Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Без зажиточной жизни в народе не воспитаешь добрых качеств.
(Сюнь-цзы)
 

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1764113 просмотров

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.21 19:58
Админ та, Атнер те тĕрĕс çыраççĕ! Мĕн эсĕ,Акасапар хăта? Ыйткалан çын-им? Чĕнеççĕ Акасапар хăта, Эсĕ тесе калаççĕ-савăн чун тăраниччен! Сана "Вы"-AGABASAR тесе вырăсла-акăлчанла чĕнмеççĕ вĕт! Савăн чăвашла чĕнекен пур чухне!
Agabazar // 3538.50.5998
2014.02.21 21:19
Agabazar
Атнер:"Не умничай,..." Тÿрлетÿ: "Не умничайте" теес пулать.
bor1959:"Мĕн эсĕ..." Тÿрлетÿ:"Мĕн эсир" теес пулать.

Вырăс чĕлхи пирĕн пурнăçра çав тери пысăк вырăн йышăнать.
Якур // 3907.84.6261
2014.02.21 21:32
Каллех Акапасар Ва-банк кайрĕ. Мĕн каласшăнни халлĕхе паллă мар. Тепĕр икĕ-виçĕ çултан паллă пулĕ.
Agabazar // 3538.50.5998
2014.02.21 21:51
Agabazar
Атнер:"Акдемик Геннадий Волков..." Тÿрлетÿ: Геннадий Волков академик теес пулать.

Вырăс чĕлхи пирĕн пурнăçра çав тери пысăк вырăн йышăнать.
Тимӗр // 4916-2612
2014.02.21 22:36
Акапасар,эсĕ шкулта учитель пулса ĕçлемен-и?.Питĕ йăнăшсене тÿрлетме тата вĕрентме юратан.Хăнăхнă ачасене хăвна Эсир тетерме.Енчен те чăннипех Волков академик эсĕ тенишĕн кÿренмен пулсан,ăна татах та чăннипех хисеплес килет.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.26 10:38
Акасапар учитель те пулман, производственник та пулман, коммуналлă хуçалăх системинче те ĕçлемен,ман шутпа.Вăл кантурта кĕнеке,справочниксем вуласа лараканскер пулнă. Халь,паллах,интернетран тухма пĕлмеç(мĕн тери савăнăç Ăна валли интернет пурри).Вăхăтран темле статьясем çыркалать,ара "шалу" илмелле вĕть-ха( тата Акасапар укçасăр чăвашлăхшăн та утăмсем тумаç,статья çырнишĕн укçа илме сам бог велел).
Вера С. // 4186.57.1361
2014.03.05 23:53
Русский язык для всех родной язык.
2014.03.06 00:20
Аçтахар Плотников
Вера, эс ĕнтĕ хăвăн пирки ан манса кайччăр тесе кунта кĕркелесе тухан, хăвăн шухăшна çырса хуран. Ыттисем мĕн калани саншăн кирлех те мар, чи кирли — хăвăн шухăшна пропагандăласси...
//ан пăшăрхан, пĕтмест сан чĕлхӳ...
Светлана Ив. // 4186.57.1361
2014.03.11 23:08
Мен ачаран "папа", "мама" тесе каласатпар пулсан сершыв, шкул челхи. "Папапа мамана юрататап эпе", "Ман папапа мама пите лайах сынсем" тесе сырассе шкул ачисем.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.12 09:15
Тĕрĕс çыраç шкул ачисем.Килĕнче акапасарсем пепкисемпе великий русский языкпа калаçнă.Хĕпĕртенĕ ачисем вырăсла лайăх та хăвăрт вĕренсе пынишĕн.Хăйсем чăваш пулнишĕн вăтаннипе ачисене хăть вырăслатасшăн ĕмĕтленнĕ.Чăвашлăх теми зарплата илме кăна кирлĕ вĕсене.Стройкăра ĕçлес килместь вĕсен.

Страницăсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, ... 27

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики