Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Большие обещания уменьшают доверие.
(Гораций)
 

Владимир: Европӑран вӗренмелли пайтах ха пирӗн.

Владимир19.02.2014 14:0216175 просмотров

Халӗ кашни ял ачи зоопарк мӗнне пит лайӑх пӗлет: тӗнчери мӗнпур чӗрчунпа таҫта ҫити каймасӑрах юнашар хуларах курса килленме пулать.Анчах та кунта эпӗ сире зоопарксем кӑна мар, этемпаркӗсем те тӗнчере пайтах пулни пирки каласа парасшӑн. Суймастӑп, юлашки этемпаркӗ европӑри Брюссель хулинче 1958-мӗш ҫулта "Экспо-58" ятлӑ куравӑшра пулнӑ. Этемсене тискер чӗрчун евӗр тимӗр картара 1936-37-мӗш ҫулсем ҫити таранах Базел тата Турин ятлӑ Европа хулисенче куракана укҫалла курма сӗннӗ. Ку тимӗр картасенче негрсем, индеецсем, эскимоссем тата пигмейсем пулнӑ имӗш. Европеецсем ку этемпаркӗсене талккишӗпех пуҫтарӑннӑ тет, 1929-34мӗш ҫулсенче ҫеҫ кризиса пула куракансен йышӗ чакнӑ пулать. Укҫасӑр кӗртмен ҫав. Чи малтан негрсене 16-мӗш ӗмӗрте аристократсем туянма пуҫланӑ,ҫемьисенче курса йӑпанма, 18- мешӗнчех вара вӗсене Раҫҫее те илсе ҫитернӗ иккен. Петӗр патшан Арапне астӑватӑр пулӗ ха? Анчах та Петӗр патшан арапӗ аристократсен шутне кӗрсе А.С.Пушкин маҫакӗш пулма пултарнӑ! Ку япала вырӑссене япӑхах палӑртмасть, паллах, анчах та пулнӑ-пулнах. Ҫав 18-мӗш ӗмӗртех чи пирвайхи зоопарксем те уҫӑлма тытӑннӑ.Шеремет ӑсчахсем ниепле те упӑтене негртан уйӑрма килӗшмен. ХХ-мӗш ӗмӗре кӗрекен Германи канцлерӗ О.Бисмарк та ҫак этемпарка ятарласа негра пырса курнӑ: упӑтех тесе килӗшнӗ! 1902-мӗш ҫулта Лондон хулинчи зоопарка негрсене сӑнама 800 пин ҫын хутшӑннӑ тет. Шеремет негӑрӗсем ку тыткӑнлӑхра нумаях пурнайман, Европа сиввисене хӑнӑхман - 1912-мӗш ҫулта 27-шӗ вилнӗ. New York Times хаҫат 1904-мӗш ҫулхи кӗркунне картара ларакан упӑтепе негр пирки ҫапла хуравланӑ: иккӗшӗте пӗр ҫӳллӗш, иккӗшӗте пӳрне кӑтартснах ҫӑвар карса шӑл йӗреҫҫӗ. Ак сана,тусам, Европа!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2517.68.7378
2014.02.20 16:33
Agabazar
Начар япала Африкăра та начар.
Agabazar // 2517.68.7378
2014.02.20 16:33
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: дубль
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.20 18:08
Африкăна ан тĕкĕн,Акасапар! Кайса кил хăв кăмăлланă Майдана! Вара калаçăпăр санпа, кунта кăкăрна каçăртса ан лар!
Agabazar // 2012.2.0499
2014.02.20 19:40
Agabazar
2014-02-20 16:33
<<Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: дубль>>

Тĕрĕссипе каласан "дубль" тени тĕрĕсех мар: Лайăх япала Африкăра та лайăх.
Agabazar // 2012.2.0499
2014.02.20 19:48
Agabazar
bor1959:"Мĕн тума национализм темине хускататă<р> кунта?"
Волоча текстне вуласа тухсан шăпах "национализм теми" пулни курăнать.

bor1959:"Пÿтсĕр!!!" Тĕрĕс, хĕсĕк куçлă шахматиста вĕлернисем чăнах та пÿтсĕр çынсем.
Владимир // 1026.53.5264
2014.02.21 07:19
Европаран вĕренмелли пайтах ха. Арçыннисем хĕрарăмланса пырассине, хĕрарăмĕсем арçынланса каясси. Унтан ни арçын, ни хĕрарăм пуласси патне çитесси те инçех мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.21 09:31
Чăн тĕрĕсне калать Володя!Европеизациленессине тата украиназацилессине Акасапарккасем вĕрнтме пуçласан, тата ытларах ертсе пыма пуçласан "ни арçын,ни хĕрарăм" пуласси инçе юлмаç пулĕ.Мĕн вĕрентме пултаранскер вăл--малалли виç утăма та куримаç?
Якур // 3348.89.0595
2014.02.21 21:38
Пурăна киле Акапасар Шупашкарта леш "гей"-сен паратне те илсе килесшĕн пулĕ. Тем те кăтартĕ пурнăç.
Тимӗр // 4916-2612
2014.02.22 11:44
Ним тума пултарайман Акапасар мĕн тума пултарать?.Çук ун пек çын.Вăл ятарласа шутласа кăларнă проект:виртуаллă Акапасар,анчах хăйне евĕрлĕ талант.
Владимир // 1473.90.2439
2014.02.22 21:41
Несложно представить, чем закончится роман Киева с Европой.
Опыт Сербии показал, что перспектива интеграции с Европой употребляется как способ манипуляции «непослушными» славянами. Сначала годы унижений, санкций и наказаний ради надежды на уравнение в отношениях с другими странами. За эту мечту руководство страны выполнило любые условия хозяина.

Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики