Аçтахар Плотников // 3169.74.2565
2015.01.06 16:29 | |
Володя, ара хими, физика тата ытти ӑслӑлӑх пӗрре те вырӑс чӗлхипе кӑна аталанмасть. Акӑлчансене шута илмесен те, ав яппунсем, корейсем вӑл ӑслӑлӑхсене хӑйсен тӑван чӗлхипе ӑса хываҫҫӗ! Мӗн, мӗскӗнсем, аслӑ пӗлӳсӗр юлаҫҫӗ-и-мӗн вӗсем? Ҫаплипех хӑйсен тӑван чӗлхипе вӗренеҫҫӗ. 1960-мӗш ҫулччен чӑвашсем те ҫак аҫлӑлӑхсене чиперех(!) хӑйсен тӑван чӗлхисемпе вӗреннӗ. Ҫын пулнӑ. Королёва пулӑшаканнисем (ҫаплаччӗ пулас) таранах ҫитнӗ! Эсир вара ҫав стереотипран (вырӑс чӗлхипе кӑна пӗлӳ илме пулать! текеннипе) ниепле те хӑпаймастӑр.
| |
Аçтахар Плотников // 3169.74.2565
2015.01.06 16:39 | |
Ӑслӑлӑх вӑл тӗнчепе тан аталанса пырать. Чи кирли терминӗсене кӑна ытла ҫавӑрттарса ямалла мар. Тригонометри вӑл хуть акӑлчанла, хуть вырӑсла, хуть чӑвашла — тригонометриех. Хуть украинла. Математика вӑл виҫӗмлӗ ӑслӑлӑх. Вырӑсӑн 2 ҫумне иккӗ хушсан тӑваттӑ, украинӑн — 3, чӑвашӑн — 5 пулмасть. Пурин те — тӑваттӑ.
Чӗлхере вӑл расна: тӑваттӑ, четыре, four, чотири, дорт т.ыт.те. | |
Владимир // 2171.75.8605
2015.01.06 18:28 | |
Ия,ҫав. Водород-шыв ами, Кислород-шыв ашшӗ. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.01.06 19:56 | |
Админ пит тӑнлӑ пулнине паян ҫеҫ чухласа илтӗм. | |
Владимир // 1620.24.5162
2015.01.06 21:41 | |
Админа тӗрӗс ӑнлантӑм пулсассӑн Украинӑ халӑхӗ паянтан Европӑра вӗренме те ӗҫлеме те тытӑнать иккен? У-ух, ты! кур-ха эс вӗсене мӗнле мемме пурнӑҫа пырса лекрӗ украин халӑхӗ! | |
Тимӗр // 4916-2612
2015.01.06 22:13 | |
Админ.Курмастӑн-им?.Каллех сана Украина темипе провокаци твасшӑн кусем.Эпир кашни кун сенкер экранпа Проханов,Жириновский,Зюганов,Мироновсене питӗ тимлӗ итлетпӗр.Кусем мӗн ҫӗнни калама пултарӗҫ-ши?. | |
Agabazar // 4200.32.8916
2015.01.07 07:22 | |
Володя:<<Ҫав Украинара вырас чӗлхине вӑйпах шкулсенче вӗрентме пӑрахтарасшӑн пулсассӑн, вара кунта хими, физика, математика тата ытти наукасене мӗнле ӑнкарасшӑн-ши?>>
хам та çавăн пирки çĕрĕн-кунĕн шутлатăп пи-и-и-и-ит хуйхăрса! Ара, тĕнчере наукăсене пĕртен-пĕр вырăс чĕлхи пулăшнипе çеç алла илме пулать мар-и? Ара, ытти "начар" чĕлхесемпе вĕсене ăнкарма та май çук мар-и? Американсене тата ытларах шеллемелле: вĕсем вара наукăсене украин чĕлхипе те мар, "ниме тăман" акăлчан чĕлхипе вĕренеççĕ тет... Мĕнешкел телейсĕр çынсем! | |
Agabazar // 4200.32.8916
2015.01.07 07:23 | |
Тепĕр тесен ку тĕлĕшпе савăнма та май пур тен — çав Америкăран мĕн хăрушă усаллăхсем вĕçĕмсĕр тухса тăнине шута илсен! Çавă кирлĕ вĕсене, мурсене! :-) | |
Agabazar // 4200.32.8916
2015.01.07 07:28 | |
Çапла вара шухăша хурланнинчен пуçларăмăр та шутсăр пысăк савăнăçпа вĕçлерĕмĕр. :-)
Нукăсене украинсем ăнкарайми пулнăран (сăлтавне Волоча каларĕ) каллех хурланма май çук пек. Кунта та алăсене кăмăллăн сăтăркаламалли çеç юлать-тĕр.... :-) Вăт çавнашкал "дискуссисем" пыраççĕ кунта леш хайхи Асар юлташ. Эппин, килĕр кунта, тавай пĕрле сÿтсе явар. Паллах, унашкал "тавлашусем" хĕрхÿлĕхсĕр пуçне ним те çуратаймаççĕ. | |
Владимир // 1159.09.8548
2015.01.07 08:49 | |
Ӗнер Россия 24 каналпа украинецсем кӗтӳллӗн европӑна тухса кайма пикеннине кӑтартрӗҫ.Порошенко президент иртнинче каланӑ тӑрӑх, хале вӗсемшӗн - уҫӑ алӑк. Э-эх, мӗнешкел савӑнаҫҫӗ пулӗ! Ирӗклӗх, ӗҫ,укҫа мӑй таран! |