Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Красота спасёт мир.
(Ф.М.Достоевский)
 

Виталий Станьял: Чĕлхе — хăватлă çăлкуç, пăтратсан та тăрăлать...

Виталий Станьял12.03.2015 23:3310500 просмотров

Шупашкарти Чăваш наци вулавăшĕнче ЧНК çумĕнчи Ваттисен тĕп канашĕн анлă ларăвĕ (2014, кăрлач, 30), Чăваш халăх ăсхалĕпе ӳнерсен академийĕн пухăвĕ (2014, нарăс, 20) пулса иртнĕ. Унта ăсчахсем, чĕлхе тĕпчевçисем, çыравçăсем, хаçат-журналçăсем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, Ваттисен канашĕн пайташĕсемпе ял мухтарĕсем хутшăннă. Калаçу чăвашсен çирĕпленнĕ орфографине пăсни тата шкулта чĕлхене пăтратса вĕрентни пирки пынă.

Лару ЧР Патшалăх Канашне çырупа тухнă. Çав çыру хыççăн лайăх улшăнусем пулса иртрĕç. «Хыпар» хаçат, чăваш кĕнеке кăларăшĕ «Çĕршыв» (Родина), Чулхула (Нижний Новгород) сăмахсене пĕрле çырма пуçларĕç.

Чăваш Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕ 2014 çулхи юпан 30-мĕшĕнче чăваш орфографийĕ пирки «çавра сĕтел» ирттерчĕ. Унта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ 18 лингвиста алă пустарса çырнă хуравпа паллаштарчĕç. Хурав Ваттисен канашне тивĕçтермерĕ. 2015 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче институтра тепĕр конференци пулса иртмелле. Конференцие В.П.Станьял «Чĕлхе - çăлкуç: пăтратсан та тăрăлатех!» доклад тăратнă. Çавна кĕскетмесĕр пичетлетпĕр.

 

Сăмахсене тĕрĕс çырасси нумай çынна пайтах шухăшлаттарнă. Чăваш сăмахсем Орхонпа Енисей чул палăкĕсем çинчех пур. Вĕсене шухăшламасăрах çырман-тăр. Чăваш шкулĕсен малтанхи инспекторĕсем Николай Золотницкипе Иван Яковлев çĕнĕ вăхăтра пĕрремĕш кĕнекесене кăларнă чухнех орфографи пирки пуçа ватнă. Николай Ашмарин, Николай Никольский, Василий Егоров профессорсем, Тимухха Хĕветĕрĕпе Матви Тимахвийĕ, Николай Ванеркке, Алексей Иванов чĕлхеçсем, Емельян Маден, Гурий Вантер, Моисей Федоров меслетçĕсем чăваш чĕлхепĕлӳнче чылай çĕнĕ утăмсем тунă. Чĕлхеçĕсем манса кайнă, энциклопеди аса илмен тĕпчевçĕ, тава тивĕçнĕ учитель, «Чăваш чĕлхин грамматики» кĕнеке авторĕ Алексей Васильев 1949 çулта тĕпчев институтĕнче «Вопросы чувашской орфографии» статья пичетленĕ.

Шел, васкаса паттăрланма тытăнса, эпир малтанхисен ĕçĕсене вараларăмăр, вĕсене ухмах вырăнне хурса пăтăрмаха кĕрсе лартăмăр.

Пĕрле е уйрăм çырассин историйĕнчен. 1956 çулта «Чăваш чĕлхи орфографийĕн татса паман ыйтăвĕсем» дискусси пуçланнăччĕ, 1958 тата 1961 çулсенче улăштарнă тĕп правилăсен проекчĕсем пичетленчĕç. Пединститутăн чăваш факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтра çав проекта Семен Горский профессорпа, Дарья Филиппова, Иван Павлов, Николай Петров, Иван Андреев, вырăс чĕлхи ĕçлечĕсенче (занятийĕсенче) Александр Уськин, Илья Сергеев, Валерия Орлова доцентсемпе тавлăн шĕкĕлчени халь те куç умĕнче. Тăван чĕлхе чăваш ачисене кирек хăçан та хĕтĕртсе тăрать-çке-ха! Çавăн чухне Тимухха Хĕветĕрĕн 1918 çулта Хусанта хăй укçипе кăларнă кĕнеки «чăвашла» пулнине курса савăнтăмăр. 1923 çулта «Чăвашла тĕрĕс çырмалли правилăсене» вăл тепре кăларма пултарнă.

Чăваш орфографийĕн правилисемпе словарĕсем тăват-пилĕк çултан çĕнелсе пынă. Н. И. Ванеркккен «Чăвашла çырасси» кĕнеки икĕ хут тухнă (1926, 1929). Т.М.Матвеевăн 1931 çулта вырăсла-чăвашла словарĕ пичетленнĕ. 1930 çулта хатĕрленĕ проекта тĕплĕ сӳтсе явнă хыççăн «Чăваш чĕлхи орфографийĕн тĕп правилисем» ятпа 1933, 1939, 1949 çç. тӳрлетĕнсе пынă. Шкул валли 1940, 1951 çулсенче «хушса пысăклатнă» словарьсем çаптарнă. «В орфографии 1938 года впервые сделана попытка уточнения правописания сложно-составных слов. В орфографическом словаре допущено слитное письмо для всех сложных слов, составляющих одно понятие и объединенных в единое целое единством ударения, причем подобные словочетания являются несвободными сочетаниями слов: шывсикки, хирчăххи, хурăнçырли, улăмури, алçырăвĕ (С.П.Горский. Краткая история чувашской орфографии. Записки ЧНИИ, вып. 2, 1949.- с.96). Каярахпа «хĕрача» тата çавăн йышши «виçĕмкун», «ĕççынни», «ялхуçалăх» сăмахсене уйăрса çырма сĕннине профессор сивленĕ, 80 çул пĕрле çырнă сăмахсене уйăрмалла мар тенĕ вăл.

Чăвашла тĕрĕс çырасси пирки тĕпчевçĕсем нихăçан та шухăшлама пăрахман. Тикĕс аталанса пыракан шырав та такăнать. Сăмахсене пайласа çырма, б, г, д, ж, э, ю, я саспаллисене алфавитран кăларса пăрахма хистекен тĕпчевçĕ И.А.Андреев 1963 çулта «Чăваш орфографийĕн çĕнĕ правилисем» брошюра кăларчĕ. Çакă ăнсăртран мар Н.С.Хрущев вăхăтĕнче наци шкулĕсене хупма тытăнас умĕн пулса иртрĕ.

1967 çулта хутлă сăмахсене - пĕлтерĕшне кура – малтанхи пекех пĕрле çырмалла турĕç. Вара 1969 çулта С.П.Горский, А.И.Иванов, Д.С. Филиппова орфографин кĕске словарьне кăларчĕç, Г.С.Шумилов учителĕн кĕçĕн классем валли тепĕр словарь тухрĕ. Йĕркене кĕрсе çитейменни татах тупăнчĕ. Çавăнпа усă курса «уйăру неореформаторĕсем» çĕнĕ тапăну пуçларĕç. Сăлтавĕ пачах та ăслăлăх тĕшшине шыранинче марччĕ. Пуçлăх пулас килнипе ватă тĕпчевçĕсене «нон грата» туса хучĕç.

Ю.М.Виноградов шучĕпе, «Пĕрле çырассине мала хуракан теори вырăс чĕлхи витĕмĕпе ХХ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче тĕвĕленнĕ. Ку витĕме мала кăларни вăл вăхăтшăн тĕрĕсе килмест. 1961 тата 1992-1994 çулсенчи орфографи правилисем, чăнах та, урăх чĕлхе теорине уямасăр тунăскерсем. «1967 çулхи орфографи çырăва 1961 çулчченхи лару-тăрăва тавăрса нихçанхинчен те ытла пăтраштарса ячĕ» (Чăваш орфографине шкулта вĕрентесси, 2007, 44 ен). Кунта тĕрĕслĕхе кутăн çавăрса хунă. Пăтраштараканĕсем – И. А. Андреевпа ун çумми Ю.М.Виноградов.. Вырăса пăхса-им чăвашсем чĕнĕмсене, тăванлăха, ĕç вырăнĕсемпе хатĕр-хĕтĕр, кайăк-кĕшĕкпе йывăç-курăк, чир-чĕрĕ йăла-йĕрке ячĕсене пĕрлештерсе каланă та çырнă: асанне, кукамай, мăнаки, ялйыш, пĕртăван, йăтпырши, шурут, çĕркăмрăк, тĕпсакай, кăçатă, урай, сухапуç, çатмараççи, пăртуççи, мăйпăран, саркайăк, улатакка, сарамак, саркурăк, сарана, сӳсхӳре, мăнкун, алвалли, утвалли тата ытти çĕр-çĕр сăмах!

1987 çулхи майăн 21-мĕшĕнче «Коммунизм ялавĕ» хаçат правилăсене сӳтсе явма «хальхи правилăсем» тата «сĕнекен правилăсем» пичетлесе кăларчĕ. Унта çапла сĕнни пур: «Хăйсен формине улăштарман сăмах майлашăвĕсене уйрăм çырмалла: вĕлтрен тăрри (1. верхушка крапивы* 2. зяблик), кушак хӳри (1. хвост кошки* 2. тимофеевка), пуç пул, чăпăл ту, пăч тĕттĕм, чăлт шурă...» Çавăнтах тата: «çак сăмахсене пĕрле çырмалла: арçын, амаçури, хĕрача, ăмăрткайăк, юланут, йĕкехӳре, умсăмах, чупту…» Хирĕçӳ вăйланчĕ. Мĕншĕн тесен чĕлхене тĕпчекенсем хăйсем «ĕнепе вăкăра, пусапа кантăра уйăрайманни» курăнчĕ. Тĕслĕхрен, Яраккасси çынни кушак хӳри (тимофеевка) сăмаха тата çавăн йышши ят пулакан ятармăксене (терминсене) пĕрле çырма сĕнсе статья пичетлерĕ. Иван Павловпа Юрий Виноградов хаçат урлă çапла хуравларĕç: «Ку шухăша тĕпе хурас пулсан янах шăмми, сăмса шăтăкĕ, куç харши, çӳç пĕрчи сăмах майлашăвĕсене пĕрле çырмалла пулса тухать... Пĕр ăнлава пĕр сăмах çеç мар, икĕ е виçĕ сăмахран тăракан сăмах майлашăвĕ те кăтартма пултарать: кĕтӳç хутаççи, салтак тӳми, мулкач хăлхи, кăвакарчăн куçĕ, шыв таки, сарă кушак ури т. ыт. те. Вĕсене нихçан та пĕрле çырман» («Орфографие çамрăк ăрушăн лайăхлатмалла» статьяран). Каллех йăнăш çулпа чуптараççĕ! Пĕр çирĕп пĕлтерĕшлĕ, пĕр ударениллĕ кушакхӳри, тимĕршапа, шывсикки (водопад), шыввăрри (устье) йышши сăмахсене пĕрле çырмалла. Мĕншĕн тесен янах шăмми вăл янахăн шăммииех, тимофеевка (вероника) вара кушакăн хӳри е шывтаки картари ик мăйракаллă така мар, черепаха «железная лягушка» патне пымасть. Çаплах кĕтӳçхутаççи (ку курăкăн ячĕ нумай, диалектра кĕтесхутлаççи, шатра курăкĕ, хир хуратулĕ, çерçи куçĕ теççĕ) кĕтӳç ачин çурăм хыçĕнчи хутаçне пĕлтермест. саркушакури (саркăшкарути) кушакăн сарă ури, шыввăрри шыв вăрлакан çын мар. Чăвашла вĕренекен ачана е студента сăмахсар тăрăх «Кĕтӳç ачи апат хутаçне кĕтӳç хутаççи, салтак тӳми тата мулкач хăлхипе кăвакарчăн куçĕсене пуçтарчĕ» пуплеве вырăсла е акăлчанла куçарттарăр-ха. Эпĕ куçарттарса куртăм. Пăтрану пулчĕ. Çавăнпа кирлĕ чухне - нимĕçсем е акăлчансем, турккăсем е китайсем пек - виç сăмаха пĕрле çырсан та тĕрĕс пулать тесе шутлатăп. Тем тесен те, тĕп вырăнта пĕлтерĕшĕ тата усă курма меллĕ перекетлĕх енĕ тăрать - хапи-кӳлепи те, ăçтиçук шалуçăсем шутласа çитереймен саккунсем те мар.

Астăвăр: халиччен чăваш орфографийĕн ыйтăвĕсене обществăри хирĕçӳллĕ лару-тăру пăсне кăларса ямалла чухне хускатнă - хыçран хăвалакан йытта шăмă пăрахса улталанă пек. Пысăкрах ыйтусене татса пама ăс çитереймен пирки вак ĕçпе аппалантарнă. Уççăнах каламалла – лару-тăрăва ертӳçĕ пуканĕсем çинчи чĕлхеçĕсемпе пĕр-ик тӳре хăйсем пĕлменни чухлĕ пăтратса пычĕç, фарисейла хăтланчĕç, çак пĕч-пĕчĕк ыйтупа та пулин влаçпа халăха, вĕреннĕ çынсене пĕр-пĕринпе, чăвашла-вырăсла вĕрентӳ меслечĕсене урлă пултарчĕç.

Сутăнчăк учительсен кутăнла ĕçĕ. Ачасемшĕн тăрăшатпăр тесе «каюра», «куçкĕрет», «пиçиххи», «пĕрехмай», «çурçĕр», «çурутрав», «çипуç», «шăмшак» «тавăç», «çĕрпӳрт», «шишип» йышши сăмахсене пайласа ларни (чăвашла-вырăсла академилле словарьсенче вĕсене пĕрле панă) вĕрентӳ ĕçне пăтратса ячĕ. Малашне Ю.М.Виноградовпа Г.М.Виноградова 2002 çулта кăларнă орфографи словарĕ сĕннине итлесе ачасене «пиçиххи» вырăнне - пӳ çыххи, «пускил» вырăнне – пусă килĕ, «ĕнери» - ĕне ырри, «тăвар» - ту варри, «куками» вырăнне кăк ами, «сăнчас» (поползень) – сăнă часĕ, «тăвайкки» вырăнне ту айкки,, «тӳпеттей» – тӳпе тетейĕ, «чĕрçитти» - чĕрĕ çи витти, «шĕлепке» - шĕл лĕпке, «шăлавар» – шăла вар, «тăлаварри» - тăла варĕ, «хурткуççи» - хурт куçĕ, «чĕркуççи» - чĕр куçĕ, «кĕçĕр» - ку çĕр, «сăхсăх» – сăхă сăх тесе çыртармалла-ши. Апла енне кайсан пин-пин сăмаха пулăвĕ тăрăх каялла уйăрса тăкма пулать. «Кĕçĕр Чулхуларан çитнĕ мăн кукаçи тĕпсакай сăрипе пуççаптăр, ăна манăн пĕр тӳпеттейпе шĕлепкене тата икçĕр тăхăрвун - виççĕр тенкĕлăх хурткуççи акатуй валли парса ярăр» тенине вакласа «Ку çĕр Чул хуларан çитнĕ мăн кук аçи тĕп сак ай сăрипе пуç çаптăр, ăна манăн пĕр тӳпе теттепе шĕл лĕпкене тата ик çĕр тăхăр вун – виç çĕр тенкĕлĕх хурт куççи ака туй валли парса ярăр» тесе çырнине вуласа ăнланасси маншăн чĕрĕ нуша. Учительсен пĕр ушкăнне (Шупашкарти курсра вĕренекен 19 çынна харăссăн алă пустарса) «сăмахсене вакласа çырни шкул ачисене çырура йăнăшсем тăвассинчен хăтарать, вĕренĕве çăмăллатать» тесе çырчĕç (Хыпар, 2014, нарăс, 20). Уçлăх ракетисем тума пуçлас ачасене тырккаспа тырă касси уйрăмлăхне те чухлама вĕрентмесен мĕн пархатарĕ Чăваш учителĕнчен. Ачасене танлаштарма, шухăшлама вĕрентес вырăнне хăйсем çăмăл çулпа юртас тата Виноградова юрас тенĕрен тухнă ку сăмахсем. Пĕр-ик меслетçĕ хăйсен катăк çыраткисемпе çак «çăмăллату» ыйтăвне татах чӳпĕклерĕç. Çирĕплетсех калатăп: пĕр пĕлтерĕшлĕ тачă сăмахсене каялла вакласа ларни ни чăваш, ни вырăс шкулĕнче чăвашла вĕренекенсене ура хучĕ. Шухăшлава, логикăна йĕркелессине, сăмахсен тĕшшине ăнланассине пăтратса кăна пычĕ! Тăван чĕлхе тăшманĕсене аякра-вырăсра мар, хамăр хушăра куратăп эпĕ.

9-мĕш класс кĕнекинче Петĕр Хусанкай сăвви пур: «Йĕпе юр çăвать, çăвать, çăвать, Куç кĕрет ута хушка тăвать». Ачасем аптраççĕ – мĕнле куç кĕрекен юланут вăл. Тĕрĕссипе, «куçкĕрет» - воочию, явно, куç умĕнче. Чăваш поэзийĕн 2013 çулта тухнă антологийĕнчи тĕслĕх: «Çур çĕрпеле çумăр ташлать Ман кантăкра. Çур çĕрпеле çĕр çил чупать Çак урамра» (492 ен). Кунта пит кăткăс философи терĕ чăваш факультетĕнчен вĕренсе тухнă филолог, «За половиной земли полная земля бежит» тесе куçарчĕ.

«Ачасем хăнăхрĕç» - тет çав вĕрентекенех. Çапла «ăслăланма» хăнăхнă та - хăй каланине тĕрĕсе хывать. Çук, чăвашла пĕлекен ачасем ку пăтрава хăнăхман. Вĕсене пуçламăш тата кĕçĕн классен «Чăваш чĕлхи» вĕренӳ кĕнекисен авторĕсем те йышăнмарĕç. Кунта Ю.М.Виноградов хăй çырнине илсе кăтартатăп. «В учебнике чувашской литературы для 5 класса словесные единства, принимающие словообразовательные аффиксы, встречаются как в раздельном, так и в слитном написании: хăйне евĕрлĕ, но асаилӳ* парное слово çĕр-шыв и словосочетание ар çури написаны слитно… В учебнике по чувашскому языку для 7 класса встречаются слитные написания таких словочетаний как куç кĕски, чĕр куççи, çăл куç» (Анализ содержания учебников чувашского языка для 5-9 классов... – Халăх шкулĕ, 2014, 1)..

Кашни шкулта расписанипе юнашар çакăнса тăракан Гимнра «çĕршыв» сăмаха пĕрле çырнă, калав-халай кĕнекисенче, литература вĕренкĕчĕсенче (учебниксенче), академилле сăмахсарсенче (словарьсенче), çыравçăсен хайлавĕсенче, тулайри «Урал сасси», «Канаш», «Сувар», «Самаръен» тата Чăвашри «Тăван Ен», «Авангард», «Салам» ытти хаçатсенче сăмахсен пĕр пĕлтерĕшлĕ шăранчăкĕсене пĕрле çыраççĕ. Ачасен тата учительсен пуçне минретни çеç пулса тухрĕ виçĕ çыннăн «неореформацийĕ». Аптранă кăвакал кутăн чăмнă.

Вĕрентӳ министерстви чĕлхе саккунне хисеп тумарĕ. Шкулсенче ни тулта, ни шалта чăваш сăмахĕ - Республика Гимнĕсĕр тата анатри чăваш шкулĕсемсĕр пуçне – пачах юлмарĕ. Чăваш наци конгресĕ шыв ĕçсе ларчĕ. Чăвашла ЕГЭ тыттарма пăрахрĕç, чăвашла вĕрентĕве хаклама кирлĕ мар тесе ăнлантарчĕç. Талантлă ачасен шкулне уçмарĕç, Г.С.Лебедев ячĕллĕ пĕртен-пĕр чăваш лицейне хупрĕç. Çапла вара, ХХ1 ĕмĕрте чăваш вăтам шкулĕ Сорос филантроп серепине лексе мăриккан юррине юрла пуçларĕ, ликбез шайне анса ларчĕ.

Халĕ вĕрентӳ ĕçĕ çĕнĕ стандартсемпе 5 кунлăх çине куçса пырать. Çавна май шкул сăмахсарĕсене, вĕренӳ кĕнекисене, электрон меслет кăтартăвĕсене йăлт çĕнетсе кăларма вăхăт. Анчах вăл кĕнекесене хатĕрлекенсем уйрăм çынсем кăна, ĕç ушкăнĕсем çук-ха. Кайран вара васканипе пиçмен кĕнекесем çапма пуçлаççĕ е «кĕнекесем çук» тесе, чăваш урокĕсене кĕскетсе пĕтереççĕ те вуçех пĕтĕрсе чикеççĕ.

Сăмах пĕлтерĕшне пăхса çырмалла. ХХ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче орфографи комиссине И.А.Андреев профессор ертсе пычĕ. Çавăн чухне икĕ е виçĕ сăмахран пĕрлешсе пулнă хутлă сăмахсене уйăрса тапаçланнине хирĕç хĕрӳ калаçу пуçланчĕ. Эпĕ «Чăвашьен» хаçатра (1991, ака, 3) «Пĕрле е уйрăм. Пĕрле!» статья пичетлерĕм. Ăна шута илме мар, уншăн ĕçрен сĕмсĕррĕн хăваласа яма пуçларĕç! Çакна пĕлетăркач учительсем кирек мĕнле элек айне алă пуснине ăнланатăп эпĕ.

Хаяр ушкăн «партизанла меслетпе» хатĕрленĕ чăваш чĕлхин пăтранчăк орфографине Аслă Совет Президиумĕ 1992 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче сӳтсе явмасăрах йышăнчĕ. Халăх вăл орфографие сивлерĕ. Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш съезчĕ тăван чĕлхе пирки темиçе йышăнура хытарса каларĕ. Ăнăçсăр орфографи йĕркине ЧР Аслă Совечĕ çулталăкченех пăрахăçларĕ. 1994 çулта Патшалăх Канашĕ тӳрлетсе çитереймен правилăсемпех тепĕр йышăну кăларчĕ (Хыпар, 1995, нарăс, 1), орфографи вучахне краççын сапрĕ.

Тавлашу сăлтавĕ – пĕр ушкăн кăткăс сăмаха пĕрле, уйрăм е дефиспа çырасси. «Чăваш чĕлхинче хутлă сăмахсем аталанма ĕлкĕреймен, çавăнпа кашни сăмаха, пĕлтерĕшне пăхмасăрах, уйрăм çырмалла» терĕ комисси. Ку шухăш тĕрĕс мар. Çавна сивлесе хаçат-журналта теçеткипе статья пичетленчĕ. Акă вĕсенчен пĕри, республика президенчĕ Николай Федоров патне янă «Орфографи – пукане мар: унпа выляма юрамасть» Уçă çыру. Ăна 19 çын алă пуснă. Вăл шутра Мефодий Чернов, Николай Петров, Сергей Юшков, Михаил Волков, Анатолий Горшков чĕлхеçĕсем, Федор Мадуров ӳнерçĕ, Анатолий Емельянов, Александр Артемьев, Василий Давыдов-Анатри, Лаврентий Таллеров, Николай Терентьев, Юхма Мишши, Порфирий Афанасьев, Юрий Айдаш, Хветĕр Агивер тата ытти çыравçăсем. Çырура çапла каланă: «Пирĕн чĕлхере хутлă сăмахсем яланах пулса пынă. Çак туртăм халĕ те палăрать. Хутлă сăмахсем е пĕр-пĕр сасă е сыпăк тухса ӳкнипе, е икĕ сăмахран пĕри ударение хăй çине туртса илнипе пулса пыраççĕ. Тĕслĕхрен: çĕршыв, хĕвелçаврăнăш, хĕрача, вунпĕр, юнкун, çăлкуç, çĕрулми, чĕрчун, саркайăк, астив, юланут... Вĕсене уйрăм çырни чылай чухне пуплеве е кулăшла, е пачах ăнланмалла мар тăвать, е иккĕлле ăнланма хистет... Çĕнĕ орфографи авторĕсене арçури, амаçури, аçаçури сăмахсен орфоэпийĕ те килĕшмест иккен. Вĕсем пире хистесех арçурри, амаçурри, аçаçурри тесе калатарасшăн, çаплах çыртарасшăн. Кунтан кулăшларах, пуçа шăнăçайми япала шутласа кăларма пулать-ши». (Чăвашьен, 1994. 12).

Хутлă сăмахсене, сăмах майлашăвĕсене, терминсемпе фразеологие уççăн уйăрмасăр, тĕрĕк чĕлхисенче уйрăм çырасси тĕпре тесе каларĕç. Ку вара пачах тĕрĕс мар - А.Т.Кайдаров, Н.М.Маматов, М.А,Хабичев, Ф.И.Тагирова, Г.Н.Семенова тĕпчевĕсене пăхăр. Пайĕсем (композичĕсем) тĕксĕмленнĕ сăмахсене (упасарри, йытпулли, амаçури, арçури) каялла пайласа, Иван Андреев профессор йăнăш тунă. «Этемĕн çура пулмасть» тесе, вăл арçын çурри тесе калаттарасшăн пулчĕ. Чăннипе вара арçури – тĕрĕк сăмахĕсенчен авалах пулнăскер, вăл «çын чунĕ» тенине пĕлтерет. Ашмарина пăхăр: «Вилнĕ чох мĕлле кăшкăрса вилнĕ, çавнашкал вăрманта кăшкăрса çӳренĕ вĕсен чунĕсем. Çавсене вара арçурисем тенĕ». Якутсен сăмахсарне пăхăр, унта «сюри» - чун.

Шкул ачисем валли 1995 çулта Л.П.Сергеевпа Ю.М.Виноградовăн «Чăвашла тĕрĕс çырасси», 2002 çулта аслă классен орфографи словарĕ, 2007 çулта Ю.М.Виноградовăн «Чăваш орфографине шкулта вĕрентесси» тата каярахпа ытти кĕнекесем пичетленчĕç, И.П.Павлов, М.Р.Федотов, М.И.Скворцов, В.И.Сергеев, Г.А.Дегтярев чĕлхеçĕсем уйрăм статьясем çырчĕç. Г.Н.Семенова «Именные композиты в чувашском языке» доктор диссертацийĕ çырса хӳтĕлерĕ, Вунă çул каялла Чăваш тĕпчев институчĕ Ф.И.Тагирован «Сложные слова в современном татарском языке, проблемы лексикографирования и орфографирования» диссертацине сӳтсе явса хаклав çырчĕ. «Тăван Атăл» журнал çавра сĕтел ирттерчĕ. Анчах тĕрĕсси çаплах таптанса тăрать-ха.

Паллах, пуян чĕлхемĕрте тăнкарса пĕтереймен вырăнсем, сăмахсем, çаврасем тем чухлех. Хутлă сăмах пуянлăхне паянччен те ушкăнласа, пĕлтерĕшĕсене уçса, пулăмĕсене тупса, шĕкĕлчесе, сăвăрса тасатайман-ха. Чĕлхесем çинчен саккун тухнăранпа укçа-тенкĕ те самаях уйăрса панăччĕ ĕнтĕ... Тĕрĕссипе, халĕ Чăваш тĕпчев институтĕнче орфографипе ĕçлекен, вăтам тата аслă шкулти вĕрентекенсемпе студентсен ăс-хал вăйне пухса тăракан çын юлман та иккен.

Юрать чăваш чĕлхине никам та – ни патша сатрапĕсем, ни канаш тарçисем, ни хальхи «чăнкăсем» - тем пек тапаçлансан та шалу ампарне питĕрсе хураймаççĕ. Вăл çăткăнсем кĕсьене чикме, тӳресем туртса илме, сутăнчăксем сутса яма пултарайми таса пуянлăх. Халăх чĕлхи - кирек кама та ăспа ăсса илме пултарнă таран тивĕçекен иксĕлми ырлăх. Чĕлхемĕр хăватлă та çирĕп, вăл малалла пĕр чарăнмасăр аталанса пырать, çĕнĕ ăнлавсем тăвать, манăçнисене вырăнлă тавăрса парать.

Тĕрĕсçыравра татса пама май çукки çук. Орфографи тӳрлетĕвне пуçлас тесен малтан тĕпчеве ăслăлăхри тӳрĕлĕх патне тавăрмалла тата чĕлхе, орфографи, терминологи, ономастика, топонимика комиссийĕсене çĕнĕрен пухмалла. Вĕрентӳпе культура тата хыпарлав шаралăхĕсем чĕрĕк ĕмĕр тăршшинче çав комиссисене ĕçлеттереймерĕç. Халăх ĕçне пĕр-пĕр шаралăхпа чăвашла пĕлмен аслă тӳре аллине пани ăнăçлă пулманни уççăнах курăнчĕ. Вĕсем малашне Чĕлхе комиссине хута кĕрекен канашра (попечительсен советĕнче) тăрса, хăйсем енчен (шкула, прессăпа культура ĕçне тивнĕ чухлĕ) тĕкĕ парса пырсен та тем пахиччĕ. Чăваш чĕлхи комиссине Чăваш халăх ăсхакăлĕпе ӳнерсен академийĕпе тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе пĕрле йĕркелесе çирĕплетсен, укçа-тенкĕпе е ĕç вырăнĕпе тивĕçтерсен тĕрĕсрех пулĕччĕ. Мĕншĕн. Мĕншĕн тесен тĕпчев институчĕ ку тивĕçе пурнăçлайманни уççăнах курăнчĕ. Институт тĕкел ĕçленĕ пулсан орфографи пăтăрмахĕ çур ĕмĕр тăсăлмĕчĕ.

Патшалăхшăн ниме тăман пĕчĕк, чăваш ĕçĕшĕн канăçсăр ыйтура пире тĕрĕслĕхпе никĕсленĕ килĕшӳ кирлĕ, харкашу мар. Пĕрне пĕри элеклесе çӳресе Юмансемпе Миттасен, Тимуххасемпе Тинехписен, Маденсемпе Меценатовсен пуçĕсене касни те çитет. Ун вырăнне Чăваш тĕпчев институтĕнче Василий Громовăн «Чăваш лексиконне», Никита Ефимовăн «Чăваш чĕлхи грамматикине», Тимухха Хĕветĕрĕ, Иван Павлов çырнă грамматикăсене пичетлесе кăларинччĕ, чăваш чĕлхин академилле грамматикине çырса пичетлесен тем пахиччĕ, Василий Егоровпа Михаил Федотов тытăннă этимологипе ăнлантару тулли сăмахсарне туса пĕтересчĕ тата чĕлхепĕлӳре Ашмаринсемпе Никольскисем усă курнă ятармăксене (авчăк, пăнчă, пайташ, ĕçхĕл, ĕçхĕлтеш, тайăм, хăлăп, севеп, çыраткă, ӳкĕм, чĕвĕ, ылмашят,) шкул ачисене тавăрса парăсăнччĕ.

Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕ: тĕрĕс çырмалли правилăсем» (Шупашкар, 1991, 66 ен) брошюрăри «Орфографири юлашки улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем» ăнлантарура ăслăлăх енчен юрăхсăр вырăнсем нумай.

Хăшпĕрисене палăртса хăвармасăр май килмĕ. «И» сасăпа пĕтекен сăмахсене тăватă ушкăна уйăрнă та (8-мĕш ен), 3 тата 4 ушкăнсене ним уямасăрах апла-капла çырма сĕннĕ, «сăмах майлашăвĕсенчен пулса кайнисене икĕ тĕрлĕ çырмалла» тенĕ: анкарти, анкартине е анкартие, анкартире* вырăсларан йышăннисене каллех икĕ тĕрлĕ: станцие, станцире - станцине, станцинче. Тĕрĕсси пĕрре: станцие, анкартие, Комомольские. Камăнлăхĕ паллă пулсан – «н» е «р» сасăпа çырмалла: Ишлей станцине, Пăрăнтăкри станцире, Çитăрсен анкартине, Çутуйри анкартире, Кĕтне çинчи Комсомольскире, Таллеровсен Комсомольскине. «Хыпар» хаçат тăршшипех пăтратса çырать. «Çĕр çинчи халăха… тăрантарайми пулас хăрушлăха сирмешкĕн ăсчахсем шăпах çĕр улмире çăлăнăç пуррине кураççĕ» (2014, нарăс, 22, 1-мĕш ен). Сăмахсене уйрăм çырнă пулсан, «çĕр улминче», <i>«пан улминче» кирлĕ. Пĕрле çырнă, пĕр пусăмлă илтĕнекен сăмах пулсан «çĕрулмие, çĕрулмире» «панулмие»: «панулмире» тени тĕрĕс. Аслă пĕлӳллĕ журналистсемпе учительсем çакна чухламаççĕ пулсан, паллах, пуçламăш шкул ачине ку вăрттăнлăха вĕсем нихçан та ăнлантараймĕç. «Мĕне кирлĕ у?» тенине илтмен мар, илтнĕ.

«Пуш хир, сар чир, сив чир, сар амак (халичченхи орфографи вĕсене пĕрле çырма хушнă) пĕрер ăнлава палăртаççĕ-и. Паллах палăртаççĕ. Анчах вĕсемпе пĕр ретрех ват çын, çĕн çын, çут тĕнче, хура тăпра йышши пит нумай сăмах майлашăвĕсем лекеççĕ. Апла пулсан вĕсене те пĕрле çырмалла пулать» (9-мĕш ен). Кунта е тăн çитменни, е ятарлă демагоги темелле. «Çĕнçын» (невеста, молодица, Ашмарин дефиспа çырнă) сăмах пушхир, сивчир, сарамак пекех çирĕп пĕлтерĕшлĕ ятармăк. Вĕсем ниепле те ватă çын, пысăк çын, хитре çын, е хура тăпра, кĕллĕ тăпра, типĕ тăпра тенĕ рете лармаççĕ. Вĕсем хăйсем тĕллĕн ят пулса ытти сăмахсемпе çыхăнса тăраççĕ: тулăх пушхир, йывăр сарамак, маттур çĕнçын. Çакăн пек пăтрав йĕркерен пырать: «сивчир, тымарçимĕç, йĕкехӳре сăмахсене вырăсла пĕрле çырнине кура пĕрле çырас пулсан, сысна ашĕ, ĕне ашĕ, кушак çури, чана чĕппи сăмах майлашăвĕсене те пĕрле çырма тивет, вырăсла вĕсене те пĕрер сăмахпа палăртатпăр: свинина, говядина, котенок, галчонок» (9 ен). Чăваш чĕлхи питех те çаврăнăçуллă. Ытах апла кутăнлашас пулсан, ку сăмахсенчен те хутлă пĕр сăмах тума май пур: Н.И.Ашмарин сăмахсарĕнче «ĕньаш» (говядина), «атьанне» (родители) тенине пăхса илĕр. Калăр-ха, çыравçăсем, чăваш чĕлхине шкулта вĕрентекенсем, тархасшăн: йĕкехӳре тени йĕке сăмса, йĕке патак тенипе, питçăмарти тени чăх çăмарти тенипе, ĕççи (страда) тени ĕçсе çи, çилçунат (пегас) çил (арман, вентилятор) çуначĕпе, ултура (шестерня) кăпшанкăн ултă урипе пĕрех-и е ырашпăтри тени сĕлĕ вăрри, урпа тăрри ретĕнчи пулăм-и? «Сарçип» сарă тĕслĕ çип-и е «хуратул» алсиш-кĕрĕкĕн хура тĕслĕ çийĕ-и? Çук. Ку сăмахсен расна пĕлтерĕшĕсене тĕпчев институтĕнче ĕçлемесĕрех чухласа илме ансат-çке! Ыйту кăна лартмалла. Кам хушать? – Турханпа пашхан хушаççĕ. Кам сăмахĕ? - Çарпуç сăмахĕ, çар авангарчĕн, çар ротин, полкăн, дивизин сăмахĕ мар. Мĕн кĕрпи? – Хуратул кĕрпи. Мĕн чупать? – Йĕкехӳре. «Йĕке хӳре» çырсан мĕнле хӳре чупать е мĕн хӳри чупать?-темелле. Çип арламалли йĕкесен хӳрисем чупаççĕ пулинех!

Харкам япаласен ячĕсене «çĕрпӳрт» (землянка), «çăматă» (валенки), «тĕштырă» (зерновые), çĕрулми (картофель), ăшçу (жир), типçу (растительное масло), çĕрçу (Ашмарин дефис урлă çырнă, эмеллĕх кăмпа ячĕ), çĕрмамăк (хлопок), вăрăмтуна (комар), талпиçен (татарник, чертополох), «утмăлтурат» (василек), «виçкĕтеслĕх» (треугольник) сăмахсене ирĕклĕ пуплеври çĕр мунча, чул пӳрт, чул кĕпер, çăм чăлха, сăран атă, йĕтес шăмми, асамат кĕперĕ, çут пуласлăх йышшисен ретне лартакан тĕпчевçĕсен (10 ен) чĕлхе сисĕмĕ çук тесех калатăп.

«Сăмах майлашăвĕсене тӳрĕ е куçăмлă пĕлтерĕшлине пăхмасăрах уйрăм çырни вырăнлăрах туйăнать» - тенĕ те, çăлкуç, ялхуçалăх, хĕвелтухăç, çĕрĕç, çутĕç, тавăç, тĕпсакай, çилхӳри, пĕрмай, çурутрав тата ытти хутлă сăмахсене пĕрле çырнине «пуç ватмăш правилăпа» çырнă тесе тиркенĕ. Вара пуç ватмалла мар тĕрĕскĕ (правило) тунă: «Сăмах майлашăвĕсен, вĕсем мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине пăхмасăрах, тĕпрен илсен, уйрăм çырмалла: ĕç укçи, ĕç çынни, куç харши...». Ку тĕрĕс мар тĕрĕскĕ! Пĕлтерĕшсĕр, семантикăсăр сăмахпа мĕн аппаланса лармалла. Хĕсĕк ĕçукçи, çăра куçхарши... Сăмах хĕсĕк ĕç е çăра куç çинчен мар-çке! Элле чĕлхеçĕсене çак пĕлтерĕшсем сисĕнмеççĕ-и? Хурнай, юманай (кăмпа ячĕсем), çуткуç, çутаяк – пулă ячĕсем, çут аяк вара мĕн. «Пĕчĕк кил хуçи (хăшĕ пĕчĕк?), чĕлхесĕр ача амăшĕ> (хăшĕ чĕлхесĕр?), çĕнĕ çăл витри» (хăшĕ çĕнĕ?) йышши пуплевсене пире изафет çыхăнăвĕ тесе вĕрентетчĕç. Пĕр сăмах пулса тăнă ятсене вăйпах уйăрса изафет тăвас çук. Вĕсем тахçанах çирĕпленнĕ, çаплах юлмалла та: çĕршыв, анкарти, армути, улмури, аншарли, мăнарни, мăнкун, сурхури, мăнакка, хуняма, шураппа (медсестра), çынçиен, йăттурташшĕ, урлаççи.

Кайăк ячĕсене (саркайăк – сарă кайăкĕ, шуркут – шурă кутлă), чечексене (сарçипути – сарă çип), курăксене (чавкапуç - чавка пуçĕ, уткăшкар - утă кăшкарĕ), чĕрлĕхсене (чалăшкуç - чалăш куç), тăванлăх чĕнĕмĕсене (мăнаки – аслă аппа, çĕнçын - çĕнĕ çын), пайăр е чĕнĕм ятсене (Шурăмпуç, Чаткасси, çулпуç, турхан) тата ыттисене ушкăнласа тĕрĕс хак пама тăн çитмеллех ĕнтĕ пирĕн. Тюркологи ăслăлăхĕ хутлă сăмахсене классификацилемелли принципсене тахçанах лайăх шĕкĕлчесе тухнă. Унпа лайăххăн палашмалла та ăса илмелле, текех пăтранса лармалла мар.

Азербайджансем, казахсем, кăркăссем, кумыксем, турккăсем, тутарсем пĕрле çыракан сăмахсене мĕн тесе вăйпа уйăрма тапаçланатпăр: узупкирпики - вăрăмхăрпăк (куçтĕк), аккез - шуркуç (пулă), акмамык - шурмамăк (ӳсентăран), ачыкъауз - уççăвар (пакăлти çын), балкашык – пылкашăк, кулбаши – хулпуççи, кончыгыш - кунтухăç (Хĕвелтухç), къаратору – хуратур (лаша тĕсĕ).

Ачасене шухăшлама вĕрентес чухне пăлахая пеме хăнăхтаратпăр. Пусăмĕ (ударени) пĕрре, ыйтăвĕ пĕрре, пĕлтерĕшĕ пĕрре чухне хутлă сăмахсене уйрăм çырса ларни чăрмав кӳрет. Кам? - Шупуççынни. Мĕн? – улатакка. Мĕн? - аншарли. Мĕн - çĕрулми, панулми, çураки. Уйрăм çыракансем «кам çынни, мĕнле такка, мĕнле шарли» тесе ыйтаççĕ пулмалла. Ю.М. Виноградов «Чăваш орфографине шкулта вĕрентесси» (2007) меслет кăтартăвĕсенче «такка» перс чĕлхинче «юрлакан пилеш кайăкĕ» пулнине асилтерет. Вара çиччĕри шкул ачине орфографие хамăр патра юрламан, анчах Иранра юрлакан хĕрлĕ пĕсехеллĕ пилеш кайăкĕсем çинчен каласа «ула такка», «хĕрлĕ такка», «пысăк такка» тесе ăнлантармалла-и е тата «арканнă Совет Союзне чĕртсе тăратасшăн пулнисем» (43 ен) çĕршыв сăмаха пĕрле çырасшăн тесе вĕрентмелле-и-ха? «Варвитти» те арча е сĕтел витти мар, «кĕлтесаррипе» «упасарри» те урай, вырăн сарри мар – çĕкленсе тăракан тĕмĕсем вĕсем. Пĕлтерĕшĕпе çакă «сарри» сăмах «пиççи» (ăш пиçни), «хыппи» (вут хыпни), «çаппи» (аçа çапни), «сури» (чĕре сурни») ретĕнче тăмасть. Çĕршыв (держава, тĕрĕксен «джер-су» тенинчен пулса кайнă пулсан та) сăмах дефиспа çырнă çĕр-шыв сăмах пĕлтерĕшĕллĕ мар., Çĕршыв (родина) шыв-шур, улăх-çаран, атă-пушмак, атте-анне пек мăшăр сăмах маррине, чĕлхере омофонсемпе омонимсем пуррине шкул ачисем такăнмасăр ăнланаççĕ!

Сăмах пĕлтерĕшне, логикине кура çырасси тĕп вырăнта пулмалла: Кам? - çулпуç, пашхан, Шаймăрса. Мĕн? – каюра, ăркай, çӳлевĕç, тырккас, чĕрчун. Мĕн? - çĕршыв, çумкурăк, çуркунне, çурçĕр, тĕпсакай. Чăваш орфографинчи хирĕçĕве пуçаракансенчен пĕри Ю.М.Виноградов «Хирĕçӳсĕр орфографи лайăхрах» статьяра (Халăх шкулĕ, 2012, 4) каллех «кантăрпа пусана уйăраймасăр» çырать: «Е.Лисинапа Д.Гордеев пек шухăшлă çынсем хыççăн каяс пулсан – эпир кивĕ çырулăхри хирĕçӳлĕхе тепĕр хут кĕрсе ӳкĕпĕр. Вара килкарти (пĕрле) - шкул карти, уничче карти, тĕрме карти (уйрăм), чĕрчун (пĕрле) - чĕр вилĕм, чĕр нуша, чĕр тамăк (уйрăм) çырăттăмăр… Атте-анне сĕтел-пукан, атă–пушмак, савăт-сапа, ача-пăча йышши сăмахсене мăшăр сăмах тетпĕр. Ку сăмахсен ретне çĕр-шыв сăмах та кĕрет... апла-тăк çĕр-шыв (дефиспах) çырмалла… Çĕр-шыв сăмах мăшăр сăмах мар тенине эпĕ мана кам та пулин çĕрĕм-шывăм, çĕрĕ-шывĕ формăсем мăшăр сăмахăн мар тесе ĕнентерсен кăна йышăнăп… Ачасене сĕтел-пукан, атте-анне сăмахсем мăшăр сăмахсем пулаççĕ, çĕр-шыв сăмах мăшăр сăмах пулмасть тесе мĕнле ĕнентермелле вара.»</i>

Ятарласа тĕпчекен тĕрĕсçыравçа анкарти (огород), <i>килкарти (картиш, двор) пахча карти е вăрман карти маррине, шкулăн та, тĕрмен те картиш тата карта пуррине, унта вĕрлĕк е шерте пачах пулмасан та пултарасса, тыркас тырă касăкĕ, тырă касси маррине, «çĕршыв (родина, отчизна) çĕрпе шыв, улăхпа кӳлĕ (пространство) кăна маррине ăнлантарма çук пулсан, чăнах та, учитель ачасене «Çĕршывпа» «çĕр-шыв», «тырпулпа» тырă-пулă, «турханпа» турă ханĕ хушшинчи расна пĕлтерĕше, хутлă сăмах, мăшăр сăмах, сăмах майлашăвĕ хăй те уйăрма пĕлмен çын ыттисене мĕнле вĕрентейтĕр. Никам та вĕт «çĕршыв» хутлă сăмах е çĕр-шыв мăшăр сăмах пулмасть тесе каламасть! Кĕтĕве кĕреймен така уçă хапха алăкне тӳнклеттерсе тăни нуша ĕнтĕ, мĕн калăн! Кайăк ячĕсене (саркайăк – сарă кайăк), чечексене (сарçипути – сарă çип), курăксене (чавкапуç - чавка пуçĕ, уткăшкар - утă кăшкарĕ), чĕрлĕхсене (чалăшкуç - чалăш куç), тăванлăх чĕнĕмĕсене (мăнаки – аслă аппа, çĕнçын - çĕнĕ çын) тата ыттисене ушкăнласа тĕрĕс хак пама тăн çитмеллех ĕнтĕ пирĕн. Тюркологи ăслăлăхĕ хутлă сăмахсене классификацилемелли принципсене тахçанах тĕплĕ шĕкĕлчесе тухнă. Унпа лайăххăн палашмалла та текех пăтранса лармалла мар.

Мана чăваш чĕлхеçисем çилхӳре пулни тĕлĕнтерет. Наука кандидачĕ Л.Т.Терентьев «Мĕнле тĕрĕсрех?» статьяра «Январь, февраль, март тата ытти уйăхсен ячĕсем тĕнчери нумай халăхсен чĕлхинче пĕр пек янăраççĕ, вĕсемпе чăваш чĕлхине пуянлатни прогресс çулĕпе пыни пулать, - тесе çырчĕ.- Çавăнпа та тăван чĕлхене «ютран» килнĕ сăмахсенчен тасатас çул çине тăнă çынсем пархатарсăр ĕç тăваççĕ. Кроссворд вырăнне сăмахкаçмăш, библиотека вырăнне вулавăш, словарь вырăнне сăмахсар тата шухăшласа кăларнă ытти терминсемпе усă куракансем чĕлхе историне пĕлмеççĕ пулас… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тени те тĕрĕс мар, вăрçă аслă е кĕçĕн пулма пултараймасть» тесе вăтăр çиччĕмĕш çулхи пек элеклерĕ. Çапла вăл пирĕн ăслăлăх - политика çилĕ вĕрсенех хӳри пăрăнать, «Великий Октябрь» те аслă мар, «Великая Отечественная» та йăнăш иккен...

Элек элекпе, анчах чĕлхемĕрте Çĕршыв та (родина), Чалтан та (отчизна), çĕрпе шыв та, çĕр-шыв та (угодья), сăмахкаçмăшпа хумсас та, райĕçтăвкомпа Лапракасси те пуррине йышăнасах пулать. Халăх чĕлхи «не пущать!» тесе кăшкăракан тăмпăлтуксенчен чылай ăслăрах та аслăрах.

Халĕ «Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕ: тĕрĕс çырмалли правилăсем» (редакторĕ И.А.Андреев, 1991) тата «Чăваш чĕлхин орфографи словарĕ» (пухаканĕ А.А.Алексеев, 2002) М.И.Скворцов редакциленĕ «Чăвашла-вырăсла словарь» (1982, 1985), икĕ кĕнекеллĕ «Вырăсла-чăвашла словарь» (2012) кĕнекесемпе усă куратпăр. Правилисем пăтравлă пулсан та, сăмахсарĕсем (çăлтăрчăкпа* паллă тунисем тата асăрхаттарусем пуррипе) усă курма юрăхлă. Чĕлхемĕр – тапса тăракан çăлкуç пек. Ăна тахăшĕсем тапаçланса пăтратсан та, çӳп-çап пăрахса вараласан та вăл пурпĕрех тасалать. Ăна тасатса тăракансем пулсан вăл тата илемлĕрех пулĕччĕ!

Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академийĕн сĕнĕвĕсем. «Тӳрлетнĕ» орфографин йăнăшĕсене тата шухăшласа çитереймен ăнлавсене çавăрса ларнинчен парахатар пулмĕ. Ĕç вырăнтан тапрантăр тесе Чăваш халăх академийĕ, тĕрĕсçырав ыйтăвĕсене сӳтсе явса, ЧР Патшалăх Канашне çапла çыру ячĕ:

1. СССР АПН член-корĕ М.Я.Сироткин, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ М.И.Скворцов профессорсем редакциленĕ Чăвашла-вырăсла академилле словарьсенче (1961, 1982, 1985), И.А.Андреевпа Н.П.Петров, М.И.Скворцов редакциленĕ «Вырăсла–чăвашла словарьте» (1971, 2012), А.А.Алексеев пухнă «Чăваш чĕлхин орфографи словарĕнче» (2002) ХХ ĕмĕрте çирĕпленнĕ тĕрĕс çыру йĕркисене лайăх тытса пынă. Вăл словарьсемпе халĕ те тухăçлăн усă куратпăр.

Анчах ХХ ĕмĕр вĕçĕнче Чĕлхе комиссийĕн председателĕ И.А.Андреев профессор хистенипе ăслăлăх вĕрентĕвĕпе килĕшсе тăман, чăвашла çыракансемпе сӳтсе явман волюнтаристла правилăсене, Чăваш наци конгресĕн съезчĕ тата Аслă Канаш комиссийĕ сивленĕ пулсан та, алхапăллăн вăя кĕртнĕ. Çавăнпа юлашки 15 çул ытла чăваш çырулăхĕнче лару-тăру пăтранса пырать.

Сăмах майлашăвĕсемпе хутлă сăмахсене «апла та, капла та çырма юрать» текен правило, халăх хыттăнах сивленĕ пулсан та, пуçламăш тата кĕçĕн шкул вĕрентĕвне кĕрсе ачасен шухăшлавне, словарьсемпе ĕçлес хастарлăхне, чĕлхе чысне чакарса лартрĕ, вулакансемпе куçаруçăсене такăнтарчĕ. .

Чăваш халăх академийĕн конференцийĕ çак пăтăрмаха уççăнах сивлет.

2. Вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандартне йышăннă хыççăн чăваш чĕлхипе литературин учебникĕсем класс хыççăн класс çĕнелсе пыраççĕ. Çавна май Л.П.Сергеев профессор 1-4 классем валли, Ю.М. Виноградов аслă классем валли хатĕрлекен орфографи словарĕсенче апла-капла çырнисене тӳрлетмелле: çĕршыв, хĕрача, арача, çĕрпӳрт, улатакка, ырашпăтри, утмăлтурат</i> йышши пĕр пусăмлă, харкам пĕлтерĕшлĕ хутлă сăмахсене мĕнпур академилле словарьсенчи пекех пĕрле çырмалла.

3. Тулай тата район хаçачĕсем, журналистсемпе писательсем «Хыпар» сĕнекен уйрăм çырмалли йĕркене йышăнмарĕç, вĕсем академилле словарьсенчи пекех çыраççĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчен чăваш чĕлхин академилле словарьсенче çирĕпленнĕ тĕрĕсçырав йĕркине вĕренӳ кĕнекисенче тата Издательство Çурчĕн чăвашла хаçат-журналĕнче пăрăнми (обязательно) тытса пыма хистекен хушу кăларма ыйтатпăр.

4. Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Чăваш чĕлхи комиссине ЧНК Ваттисен канашĕ сĕннĕ пек («Хыпар» хаçатăн 2014, нарăс, 18 кăларăмне пăхăр) икĕ шайлă йĕркелеме ыйтас: 1) чăваш чĕлхине хута кĕрекен канаш (попечительский совет) тата* 2) сăмах ăстисенчен тăракан топоними, орфографи, лексиклоги, терминологи, ономастика тата ытти ĕç ушкăнĕсем пулччăр.

5. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчен Чĕлхе комиссийĕн шутĕнчех «Чăваш чĕлхин тĕрĕсçырав йĕрки» (Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕ) кĕнекене хăвăртрах йĕркелеме, «Чăваш чĕлхин тĕрĕсçырав сăмахсарне (орфорграфи словарьне)» туллин хатĕрлеме вăхăтлăх ушкăн туса хума ыйтас.

Вĕрентӳ институтĕнчи чăваш кафедри, Чăваш гуманитари тĕпчев институчĕн чĕлхе пайĕ ăслăлăх сăмахне тӳррĕн калайманнине кура вăхăтлăх ĕç ушкăнне Чăваш халăхĕн ăсхакăлпа ӳнер академийĕ çумне çирĕплетме ыйтатпăр. Çакă 20 çул ытла ăнăçлă ĕçлекен Чăваш халăх академине патшалăх ертӳлĕхĕ хисепе хурса ĕçе явăçтарни пулĕ тесе шутлатпăр.

Кĕскен каласан, çыру тĕрĕскисене (правилисене) тахçанах çирĕпленнĕ, халăх килĕштерсе йышăннă, академилле «Чăвашла-вырăсла словарь» (1961), «Русско-чувашский словарь» (1971, 2012) тытса пыракан йĕркесемпех упрамалла, сăмахсене (лексикăна) тимлĕрех ушкăнласа, çĕнĕ тĕрĕскĕсем йĕркелесе, тӳрлетсе тухмалла. Правилăсем те, «исключенисем» те пĕлĕтрен ӳкмеççĕ, вĕсене хамăрăн тăвас пулать. Татса пама май килмен ыйту çук.

«Сăмах майлашăвĕн пайĕсене уйрăм çырасси тĕп туртăм пулса тăрать» тесе йăнăш хистенипе ятармăка тухнă хутлă сăмахсене уйрăм тата «апла та капла çырма юрать» туса чĕлхе аталанăвне, ачасен шухăшлав витĕмне, ют чĕлхе куçаруçисен, вĕренекенсен сăмахсарпа ĕçлес мелĕсене чарса хутăмăр. Тĕрĕс çырмалли правилăсене сӳтсе явма, тĕрĕскĕне пăхăнман сăмахсен (исключенисен) ретне тума татăклă сĕнӳсем кирлĕ. Çавна шута илсе учительсемпе орфографи комиссийĕн пайташĕсене (членĕсене) ĕçе пуçăнмалăх сĕнӳсем тăрататăп.

73 параграф. (А.А.Алексеев словарĕн 389 енне пăхăр).</i>

3. Сăмахсем пĕрлешнипе пулнă ялсемпе хуласен, вырăнсемпе çăлтăрсен тата ытти пайăр пулăмсен ячĕсене пĕрле çырмалла: Вăрманкас, Карăкçырми, Вăтапуç, Кӳлхĕрри, Çĕньял, Хурăнуй, Çичпӳрт, Пĕчченхир, Чулхула, Ешĕлвар, Сарăту, Ленинту, Шывтăкан, Шурăмпуç.

75 параграф.

1. Хутлă сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсене пĕрле е уйрăм çырнă чухне сăмах пулăвне, пуплев кĕввине, пĕлтерĕшне, сăмахсен пусăмне (ударение), çыхăну мелĕсене тата халиччен çирĕпленнĕ йĕркене шута илмелле.

2. Сăмах майлашăвĕн пайĕсем хăйсен харкам пĕлтерĕшĕсене çухатса пĕр ăнлава куçнă пулсан, вĕсене пĕрле çырмалла, сăмахсем хăйсен пĕлтерĕшĕсемпех çӳренĕ чухне уйрăм çырмалла: йĕкехӳре (крыса) - йĕке хӳреллĕ йытă, йĕпвăрри (стрекоза) – йĕп йăкăртакан вăрă, йытпулли (головастик) – йытă апачĕн пулли, йытпырши (вьюнок) – йытă хырăмĕн пырши, мĕнпур (всеобщее) – мĕн чухлĕ пур, çурутрав (полуостров) - çур пай утрав, çурçĕр (север) - çур анна çĕр, çурçĕр (полночь) - çур каç, çур кун, кукшапуç курăкĕ - кукша (шакла) пуç, нартăван (святки) - нар питлĕ тăван, чăрăштăрри (курăк) – чăрăш тăрри, утмăлтурат (чечек) – утмăл, çитмĕл турат, вĕлтрентăрри (кайăк) – вĕлтрен, хупах тăрри, юханшыв – юхакан шыв, салакайăк - ял, сала кайăкĕ, саркайăк – сарă кайăк, хура чĕкеç, сар кăткă* пĕрхĕт кайăк, хурчка кайăк, хуркайăк, кайăкхур – хур аçи, акăш кайăк, икĕпит - икĕ хĕрлĕ пит, хĕвеланăç - хĕвел анни, хумсас (радио) - хум сасси, инçекурăм (телевидени) - инçене куртăм, инçесас (телефон) – инçетри сас, таврапĕлӳçĕ (краевед) – тавралăха пĕлекен, çилçунат (пегас) - çил хуçнă çунат, хăнакил (гостиница) – хăна кĕнĕ кил, сыснатĕк (ача шăрчĕ) – сысна тĕкĕ, суятумхаяр (подорожник) – суя тумлă хаяр çын.

3. Пĕтĕмлетӳ аффиксĕ йышăннă хутлă сăмахсене пĕрле çырмалла: танмарлăх, мăнкăмăллăх, икчĕлхелĕх, хутпĕлменлĕх, тăмписменлĕх, тавракурăм, тĕрĕсçырав, çулçӳрев, хирĕçтăру (конфликт), çĕнйĕркелӳ (перестройка), тавтăву, ăспару, тĕлпулу,

 

4. Кĕскетӳ хапине (формине) йышăнакан сăмахсене пĕр пĕлтерĕше куçнă тата пĕр пусăмлă (ударениллĕ) чухне пĕрле çырмалла: асилӳ - аса илӳ, ялхуçалăх (таварĕ, институчĕ) - ял хуçалăхĕ: шывармань - шыв арманĕ, алтупань – алă тупанĕ, алхыпань (клептомания) – алă хыпанĕ.

5. Сăмах майлашăвĕнчен кĕскелсе пулнă пĕр пĕлтерĕшлĕ, пĕр пусăмлă хутлă сăмахсене пĕрле çырмалла: асатте, кĕрнӳкер, кĕçĕр, кĕççепит, вутпуççи, тылапуççи, турахуп, хуратут, çăраççи, çатмараççи, çулталăк, çутçанталăк, тĕпсакай, улмуççи., пĕлетăркач, пушхир, сарчир, пăрçĕмрен, çĕрçĕмрен, шĕлинкурăс, сарамак, авăнçи, айсарăм, акапуç, акатуй, акаçи, алăсталăх, алвалли, алпалли, алçыру, вăйпитти, питçăмарти, хĕрарăм, хăнтрамак, тытамак, çатмараççи, хыçсăмах, умсăмах, улчепи, ӳсентăран, ӳсенларан, ӳкентăран (хлам), чĕркĕмĕл, сăнӳкерчĕк,

6. Пĕр сыпăклă сăмахпа пĕрлешсе пулнă хăйне пĕлтерĕшлĕ хутлă сăмахсене пĕрле çырмалла: çĕршыв, кунçул, куçкĕски, куçкĕрет, пĕрпĕтĕм, вунпĕр-вунтăххăр, икçĕр-ултçĕр-çичçĕр-тăхăрçĕр, çĕрпӳрт, чĕрчун, алĕç, алçыру, алсиш, алшăли, аркăвĕç, атпăри, типшар, шăмшак, сивчир, арача, арçын, хĕрача, хĕрарăм, каюра, ĕççи, кĕлту, мункун, сăхсăх, пуççап, чупту, çăлкуç, çăматă (кăçатă), çулçӳрен, çуртри, çураки, кĕраки, хĕраки, хулпуççи, хыткукар, тепĕртак, харампыр, чалăшкуç (мулкач), чĕркуççи, чĕрçитти, шывçи, Хĕлмучи, Юрпике.

7. Кун ячĕсенчен юнкунпа эрнекуна пĕрле çырмалла, ыттисем «кун» сăмахсăрах хăйсен пĕлтерĕшĕпе çӳреççĕ: тунти (тунти ир, тунти кун, тунти каçĕ тунти пасарĕ), ытлари, кĕçнерни, шăмат, вырсарни.

(Пĕлсе тăма: чăваш кунĕсен пĕлтерĕшĕ библири халаппа пĕр килет: тунти – тăм тӳнĕ кун, ытлари – вут кăларнă кун, юнкун - чун кĕнĕ кун* юн кăларма юраман кун* кĕçнерни – кĕçĕн эрне кунĕ, эрнекун (вирьялсем мăн эрне кунĕ - мăнарни теççĕ), шăмат – шыв атнă кун, вырсарни – вырăн сарнă кун).

 

* * *

Чĕлхе тавра тавлашнăшăн, пĕлӳ хирĕнче тĕрĕссине шыранăшăн Раççейре политика айăпĕ тăвасси иртсе кайрĕ. Тăван чĕлхесен тасалăхĕшĕн, хăвачĕшĕн, кирлĕлĕхĕшĕн кашни халăх хытă тăрăшать. Украинăри вырăссем 2014-2015 çулсенче хăйсен чĕлхишĕн çине тăрса кĕрешни, Крым тутарĕсен чĕлхине хисепе хуни Раççейре тĕрĕслĕх çиеле тухса пынине кăтартакан ырă тĕслĕх тесе шутлатăп.

Чĕлхе халăх пурнăçĕпе пĕрле аталанса, улшăнса, сăмахсене киветсе те çĕнетсе пырать. Çакă вăл чарăнми юхăм, ăна «реформăласа», учительсемпе чĕлхе тĕпчевçисене вĕскĕртсе çыру çыртарнипе таптама май килмест. Уйрăм е пĕрле çырас ыйтăвах темиçе çул юри пăтратса пурăнни чăвашлăх ĕçне сиен кӳрсе тăчĕ, чăвашсене ытти халăх умĕнче айванлатса кăтартрĕ.

Тăван чĕлхе ыйтăвне куллен сӳтсе явни халăх чунĕпе ăсĕ тĕлкĕшсе тăнине кăтартать. Уншăн савăнмалла кăна. Чĕлхесен ыйтăвĕ халăхсем пур чухне нихçан та пĕтмест.

Эпир халĕ вак-тĕвек ыйтусемпе ĕçлĕ пек курăнса пурăнатпăр, чăваш ачисемпе вулаканĕсен вăйне иксĕлетпĕр. Анчах ыйту сиксе тухрĕ пулсан, вăл пĕчĕк ыйту тесе пăрăнса иртме юрамасть. Чĕлхе ыйтăвĕнче пĕчĕккипе пысăкки тачă çыхăннă. Чăваш сăмахĕн чысĕпе малашĕ орфографирен килмест, «мĕн унпа аппаланатăр» текенсемпе килĕшместĕп. Пысăк инкек пĕчĕккинчен пуçланчĕ. Астăватăр-и командир лашин такан пăти тухса ӳкнĕ пирки утлă çар çапăçура арканса кайнине.

Чĕлхен пĕчĕк ыйтăвĕсем республикăра наци тата чĕлхе политикин тĕп ыйтăвĕсене çирĕп тытса пыманнинчен килнине те пытарма çук. Халăх суйланă влаç халăх хапăлне шута илни пур чухне те курăнмасть. Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов 2014 çулхи нарăс уйăхĕнчех ыйтăва пăхса тухса тĕплĕ хурав пама хушнă. Апла пулсан та Ваттисен (старейшинăсен) республика ертӳлĕхĕ ячĕпе янă çырăвĕ çине 10 уйăхран тин хурав пулчĕ. Хуравне Патшалăх Канашĕн наци ыйтăвĕсен комитечĕ юпан 30-мĕшĕнче ирттернĕ «çавра сĕтелри» ятлаçу доклачĕ урлă илтĕмĕр. Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн директорĕ Ю.Н.Исаев тĕрĕссине кутăн çавăрса калаçрĕ, пирĕн çырупа çыхăнман тата пирĕн мар шухăшсем тавра çаврăнчĕ. Чĕлхеçĕсене ваттисемпе яшшисем çине пайласа аппаланчĕ, кивĕ орфографи пулман та çук терĕ, ваттисене вырăсланса кайнишĕн тиркерĕ, «пĕрле е уйрăм çырассине текста тĕрĕс те уçăмлă ăнланассипе çыхăнтармалла, çавна аслисен канашĕн шута илмелле» тесе вĕрентрĕ. Куратăр-и: Крылов юптарăвĕнчи пекех – юханшыв пăтраннăшăн Кашкăр мар, Путек айăплă! Çакă вăл ыратман пуçа тимĕр тукмак пани! Ăслăлăхра татăклă ĕçлес вырăнне каллех суя вульгаризм тапаçланать. Çапла вара, «неореформаторсем» сиктерсе кăларнă пăтăрмаха тĕпчев институчĕ сирме шутламасть. Турткаланнипе, кутăнлашнипе, элек сарнипе ăслăлăха таптаса хума çук. Тĕрĕсси пурпĕр çиеле тухать. «Хыпар» хаçат, Кĕнеке издательстви «çĕршыв», «Чулхула», «хĕрарăм» сăмахсене ĕмĕртен çирĕпленнĕ йĕркепе çырма пуçларĕç.

- Авалтан пуян чăваш чĕлхи нихăш чĕлхен çумçакки те пулман, нихăш халăха та ура хуман. Уншăн тăрăшни кирек камшăн та сăваплă. Тĕнчере хăш халăх юласси-пĕтессине нихăш турă та каласа памĕ. Çавăнпа хамăрăн тăрăшмалла. Вилмелле аманнă, ют пусмăр айне пулнă, халран кайса сӳрĕкленнĕ халăхсем тата тĕнче тăрăх çӳресе сӳрĕкленнĕ интеллигентсем кăна тăван чĕлхешĕн тăрăшма пăрахаççĕ. Халăхсен чĕлхисем, харкам культурисем пурри аслă Раççее пуянлатать кăна – тĕрлĕ курăк-чечек пахчана илемлетнĕ пек, тĕрлĕ йывăç кĕреш юмансене çӳле çĕкленме пулăшнă пек. Шел те, чăваш наукипе вĕрентĕвĕн ертӳлĕхĕнче çак чăнлăха тиркекен шултра шалуçăсем лараççĕ. Чăваш чĕлхин такан пăтисене кăларакан ертӳçĕсене пенсие ярсан та вырăнлă пулмалла. Вĕсем хирĕç хăтланнисене е «апла та, капла та юрать» тесе вĕрентнисене пăхмасăр Чăваш халăхĕ чĕлхе хăвачĕшĕн, унăн пурнăçри анлăхĕпе кирлĕлĕхĕшĕн, тасалăхĕпе малашĕшĕн пур енлĕн кĕрешме чарăнас çук. Вăл киввине çĕнетет, çĕннине çуратать, аякрине ăнкартса йышăнать, тĕлсĕр ăçтиçук тăшмансене сирсе хăварать.. Ĕмĕртен çапла пулнă, малашне те çапла пулма тивĕç.

 

Чăваш ваттисен тĕп канашĕн председателĕ В.П.Станьял

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Victor // 1430.15.0697
2015.03.15 13:13
Victor
Маттур Станьял - тĕплĕн, сивĕ чунлăн сÿтрĕ ыйтăва... Хамăн шухăш --- чăваш "чĕлхи кăткăс", вырăсла уçăмлăрах калаçирап-çырирап - текенсен йышĕ ÿсни çак минретÿрен тухать. Эс ачасене пĕрремĕш класрах чĕлхерен пистер - ларнă туратту та хăрĕ, персе анăн.
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.16 09:37
Станьяла ÿкĕте кĕртейместĕн, ун майлисене те. Анчах шкулта капла вĕрентни, Хыпарпа унăн хаçачĕсем апла çырни - абсурд камичĕ. Тĕнче намăсĕ тата.Ача вăл айван мар-çке. Килĕнче капла вулать шкулта, апла çырать.
2015.03.16 10:07
Аçтахар Плотников
Ман шутпа пӗрле е уйрӑм ҫырса ача «йӑнӑш» тусан унӑн ӗҫне япӑхрах пахалама кирлӗ мар. Енчен те ӑсчахсем те пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлаймаҫҫӗ пулсан ма ачана нушалантарас? //хамӑн докладра кун пирки пурччӗ, анчах вуласа мар, хам сӑмахпа каласа парас килнӗрен ун пирки калаймарӑм.
Докладра каланӑ сӑмаха тепӗр хут калас килет — чӑваш чӗлхи пурнӑҫӗ хальхи вӑхӑтри пек шкул тапхӑрӗнче кӑна вӗҫленмелле мар. Пӗтӗмпех шкулпа виҫме кирлӗ мар.
Agabazar // 1738.05.2949
2015.03.16 10:34
Agabazar
Admin: <<Ман шутпа пӗрле е уйрӑм ҫырса ача «йӑнӑш» тусан унӑн ӗҫне япӑхрах пахалама кирлӗ мар.>>

Шкул ачисен ĕçĕсене (диктантсене, изложенисене, сочиненисене) хакласси вăл — пачах урăх ыйту. Вăл çырулăх ыйтăвĕсемпе çыхăнман тесен те юрать. Кун пирки хам та миллион хут çырнă: тăнлас, ăша хывас текен çеç куранмасть.



Килĕшетĕп Админпа, чăваш чĕлхине шкулта (тĕрĕсрех, чăваш урокĕсенче çеç) ГЕТТОРИ ПЕК хупса хумалла мар.
Атила // 3913.58.4645
2015.03.16 16:17
Телейлӗ ҫынсем эсир.Килте ачасем тата мӑнуксем чӑвашла пуплеҫҫӗ хӑвӑрах тӑрӑшнипе.Халь вара орфографи шӗкӗлчемелли кӑна юлнӑ. Эпир вара-мӗскӗнсем-пепкемӗрсене йӗркеллӗ калаҫма та вӗрентеймерӗмӗр,какуй орфографи пирки асӑнма.
Agabazar // 2242.38.7148
2015.03.16 19:17
Agabazar
Кирлĕ мар, кирлĕ мар, — ним те кирлĕ мар! :-)
Agabazar // 2242.38.7148
2015.03.16 19:17
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина:
Лешкукша // 4719.4.6067
2015.03.17 18:55
Орфографи залӗнче чӑваш учитлӗсен доклачӗсене тумлерӗм те пурте пекех попугай пулнинчен хӑраса ӳкрӗм. Кӑсем чӑваш чӗлхине, шкулине, ашамӑшне. хӑсене вӗрентнӗ Станьяла вӑтӑр=пӑхӑр пушшшӑн сутса яраҫ вить!
Ют Ҫын // 4719.4.6067
2015.03.18 05:39
Тӗрӗс ҫырать Атила,чӑвашла ик сӑмахҫаврӑнӑш калама вӗрентейместпӗр пепкесене,вара орфографи ҫинчен сӑнӑ-копьепа Пӑтрашӑнни кама кирлӗ?
Agabazar // 3461.98.4301
2015.03.18 06:52
Agabazar
Лешкукша:<<Орфографи залӗнче чӑваш учитлӗсен доклачӗсене тумлерӗм те пурте пекех попугай пулнинчен хӑраса ӳкрӗм. Кӑсем чӑваш чӗлхине, шкулине, ашамӑшне. хӑсене вӗрентнӗ Станьяла вӑтӑр=пӑхӑр пушшшӑн сутса яраҫ вить!>>

Ĕç пачах та Станьялра мар. Правилăсене уяманни начар.
Никамах та çав çырулăх йĕркисене чăнласах тишкерсе тухасшăн мар. Ку сайтра эп сĕнекен тишкерÿ пур. http://chuvash.org/blogs/comments/2320.html

Страницăсем: [1], 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики