Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Я вступаю в дружбу лишь с очень немногими, но зато дорожу ею.
(К.Маркс)
 

Аксар Чунтупай: Чӑваш наци конгресӗ районсенчи Акатуйсене мӗншӗн хутшӑнмасть

Аксар Чунтупай01.06.2014 23:1913752 просмотров

Акатуй - авалтан пыракан чӑваш йӑли. Унта ватти-вӗтти хутшӑнса хавасланать. Шупашкарти ентешлӗх те, тӗрлӗ тӳре-шара унта пырса хӑйӗн кӑмӑлне тӑвать. Анчах та темшӗн ҫак уявра Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсене курмастӑп. Наци юхӑмӗнче тӑракан ҫынсен кунта пӗрремӗш ретре пулмалла пек туйӑнать мана. Хамӑр пуррине ҫакӑнта шӑпах кӑтартмалли май ку. Анчах та вӗсем ҫук кунта, пур пулсан та наци конгресӗн ячӗпе пӗр сӑмах та каламаҫҫӗ. Вӑтанатпӑр-и е кахалланатпӑр? Е тӗп форумри сцена ҫинчен ҫеҫ тутлӑ сӑмахсем калама пӗлетпӗр...

Хамӑр вырӑсланса пынине ҫакӑнтан пӗтерсе пымалла мар-ши?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Якур // 2179.07.7511
2014.06.09 12:09
Çав ЧНК çыннисен вăхăчĕсем çук пулсан темшĕн вĕсем ЧНК таврах явăнаççĕ. Вăхăчĕ çук, укçи-тенкине шеллеççĕ. Вара ĕçлеччĕр хăйсен кулленхи ĕçĕсемпе. Конгрессра чунтан вăй хуракан патриотсене ĕçлеме май пама çук-ши?
2014.06.09 16:43
Аксар Чунтупай
Вăт, Якур тĕрĕс калать хальхинче!
2014.06.09 16:49
Аксар Чунтупай
Тата мана çакă тĕлĕнтерет: акатуйсенче "Год культуры в Чувашской Республике" тесе çырнă баннера курма пулать, чăвашла çырни вара çук. Чăвашла куçарма та, чăвашла ăнланма та пăрахрăмăр-и вара? (Куçару: "Чăваш Республикинчи этеплĕх çулталăкĕ"). Этеплĕх вырăнне культура сăмаха та çырма пулать (ăнланмалларах пултăр тесе).
2014.06.09 16:54
Аксар Чунтупай
bor1959 // 1039.8.4424
2014-06-04 13:31
Тĕрĕс тăвать Укаслу.Халăхран пуçтарнă укçан пĕр "п-ĕ-ч-и-к" пайне халăхăн представителĕсене тавăрса пани темех мар,темле паттăрлăх мар.

Красноармейски районĕнче кирпĕч савучĕ тунă чухне миçе миллион тăракан çула пĕтерчĕ Укаслу ывăлĕ. Пĕр пус та тавăрса памарĕ. Çулĕ те арканса пĕтрĕ. Халăх ăна юсама ыйтать - никам та хуравламасть...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.06.09 17:04
Аксар, тăванăм!Эпĕ çавăн пирки иронипе çыратăп çав.Халăха йÿнĕ хакпа тар кăларттарать,анчах тавăрса парасшăн мар.Патша вăхăтĕнчи савут хуçисем урăхла шухăшлани курăнать.Вĕсем социаллă çуртсем(сиплев çурчĕ,шыв пăрăхĕсем,вулав çурчĕ, пушар хуралĕ тата ыттисем) нумай тунă. Ăнланнă вĕсем халăхшăн тăрăшмаллине.
Тимӗр // 4916-2612
2014.06.09 22:16
Угаслов тăван ялĕнче Тутарстанра чиркÿ туса пĕтерчĕ.Унчен авлхи тĕн вырăнĕсене йĕркене кĕртме пулăшрĕ.Хокей выляма "коробка"туса пачĕ.Ачасен хоккей команди тытса тăрать.Тĕрлĕ парнесем нумай парать.Паянхи кун,тĕрĕссипе каласан,чăваш хушшинче ун пек меценат çук.
Якур // 1144.17.0711
2014.06.10 00:28
Эпĕ ăнланмастăп çак хастар Тимĕре.То вăл хисеплет чăваш тĕнне вырăна хуракансене,то хисеплет "православи чиркĕвĕ Бизнес структури пулса кайнă" тесе критиклекенсене,то хисеплет Укаслов пек виçшер-тăватшар чиркÿ тăвакансене, ним чухлĕ те шикленместĕп-ыран хисеплеме пуçлать "свидетель Иеговы" текен сектăн ертÿçисене."Святая последовательность" текен япала пулмалла пек ман шутпа.Хотя маншăн ним те тĕлĕнмелли çук- эсир Акапасарпа çавăн пек "последовательноçсăр" хохолсене тĕрев паратăр вĕт, çавăнпа тĕлĕнместĕп.
Атнер // 3913.58.4645
2014.06.10 16:03
Якур тĕрĕс пăшăрханать.Анчах та толерантлă пулмала теççĕ Мускаврисем.Чăтмалла пĕр пĕрин туррисене тени пулать пулмалла.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.06.10 17:24
Толерантлă тени вăл хамăр обществăра "кăваккисем-голубые" тата "кĕреннисем-розовые" Шупашкарта кăкăрне çапса тĕп лапамра манифестаци ирттернĕ чухне алă çупса кĕтсе илни мар. Цивилизаци пĕтсе пырать,çавăнпа кăвакки-кĕреннисене çупа-çупа ямалла, ларччăр нÿхрепре,савăнччăр хăйсен Ар хатĕрĕсемпе. Ну никак пирĕнпе,тем более пирĕн ачасен туйăмĕсемпе, ан хуçаланччăр.А ту вĕсем чирлĕ,ку Ар чирĕ теме пăхаççĕ. Чирлĕ пулсан-лар изоляторта.
Тимӗр // 4916-2612
2014.06.10 19:19
Тем тесен те Угаслов конгреса килсен конгресăн шайĕ чылай ÿсни Акатуйсенче те курăнать.Малтанхи пек сцена çинчен рамкăсăр грамота мар хаклă парнесем параççĕ.Конгресс çурчĕ илемленсе ларчĕ.Конгресăн администраци штатпа ĕçлет.Тен аталанса кайăпăр майĕпен.

Страницăсем: 1, [2], 3, 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики