Якур // 3926.06.3245
2014.04.13 11:37 | |
Хисеплĕ Васса тăхлачă!Хисеплĕ е тăхлачă тени çине кÿренмелле мар ман шутпа.Манăн Çветтука(Светл.Ив) питĕ ĕнентерес килет çакна:пĕтĕм лайăх утăмсене тĕнчере тÿрĕ кăмăллă çынсем тăваççĕ( ЧНК-ра и вĕсем, Чиркÿ-ре и, обществăлла организацинче и е культура учрежденинче и--пур çĕрте те ăшă кăмăллă çынсем пурах,национальнаçе пăхмасăрах). | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.13 12:55 | |
Якур пĕлет кама мĕнле чĕнмеллине( шуткă). Чиркÿ пирки калас пулсан, чиркÿне çÿремесĕр те <чунпа тивĕçлĕ çын> пулнине палăртса пурăнма пулать. Кам çÿреть чиркĕве-çÿретĕр, никам та хирĕç мар. Анчах кунтан пиар-бизнес тумалла мар çеç. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.04.13 13:27 | |
Пĕлетпĕр ĕнтĕ.Ухмахсем мар.Пачăшкăсем чăваш чĕлхине аталантарма килнĕ пулать кунта çĕр çул каялла.Хисеплĕ Варанава чăваша хисеплесе чăвашла калаçма та вĕреннĕ Чăваш çĕрĕ çинче.Чăвашла кĕлĕ янрать чиркÿсенче чăваш валли.Кмремет вара вырăслатасшăн пулнă-ши? | |
Вихтăр // 1532.69.9789
2014.04.13 21:39 | |
Çак страницăра тема Украинăри кризис çинчен пуçланнăччĕ пулмалла. Пурте кун çинчен манса кайрĕç. Бор текен хăта тата Якур хăта сăмах пуçламăшĕнчех пурне те асăрхаттарнăччĕ малалла харкашу мĕнле пулса каясса. Шăпланчĕç пирĕн паттăрсем И.Иванов тата АГАБАЗАR. Калас сăмахĕсене çăтса ячĕç пулмалла. | |
Галина Зотова // 1900.07.7775
2014.04.13 23:57 | |
Пирĕн чиркÿре кĕлĕ чăвашла иртет.
Украина ахаль те кунĕпех телевизор çинче янăрать, иртен пуçласа каçчен.Тăвансем калаççĕ, пирĕншĕн ан кулянăр, теççĕ,эпир килте ларатпăр, митингсене çÿреместпĕр, теççĕ. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.14 09:01 | |
Пирĕн Украинăри тăвансем те ялта пурнаççĕ те, паян ытлах кризис пирки сăмах хушмаççĕ.Паранкă çĕр ăшне чиксе хунă, йăрансене лартнă.Сало пулать, пурнатпăр-ха теççĕ. Анчах та "косвенно" пырса çапать пурне те кризис ниçта та пытанимастпăр. Чиркÿре те, Украинăри кризисра та ЦРУ "шайттанĕсем" ахăраççĕ. А вăт вĕсенчен тарса пытанимастăн. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.14 09:10 | |
Эпĕ Акташ В. юлташа татах малалла аталантарма сĕнетĕп ку темăна. Украин самозванецĕсем мĕнле провокацисем тунине йĕрлесе тухтăр. Тем шăпланчĕ-ха Акташ-миротворец. | |
Светлана Ив. // 4186.57.1361
2014.04.14 10:13 | |
Тĕрĕс мар пачăшкасемпе пĕрле "шалта" пулса курнă пулмалла Якур кукка. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.14 14:14 | |
Светлана Ив-ва, Ив-на! Якур тĕрĕс те çырать пулĕ. Эпĕ те Светлана пеккисене ЧНК-ра мĕн пулса иртнине пĕлмешкĕн пĕрер уйăх ЧНК çуртĕнче тÿлевсĕр ĕçлесе пурăнма сĕннĕччĕ иртнĕ çулта.Никам та килĕшмерĕ. Аттун Акасапаркка сурчăк сирпĕтсе кăшкăратчĕ Архипова хÿтĕлесе. ЧНК-ра пĕр уйăх пурăнсан сĕрĕнкĕ тĕтĕм сирĕлсе каять моментально. "Тĕрĕс" пачăшкă камне кала-ха мана, Светлана? Тĕслĕхрен кам вăл конкретно, ячĕ-шывĕ, пит пĕлес килеть? | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.14 16:24 | |
Тĕрĕс пачăшкă пур Таса Михаил атте.Духовный семинари ректорĕ.Чăвашла кĕлĕ ирттерет.Кирлех пулсан чăвашпа пĕр хурантан пăтă çиме йĕрĕнместь хăш-пĕри пек. |