Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
У каждого свои добродетели.
(Кребийон)
 

Agabazar: Тӗрӗс ҫырмалли йӗркевсем епле пулмалла?

Agabazar09.02.2014 11:1928051 просмотров

Чӑваш сӑмахӗсене епле ҫырас ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗ ҫумӗнчи Ваттисен Канашӗ пуху ирттернӗ. http://www.youtube.com/watch?v=SIVO ... eature=youtube_gdata

Кун пирки ҫавӑн пекех ак ҫакӑнта пӑхма пулать: http://chuvash.org/news/4844.html

 

Тен, ҫакӑн пирки хӑйсен шухӑшӗсене калас текенсем ҫак Блорумра та пулӗҫ. Атту ав леш хайхи пухӑва хутшӑннисем пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ, пӳлеҫҫӗ пӗрне-пӗри. Ҫав вӑхатрах ку пирӗн лаптӑкра вара ҫав ыйтусемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫма пулать. Калӑпӑр, хайхи пухӑва хутшӑннӑ ҫынсен те кунашкал майсем пур. Хапӑл тӑватпӑр!

Ҫавӑн пекех ак ҫак тӗле те пӑхса илме сӗнетӗп: http://pkanash.chv.su/5_92_1.html

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2014.06.15 19:54
Аксар Чунтупай
Тĕнче (общество, пĕрлĕх) пурте ăнланакан ансат правилăсенчен тăрать, правилăсене вара консенсуспа усă курса йĕркелеççĕ тата йышăнаççĕ. Сан правилуна, Акапасар, никам та йышăнмасть, сансăр пуçне. Çакă çеç.
2014.06.15 19:57
Аксар Чунтупай

"Хальлĕхе" тесе çырни тĕрĕс. Орфоэпи правилине те тÿр килет: хытă сăмахра (сыпăкра) хупă сасă çемçен илтĕнет пулсан çемçелĕх палли лартмалла. Çавă çеç. Тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Анчах "мунча" йышши сăмахсенче çапла çырма йышăнман (ч çемçетет). Ку чĕлхе саккунĕсен консенсусĕ (килĕшĕвĕ).
2014.06.15 19:59
Аксар Чунтупай
Пĕрре иксĕмĕр вĕри мунчара çапăнсан эс те ман пек шухăшлама пуçлатăн та-ха...
2014.06.15 20:02
Аксар Чунтупай
Хытă сăмахра (сыпăкра) хупă сасă çемçен илтĕнет пулсан мĕнле-ха çемçелĕх палли лартмăн элле, тăванăм Акапасар?
Agabazar // 3346.94.8836
2014.06.15 20:12
Agabazar
Аксар Чунтупай // 3389.80.7786
2014-06-15 19:57:<<"Хальлĕхе" тесе çырни тĕрĕс.>>

Каллех уçă алăка çĕмĕрет, шеремет ачи! Эпир те çавнах калатпăр вĕт!!! Тĕрĕс, çапла çырма юрать, анчах çемçелĕх паллисĕр çырни те тĕрĕс. Урăхла каласан,

Апла та, капла та тĕрĕс!

Кăна Акапасар шутласа тупман, ПРАВИЛО çапла вĕрентет!!! Мĕн, эсир каллĕ-маллĕ е ахаллĕн сăмахсенче те "ь" лартасшăн мар пул те???
Agabazar // 3346.94.8836
2014.06.15 20:37
Agabazar
Аксар Чунтупай // 3389.80.7786
<br>2014-06-15 20:02 <<Хытă сăмахра (сыпăкра) хупă сасă çемçен илтĕнет пулсан мĕнле-ха çемçелĕх палли лартмăн элле, тăванăм Акапасар?>>

Эсĕр вара куллен сăмахра та çемçелĕх палли лартасшăн-им? Кульлен (?). Çапла-им?
Agabazar // 3346.94.8836
2014.06.15 20:41
Agabazar
Migulaj:<<"падеж" сăмаха чăвашла е чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхери сăмахпа улăштарса çырма май тупма пулĕ-ши?>>

Ÿкĕм. http://termin.chv.su/term/925.html
Agabazar // 1390.93.2116
2014.06.19 14:44
Agabazar

"Сывă ÿте тăрăннă шăрпăк" (Никита Ларионов каланă сăмах, Элĕк)

Agabazar // 4268.71.3097
2014.06.24 10:27
Agabazar
Правило Никольский, Раевский, Павловский йышши сăмахсенче ытти формăсенче Й саспаллие кăларса пăрахма хушать. МĔНШĔН?
Agabazar // 3931.75.1003
2014.06.30 15:24
Agabazar

Хайхи асаплă "Ь" патне таврăнар-ха

Вăт кансĕр сăмах пур. Пулăвĕ ак çапла: Кань+Сĕр. Эппин, хайхи-майхи "ь" ăçта кайса кĕнĕ? Тен кам та пулин кунта кань мар, кан пулма кирлĕ тесе шутлать пуль. Çук, апла мар. Мĕншĕн тесен -сĕр аффикс глагол çумне мар, япала ячĕ çумне çыпçăнать. Тепĕр енчен, "Кан" пулсан, сингармонизм саккунĕпе килĕшÿллĕн, аффиксĕ те -сăр пулма тивĕçлĕ. АПЛА МАР-ИÇ! Ку пулма тивĕçлĕ "ь" паллăна çырулăхри традицие пула тухса ÿкнĕ темелле.

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики