Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Из божьей искры в нем разгорелось адской пламя.
(М. Задорнов)
 

Таисия Ташней: Выртан каска мăкланатех-ши?

Таисия Ташней23.03.2015 20:0211817 просмотров

Икĕ алла пĕр ĕç теме юратаççĕ чăвашсем. Анчах пурте çавăн пек шухăшлаççĕ-и-ха.

Хальхи вăхăтра сахал мар чăваш, ытти хăш-пĕр халăх ывăл-хĕрĕ евĕрех, Мускава ĕçлеме çӳрет. Пирĕнисем Мускава кăна та мар, ытти ергиона та тухса каяççĕ. Сăмахран, кӳршĕллĕ Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсене, Тутар Республикине. Тӳре-шара вара ĕçлес текен валли ĕç пур тесе ĕнентерме тăрăшать. Кама ĕненмелле? Çакăн пирки пуç ватрăмăр та эпир.

Вырăнти лару-тăрăва пĕлес тесе хăш-пĕр предприятие, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем патне шăнкăравларă. Хама ĕç шыракан çын пек кăтартса кирек епле ĕçе те кӳлĕнме хатĕррине палăртрăм. Фермăна та дояркăна хаваспах кайăп, ялти клубра та урай савăнсах çăвăп терĕм. «Килĕр-килĕр. Пирĕн тăрăхра кĕçех çĕнĕ шкулпа ача-пăча пахчи уçăлмалла», – ĕнентерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Пуçлăха ĕнен те, савăнма ан васка тесе шухăшлас килчĕ. Ара, вăл тăрăхра манăн пĕлĕшĕмсем пур-çке. Çĕнĕ шкулĕпе ача-пăча пахчи унчченхи, киввисем, вырăнне уçăлмалла. Апла тăк хальхи çав учрежденисенче тăрăшакансене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ăçта кăларса яма шут тытнă-ши. Тепĕр тесен, пуçлăх пуçлăхах-çке. Патшалăх хыснинчен шалу илсе пурăнакан тӳре-шаран калаçма, çынна ĕнентерме-лăплантарма пĕлмелле. Кур-ха, епле шахвăртать. Хăй вырăнне тивĕçлипех йышăнать темелле-ши?..

Унтан Шупашкар районĕнчи «Прогресс» хуçалăх ертӳçипе Василий Яковлевпа çыхăнтăм. «Сире рабочисем кирлĕ-и?» – ыйтатăп унран. Кирлĕ иккен. Инженера кĕтеççĕ, ветеринара. Направленипе вĕренме янă специалистсем те тăван хуçалăха ĕçлеме пырасшăн мар. «Урăхларах воспитани пуль халь, – пуçне ватать Василий Иванович. – Çĕр çинче ĕçлесшĕн мар çамрăксем. Ялта пире трактористсем те кирлĕ. Сезон вăхăтĕнче вĕсем 50 пин таран ĕçлесе илееççĕ. Анчах вăл укçашăн шуçăмла тăрса хĕвел аннă хыççăн кăна выртмалла». Ара ĕнтĕ. Кăна эпир, ялта ӳснисем, хамăр та аван ăнланатпăр. Анчах пурте ун пек тар тăкасшăн мар пуль çав.

Ĕç укçи пĕчĕк тӳленĕрен тăван тăрăхра тытăнса тăрасшăн маррисем те çук мар. Темиçешер теçетке пин тенке хăнăхнисем 10 пиншĕн пилĕк авасшăн мар. Хăшĕсем тата, мĕн пытармалли, ирĕке ăнтăлаççĕ. Мăшăрĕсем йăлăхтарса çитернипе вĕсем çичĕ ютра ĕçлесе çӳреме ăнтăлаççĕ. Унта чун туличчен ĕçсе те çиеççĕ, ялан купăста яшки йăлăхтарать теççĕ те, «ытти апат-çимĕçе те ас тивсе пăхаççĕ». Çапла ирĕклĕ пурнăçпа киленнĕ хыççăн çемьесем уйрăлни те сахал мар. Загс уйрăмĕсем çемьесем мĕншĕн уйрăлни пирки ыйтăм ирттернĕ те мăшăрсенчен пĕри ютра ĕçлесе çӳренипе уйрăлас патне çитсе тухнине те палăртнă анкета ыйтăвне хуравлакансем.

Икĕ алла пĕр ĕç тесе кунтах лăплансан уйрăлакансем те, тен, сахалланĕç. Тата... выртан каска мăкланнă, çӳрен каска якалнă теме юрататчĕ кукамай.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Конми // 2167.22.3657
2015.04.01 23:08
Юта ламсасси сĕм авалтанах пулнă. Пĕрисем, тĕпленсе пурăнас кăмăллисем, килте тăрмашнă, теприсем кăвак хуппи уçăласса шанса тĕнче касса çÿренĕ. Кăвак хуппи пурин валли те уçăлмасть-çке-ха. Пурнăç сиплевçи ВĂХĂТ юсать ку чир-чĕре. Шел пулин те ку тапхăр чылая тăсăлать: çавтери вăйлă ШТРУМ аркатрĕ пурнăç еккине.
Ют Ҫын // 4026.00.3509
2015.04.02 12:08
Тӗрӗс ҫырнӑ пек туйӑнать Конми чӑвашӗ. Шултра укҫана савакансем ҫӳреччӗр тӗнче касса. Ҫав хушрах тӑван ҫӗр ҫинче тӗпленсе пурнакансем те пурах. Вӗсене патшалӑх тата халӑх енчен тӗрев кӑна кирлӗ. Леш хайхи патшалӑхӑн шантарса каламалла фермерсемпе ялхуҫалӑх ӗҫченӗсене "Калаҫса татӑлнӑ хакпа" патшалӑх е урӑх структурӑсем вӗсен продукцине туянаҫҫех тесе. Ан тив,ҫав хакра "маржи" те нумай ан пултӑр. Ҫак ансат япалана хута яраймастпӑр.
Псаки // 2365.71.5408
2015.04.04 20:51
Эп те тахҫанах ӑнлантӑм,ку форумра ҫын нуши пирки,ял пурнӑҫӗ пирки,новаторсем пирки,мастеровойсем пирки ҫырни никама та кирлӗ мар. Админ та кун пек темӑсене хускатасшӑн мар. Туркай ҫинчен,элексем ҫинчен тархасшӑн. Ҫине тӑрсах.
Конми // 2899.31.7491
2015.04.12 23:30
Акмалли çĕрсем 900пин гектартан чылай катăлчĕç пулĕ. Паллах, ку çĕрсем çинче хальхи технологипе тупăшлă ĕçлеме ялсенчи пур пек вăйпитти халăх кирле мар фермера тухма. Апла пулсан фермерсемпе юнашар хушма хуçалăх тытакансем те кирлĕ. Республика пысăк мар, çул-йĕр тĕлĕшĕнчен эпир ытти халăхсенчен чылай малта. Ялта хуçалăх тытса 100 км таран аякка ĕçе çÿрекенсем пур, нумайланччăр вĕсем.
Укçа-тенкĕ вăл такана çинчи шыв пек. Ăна Тăван киле çирĕплетме хывсан лайăх.
Конми // 2899.31.7491
2015.04.12 23:52
Хулара вырнаçса пурăнни улпутлантарать. Анчах вăл ÇАРАКУТЛАНТАРАТЬ те-çке. ТĂВАН КИЛ - пирĕн хÿтлĕх темĕнле ахăр саманара та. Вăлах ача-пăчана хуçалăх тытма, çемъеллĕ пулса пуçаруллă пурăнма вĕрентме аван. Хулари ачан пурнăçĕ диван-телевизор-компьютер таврашĕнче иртнĕрен наянлăха хăнăхтарать.
Миккуль // 2528.00.4208
2015.04.14 21:38
Ялти йӗркеллӗ ӗҫлекен хуҫалӑхсене аркатрӗҫ Чупайспа Немцов,пирӗн чӑвашри эсир юратнӑ Василччӑ.Паллах,Эмерӗксем хӗтӗртнипе. Халь макӑрса ларатпӑр,Ялта юлакан ҫук,ӗҫ ҫук. Ун пек пулса тухасса пуҫпа шутлакансем тахҫанах асӑрхаттарнӑ.
Конми // 2210.54.8249
2015.04.15 22:57
Ваçли Микулайне пĕррмĕш суйлаврах хăшпĕр демократсем сĕнме хăтланчĕç, анчах пирĕн хуртÿснĕ çынсем вăл РФ Юстици министрĕ пулнă чух ытла бюрократланса кайнă тенĕрен ун кандидатурине тăраттармарăмăр. Иккĕмĕш суйлавра ăна камсем тăратнине пĕлетĕр. Вăл вăхăтра манăн политикăна пăрахса яла кайма тиврĕ. Ытла çăмăлттайла этемсем влаçа çĕкленчĕç унчух. Парти пресĕ тивĕçлисене суйлама памарĕ.
Ют Ҫын // 1735.3.6979
2015.04.16 11:25

Ваçли Микулайне ямалла тесе калакансене ман юлташ ҫапла калатчӗ -"туй каччисем вӗсем"-тесе. Итлемерӗҫ,халь туй каччисем белокаменнӑйра. Эпир кунта ялсенче,райцентрсенче ӗҫ вырӑнӗсем ҫук тесе макӑрса ларатпӑр.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.17 16:56
Ваҫли Микулайӗ тепӗр срок Чӑваш Элтеперӗнче ларнӑ пулсан электротехника кластерӗ Хусана тухса тарма пуҫтарӑннӑччӗ.Те Ҫӳлти Турӑ пулӑшрӗ,те патша.Ӗҫ вырӑнӗсем,налук тӳлекенсем Шупашкартах юлчӗҫ халлӗхе. Акконд фабрики те Шупашкартах юлчӗ халлӗхе.Админ Микулай пирки ӑнланмасӑр ҫырни, ҫиелти пулӑмсене ҫеҫ курни тӗлӗнтереть.
Тур мучи // 3135.46.4132
2015.04.17 21:10
Акконд тенӗрен . шел те - ӑна та Мускавсем ярса илчӗҫ.

Страницăсем: 1, [2], 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики