалла.Вара дискусси тума юрать. | |
Agabazar // 1951.70.7101
2015.04.04 13:24 | |
Ăçта темех çырман? Туркай пасквилĕнче е Родионов статйинче? Мĕне "хăнахмалла" пирĕн? Пасквильсене "хăнахмалла"-и?
Родионов статйине илес пулсан, унта "хăнахмалли" нимĕн те çук! Мĕншĕн ăна "Хыпар" пичетлесе кăларнă-ши? — Ак мĕнре ыйту! | |
Ют Ҫын // 2365.71.5408
2015.04.04 18:54 | |
Нимех те мар Agabazar тете версисем пурри, пичетлени тата лайӑхрах. Малтанхи редактор нумай статьяна пичетлемен,Туркай тытнӑ та "плюрализм" пенлеттернӗ. Agabazar тетен е Админ тетен тепрер статья ярса памалла Туркая. Тен,вӗсене те пичетлеме шухӑш тытӗ. | |
Хамăр çын // 4117.51.7078
2015.04.04 20:03 | |
"Вирьял чĕлхишĕн" кар! тăрар! Маразм дебилизма куçса пырать: "Хыпарăн" эрне кунхи номерне вулăр. | |
Agabazar // 9293.1.6277
2015.04.05 11:57 | |
Хамăр çын // 4117.51.7078 2015-04-04 20:03:<<"Вирьял чĕлхишĕн" кар! тăрар! Маразм дебилизма куçса пырать: "Хыпарăн" эрне кунхи номерне вулăр.>>
"Хыпарти" материалсене, электронла версие çырăнман пулсан, Интернетра туллин вулама май çук. Вирьял чĕлхи пирки сÿпĕлтетни паллах, чăваш патне тата тепĕр хăрушлăх çывхарса пынине систерет. | |
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.05 12:16 | |
Акапасар хӑҫан та пулин хӑйне валли шыраса тупать.Провокатор.Халь тата вирьялсене кӳрентерес терӗн-им?.Тыт та ҫыр Хыпара хӑвӑн ятупа,виртуаллӑ акапасар. | |
пасар // 4117.51.7078
2015.04.05 15:56 | |
Аркатуçăсен самани! ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ пайлама пуçларĕ Хыпар
(каçарăр, Туркай). Акапасар, мĕн тумалла ку аркатуçăсемпе? Тяпкин-ляпкинсен (классиксене вуласчĕ хăшĕ-пĕрин)самани камшăн лайăх? Провокаторсемшĕн! ЧĂНЛĂХ: пирĕн, тăвансемĕр, ПĔР ЧĔЛХЕ: ЧĂВАШ ЧĔЛХИ! | |
Agabazar // 2735.35.3842
2015.04.05 19:00 | |
Timer // 4916-2612 2015-04-05 12:16: <<Акапасар хӑҫан та пулин хӑйне валли шыраса тупать.Провокатор.Халь тата вирьялсене кӳрентерес терӗн-им?>>
Ак тата тепри, "Хыпарта" та мар, кунтах! Бензин-краççын сапаса тăраканскер! Ахăртнех, хаçатри "статьяна" та çавах çырнă пуль-и тен. Цитата:"Тыт та ҫыр Хыпара хӑвӑн ятупа,виртуаллӑ акапасар." Сайтри скриншотсене пичетлесе кăларма "Хыпара" никам та чармасть. Интернетра нимĕнле виртуаллăх та çуккине вара сĕтел айĕнче упаленекен çулталакри ача та пĕлет! | |
Agabazar // 2735.35.3842
2015.04.05 20:13 | |
Тĕрĕссипе вирьял диалекчĕ стандартлă чĕлхерен виç-тват уйрăмлăхпа çеç уйрăлса тăрать. Вăл уйрăмлăхсене пурте пĕлеççĕ. Кулленхи пурнăçра çын çав уйрăмлăхсене палăртса калаçать-и е палăртмасăр-и, ку пĕтĕмпех унăн ирĕкĕ. Кунта нимĕнле проблема та çук.
Уйрăмлăхсем Вирьялта çеç мар, кирек ăçта та пур! Вĕсен калăпăшĕ чылай чухне Вирьялтинчен те пысăкрах. Сăмахран, Елчĕкре çĕрулмие кантук теççĕ, пырать, каять йышши сăмахсенчи юлашки сасса çемçетмесĕр калаççĕ. Тата ытти те. Тăхăрьялти е Чăнлă тăрăхĕнчи чĕлхе пирки лекци вуласа пама пултаратăп. Куславккасен кăмоко, хăмло тенисем мĕне тăраççĕ тата! Тĕрĕссипе темле диалект, калаçу, уйрăмлăх пеккисем мар, пĕтĕм чăваш чĕлхи хăрушлăхра!. Паллă ĕнтĕ, чăваш чĕлхи пĕтсен УНĂН ДИАЛЕКЧĔСЕМ ТЕ ПĔТЕÇÇĔ. Чăваш чĕлхи хăй пĕтĕмĕшле сыхланса юлсан, диалекчĕсем те пулĕç. Тĕнчере диалектсемсĕр (идиомсемсĕр) чĕлхе çук! | |
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.05 20:41 | |
Атьсемĕр, йÿтеме чарăнсамăр. Пирĕн ПĔР ЧĔЛХЕ! Туркай йÿтевне парăнар мар. Чăваш литература чĕлхин сыхлавçисем (тăнла, Туркай) - кайса ан ÿкĕр - вирьял маттурĕсем: Н. Ашмарин, Н.Никольский, И.Андреев, Н.Петров, М.Скворцов, Л.Сергеев, В.Сергеев профессорсем, И. Павлов, Г.Дегтярев т. ыт. Паллах, улăпсенчен тепри - анат чăваш М. Федотов. Туркай, кайса ан ÿк! Эх, сăвар-пăлхар-анат-вирьялланма пуçларăмăр тăк - кам эпир? Сÿ-тĕк-сем!!!!!!!!!!!!!
Йÿтев процесне кам чараять? |